Пӗлтӗр Республика кунӗнче пӗрремӗш хут сӑра фестивалӗ иртнӗ. Ӑна кӑҫал та йӗркелесшӗн. Унӑн ячӗ - "Раҫҫейри симӗс ылтӑн" ятлӑ.
Кӑҫал сӑра фестивальне ҫурла уйӑхӗн 12-19-мӗшӗсенче ирттерме палӑртнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, унта сӑра тутанса пӑхма, сӑра вӗретмелли йӑла-йӗркепе паллашма, сӑра музейне курма пулать. Ҫавӑн пекех предприятисене экскурсие илсе каясшӑн. Аттракционсем те ӗҫлӗҫ.
Фестиваль унчченхи вырӑнтах, Шупашкарти Юханшыв лапамӗнче, пулӗ.
Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем Евника ятлӑ хӗрачана регистрациленӗ. Ача нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ.
ЗАГС ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал ята вӗсем юлашки икӗ ҫулта тӗл пулман.
Евника Авалхи Греци ячӗ, «ырӑ ҫӗнтерӳ» тенине пӗлтерет. Ку ята Библире те асӑннӑ. Вӑл иудеянка, Павӑл апостолӑн Тимофейӑн амӑшӗ.
Шупашкарти Граждан урамӗнчи 81-мӗш ҫурт авариллӗ лару-тӑрура пулнине унчченех йышӑннӑ. Анчах унта пурӑнакансене урӑх ҫӗре куҫарман-ха.
Ҫак кунсенче халӑх тетелӗсенче видео сарӑлнӑ. Хӗрарӑм хваттерӗнчи мачча йӑтӑнса аннине ӳкернӗ. Юрать-ха, унта никам та пурӑнман. Хӗрарӑм хваттерне пӑхма килсен мачча ишӗлнине асӑрханӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин мачча ишӗлсе аннине ҫирӗплетнӗ-ха, анчах вӑл тӗрӗсех мар информаци пулнине каланӑ.
Шупашкарта хӗр чутах тротуарпа пыракан каччӑ ҫине ӳкмен. Хӗр 8-мӗш хутран персе аннӑ. Вӑл, телее, кӗрт ҫине ӳкнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл тӑнне ҫухатман, чӗрех пулнӑ.
Ку пӑтӑрмах Ярославль урамӗнчи 72-мӗш ҫуртра пулнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӳкнӗ саманта хыпара илнӗ ҫӑлкуҫра пӑхма пулать.
Шупашкарта Атӑл хӗрринче "Вутӑшпи" пур. Ӑна Андрей Молоков скульптор пӑртан ӑсталанӑ.
"Вутӑшпи" хӗллехи ишевӗн "АкваАйСпорт" федераци ҫурчӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Сӑмах май, Андрей Молоков пӑрпа кӑна мар, улӑмпа та, хӑйӑрпа та, утӑпа та ӗҫлет. Кӑҫал вӑл фестивальсенче пӑртан скульптура ӑсталаса икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Палӑртмалла: пултараллӑ скульптор И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ.
Шупашкарти Калинин районӗн прокуратурине сусӑр ачана кирлӗ препаратсемпе тивӗҫтерменни пирки ҫӑхав ҫитнӗ. Ачана кашни кун инсулин ямалли йӗп тата юнри глюкоза шайне тӗрӗслемелли тест кирлӗ. Анчах ӑна вӗсемпе тивӗҫтермен.
Прокуратура тӗрӗслев пуҫарсан пӑр вырӑнтан тапраннӑ. Ведомство Хулари ача-пӑча клиники тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.
Хальхи вӑхӑтра ачан пӗтӗм препарат пур.
Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем кашни эрнерех 11 лавккари хаксене тишкерсе тӑраҫҫӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 10-17-мӗшӗсенче хаксем мӗнле улшӑннине пӗлтернӗ.
Шурӑ ҫӑнӑх, сахӑр, аш-какай консерви, макарон, тӑвар, чӑх какайӗ, сӗлӗ кӗрпи, шӑнтнӑ пулӑ, сӗт, сысна какайӗ, услам ҫу йӳнелнӗ. Сахӑрӑн, чӑх какайӗн, шурӑ ҫӑнӑхӑн хакӗ ытларах чакнӑ.
Вир тата хура тул кӗрписем, ҫӗрулми, сгущенка, шыв, хура чей, сухан, пан улми, шурӑ ҫӑкӑр хакӗсем кӑшт ӳснӗ, анчах 1 тенкӗрен ытла мар.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 15 сехетре Шупашкарта 33-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунма пуҫланӑ. Ку "Лакрей вӑрманӗ" чарӑну патӗнче пулнӑ. Инкеке курнӑ ҫын "Про Город" хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, салонран 20 ҫынран кая мар тухнӑ.
Салона шӑршӑ тухнине, унтан тӗтӗм мӑкӑрланма тытӑннине пассажирсем курнӑ. Водитель алӑка уҫса пассажирсене тухма ыйтнӑ. Хӑй вара огнетушитель илсе ҫулӑма сӳнтернӗ.
Ӗнер каҫхи 9 сехет те 50 минутра Шупашкарта Етӗрне ҫулӗ ҫинче арҫынна машина вилмеллех ҫапса кайнӑ. Вӑл юраман вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ.
Ҫав ҫын кам пулнине тӳрех пӗлеймен. Вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличчен сывлама пӑрахнӑ. Ӑна ҫапса каяканни - "Лада Веста" рулӗ умӗнче ларнӑ 62 ҫулти арҫын.
Паяни ирхине Шупашкарта асамат кӗперӗ тухнине асӑрханӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫат порталӗнче пӗлтернӗ.
Сайтра хыпарланӑ тӑрӑх, ҫынсем асамат кӗперне ирхине 8 сехет те 10 минутра курнӑ. Вӑл Атӑл леш енче те курӑннӑ.
Ирхине хӑш-пӗр районта пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Аса илтерер: паян республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр пулассине ӗнер пӗлтернӗччӗ. Вӑл пирӗн пата Мускав енчен килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |