Ыран, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Анатолий Кокель чӑваш художникӗн «Пурнӑҫ урапи» куравӗ уҫӑлӗ. Культура мероприятийӗ Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне уявланӑ май иртӗ, ӑна Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа йӗркелӗҫ.
Куравра 100 яхӑн ӳнерҫӗ ӗҫне тӑратнӑ. Вӗсен йышӗнче хальхи вӑхӑтри ҫынсен портречӗсем, натюрмортсем, пейзажсем пулӗҫ.
«Манӑн ӗҫсен сӑнарӗсем — тӗрлӗ наци ҫыннисем, пирӗн ентешсем, унӑн историне йӗркеленӗ ял ӗҫченӗсем, ҫавӑн пекех хама художник ӗҫне алла илме пулӑшнӑ ҫынсем», — хӑйӗн куравӗ ҫинчен художник ҫапла каласа панӑ.
Куравӗ ыран, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 15:00 сехетре уҫӑлӗ.
Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти троллейбус управленийӗ йывӑр лару-тӑрура. Шупашкарти энергосбыт компани умӗнче вӑл 100 миллион ытла тенкӗ парӑмра.
Йывӑр лару-тӑрӑва шута илсе Чӑваш Ен Правительств ӑна субсиди парса пулӑшӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Финанс министерствине 95 миллион тенкӗ субсиди уйӑрас ыйтӑва татса пама хушнӑ. 80 проценчӗ – ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен, 20 проценчӗ – хула хыснинчен.
Ку укҫапа троллейбус управленийӗ парӑма татӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм ниепле те ӑнланман: унӑн карточки ҫинчен укҫа чакнӑ та чакнӑ. Полицие кайса пулӑшу ыйтма тивнӗ.
Йӗрке хуралҫисем уҫӑмлатнӑ: унӑн ячӗпе микрозаймсем илнӗ, парӑмсем те пухӑннӑ. Анчах хӗрарӑм ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл нимӗнле кредит та илмен. Апла ку ӗҫе кам пурнӑҫланӑ? Хӗрарӑмшӑн хуравӗ кӗтменлӗх пулнӑ: 21 ҫулти ывӑлӗ.
Каччӑ йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Вӑл амӑшӗн телефонӗпе, паспорт копийӗпе усӑ курса 9 займ илнӗ. Кашни 9-15 пин тенкӗ пулнӑ.
Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Волшебный шаг Надежды Павловой» (чӑв. Надежда Павлован асамлӑ тӗнчи) курав уҫӑлӗ. Ӑна СССР халӑх артисткине Надежда Павловӑна халалланӑ.
Наци музейӗнчи курав мухтавлӑ балеринӑн асамлӑ пултарулӑхӗ ҫинчен туллин каласа кӑтартӗ.
«Куравра эпир сайра тӗл пулакан сӑнӳкерчӗксемпе паллаштарӑпӑр. Вӗсенче балет ҫӑлтӑрӗ Пермьри хореографи училищинче пуҫласа pas de bourrée туни те, Мускаври Пысӑк театр сцени ҫинче ташлани те пур. Надежда Павлова Чӑваш Ене килнӗ, чӑваш сцени ҫинче ташланӑ самантсем пирӗншӗн уйрӑмах хаклӑ», — тесе шухӑшлать Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа акан 9-мӗшӗччен Шупашкарта полицие автомобильти видеорегистраторсем ҫухални пирки тӑхӑр заявлени килсе выртнӑ. Преступлени йӗрӗ пӗр евӗрлех пулнӑ, урамсен ячӗсем ҫеҫ улшӑнса пынӑ: Кадыков, Пролетари, Энгельс, Шумилов, стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗ, Эгер бульварӗ.
Йӗрке хуралҫисем вӑрӑ йӗрӗ ҫине часах ӳкнӗ. Ӑна Павлов мичман урамӗнче черетлӗ автомобиле ҫаратнӑ хыҫҫӑн тытса чарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа пӗрре мар айӑпланнӑ арҫын 10 преступлени туни пирки каласа кӑтартнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра арҫын килти арестра пулӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ вӑхӑта ирттермелли майра шыраса ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӗсене вӑл 150 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Каччӑ полицие каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл тӗнче тетелӗнче "вӑхӑт ирттермелли майра" номерне тупса шӑнкӑравланӑ. Малтан ӑна укҫан пӗр пайне тӳлесе хума ыйтнӑ. Унтан страховкӑшӑн куҫарма каланӑ. Тӗрлӗ сӑлтав тупса унран 150 пин тенкӗ сӑптӑрнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Космонавтика кунӗ иртсе кайнӑ пулин те ыран ҫак уява халалланӑ велочупу иртет. Унта хутшӑнакансем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла ҫитӗҫ. Маршрут 70 ҫухрӑмпа танлашӗ. Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫула тухакансен 35 ҫухрӑм ҫеҫ парӑнтарма тивӗ. Мероприятие "Спица ҫинчи хӗвел" велоюхӑм Андриян Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗпе пӗрле йӗркелет.
Шупашкарта ыран 9 сехетре велочупуҫӑсем Юрий Гагарин палӑкӗ умне чечек хурӗҫ те ҫула тухӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкарти "Химик" культура керменӗ патне ҫитӗҫ. Унта 10 сехет ҫурӑра велочупуҫӑсем пухӑнӗҫ. Велочупӑва кирек кам та хутшӑнма пултарать. Велосипед юсавлӑ ҫеҫ пултӑр.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти хӗрарӑм полицие пынӑ та унӑн банк картти ҫинчен 10 пин ытла тенкӗ ҫухалнине пӗлтернӗ. Полицейскисем ҫак укҫана пӗтернӗ ҫынна часах тупса палӑртнӑ. Вӑл - 55 ҫулти хӗрарӑм.
Хӗрарӑм тунман: вӑл банк карттине тупнӑ та лавккасене кайса унпа 16 хутсен тавар туяннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра хӗрарӑмӑн ниҫта та тухса кайма юрамасть
Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкари общество транспортӗнче пӗр пассажир персе аннӑ. Салонта тӑрса пыракан 28 ҫулти хӗрарӑм 45-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра хыҫалта тӑрса пынӑ. Вӑл сылтӑм аллипе салонти карлӑкран тытӑнса тӑнӑ, тепӗр аллинче чечек ҫыххи пулнӑ.
Фучик тата Богдан Хмельницкий урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте автобус водителӗ кӗтмен ҫӗртен чарӑнса ларнӑ. Ҫапла вӑл ирӗксӗртен тунӑ. Ахальлӗн тепӗр машинӑпа ҫапӑнма пултарнӑ. Пассажир-хӗрарӑм вӑркӑнса кайнӑ та аллине амантнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Водитель шар курнине тӑкака саплаштарнӑ, ҫавна май водителе (вӑл — Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти арҫын) суд туман.
2022 ҫулта муниципаллӑ спорт шкулӗсемпе учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетес тӗлӗшпе республика бюджетӗнче 27,3 миллион тенкӗ ытла пӑхса хӑварнӑ.
Спорт объекчӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетмелли конкурса ярса панӑ муниципалитетсен заявкисене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫак укҫа-тенке 50% ытла кивелнӗ тӑватӑ спорт объектне тӗплӗ тата кулленхи юсава тума тивӗҫтернӗ.
Вӑрмар районӗнчи А.Ф. Фёдоров ячӗллӗ «Спорт ҫурчӗ» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗн ҫуртӗнче тӗплӗ юсава малалла ирттерме 11,6 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Объектри юсав ӗҫӗсене 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пуҫланӑ.
Тӗплӗ юсав ирттернӗ май ҫурт тӑррине, ӑшӑ тата шыв пӑрӑхӗсене, канализацие ҫӗнетнӗ, мӗнпур пӳлӗмсемпе нумай функциллӗ спорт залӗнчи стенасене якатса сӑрласа тухнӑ. Кӑҫал ҫурт питне юсаса ҫӗнетме тата урамри канализаци пӑрӑхӗсене улӑштарма палӑртнӑ.
Пысӑк юсав ӗҫӗсем Шупашкар хулинчи Машин тӑвакансен тӑкӑрлӑкӗнче вырнаҫнӑ «Восток» физкультурӑпа спорт комплексӗнче пуҫланӗҫ.
Проектпа килӗшӳллӗн ҫуртӑн фасачӗпе тӑррине тӗпрен юсама палӑртнӑ. Спорткомплексра урайсене тата вентиляци системине тӗпрен ҫӗнетме шутлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |