Банкра ӗҫлекен ҫамрӑк специалист ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Ҫапла вӑл 25 пин тенкӗ ҫухатнӑ.
19 ҫулти хӗр патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл финанс учрежденийӗн ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер пӗлтернӗ тӑрӑх, ултавлӑ майпа пама хатӗрленнӗ кредита чарса лартмалла. Хӗр палламан ҫын каланине пурнӑҫласа пынӑ та 25 пин тенкине ҫухатнӑ.
Хӗр хӑйне улталани пирки полицие пырса каласа кӑтартнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать. Ҫынсем шывра чӑмпӑлтатса уҫӑлаҫҫӗ. Анчах шыв ҫинче инкек пуласси те часах. Республикӑра 3 кунра пилӗк ҫын путса вилнӗ.
Ҫурлан 4-мӗшӗнче Шупашкарта тӗп пляжра Атӑлтан арҫын виллине кӑларнӑ. Тепӗр кунхине ГЭС патӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 46-ри арҫын путса вилнӗ. Вӑл ӳсӗрле шыва кӗнӗ. Ҫав кунах Елчӗк районӗнче 47 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ шыва кӗнӗ чухне татӑлнӑ.
Ҫурлан 6-мӗшӗнче Улатӑр районӗнче 47 ҫулти арҫын путнӑ. Ҫав кунах Комсомольски районӗнче 49-ти хӗрарӑм шывран тухайман.
Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта «Раҫҫейри чи лайӑх такси водителӗ» конкурсӑн финалӗ иртӗ. Ӑна Пӑр керменӗнче йӗркелӗҫ.
Конкурса 32 регионти таксист хутшӑнӗ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ таксиста машина парнелӗҫ тата 150 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Иккӗмӗш вырӑн йышӑнакана 100 пин тенкӗ парӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑншӑн вара 50 пин тенкӗ лекӗ.
Водительсем 3 тур витӗр тухӗҫ: теори, ӑсталӑх тата пултарулӑх.
Тӳре-шара Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбус ярасси пирки тахҫанах калаҫать. Темиҫе ҫул каялла унта 100-мӗш троллейбус ҫӳретчӗ-ха. Анчах 2020 ҫулта ӑна кӑшӑлвируса пула тата унпа халӑх сахал усӑ курать тесе хупнӑ.
ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, троллейбуссене ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче ярӗҫ. 62-мӗш маршрутпа ҫӳрӗҫ вӗсем, линире автономлӑ мелпе ҫӳрекен 21 троллейбус пулӗ. Троллейбуссемпе раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Ӗпхӳри трамвайпа троллейбус савучӗ тивӗҫтерӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарти тӗп пляжра арҫын ҫухалнӑ. Вырӑна тӳрех Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫитнӗ.
Водолазсем арҫын виллине каҫхине, 18 сехет ҫурӑра, тупнӑ. Унӑн вилли тӗп пляжран 50-70 метрта пулнӑ.
Аса илтерер: ӗнер Лапсарти пӗвере хӗрача виллине тупнӑ.
Шупашкар хулин кунӗ тӗлне «Чувашия: вехи истории и современность» кӗнеке-альбом пичетленсе тухӗ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче хатӗрлеҫҫӗ.
Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑм истори материалӗсемпе тата сӑнӳкерчӗксемпе пуян пулӗ. Кӗнеке аваллӑхран пуҫласа паян кунчченхи тапхӑра уҫса парӗ.
Кӗнекене пухса хатӗрлекенӗсем тата авторӗсем — Е.В. Касимов, С.Н. Кодыбайкин, Ф.Н. Козлов историк-ученӑйсем.
Шупашкарта фермермен мини-пасарӗсем татах пулӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин.
Мини-пасарсем ҫӗнӗ кӑнтӑр тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсенче, комбинатра пулӗҫ. Пӗлтӗр ҫакнашкал мини-пасар ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче уҫӑлнӑ. Унта унччен те пулнӑ-ха. Ҫав вырӑна ҫӗнетнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта та фермерсен хӑйсен продукцине сутмалли вырӑн пур. Пӗлтӗр ӑна та ҫӗнетнӗ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви кун пек мини-пасарсене ытти хулапа муниципалитетра та уҫма палӑртнӑ.
Паян ҫӗрле Канаш хулинчи Ӗҫ урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Юрать-ха, ку инкек никамӑн пурнӑҫне те татман.
Пушар тухни пирки ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 55 минутра пӗлтернӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем икӗ пӳлӗмлӗ хваттертен 32 ҫулти хӗрарӑма, унӑн 6-ри ачине тата пӗрле пурӑнакан 29-ти арҫынна пусмапа илсе тухнӑ. Виҫҫӗшӗ те сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, вӗсене Канашри тата Шупашкарти пульницӑсене илсе ҫитернӗ.
Пушара 40 минутран сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.
Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тума хатӗрленет. Кӑҫал халӑха мӗнпе савӑнтарӗҫ?
Яланхи пекех концерт пулӗ. Шупашкара Раҫсей шайӗнчи ҫӑлтӑрсем килӗҫ. Ҫурлан 19-мӗшӗнче, шӑматкун, «Леприконсы» ушкӑн юрлӗ. Ӑна халӑх «Хали-гали, паратрупер» юрӑпа пӗлет.
Ҫав кунах Хӗрлӗ тӳремре Людмила Зыкина ячӗллӗ «Россия» вырӑс халӑх ансамблӗ концерт лартӗ. Вӑл «Тӗрленӗ Раҫҫей» проектпа килӗшӳллӗн пулӗ.
Вырсарникун, ҫурлан 20-мӗшӗнче, Хӗрлӗ тӳремри сцена ҫине «Новые самоцветы» ушкӑн тухӗ.
22 сехетре яланхи пекех салют пулӗ.
Сире ҫӗрле мотоцикл сасси ҫывӑрма чӑрмантармасть-и? Каҫхине "тимӗр ута" кӗрлеттерсе чупаҫҫӗ ҫав. Унашкаллисем Шупашкарта пайтах.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, мотоциклистсем чылай чухне вӑйлӑ шавлаҫҫӗ, ҫул-йӗр правилисене тӑтӑшах пӑсаҫҫӗ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем вӗсене кулленех тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫынсене те шавлакан мотоциклистсем пирки пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Ку ыйтупа 102 телефон номерӗпе шӑнкӑравламалла.
Палӑртса хӑвармалла: кӑҫал 7 уйӑхра мотоциклистсемпе ҫыхӑннӑ 47 авари пулнӑ. Вӗсенче 53 ҫын шар курнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |