Ямал-Ненецк автономи округӗнче пӑртан скульптура тӑвакансем тупӑшнӑ. Унта "Ытама кӗреймен Ямал" конкурс-фестиваль иртнӗ.
Фестивальте Питӗрти, Курганти, Свердловск облаҫӗнчи, Шупашкарти ӑстасем тупӑшнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: пирӗн ентеш Андрей Молоков ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Вӑл пӑртан "Ҫамрӑк пулӑҫ" композици хатӗрленӗ.
Сӑмах май, Андрей Молоков кунашкал конкурса пӗрре мар хутшӑннӑ. Икӗ ҫул каялла вӑл Мускав облаҫӗнче иртнӗ пӑр скульптурӑсен "Ҫӗр планета ҫинчи юмахсем" фестивальте призер пулнӑ. Ун чухне Андрей "Щелкунчик" композици хатӗрленӗ.
Мускавра раштавӑн 3-мӗшӗнче 9 сехет те 48 минутра Перовская урамӗнче автобус ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм ҫывӑхри пристрой ҫине те куҫнӑ, пушар 50 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.
Пушара 40 минутран сӳнтернӗ. Ҫунса кайнӑ автобус – Чӑваш Енрен, «Попутчик» тесе ҫырнӑскер. Вӑл Шупашкартан Мускава тата каялла тӑтӑшах ҫӳренӗ-мӗн.
«Чеб.ру» «Попутчик» компанипе ҫыхӑннӑ. Лешсем ҫунса кайнӑ автобус вӗсен пулманнине каланӑ. Ҫав транспорт ирхине Шупашкартан Мускав килнӗ имӗш. Компани ҫакна та хирӗҫленӗ.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра ОРВИпе чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 4-мӗшӗччен 8367 ҫын чирленӗ. Ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан, 32 процент нумайрах.
Чирлекенсем ытларах - Шупашкарта, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар районӗсенче, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере.
Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗпе Фучик урамӗ хӗресленнӗ ҫӗрте развязка тӑвасшӑн. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, проекта хатӗрлеме тата ҫула тума 2 ҫул кирлӗ. Денис Спирин Китай строителӗсенчен тӗслӗх илме сӗннӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ 2015 ҫултах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ: Богданкӑри развязкӑна тума 1 миллиард тенкӗ ытла кирлӗ. Ку – ун чухнехи хак. Анчах вӑл проект – ҫӗр айӗнчи развязка (Мускаври пек), ҫавӑнпа вӑл хаклӑ. Халӗ вара администраци икӗ уровеньлӗ развязка тума палӑртнӑ – Хусанти пек.
Шупашкарти Ленин район администрацийӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем хӑйне евӗр ята регистрациленӗ. Ку таранччен вӗсем ачана кунашкал ят панине курман.
Ашшӗпе амӑшӗ, Андрейпа Ольга, тин ҫуралнӑ хӗр пӗрчине Саксония ят панӑ. Вӑл - питӗ сайра тӗл пулакан ят.
Чӑваш Енри икӗ хулара тата пӗр посёлокра шкулсем тума тытӑнӗҫ. Вӗсем Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Кӳкеҫре пулӗҫ.
Республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Павел Данилов пӗлтернӗ тӑрӑх, заявкӑсене кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Раҫҫей Вӗренӳ министерстви ырланӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсене тума хыснаран 2,7 миллиард тенкӗ уйӑрса панӑ. Виҫӗ объекта 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайонти химипе физика профильлӗ, 1400 ача вӗренмеллӗх шкула 3-мӗш строительство тресчӗ хӑпартӗ; Ҫӗнӗ Шупашкарти гуманитари профильлӗ, 1100 вырӑнлӑх шкула — «Старатель» строительство компанийӗ; Кӳкеҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 825 вырӑнлӑх шкула — Чӑваш Енӗн ипотека корпорацийӗ.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхи ултӑ сехет хыҫҫӑн Шупашкарта пӗр арҫын светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑрах ҫул урлӑ каҫма тытӑннӑ.
«Hyundai Solaris» автомобилӗн 39 ҫулти водителӗ васкамасӑр утакан ҫынна ирттерсе яма чарӑннӑ. «Suzuki Grand Vitara» автомобилӗн 56 ҫулти водителӗ ҫуран ҫӳрекене асӑрхаса ӗлкӗреймен — ҫын ҫинех пырса кӗнӗ. Шар курнӑ арҫын унтан «Хендай» машина ҫине кайса ҫапӑннӑ.
Светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе каҫма тӑнӑ арҫынна больницӑна илсе кайнӑ. Вӑйлӑ аманнӑскере пулӑшас тесе тухтӑрсем тӑрӑшаҫҫӗ.
Хӗл мучи Чӑваш Енри ачасене те килсе курӗ. Ҫак асамҫӑ тӗрлӗ хулана ҫитет. Шупашкар та ҫав списока лекнӗ.
Хӗл мучи пуйӑсӗ республикӑн тӗп хулинче ҫак канмалли кунсенче, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, чарӑнӗ. Вӑл Аслӑ Устюгран ҫитӗ, унпа пӗрле ытти асамҫӑ та пулӗ.
Хӗл мучи пуйӑспа килӗ. Унта ачасене йышӑнмалли вакун, вӑйӑсемпе квестсем ирттермелли вакунсем, ресторан, сувенирсем сутакан лавкка пулӗҫ.
Сӑмах май, Хӗл мучи пуйӑсӗ юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫула тухнӑ, вӑл 100 хулара чарӑнӗ.
Атӑл пӑрӗ ҫинче пулӑҫсен сезонӗ пуҫланнӑ. Паян чутах 33 арҫын пӑр катӑкӗ ҫинче ларса кайман.
Пулӑҫсем Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче, ГЭС патӗнче, пулӑ тытса ларнӑ. Тӑрук пӑр катӑлнӑ та шыва май юхма пуҫланӑ. Ҫав пӑр катӑкӗн серепине 30 пулӑҫ лекнӗ.
Ҫалавҫӑсем патне 10 сехетре хыпар ҫитнӗ. Пулӑҫсене ҫӑлма Ҫӗнӗ Шупашкарти, Сӗнтӗрвӑрринчи тата Шупашкарти ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ.
11 сехетре 33 пулӑҫа ҫыран хӗррине кӑларнӑ.
Шупашкарти 1-мӗш Кӑнтӑр тӑкӑрлӑкӗнчи пӗр ҫурт миграци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен ҫынсене иккӗлентерме тытӑннӑ. Унта 60 ытла ҫын пропискӑра тӑнӑ.
Вӗсем вырӑна ҫитсе курнӑ та - унта пурӑнмалли юрӑхлӑ ҫурт та пулман, стенасем кӑна.
Ҫӗр хуҫи - 53 ҫулти арҫын. Вӑл тӗрӗссине каласа кӑтартнӑ. Хайхискер унта хӑйӗн пӗлӗшӗсене, 60 ҫынна, пропискӑна тӑратнӑ. Лешсем хӑйсен ачисене прописка панӑ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |