Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енре ача-пӑча Акатуйӗ иртӗ. Вӑл Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ паркра иртӗ. Уяв 10 сехетре пуҫланӗ.
Ача-пӑча Акатуйне йӗркелекенсем мероприяти кӑсӑклӑ пулассине шантараҫҫӗ. Ачасем хӑйсен тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне туллин кӑтартса парӗҫ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртӗҫ, асра юлмалли кӑсӑклӑ ытти самантсем те пулӗҫ. Вӗсем, пӗр енчен, Акатуя хутшӑнакансемшӗн кӑсӑклӑ пулмалла, тепӗр енчен, куракансене савӑк кӑмӑл парнелемелле.
Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Чи лайӑх бульдозерист» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн федераци тапхӑрӗ иртӗ. Пирӗн республикӑра кунашкалли – пӗрремӗш хут.
Конкурса ЧР Ӗҫлев министерстви тата бульдозер техникипе тивӗҫтерекен Шупашкарти компани йӗркеленӗ.Унта 11 регионтан хутшӑнӗҫ: Алтай, Красноярск крайӗсенчен, Белгород, Вологда, Ленинград, Липецк, Чулхула облаҫӗсенчен, Тутарстанран тата Хакасирен. Конкурсҫӑсем теори ыйтӑвӗсене хуравлӗҫ, унтан тренажер-стимуляторпа Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта трассӑна, полигона парӑнтарӗҫ.
Ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи паркра 3 ҫулти ача ҫухалса кайнӑ. Вӗсене шырас ӗҫе ахаль ҫынсем те хутшӑннӑ.
Александра Дамиан тата Серафима Иванова ун чухне йытӑпа уҫӑлса ҫӳренӗ. Вӗсем те ачана шыранӑ, паркра шаппӑн утса сас-чӗве итлесе пынӑ. Кӗҫех вӗсем ача макӑрнине илтнӗ. Ҫырма тӗпӗнчен илтӗнет иккен. Вӗсем унта ансан ачана тупнӑ. Пӗчӗкскер пушмакне ҫухатнӑ, йӗпенсе шӑнса хытнӑ. Питне вӑрӑм туна ҫыртса пӗтернӗ. Ача паркра 2,5 сехет ҫухалса ҫӳренӗ.
Александрӑпа Серафимӑна ШӖМ тав туса парнесем панӑ.
Шупашкарта 75 ҫулти хӗрарӑма урамрах, ача-пӑча лапамӗнче, улталанӑ. Вӑл палламан хӗрарӑмсене 400 пин тенкӗ тыттарса янӑ.
Кинемей ура ыратнипе аптӑрать. Урамра пынӑ чухне ун патне хӗрарӑм пынӑ. Вӑл урине сиплеме пулӑшать-мӗн. Анчах сывалма темӗнле йӑла тумалла имӗш. Ҫав вӑхӑтра тепӗр хӗрарӑм пынӑ та ку сиплев унӑн амӑшне пулӑшни пирки каланӑ.
Кинемей вӗсене ӗненнӗ, килӗнчи 400 пин тенкине илсе тухса ҫав хӗрарӑмсене панӑ. Лешсем вара укҫапа ун ҫийӗн сулкалашнӑ та ҫухалнӑ.
Кинемей тепӗр кун полицие кайнӑ. Халӗ ҫав хӗрарӑмсем камсем пулнине палӑртаҫҫӗ.
Истори предмечӗпе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытни паллӑ. Республикӑри виҫӗ ҫамрӑк 100 балл пухнӑ.
Вӗсен йышӗнче - Патӑрьелти 1-мӗш шкулӗнчи Самира Хусетдинова, Вӑрнарти 2-мӗш шкулти Елизавета Воробьева, Шупашкарти 3-мӗш лицейри Артем Трофимов.
Шупашкар хӗрарӑмӗ ювелир лавккинчен парне выляса илнӗ тесе ӗненнӗ. Анчах ӑна улталанӑ.
Ӑна Пермь крайӗнчи 21 ҫулти каччӑ шӑнман пӑр ҫине лартса хӑванӑ тесе шутлаҫҫӗ. Хайхискер казинора выляма юратнӑ, анчах укҫи пулман. Ҫапла вӑл ювелир лавккинчен парне выляса илнӗ тесе палламан номерсем ҫине пӗлтерӳсем янӑ. Кун хыҫҫӑн банк карттин реквизичӗсене пӗлнӗ те унти укҫана вӑрланӑ.
Ҫак каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян ирхине Шупашкарти Эльмен урамӗнчи 12-мӗш ҫуртра 2-мӗш хутри хваттер ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсене ҫав ҫуртрах пурӑнакан 45 ҫулти Алексей Кудашев чӗннӗ.
Арҫын хваттерте ҫынсем пулма пултарнине шута илсе алӑкран кӗме хӑтланнӑ, анчах май килмен. Урама тухсан вӑл тӗпелти чӳречерен ачасем пӑхнине курнӑ. Хваттерте вара ҫулӑм алхаснӑ. Алексей газ пӑрӑхӗ тӑрӑх хӑпарса чӳрече ҫӗмӗрнӗ те ачасене унтан кӑларнӑ. Пӗчӗкскерсем 2015 тата 2017 ҫулсенче ҫуралнӑскерсем. Сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскерсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарти больницӑсене пӗрлештересшӗнни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: Хулари 1-мӗш клиника больниципе Иккӗмӗш хула больницине тата П.Н. Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш хула больницине пӗрлештерес ыйтӑва Шупашкарта халӑхра пухӑнса сӳтсе явнӑччӗ.
Халӗ республика Правительствин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков ятарлӑ йышӑнӑва ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Реорганизациленӗ организацин учредителӗ пулма Хулари 1-мӗш клиника больницине шаннӑ.
Ӗнер Шупашкарти тӗп пляжра ӗҫлекен ҫӑлавҫӑсем 20 сехет те 10 минутра сменӑна вӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн хуралҫӑ кӑна юлнӑ.
20 сехет те 20 минутра вара пляжра хӗр путса вилнӗ. Вӑл Узбекистанран Шупашкара медицина факультетне вӗренме килнӗскер пулнӑ.
Ҫав вӑхӑтра 3 хӗр шыва кӗнӗ. Путса вилнин тусӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ишме пӗлмен. Студенткӑн виллине шывран паян ирхи 6 сехетре ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Ҫак кунсенче математика предмечӗпе ППЭ кӑтартӑвӗсем паллӑ пулнӑ. Чӑваш Ерри 11 ҫамрӑк ӑна 100 баллӑх тытнине палӑртма кӑмӑллӑ.
Вӗсен йышӗнче Шупашкарти 3-мӗш лицейри Александр Разухин, Яна Федорова, Владимир Федоров, Станислав Волков, Руслан Киселев, Елизавета Кожемякова, тӗп хулари 44-мӗш лицейри Михаил Гаврилов, 4-мӗш лицейри Екатерина Мирошник, 61-мӗш шкулти Иван Кузнецов тата иртнӗ ҫул вӗренсе тухнӑ Сергей Ефремов тата Алексей Ярдухин.
Аса илтерер: Виктория Котусенко химипе тата вырӑс чӗлхипе 100-шер балл пухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |