Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Хулара
stihi.ru сайтри сӑн
stihi.ru сайтри сӑн

Шупашкарта туса кӑларнӑ пельменре, «Сибирские» ятлӑскерте, антибиотик тупса палӑртнӑ. Пысӑк мар предприяти ертӳҫи хӑйех Россельхознадзор специалисчӗсене тӗрӗслеве чӗннӗ.

50 килограмм пельмен халӑх патне ҫитме ӗлкӗрнӗ. Антибиотик фарша ашпа тата салӑпа пӗрле лекме пултарнӑ. Сиенлӗ ҫимӗҫӗн пӗтӗм партине тӗп тума май килмен, ҫав вӑхӑталла пӗр пайне ҫынсем туянма ӗлкӗрнӗ.

Усламҫа административлӑ майпа явап тыттарса 50 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ку предприяти пуш уйӑхӗнче пельмен туса кӑларма пӑрахнӑ. Ҫапла пӗлтерет «Чӑваш Ен» ПТРК.

 

Хулара
"На связи" сайтри сӑн
"На связи" сайтри сӑн

Паян Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пысӑк пӑкӑ пуҫтарӑннӑ. Унта ирхине Граждан ҫавраҫула хупнӑ. Ку унта ҫула юсанипе ҫыхӑннӑ.

Паян шӑматкун пулсан та ку районта ир-ирех пысӑк пӑкӑ пуҫтарӑннӑ. Машинӑсем «Мускав» суту-илӳ центрӗ патӗнченех тӑнӑ.

Ҫул сарнине пула паянтан Граждан урамне Энтузиастсене урамӗпе ҫеҫ лекме пулать: Грасис урамӗпе кӗрсе Эльмен урамӗпе тухмалла. Икӗ ҫӗрте те машинӑсем валли икӗ енлӗ ҫул анчах. Ҫул юсанӑ вӑхӑтра общество транспорчӗ те Этунзиастсен урамӗпе ҫӳрӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарти арҫын Гарри Поттер кӗнекисене сутатпр тесе ҫынсене улталанӑ. Унӑн серепине Мускав облаҫӗнче пурӑнакан хӗрарӑм лекнӗ.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗнче ҫав хӗрарӑм полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче Гарри Поттер пирки ҫырнӑ кӗнекесене 3500 тенкӗпе сутнине курнӑ. Сутуҫӑпа ҫыхӑнса хайхискер калаҫса татӑлнӑ, укҫана лешӗ кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ. Анчах тавар ун патне ҫитмен.

Ку ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ тунӑ-мӗн. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унӑн кӗнекесем чӑнах та пулнӑ, анчах харӑсах туянакан икӗ ҫын тупӑннӑ. Иккӗшӗнчен те укҫа илнӗ, кӗнекене вара тепӗр сутуҫа панӑ.

Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79378
 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Лебедев урамӗнчи 25-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 30 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Ку инкек ҫур ҫӗр иртни 10 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк арҫын 5-мӗш хутран ӳкнӗ. Вырӑна полицейскисем, следовательсем килнӗ.

Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79363
 

Республикӑра
Яндекс.дзен сайтри сӑн
Яндекс.дзен сайтри сӑн

Елчӗк районӗнчи 33 ҫулти арҫын чутах ултавҫӑсен аллине лекмен. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та такам банк карттипе ҫыхӑннӑ телефон номерне улӑштарса кредит илме хӑтланни пирки каланӑ.

Ҫак ҫын Елчӗк арҫыннине заем илме, ӑна вӑл кӑтартнӑ счет ҫине куҫарма каланӑ. Ҫапла такам илме хӑтланнӑ кредит пӑрахӑҫланать имӗш. Хайхискер 1,4 миллион тенкӗ кредит илме Шупашкара кайнӑ. Ҫав укҫана мӗнле счет ҫине куҫарма каласан тин чӑваш арҫынни иккӗленме тытӑннӑ. Кун пирки вӑл банк ӗҫченне пӗлтернӗ. Лешӗ те ку ултавҫӑ пулма пултарнине каланӑ.

Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
«Лайӑх» кофейньӑн пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Лайӑх» кофейньӑн пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта «Лайӑх» ятлӑ кофейня ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.

Апатлану предприятийӗн тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кофейньӑра лайӑх кӑмӑл парнелеме шантараҫҫӗ.

«Лучшее место на Земле — Чувашия, а лучший кофе у нас!» — тесе ҫырса хунӑ унта. Чӑвашла куҫарсан, ку вӑл «Ҫӗр ҫинчи чи лайӑх вырӑн — Чӑваш Ен, чи лайӑх кофе вара «Лайӑх» кафере», — тесе ӑнланмалла.

«Лайӑх» ятлӑ кофейня Шупашкарти Иван Франко урамӗнче вырнаҫнӑ.

 

Сывлӑх

Улатӑр районӗнчи пациенткӑн сывлӑхӗ питӗ начар пулнӑ. Чӗри минутра 20 хут ҫеҫ тапнӑ.

Хӗрарӑма санавиаци вертолечӗпе Республикӑри кардиологи диспансерне илсе ҫитернӗ. Тепӗр 10 минутран ӑна вӑхӑтлӑх электрокардиостимулятор лартнӑ. Тепӗр кунхине, сывлӑхӗ лайӑхлансан, стимулятора улӑштарнӑ.

Юнкун Елчӗк районӗнчи пациенткӑна вертолетпа Шупашкара илсе килнӗ. Ҫул ҫинче 40 минут ҫеҫ иртнӗ. Халӗ хӗрарӑма реаниматологсем пӑхса тӑраҫҫӗ, операци тума хатӗрленеҫҫӗ.

 

Хулара
Яндекс.дзен сайтри сӑн
Яндекс.дзен сайтри сӑн

Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер, ҫӗршыва лайӑхлатма пулӑшни пирки калакан рекламӑна асӑрханӑ. Вӑл ҫакна ӗненнӗ.

"Аналитик" пилӗк уйӑха яхӑн ватӑ арҫынна суйса пурӑннӑ. Унӑн счечӗ ҫинче укҫа пухӑнать имӗш. Арҫын хӑй 10 пин доллар ӗҫлесе илнине ӗненнӗ.

Анчах укҫана илме тӑрсан ӑна счет уҫма, унта пысӑк укҫа хума ыйтнӑ. Хӑй иккӗленсен те арҫын унта 465 пин тенкӗ куҫарнӑ. Анчах кайран хӑйех полицие пырса ултавҫӑ аллине лекни пирки заявлени ҫырнӑ.

Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Культура
Сергей Журавлев сӑнӳкерчӗкӗ
Сергей Журавлев сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Чӑваш Енӗн композиторсен ассоциацийӗн ертӳҫинче чылай ҫул ӗҫленӗ Николай Зимин ҫуралнӑ кун, асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна композитор пурӑннӑ Шупашкарти Хевеш урамӗнчи 33-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ.

Пурӑннӑ пулсан Николай Зимин ҫак кунсенче 80 ҫул тултармаллаччӗ. Унӑн чӗри 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ.

Паллӑ музыковеда тӑван тӑрӑхра манмаҫҫӗ, асра тытаҫҫӗ, сума сӑваҫҫӗ.

 

Хулара

Шупашкарта асар-писер ҫулпа та ҫӳреме пултаракан грузовик кӑларма пуҫланӑ. Пӗрремӗш транспорта Казахстана карьерта ӗҫлеме ӑсатнӑ ӗнтӗ.

«Силант» ятлӑскер 3-8 тонна тиев ҫӗклеме пултарать. Ял хуҫалӑхӗнче кунашкал транспорт пӗр фургона, самосвала тата пӗчӗк трактора улӑштарайрать.

Ку транспортпа коммуналлӑ хуҫалӑхра та усӑ курма май пур. Шупашкарти машиностроени предприятийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Силантӑн» ют ҫӗршывсенче аналогсем пур: Германире, Италире.

 

Страницӑсем: 1 ... 168, 169, 170, 171, 172, 173, 174, 175, 176, 177, [178], 179, 180, 181, 182, 183, 184, 185, 186, 187, 188, ... 1002
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 24

1978
46
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ