Чӑваш Енри икӗ ача, Тимур Ильин тата Станислав Андреев, Федераци Канашӗн «Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» медалӗпе чысланӑ. Тимур наградӑна Валентина Матвиенко председатель аллинчен илнӗ. Вӑл Шупашкарти 56-мӗш шкулта 2-мӗш класра вӗренет. 2020 ҫулта Тимур Вӑрнар тӑрӑхӗнче юхан шыв ҫинче пӑр айне анса кайнӑ тусне Богдана ҫӑлнӑ. Лешӗ ун чухне 6 ҫулта пулнӑ.
Тӑвай тӑрӑхӗнчи Турикас Тушкилте пурӑнакан 15-ри Станислав Андреев кӑҫал инкек тӳссе ирттернӗ. Пушарта унӑн амӑшӗ, шӑллӗ вилнӗ. Станислав пушар вӑхӑтӗнче ҫухалса кайман, пулӑшу ыйтма чупнӑ. Вӑл, 7-ри йӑмӑкӗ тата тӑван мар ашшӗ чӳречерен тухма пултарнӑ.
Шупашкарти Гузовский урамӗнчи лавкка сутуҫине, 52-ри хӗрарӑма, 18 ҫул тултарман ҫамрӑка сӑра сутнӑшӑн судра явап тыттарӗҫ.
Ача ҫав лавккара сӑра туяннӑ та тӳрех полицие кайнӑ, унта хӑйне алкоголь сутни пирки каласа кӑтартнӑ. Палӑртмалла: ҫак хӗрарӑма кӑҫал ҫу уйӑхӗнче 16-ри хӗре эрех сутнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Суд пуличчен хӗрарӑмӑн тухса ҫӳреме юрамасть.
Паян, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Хуласен пӗтӗм тӗнчери кунӗ шутланать.
Чӑваш Енре 9 хула, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ республика пӗлтерӗшлӗ, тӑваттӑшӗ — район пӗлтерӗшлӗ. Республика пӗлтерӗшлисем ҫаксем: Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле. Район пӗлтерӗшлисем: Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ тата Етӗрне.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакансенчен 64 проценчӗ хулара тӗпленнӗ.
Чи пысӑк йышлӑ хула — Шупашкар. Унта 496 пин ҫын пурӑнать. Иккӗмӗш вырӑнта — 120 пинлӗ Ҫӗнӗ Шупашкар. Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри тата Етӗрне пӗчӗк йышлӑ хуласем шутланаҫҫӗ, вӗсенче 8-шар пин ҫын пурӑнать.
Чӑваш Енри чи аслӑ хула, Шупашкар, 1469 ҫулта йӗркеленнӗ. Улатӑр — 1552 ҫулта, Ҫӗрпӳ — 1589 ҫулта, Етӗрне — 1590 ҫулта. Чи ҫамрӑк хула – Ҫӗнӗ Шупашкар (1960 ҫул).
Ытларикун, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта каллех ретро-троллейбус ҫула тухӗ. «ЗиУ-5» троллейбус Чӑваш транспорт управленийӗн автопаркӗнче упранать.
Кивӗ техникӑна (вӑл ҫула 1964 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пуҫласа ҫӳреме тытӑннӑ) хальхинче предприятие уҫнӑранпа 59 ҫул ҫитнине халалласа ҫула кӑларӗҫ. Совет саманинчи техникӑна юлашки ҫулсенче уяв кунӗсенче ҫула кӑлараҫҫӗ. Иртнине аса илмелӗх.
Ретро-троллейбус 1-мӗш номерлӗ маршрутпа «Университет» микрорайонтан пуҫласа Трактор тӑвакансен проспекчӗ таран ҫӳрӗ. Ӑна ирхи 7 сехет те 57 минутран пуҫласа 16 сехет те 19 минутчен чуптарӗҫ. «Умный транспорт» (чӑв. Ӑслӑ транспорт) приложенире тата сайтра ӑна «Ретро 001» тесе кӑтартӗҫ.
Троллейбус рулӗ умне Чӑваш транспорт управленийӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Владимир Спиридонов ларӗ.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 11 сехетре Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктантне ҫырӗҫ. Ку акци пӗтӗм Раҫҫейӗпе чӳкӗн 3-8-мӗшӗсенче кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут иртет.
Пирӗн регионта диктант ҫыракансем Шупашкарта Чӑваш наци музейне Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти упранакан зала пухӑнӗҫ. Тестра – 30 ыйту. Вӗсенчен 20-шӗ пӗтӗмӗшлисем, 10-шӗ вара Чӑваш Енпе ҫыхӑннисем. Хуравлама 40 минут уйӑрса парӗҫ.
Пӗтӗмлетӳсемпе диктант сайтӗнче чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗччен паллашма май пулӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм пынӑ. Вӑл йӗп ҫӑтса янӑ-мӗн.
Хайхискер ҫӗленӗ чухне йӗппе ҫӑвара хыпнӑ та ӑнсӑртран ҫӑтса янӑ. Унӑн хырӑмлӑхӗпе апат ҫулне эндоскопи тӗпчевӗ тунӑ. Анчах унта йӗп курӑнман. Вӑл пӗвер таранах ҫитме ӗлкӗрнӗ иккен.
Хӗрарӑма часрах операци тума йышӑннӑ. Йӗп пӗвере тӑрӑнса ларнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар хулисенче пӗрер пуҫлӑх юлӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче ҫавӑн пек пулнӑччӗ-ха. Анчах вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн администраци пуҫлӑхӗсем (вӗсене тепӗр майлӑ сити-менеджер та теме тытӑнчӗҫ) пулса тӑчӗҫ тата Депутатсен пухӑвӗсен председателӗсене муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем тесе тире урлӑ ҫырма тытӑнчӗҫ.
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта малашне пӗр пуҫлӑхлӑ меслет ҫине куҫӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын ачишӗн алимент тӳлемен. Парӑм 400 пин тенкӗ таран пухӑннӑ.
39 ҫулти арҫыннӑн 2016 ҫултанпа шалӑвӑн пӗрре тӑваттӑмӗш пайне ачишӗн тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл сӑлтавсӑрах ҫакна пурнӑҫламан. Куншӑн ӑна административлӑ майпа явап та тыттарнӑ. Анчах тӳрӗ ҫул ҫине кун хыҫҫӑн та тӑман – алимента ҫаплипех тӳлемен.
Парӑм нумайлансан арҫынна суд тунӑ. Ӑна 4 уйӑх тӳрленӳ ӗҫне янӑ, шалӑвӗн 5 процентне патшалӑх валли тытса юлаҫҫӗ.
18 ҫулти студент, Шупашкарта аслӑ шкулта вӗренекенскер, полицие пырса заявлени ҫырнӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ.
Вӑл каланӑ тӑрах, Ватсапра ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер банк ӗҫченӗ имӗш. Вӑл каланӑ тӑрӑх, каччӑ ячӗпе такам кредит илесшӗн, ҫавӑнпа хӑйӗн кредит илсе ку ӗҫе пӑчлантарма пулӑшмалла имӗш. Каччӑна телефонӗ ҫине ятарлӑ сарӑм вырнаҫтарма хушнӑ. Ҫапла ултавҫӑсем унӑн онлайн-банкӗпе усӑ курнӑ, ҫамрӑк ячӗпе 100 пин ытла тенкӗ кредит илнӗ.
Шупашкарти 53-ри хӗрарӑм ултавҫӑсене ӗненнӗ. Вӑл ун патне ФСБ ӗҫченӗ шӑнкӑравлать тесе шутланӑ.
Хӗрарӑм такамсем ун ячӗпе кредит илме хӑтланнӑ тенине ӗненнӗ. Ҫапла вӑл банкра 5 млн тенкӗлӗх кредит илнӗ те куҫарса панӑ. Банк ӗҫченӗ асӑрхаттарнине те хӑлхана чикмен.
Кун хыҫҫӑн та ултавҫӑсем унран хӑпман. Икӗ пӳлӗмлӗ хваттерне 4,7 млн тенкӗпе сутса ярса укҫине куҫарма хушнӑ. Хваттер сутни хут ҫинче кӑна имӗш, кайран вӑл таврӑнмалла.
Хваттере туяннӑ арҫын пырса тӑнӑ, хӗрарӑм ку манӑн хваттер тесе ӑна кӗртмен. Ара, вӑл ӑна хут ҫинче кӑна сутнӑ-ҫке-ха. Арҫын полицие кайнӑ. Хӗрарӑм пакунлисен умӗнче ҫав палламан ҫын номерӗпе шӑнкӑравланӑ та хӑй чӑнах та ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Ҫапла вӑл хваттерсӗр тӑрса юлнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 5 млн кредит тӳлемелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |