Паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче автобус ачана ҫапса кайнӑ.
Инкек ирхи 10 сехет те 30 минутра «Чебоксарец» магазин тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, ачапа унӑн тӑванӗ ҫул урлӑ каҫнӑ. 41-мш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫавӑн чухне ачана ҫапса кайнӑ.
Пуҫне суранлатнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Паян Шупашкарта пурӑнакан Антонина Савельева 100 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Шупашкар районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Тутаркассинче ҫуралнӑ. Анчах унӑн ашшӗпе амӑшӗ часах вилнӗ. Ун хыҫҫӑн вӗсене, шӑллӗпе иккӗшне, Пӑрачкаври тӑванӗсем усрава илнӗ. Антонина шкулта сакӑр класс вӗреннӗ.
1943-1953 ҫулсенче милиционерта ӗҫленӗ. Пулас мӑшӑрӗпе Георгий Григорьевичпа ӗҫре паллашнӑ. Унтан мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Обкомра техничкӑра тӑрӑшнӑ.
Савельевсем, хӗрпе ывӑл ҫуратса ӳстернӗ.
«Пирӗн килте яланах килӗшӳпе ҫураҫу хуҫаланнӑ. Сасӑ хӑпартса калаҫнине эп илтмен», — каласа кӑтартать кинемейпе пӗрле пурӑнакан хӗрӗ Галина Георгиевна.
Паян ватӑ ҫын вырӑнпах выртать. Ӑна хӗрӗ юратса пӑхать.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Иосиф Дмитриева /Трер/ халалланӑ регионсен хушшинчи «СеспельФЕСТ» фестиваль уҫӑлать.
Фестиваль кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут иртет. Вӑл чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗччен пырӗ. Унта Мари Элти, Тутарстанри, Чӑваш Енри ҫамрӑксен театрӗсем хутшӗнӗҫ. Спектакльсем Шупашкарта Ҫамрӑксен театрӗнче тата Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче пулӗҫ.
Пӗрремӗш кунхине Мари ҫамрӑксен театрӗ «Обломов. Теперь или никогда» спектакльпе паллаштарӗ. Ӑна Иван Гончаровӑн романӗ тӑрӑх хатӗрленӗ.
Шупашкарти пӗр сквера Раҫҫейри паллӑ политик Владимир Жириновский ячӗпе хисеплеме сӗнни пирки унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Шупашкар хула администрацийӗнче ку ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Комиссири 6 ҫын сквера Жириновский ятне парассине ырланӑ. Пӗр ҫын хирӗҫ пулнӑ. Ҫапла ку ыйтӑва тивӗҫтернӗ. Шупашкарти хӑш сквера Жириновский ятне парассине каярах пӑхса тухӗҫ.
Аса илтерер: хулари пӗр сквера Владимир Жириновский ячӗпе пама ЛДПР парти пайташӗ Эдуард Петров кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче сӗннӗ.
Шупашкарта прокурор должноҫне ҫӗнӗ ҫынна ҫирӗплетнӗ. Вӑл - Сергей Фирсов.
Сергей Александрович унччен Канашри районсен хушшинчи прокурор пулнӑ. Хӑй Шупашкарта 1978 ҫулта ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Диплом илсен прокуратура тытӑмӗнче следовательте ӗҫлеме пуҫланӑ. Кайран тӗрлӗ районта прокурор ҫумӗ, прокурор пулнӑ. Канашри районсен хушшинчи прокурорӗнче вӑл 2021 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ.
Палӑртмалла: унччен Шупашкар прокурорӗ Александр Шабалкин пулнӑ. Вӑл кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 9-11-мӗшӗсенче Кироври Афанасьев ячӗллӗ пукане театрӗ Шупашкара гастроле килӗ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пултарулӑх ушкӑнӗ хулари икӗ лапамра спектакльсем кӑтартӗ: Трактор тӑвакансен культура керменӗн сцени ҫинче тата Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче. Пӗрремӗшӗнче «Кентервильское приведение» постановкӑна кӑтартӗҫ, иккӗмӗшӗнче вара – «Гоголь. Спб», «Крошка Енот» спектакльсене.
Ҫакнашкал гастроль ют хуласенчи театрсемпе тачӑ ҫыхӑну йӗркелеме пулӑшнине палӑртнӑ Культура министерстви.
Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрне Калина ят хунӑ. Ку - питӗ сайра тӗл пулакан ят.
Ҫак ят славян тата грек чӗлхисенчен пулса кайнӑ. Грек чӗлхинчен куҫарсан вӑл «тӗп ҫӗнтерӳҫӗ, лайӑххи» тенине пӗлтерет.
Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче кунашкал ята пӗрремӗш хут регистрациленӗ.
Чӳк уйахӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче, «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ ҫывӑхӗнче, «Бысто-деньги» текен офиса ҫаратнӑ. Унта микрозаймсем параҫҫӗ.
Темӗнле арҫын таксирен аннӑ та офиса вирхӗнсе кӗнӗ. Хайхискер хачӑпа хӑратса унти укҫана йӑтса тухса тарнӑ. Ҫав таксиех ларса вӗҫтернӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна тытса чарнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче васкавлӑ пулӑшу машини инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах Граждан тата Эльмен урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте пулса иртнӗ.
«Руль умӗнче» форумра инкек самантне ӳкерсе илнӗ видео тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑрӑ тӗслӗ кроссовер пӑрӑнма тӑнӑ, хура седан «Байконур» микрорайон еннелле пӑрӑннӑ. Васкавлӑ пулӑшу машини сиренӑпа тата ятарлӑ ҫутӑпа тӳрӗ ҫулпа пынӑ.
Ҫавӑн чухне машинӑсем инкеке лекнӗ те.
Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, паян, 14 сехетре, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен черетсӗр 37-мӗш ларӑвӗ пулать. Унта хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан ҫынна суйлӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Шупашкар пуҫлӑхне суйлассипе иртекен конкурса, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен ҫиччӗмӗш созывӗн ҫӗнӗ председателӗ кам пулассине сӳтсе явӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |