Шупашкарти аэропорта 2021 ҫултанпа юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫулталӑк пӗтиччен ку ӗҫе вӗҫлемелле.
Ӗҫ хӗрсех пырать. Утӑ уйӑхӗнче ҫурта кантӑкпа витнӗ. Халӗ фасачӗ ҫине Андриян Николаев космонавтӑн сӑнне ӳкереҫҫӗ. Ӑна кӗҫех вӗҫлемелле.
Палӑртмалла: реконструкци вӗҫленсен унӑн лаптӑкӗ унчченхи пек 1,5 пин тӑваткал метр мар, 5,5 пин тӑваткал метр пулӗ. Ҫулталӑкне унта 700 пин пассажир килмелле.
Шупашкар хулинче офиссенчен пӗрне чӗртсе янӑ.
Президент бульварӗнче вырнаҫнӑ «Волна» управляющи компанин пурлӑхне такам юри шар кӑтартасшӑн пулнӑ. Пушар ытлашши алхасман — офисӑн чӳрече рами ҫеҫ сиенленнӗ.
Такам юри тивертсе янине пула управляющи компание миҫе тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнине специалистсем шутласа кӑларӗҫ.
Паян ирхи 9 сехет те 5 минутра вӗҫсе каймалли самолёта тытса чарнӑ иккен.
«ДП-6808» рейс Шупашкартан Мускава илсе ҫитерет. Анчах самолётӑн техника кӑлтӑкӗ пулнӑран самолёт вӑхӑтра вӗҫсе каяйман.
«Тӗп аэропортран килсе ҫитнӗ авиатехниксен бригади кӑлтӑка юсасан самолёт вӗҫсе кайӗ», — хыпарланӑ Телерамри каналсенчен пӗринче.
Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Республикӑн клиника офтальмологи больницинче ачасем валли Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ.
Ҫамрӑк пациентсене комплекслӑ тӗрӗслӗҫ, офтальмологсем кирлӗ сӗнӳ-канаш парса пулӑшӗҫ, епле сипенмеллине каласа кӑтартӗҫ.
10 сехетре больницӑра ачасем валли анимаци программи пуҫланӗ.
Ҫамрӑк пациентсене Шупашкарти Ашмарин урамӗнчи 85-мӗш ҫуртра кӗтеҫҫӗ. Уҫӑ алӑксен кунне (8352) 51-36-54 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.
Йышӑнӑва пынӑ чухне ҫумра паспорт, ҫурални ҫинчен калакан свидетельство, страхлакан медицина полисӗ, СНИЛС пулмалла.
Шупашкарта кушак ҫынна ҫыртнине пула урнӑ чирпе карантин пулнине палӑртнӑччӗ. Халӗ Шупашкартах тепӗр вырӑнта – карантин.
Патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Вӑрнар ҫулӗ ҫинче, «Мебельщик» сад юлташлӑхӗ ҫывӑхӗнче, вилнӗ кушака тупнӑ. Ӑна республикӑри ветлабораторие тӗрӗслеме илсе кайнӑ та урнӑ чир пулнине палӑртнӑ. Юрать-ха, кушак ҫынпа хутшӑнман. Ҫавна май ҫурлан 23-мӗшӗнченпе ҫав тӑрӑхра – карантин.
Ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын йӗрке хуралҫисене пӗр пӑтӑмах пирки пӗлтернӗ. Ҫуран ҫӳрекен ҫын пакунлисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, Етӗрне ҫулӗ хӗррипе утса пынӑ чухне ӑна такам пневматика винтовкинчен пенӗ. Пуля ҫынна чутах лекмен.
Пӑтӑрмах вӑхӑтӗнче «Контур» патӗнчен «Райский дворик» ятлӑ шашлӑк пӗҫермелли вырӑн енне утса пынӑ. Сумкине майлаштарас тесе вӑл самантлӑха чарӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра ун енне пуля вӗҫсе пынӑ.
Вырӑна йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Анчах вӗсем пӑшаллӑ ҫынна тупса палӑртман.
Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче тӑрӑшакан хӗрарӑм ултавҫӑсене 2 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Пӗр харӑс мар. Икӗ эрне хушшинче.
42 ҫулти хӗрарӑм патне утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче мессенджерсенчен пӗринче укҫана хывса пайта курма май пурри ҫинчен пӗлтерӳ ҫитсе выртнӑ. Хӗрарӑмпа «консультант» та ҫыхӑннӑ. Вӑл ӑна укҫа куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ, ыттине биржа ӗҫченӗсем хӑйсемех тӑвӗҫ тесе ӗнентернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗччен хӗрарӑм Краснодар, Волгоград тӑрӑхӗсенче тата Мускавра регистрациленнӗ номерсем ҫине 2 миллион ытла куҫарса панӑ.
«Биржӑна хывнӑ» укҫана каялла илме май килменрен хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
2024 ҫулта Шупашкарта реформа тӑвӗҫ, унпа килӗшӳллӗн хула тата администраци пуҫлӑхӗсене пӗрлештерӗҫ. Ҫапла пӗр ертӳҫӗ кӑна юлӗ. Ӑна вара конкурспа суйлӗҫ.
Хула администрацийӗн ҫӗнӗ структурипе килӗшӳллӗн, ҫак пуҫлӑх ӑна шанса панӑ территоришӗн яваплӑ пулӗ.
Хальхи мэр депутатсен хула пухӑвӗн председателӗ пулӗ.
Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, шӑматкун, «Ҫеҫпӗл» кинозалта кино тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. Ҫав каҫ хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ «Чебурашка», «Вызов» тата «Праведник» илемлӗ фильмсене курма май килӗ. Вӗсене халӑх юратса пӑхать.
Программа ҫапларах. 17 сехетре Пысӑк залра «Чебурашка» (6+) илемлӗ фильм кӑтартӗҫ, вӑл 1 сехет те 53 минут пырӗ. Маларах асӑннӑ залра 19 сехет те 30 минутра «Вызов» (12+) кино пуҫланӗ. Вӑл 2 сехет те 44 минут пырать. 19 сехетре Пӗчӗк залра «Праведник» (12+) кӑтартӗҫ.
Вырӑнсене йышӑнас тесен (8352) 45-00-34 телефон номерӗпе е Ҫамрӑксен театрӗн сайтӗнче «Киноафиша» ярӑмра вырӑна суйласа илмелле. «Тӳлес» текен кнопкӑна пусмалла, анчах укҫана тӳемелле мар.
Шупашкар хулинче пӗр каччӑ 10-мӗш хутлӑ ҫуртран сикме шухӑшланӑ. Юрать, пӑтӑрмаха асӑрхакансем тата ҫамрӑка усал ӗс тӑвассинчен тытса чаракансем тупӑннӑ.
Каччӑ хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринчен сикме шухӑшланӑ.
Усал шухӑш тытнӑ каччӑ пирки ятарлӑ службӑсене систерекен тупӑннӑ. Каччӑпа психолог калаҫнӑ, ӑна лӑплантарнӑ хыҫҫӑн яш усал шухӑшне пӑрахӑҫланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |