Шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкар мэрӗ пулнӑ Олег Кортунов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 38 ҫулта пулнӑ.
Олег Кортунов 2015-2020 ҫулсенче Шупашкар хула пухӑвӗн 4-мӗш созывӗн депутачӗ пулнӑ, строительство енӗпе ӗҫлекен комиссие ертсе пынӑ. Кайран вӑл хула мэрӗ пулса тӑнӑ. Олег Кортунов мӗншӗн вилнӗ хыпар сарӑлман.
Палӑртмалла: халӗ ку тивӗҫе Евгений Кадышев пурнӑҫлать.
Ӗнер каҫхине 20 сехет те 50 минутра Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте, Вӑрнар ҫулӗ ҫинче, авари пулнӑ. Унта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, виҫҫӗшӗ аманнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «буханкӑпа» ҫапӑннӑ. «Грантӑри» 53 ҫулти водитель тата 34 ҫулти пассажирка вырӑнтах вилнӗ, 32 ҫулти пассажир вӑйлах аманса пульницӑна лекнӗ.
«Буханкӑри» водитель тата пассажирка аманнӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Савватий митрополита «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Олег Алексеевич Телеграм-каналӗнче ӑна мӗнелник ячӗпе саламласа ҫырнӑ.
Савватий атте (Сергей Геннадьевич Антонов) Чӑваш митрополине 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнченпе ертсе пырать. Халӗ вӑл 54 ҫулта. Вӑл Савватий ята 1989 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче илнӗ. 1993 ҫулта Иккӗмӗш Алексий пилӗпе Савватий атте Шупашкарти Ҫветтуй Троица мӑнастирне ертсе пынӑ. 2015 ҫулта Бурят митрополийӗнче ӗҫленӗ. Варнава митрополит кӑшӑлвируса пула вилсен Шупашкара таврӑннӑ.
Шупашкар хулин Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнче ачана кушак ҫыртса илнӗ хыҫҫӑн карантин туса хунӑ. Асӑннӑ йӗрке Киров урамӗнчи 17-мӗш ҫурт тавралла пулӗ.
Карантина ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче йышӑннӑ. Вӑл йӗрке республика Элтеперӗ ятарлӑ йышӑну кӑларичченех пырӗ.
Кушак урнӑ чирпе чирлине республикӑн ветеринари служби палӑртнӑ. Халӗ ача сипленет.
Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти арҫын фермертан какай туянас тенӗ. Ку пӗлтерӗве вӑл мессенджерта асӑрханӑ та сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ.
Хайхи арҫын унпа 10 пин тенкӗлӗх какай туянма калаҫса татӑлнӑ та укҫа куҫарса панӑ. Анчах ӑна нимӗнле какай та килсе паман.
Кун хыҫҫӑн арҫын полици уйрӑмне кайса хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта фермерсен ҫӗнӗ мини-пасарӗ уҫӑлнӑ. Вӑл И.Франко урамӗнчи 16-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ.
Мини-пасарта хӑйсен продукцине сутакан ҫынсене вырӑнпа тӳлевсӗр тивӗҫтереҫҫӗ. Унта 20 сутуҫӑ валли вырӑн пур. Меллӗ пултӑр тесе сумкӑсем лартмалли вырӑнсем пур, ҫумӑр лекесрен тӑррине витнӗ.
Вырӑнти ял хуҫалӑх производителӗсем пасарта сыр, чей, ҫырла, пахча ҫимӗҫ, ешӗл ҫимӗҫ тата ыттине сутаҫҫӗ.
Шупашкарти хӗрарӑм ача ҫуратмалли ҫуртра мар, килтех ҫӑмӑлланма шутланӑ. Ҫапла тухтӑрсем пулӑшмасӑрах ҫут тӗнчене арҫын ача килнӗ.
Пепкене Шупашкарти Ленин районӗн ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ. Кун пек чухне кӳнтелен кирлӗ. Ачан ашшӗ-амӑшӗ ӑна илсе килнӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, кӳнтеленӗн ача пульницӑра мар, килте ҫуралнине ӗнентерсе хут ҫырмалла.
Шупашкарта ҫуралнӑ хӗрачана хӑйне евӗр ят панӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна Калинин район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ. Хӗрача Аврелия ятлӑ.
Аврелия – латин чӗлхинчен килнӗ, Юлий Цезарӗн амӑшӗ ҫапла ят пулнӑ. Вӑл «Аврелий» арҫын ятӗнчен пулса кайнӑ, «ылтӑн» тенине пӗлтерет.
ЗАГС ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, Калинин районӗнче кунашкал ята юлашки икӗ ҫулта регистрацилемен.
Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑра икӗ аварире икӗ мотоциклист аманнӑ. Вӗсене санавиаци вертолечӗпе Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Пӗр авари Улатӑр районӗнче пулнӑ, тепри – Ҫӗмӗрле районӗнче. Икӗ мотоциклист та вӑйлах аманнӑ, иккӗшӗ те халӗ комӑра. Вӗсене санавиаци вертолечӗпе Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку – питӗ лайӑх мел. Мӗншӗн тесен пуҫне амантнӑ пациентсене машинӑпа илсе килнӗ чухне ҫул ҫинче силлентерни сиен кӳрет.
Паян Шупашкар хула администрацийӗнче хулан хисеплӗ ҫыннине Николай Емельянова чысланӑ. Ӑна хула администрацине халӗ ертсе пыракан Денис Спирин, хула мэрӗ Евгений Кадышев саламланӑ. Вӗсем ҫак ята тивӗҫнӗ Николай Емельянова тӗп хуламӑра хӑтлӑлатнӑшӑн, аталантарнӑшӑн тав тунӑ.
Аса илтерер: кӑҫал хулан хисеплӗ ҫыннине тивӗҫессишӗн 7 кандидатура тупӑшнӑ. «Уҫӑ хула» порталта ирттернӗ сасӑлавра Николай Емельянов ҫӗнтернӗ. Палӑртмалла: вӑл Шупашкара 2002-2010 ҫулсенче ертсе пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |