Кӑҫал Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 77 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӑпӑр. Юлашки ҫулсенче кӑшӑлвируса пула Ҫӗнтерӳ парачӗ иртменччӗ. Кӑҫал мӗнле пулӗ? Мероприятисен планне Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура сӳтсе явнӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, шкулсенче вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тӗл пулӗҫ. Ҫавӑн пекех акцисем, концертсем, конкурссем иртӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Республика лапамӗнче Ҫӗнтерӳ парачӗ иртӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, «Вилӗмсӗр полк», «Ӗҫ фрончӗн паттӑрӗсем» акцисем, Хӗрлӗ лапамра концерт иртӗҫ.
Ҫавӑн пекех Шупашкар гарнизонӗн полкне 1,2 пин ытла ҫын хутшӑнӗ, механизациленӗ колоннӑна – 70 ытла техника. Парашютистсем ялавпа сикӗҫ.
Ҫак уйӑхра Шупашкарти ача пахчисенче «Культурная Чувашия» (чӑв. Культурӑллӑ Чӑваш Ен) фестиваль иртет. Ҫавна май ачасене республикӑри паллӑ композиторсемпе, музыкантсемпе, театр тата кино артисчӗсемпе паллаштараҫҫӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери музыка кунӗ пулнӑ май хулари 140-мӗш ача пахчинче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, юрӑҫпа тата композиторпа Людмила Кинерпе тӗл пулнӑ.
209-мӗш ача пахчинче музыка квесчӗ, «Кӗвве уйӑрса ил» вӑйӑ ирттернӗ. 142-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем Аннита Лоренцова ача-пӑча композиторӗпе тата хулари 3-мӗш музыка шкулӗнче ӗҫлекен педагогпа тӗл пулнӑ. 8-мӗш ача пахчинче ӑсталӑх сехечӗсем йӗркеленӗ.
Паян 15 сехет ҫурӑра Шупашкарти Ленинград урамӗнче вырнаҫнӑ нумай функциллӗ центрта лифт персе аннӑ. Ҫав вӑхӑтра унта никам та пулманни – пысӑк телей.
Лифт 8-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӑл вӑйлах арканнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, лифт хыттӑн шаплатса ӳкнӗ.
Вырӑна Ленин районӗн прокурорӗ Виктор Иванов ҫитнӗ. Прокуратура унта тӗрӗслев ирттерет. Лифт мӗншӗн ӳкнине тӗпчеҫҫӗ.
«Эсир Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерме шутламастӑр-и?» Ҫапла тӑтӑшах ыйтаҫҫӗ-мӗн Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Олег Николаевран. Мӗнле хуравлать-ха вӑл?
«Хӑй вӑхӑтӗнче сасӑлав пулнӑ. Анчах ку кирлӗ кӑтарту патне илсе ҫитермен. Ҫынсем икӗ хулана юридици тӗлӗшӗнчен пӗрлештересшӗн тӗк ҫакна хӑйсем татса паччӑр. Мана хама Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем пулни пӗрре те кансӗрлемест», - тенӗ Олег Алексеевич.
Унӑн шухӑшӗпе, икӗ хулана агломераци мелӗпе пӗрлештерме пулать. Ҫынсен пӗр муниципалитетра пурӑнас килет тӗк – ку вӗсен ирӗкӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан Надежда Протолионова тивӗҫлӗ канӑва тухса хӑйӗн чун киленӗҫӗпе — тӗрӗ тӗрлессипе тата чӑваш тумне хатӗрлессипе — ҫине тӑрсах аппаланма тытӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, артист пулма ӗмӗтленнӗ хӗрарӑм фельдшер пулса 41 ҫул ӗҫленӗ.
24 ҫулта чухне вӑл туя кайма тесе хушпу хӑй аллипе ӑсталанӑ. Кайран та ал ӗҫӗпе аппаланма хӑтланнӑ-ха, анчах вӑхӑт хӗсӗкки кансӗрленӗ. Паян тивӗҫлӗ канура та ан ӳркен кӑна — тем туса та ӗлкӗрӗн.
Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра ҫӳренӗ май Надежда Аркадьевна унта та ал ӗҫӗпе аппаланать, социаллӑ учрежденири «Калинушка» хорта юрлать, центрта ӗҫлекен сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыракансен клубне ҫӳрет.
Хӗр банкоматран ют ҫын укҫине илнӗ. Куншӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ унӑн явап тытма тивӗ.
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын банкомат урлӑ хӑйӗн счечӗ ҫине 29 пин тенкӗ хума тӑнӑ. Анчах операцие вӗҫлемесӗрех хайхискер пӑрӑнса утнӑ. Счечӗ ҫине укҫа куҫманнине кура вӑл каялла таврӑннӑ. Анчах банкоматра унӑн укҫи пулман ӗнтӗ, ӑна такам илсе кайнӑ.
Видеокамерӑна пӑхсан ҫакӑ палӑрнӑ: бакномат патне хӗр пынӑ. Ӑна тупса палӑртнӑ. Суд пуличчен унӑн таҫта тухса ҫӳреме юрамасть.
Шупашкарти кардиодиспансерта кӑшӑлвируса пула ӳпки 100 проценчӗпех сиенленнӗ хӗрарӑма ҫӑлнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ.
Наталья Иванова иккӗмӗш ачине кӗтнӗ чухне кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывлӑхӗ хавшасах пынӑ. Ҫавна пула ӑна кесарево мелӗпе ҫураттарнӑ. Ывӑлӗ сывах ҫуралнӑ. Амӑшне хӑйне вара пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Унӑн пӗтӗм ӳпки сиенленни палӑрнӑ.
Пациента ЭКМО аппарат айне вырттарнӑ, медикаментозлӑ комӑна кӗртсе ӳкернӗ. Ӳпки вырӑнне аппарат сывланӑ.
Халӗ Наталья Иванова хӑйне чиперех туять, ҫапах хальлӗхе ӑна киле ямаҫҫӗ. Унӑн реабилитаци курсӗ витӗр тухмалла. Икӗ ача амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл 1,5 уйӑх ҫывӑрайман, юлашки 3 кунра ҫеҫ канлӗ хуп турттарнӑ. Ывӑлӗ вара кӗҫех 2 уйӑха ҫитет.
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта канмалли кунсенчи ярмӑрккӑ ӗҫлеме тытӑнӗ. Малтан унашкал вырӑнсем виҫӗ ҫӗрте пулассине пӗлтернӗ. Анчах халӗ пӗр вырӑн ҫеҫ пулӗ-мӗн: «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ умӗнче.
Унта ярмӑрккӑ мӗнле ӗҫленине сӑнӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх нумай пулсан ытти ҫӗрте те тавара йӳнӗрехпе сутакан вырӑнсем уҫӗҫ. Унашкаллисем «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче тата «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗнче пулма пултараҫҫӗ.
Вырӑнти производительсем ярмӑрккӑра кӗрпе, ҫӗрулми, кӑлпасси, пахча ҫимӗҫ, аш-какай сутма пултараҫҫӗ. Сутуҫӑсене вырӑнсемпе тӳлевсӗрех тивӗҫтерӗҫ. Тивӗҫлӗ канурисене тата ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ куракан ҫынсене тавара килех пырса парӗҫ. Ку ӗҫе пурнӑҫлама студентсем пулӑшӗҫ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 72 ҫулти арҫынна питӗ ӑннӑ темелле. Ӑна санавиаци вертолечӗпе Шупашкара хӑвӑрт илсе ҫитернӗ.
Пӗр кун маларах арҫынна васкавлӑ медпулӑшупа Ҫӗмӗрлери пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн кӑшӑлвирус чирне пула миокард инфаркчӗ пулнӑ. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ йывӑр пулнине палӑртнӑ.
Пациента санитари вертолечӗпе Шупашкара, Республикӑри кардиологи диспансерӗн ковид-госпитальне, илсе ҫитернӗ.
Палӑртмалла: юлашки уйӑхра санавиаци вертолечӗ Ҫӗмӗрлери пульницӑна тӑватӑ хут вӗҫнӗ.
Шупашкарти «Богданка» микрорайонти уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем хӑйсен хуҫалӑхӗсене тӗп шыв тытӑмӗпе ҫыхӑнтарасшӑн. Кун пирки ӗнер, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, республика Элтеперӗ Олег Николаев патне йышӑнӑва пынӑ Дмитрий Чернышов каланӑ.
Ҫурт-йӗр хуҫисем хулари пуҫаруллӑ проектсен конкурсне хутшӑннӑ иккен, анчах вӗсен проектне суйласа илмен.
Хула ҫыннисем тӑкакӑн 15 процентне хӑйсем ҫине илме кӑмӑл тунӑ-мӗн. Анчах паян саккун тӑкакӑн 20 процентран кая мар пайне саплаштарма ыйтать. Ыттине республика хыснинчен уйӑрӗҫ. Пуҫаруллӑ проектсен конкурсӗнче ҫӗнтерес тесе тепӗр ҫӗрте ҫынсем тӑкакӑн 30 процентне те саплаштарма хатӗр иккен.
Олег Николаев «Богданка» микрорайонти уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансене проекта ҫӗнӗрен йӗркелеме сӗннӗ. Вара конкурса тепӗр хутчен 2023 ҫулта хутшӑнма май килӗ. Е «Водоканал» акционерсен обществи уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсене шывпа тивӗҫтерме тытӑнассине кӗтсе пурӑнма тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |