Шупашкарти Калинин районӗн ЗАГС пайӗнче питӗ сайра тӗл пулакан ята регистрациленӗ. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ ывӑлне панӑ.
Ҫак ят – Златан. Швецире унашкал ятлӑ футболист, ҫак ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командин капитанӗ пулнӑ Златан Ибрагимович пур.
«Златан» славян чӗлхинчен килнӗ, «ылтӑн», «хаклӑ», «ылтӑн ҫӳҫлӗ» тенине пӗлтерет. Вӑл 19-20-мӗш ӗмӗрсенче Балкан ҫӗршывӗсенче анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ.
Шупашкарти 165-мӗш ача пахчи ҫӗршыври чи лайӑх 100 ача пахчи шутне кӗнӗ. Ӑна «Тӗслӗх ача пахчи» пек федераци реестрне те кӗртнӗ.
Чи лайӑххисене суйланӑ чухне мӗн шута илнӗ-ха? Вӗренӳ пахалӑхне, инфратытӑма, педагогсен профессионаллӑхне, канӑва мӗнле йӗркеленине тата ачасен сывлӑхне упрама пулӑшакан мероприятисене ирттернине шута илнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 77 ҫулти киемее палламан ҫынсем улталанӑ. Вӑл вӗсене 70 пин тенкӗ куҫарса ӗлкӗрнӗ. Юрать-ха, суту-илӳ центрӗнче хуралҫӑ вӑл терминал умӗнче такампа телефонпа калаҫса укҫа куҫарнине асӑрханӑ. Ҫапла ун патне пырса ултавҫӑсем пирки ӑнлантарнӑ.
Ултавҫӑсем анлӑ сарӑлнӑ схемӑпах усӑ курнӑ: кинемейӗн счетне такамсем хапсӑнаҫҫӗ, укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла-мӗн. Кинемей вӗсене ӗненсе терминал патне пынӑ та.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян Шупашкарти «Виктория» сад юлташлӑхӗнче, Хӗвелтухӑҫ поселокӗнче, 3 ҫулти арҫын ача ҫухалнӑ. Вӑл уҫӑлма тухнӑ пулнӑ.
Ярослав Краснова «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ. Ача 1 метр ҫӳллӗш, ҫутӑ ҫӳҫлӗ. Тӗрлӗ тӗслӗ куртка, тӗттӗм кӑвак шӑлавар, шурӑ кроссовка, шурӑ карттус тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗсем: Елена (Касатка) 89520203557, Наталия (Симба) 89196666680.
Лайӑх хыпар: ачана каҫ кӳлӗм тупнӑ, вӑл чӗрех.
Чӑваш Енре хӗрлӗхенпе (корь) чирлекенсем нумайланнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 53 ҫын чирленине шута илнӗ. Вӗсенчен 50-шӗ - Шупашкарта, пӗрер - Комсомольски тата Шупашкар районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта.
Кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче 35 тӗслӗх пулнӑ. Пӗр уйӑхра тепӗр 18 ҫын хӗрлӗхенпе чирленӗ. Пирӗн республикӑра ку чирпе чирленӗ тӗслӗх 2019 ҫултанпа пулман.
Хӗрлӗхенрен хӳтӗлекен вакцина чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗччен килмеллине пӗлтереҫҫӗ.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Синкӗл районӗнчи Ялавӑрта Петр Маркин ҫыравҫа халалласа палӑк уҫнӑ. Унӑн авторӗ — Чӗмпӗр чӑвашӗ, Николай Кондрашкин скульптор.
Тимӗрпе бетонран тунӑ палӑка Пётр Маркин ячӗпе хисепленекен вулавӑш умӗнче лартнӑ. Ялавӑр — Чӗмпӗртен иртсен Самар еннелле кайнӑ енче вырнаҫнӑ. Асӑннӑ ялта ҫавӑн пекех СССР халӑх артисчӗ Алексей Ургалкин ҫуралнӑ.
Пётр Маркин пӗр вӑхӑт Хусанта, унтан Шупашкарти «Ҫамрӑк коммунист» хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшнӑ, чӑваш телевиденийӗнче 22 ҫул ӗҫленӗ.
Чӑваш Ен ҫитес ҫул 90 ытла троллейбус туянӗ. Кун пирки Чӑваш Ен правительстви хыпарланӑ.
ДОМ.РФ облигацисене усӑ курассипе ӗҫлекен Правительство комиссийӗ Шупашкарти агломерацин электротранспорт паркне ҫӗнетес енӗпе республикӑна ырланӑ.
Ҫавна май республика 92 троллейбус туянӗ. Пӗр пайне «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ярӗҫ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗрремӗш маршрута ҫулталӑк вӗҫӗнче ярассине пӗлтернӗ.
Шупашкарти Мускав районӗнче администрацийӗн ЗАГС пайӗнче Эмели ятлӑ хӗрачана регистрациленӗ.
Эмили ят мӗнле пулса кайнин темиҫе верси пур. Латин чӗлхинчен куҫарсан «тивӗҫлӗ кӗрешӳҫӗ» тенине пӗлтерет. «Эмили» тата «Эмилия» - пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ ятсем. Анчах хальхи вӑхӑтра кашнинпе уйрӑм усӑ кураҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех Франци тымарӗ те пур ку ятра. Вӑл «Эммануэлье» ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енре юханшыв транспорчӗпе ҫула тухакансем йышлӑ. Кӑҫал унпа 90 пин ытла ҫын усӑ курнӑ. Кун пирки республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.
Ҫынсем юханшыв транспорчӗпе уҫӑлса ҫӳреме юратаҫҫӗ. Кун пек пулӑшупа 38 пин ытла ҫын усӑ курнӑ. Регионсем хушшинчи маршрутсемпе хутлакан хӑвӑрт ҫӳрекен карапсемпе 26 пин ытла пассажир ҫула тухнӑ.
«Шупашкар — Атӑлӑн сулахай енчи ҫыранӗ» маршрута ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче хупнӑ, «Шупашкар — Хусан» тата «Шупашкар — Свияжск» маршрутсене — авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче.
Ҫынсене уҫӑлса ҫӳреме илсе каякан пӑрахутсем авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫӳрӗҫ.
Шупашкар хулинче йытӑ уҫӑлтарса ҫӳремелли лапам тума палӑртнӑ. Ун пеккине ҫывӑх вӑхӑтра виҫӗ ҫӗрте тума шухӑшлаҫҫӗ.
Асӑннӑ лапамсенче йытӑсем валли пӗчӗк тусем, ирӗккӗн иртсе ҫӳреме чаракан вырӑнсем тата ытти ҫавӑн йышши япаласем пулӗҫ. Вӗсем йытӑсене физкультура тума май парӗҫ.
Йытӑсене уҫӑлтарса ҫӳремелли лапамсене виҫӗ ҫӗрте йӗркелӗҫ: хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче, кӑнтӑр районӗнче тата Хӗвеллӗ районта.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |