Шӑматкун ҫӗрле Шупашкар районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче ҫӑва ҫинчи хурал пӳрчӗ ҫунма пуҫланӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пӳрт тӑррине тата хушма ҫурта сиен кӳнӗ.
Кӗҫӗр вара ҫак ялтах пӳрт ҫуннӑ. Вырӑнти ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пушар пралука пула тухма пултарнӑ. Ҫурта радиаторпа хутса ӑшӑтнӑ-мӗн. Ҫавна пула тухма пултарнӑ та ҫулӑм.
Ҫавӑн пекех канмалли кунсенче Шупашкарта, Канаш тата Шупашкар районӗсенче типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗхсем пулнӑ.
Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ 24 тонна маринадланӑ хӑяр туяннӑ. Ҫавна май ятарласа аукцион иртнӗ.
Чи малтанах ведомство 1 млн та 528 пин те 80 тенкӗ сӗннӗ. Мускаври «Платон» организаци 24 тонна хӑяра 1 млн та 107 пин те 438,4 тенкӗпе кӳрсе пама килӗшнӗ.
Хӑяр - 3 литрлӑ банкӑсенче, вӗсене тимӗр виткӗчпе питӗрнӗ, упрамалли срокӗ 15 уйӑхран кая мар. Организацин тавара Шупашкарти Лапсар тӑкӑрлӑкӗнчи 17-мӗш ҫурта илсе килмелле.
Паян тӑвансем патӗнчен таврӑннӑ май Шупашкартан Ҫӗнӗ Лапсара М7 урлӑ каҫакан ҫул ҫинче авари асӑрхарӑм. Пысӑк тиев машини тӑрать, темиҫе васкавлӑ пулӑшу машинисем, ГИБДД транспорчӗ хӑйӗн ҫуттисемпе мӗлтлетсе тӑрать... Каярах «Руль умӗнче» автофорума пӑхрӑм та — иккен, ку тиев машини васкавлӑ пулӑшӑва ирттерсе яман. Темиҫе видео та пур.
Видеосене пӑхсан ҫакӑ паллӑ: тиев машини пысӑк хӑвӑртлӑхпа светофорӑн симӗс ҫути ҫине васканӑ. Ҫав вӑхӑтра васкавлӑ пулӑшу машини Ҫӗнӗ Лапсар поселокне каҫса ӳкес тенӗ. Уншӑн хӗрли ҫутӑлнӑ пулнӑ ӗнтӗ, анчах вӑл, мӗлтлетмӗшне ҫутса, сасӑ кӑларса каҫса каясах тенӗ пулас. Икӗ машина пӗр-пӗрне тӗл пулнӑ, васкавлӑ пулӑшу машининче виҫҫӗн аманнӑ.
Чӑн та, ку ҫул тӑваткалӗ ытла та инкеклӗскер. Пӗрре ман куҫ умӗнчех кунашкал евӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑччӗ. Ун чухне те пулӑмсем йӑлт ҫакӑн пекччӗ. Росгварди машини, светофор ҫинче кӗтсе тӑрас мар тесе (вӗсен ӑҫта васкас-ха тата?) мӗлтлетмӗшпе тата сасӑ кӑларса Ҫӗнӗ Лапсара каҫас терӗ.
Шупашкарти пӗр сквера Раҫҫей политикӗн ячӗпе хисеплеме сӗннӗ. Сӑмах Владимир Жириновский пирки пырать.
Ҫакна Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ЛДПР депутачӗ Эдаурд Петров ҫӗртме уйӑхӗнче сӗннӗ. Ятарлӑ комисси ҫак ыйтӑва авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пӑхса тухнӑ. Хальлӗхе пӗтӗмлетӳ протоколне пичетлемен.
Сӑмах май, Владимир Жириновский 2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Соцфонд пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 100 ҫултан каҫнӑ 50 ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 47-шӗ – хӗрарӑмсем. Вӑрӑм ӗмӗрлисем ытларах Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Вӑрнар районӗсенче пурӑнаҫҫӗ. Республикӑра 90-99 ҫулсенчи 5,5 пин ытла ҫын кун кунлать.
Чӑваш Енри чи аслӑ ҫын – Муркаш районӗнчи Неонила Белова. Вӑл Москакасси ялӗнче кун кунлать. Пӗлтӗр вӑл юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 106 ҫул тултарнӑ. Вӑл – нумай ача амӑшӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче окоп чавнӑ. 6 ача ҫуратнӑран пенсие 47 ҫулта тухнӑ, анчах 81 ҫул тултариччен ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫак кунсенче Златан ячӗллӗ арҫын ача ҫурални пирки пӗлтернӗччӗ. Калинин районӗн ЗАГС пайӗнче халӗ Леон ятлӑ ачана регистрациленӗ.
Ку ят мӗнрен пулса кайнин икӗ вариант пур. Вӑл латин чӗлхинчен килнӗ, «лев» /арӑслан/ тенине пӗлтерет. Иккӗмӗш верси: грек чӗлхинчен кӗнӗ, унта та «арӑслан» тенине пӗлтерет.
Палӑртмалла: пирӗн ҫӗршывра арҫын ачасене ытларах Лев ят параҫҫӗ. Европӑра вара Леон тата Лео анлӑ сарӑлнӑ. Леони пирӗн ҫӗршывра сайра хутра тӗл пулать.
Чӑваш Енре чи лайӑх муниципалитетсене палӑртнӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнчи хыпар тӑрӑх хакласан, маттуррисене 2022 ҫулхи ӗҫ тухӑҫлӑхӗшӗн палӑртнӑ.
Хула округӗсенчен пӗрремӗш вырӑна Шупашкар хули тухнӑ. Ӑна 2,7 миллион тенкӗ грант парса хавхалантарӗҫ.
Муниципалитет округӗсенчен Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Красноармейски — иккӗмӗш. Пӗрремӗшне ӑна 4 миллион тенкӗ тивӗҫӗ, иккӗмӗшне — 3,2 млн тенкӗ.
Ҫитес уйӑхра, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта фонтансем ӗҫлеме пӑрахӗҫ. Хула ҫыннисем вӗсемпе киленсе юлма темиҫе кун ҫеҫ юлчӗ.
Фонтансене ҫанталӑк сивӗтес умӗн кашни ҫулах чарса лартаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫав вӑхӑт сисӗнмесӗр ҫитрӗ.
Ҫитес уйӑхра, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта фонтансем ӗҫлеме пӑрахӗҫ. Хула ҫыннисем вӗсемпе киленсе юлма темиҫе кун ҫеҫ юлчӗ.
Фонтансене ҫанталӑк сивӗтес умӗн кашни ҫулах чарса лартаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫав вӑхӑт сисӗнмесӗр ҫитрӗ. Эсир вӗсемпе киленсе юлма ӗлкӗртӗр-и?
Шупашкар хулинче социаллӑ патруль ҫула тухнӑ. Рейда Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене пулӑшас енӗпе ӗҫлекен республикӑри центр ирттернӗ.
Социаллӑ патрульпе тухнисем килсӗр ҫынсене шыраса тупса вӗсемпе калаҫу ирттереҫҫӗ, вӗсене епле пулӑшу кирлипе кӑсӑкланаҫҫӗ. Япӑхса кайнисенчен хӑшӗсене тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ — ун пек чухне васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илеҫҫӗ.
Черетлӗ рейд вӑхӑтӗнче «Шупашкар» пасар ҫывӑхӗнче пулнӑ. Унта «Народные кормильцы» (чӑв. Халӑха тӑрантаракансем) православи ушкӑнӗ пулӑшу кирлисене кашни ытларикунсерен апатлантарать.
Килсӗр-ҫуртсӑр Сергей ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫлама хирӗҫ маррине пӗлтернӗ. Маларах асӑннӑ центрта ӑна этем ретлӗ пурӑнма вӗрентӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |