Шупашкар хула администрацийӗнче ӗҫлекенсем кирлӗ. Чебоксары.рф сайтра 30 ытла ваканси вырнаҫтарнӑ.
Хула администрацийӗн структура подразделенийӗсенче специалистсем тата ертсе пыракансем кирлӗ.
Ӗҫне кура укҫи темелле-тӗр. Шалу виҫи тӗрлӗрен. 20 пин те тӳлеҫҫӗ, 30 пин те, 65 пин те. Ку вӑл епле тивӗҫе пурнӑҫланинчен килет.
Хула администрацийӗн пресс-служби вакансисем пуррине Инстаграмри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Сӑмах май каласан, малтанласа кадр резервне те заявка хӑварма пулать.
Нумаях пулмасть ирттернӗ пресс-конференцире хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хӑйсен ӗҫне критиклекенсене ӗҫе чӗннӗччӗ.
⠀
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре Шупашкарти Гузовский урамӗнчи ҫуртра пушар пулнӑ. Пушарнӑйсем унта шкул ачине ҫӑлнӑ.
Ҫак урамри 36-мӗш ҫурта 1973 ҫулта хута янӑ. Малтанлаха палӑртнӑ тӑрӑх, 4-мӗш хутри хваттерте розеткӑран ҫулӑм тухнӑ. Килте вара 11 ҫулти арҫын ача пулнӑ.
Ача розетка ҫунма тытӑннине курсан ҫухалса кайман, кухньӑри алӑка /пушар унта пулнӑ/ хупнӑ та пӳлӗме кайнӑ, унта чӳречене уҫса пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Иртсе пыракан хӗрарӑм пушарнӑйсен шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем 4 минутран ҫитнӗ. Вӗсем тимӗр алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ, хваттерте ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ. Алексей Емельянов аслӑ прапорщик ачана хваттертен илсе тухнӑ та тухтӑрсен аллине панӑ. Пушара вӗсем хӑвӑртах сӳнтернӗ.
Чӑваш Енри предприятисем Мускаври курава хутшӑннӑ. «Продэкспо» — Раҫҫейри тата Хӗвелтухӑҫ Европӑри чи пысӑк куравсенчен пӗри. Унта апат-ҫимӗҫпе тата тӗрлӗ сӗткенпе паллаштарнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери курава тӗнчери 73 ҫӗршыври 2,5 пин ытла предприяти пырса ҫитнӗ. Экспозицие 100 пин ытла тӑваткал метр лаптӑк ҫинче вырнаҫтарнӑ.
Сумлӑ куравра пирӗн республикӑри предприятисем те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ. «Сделано в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре туса илнӗ) стенд аякранах курӑнса тӑнӑ. Унта Шупашкарти ликерпа водка завочӗн, Етӗрнери сӗт завочӗн, «АККОНДӑн», Етӗрнери спирт завочӗн, «Мелилотус», «Приволжские колбасы», «Деревенский дворик» предприятисен тата ыттисен продукцийӗпе паллаштарнӑ.
Кӑҫал Республика кунӗ хӑш районта иртессине палӑртнӑ. Вӑл – Куславкка районӗ. Паллах, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта та уяв пулӗ.
Республика кунӗнче 30 ытла мероприяти иртмелле. Ҫав йышра, паллах, фейерверксен «Асамат» фестивалӗ те. Анчах юлашки икӗ ҫулта пандемие пула уяв ячӗпе салют яман.
Аса илтерер: 2019 ҫулта Республика кунӗ 2019 ҫулта - Улатӑр районӗнче, 2020 ҫулта – Хӗрле Чутай районӗнче, 2021 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнче иртнӗ.
Ватӑ хӗрарӑм хӗрне ҫӑлас тесе ултавҫӑсене чутах 700 пин куҫарса паман. Ку Шупашкарта пулса иртнӗ.
75 ҫулти хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, нарӑсӑн 4-мӗшӗнче килти телефонӗ ҫине хӗрӗ шӑнкӑравланӑ имӗш, ҫул ҫинче аварие лекни пирки, ыйтӑва татса пама 700 пин кирли ҫинчен каланӑ.
Хӗрарӑм хӗрне пулӑшас тесе банка кайнӑ, укҫине илнӗ те ӑна куҫарса пама тӑнӑ. Анчах ун патне хӗрӗ шӑнкӑравланӑ – унпа нимӗн те пулса иртмен иккен. Кун хыҫҫӑн ватӑскер укҫана каялла счет ҫине хунӑ та кун пирки полицие пӗлтернӗ.
71 ҫулти хӗрарӑм вара ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Хӗрне ҫӑлас тесе вӑл палламан арҫынна хӗрӗн япалисене, пухнӑ пӗтӗм укҫине – 500 тенке – парса янӑ.
«Газпром межрегионгаз Чебоксары» тулли мар яваплӑ обществӑн директорсен канашӗ гендиректор пулса ӗҫлеме ҫӗнӗ ҫынна шаннӑ. Компанири ҫав тилхепене ӳлӗмрен Александр Бусыгин тытса пырӗ.
Александр Александрович — Шупашкар ҫынни. Вӑл 1974-мӗш ҫулхи. Аслӑ пӗлӗве Самар хулинчи С.П. Королев ячӗллӗ патшалӑхӑн аэрокосмос университетӗнче илнӗ. Унта вӑл вӗҫекен аппаратсемпе двигательсене эксплуатацилеме вӗренсе тухнӑ.
Алла диплом илнӗ ҫулах, 1997 ҫулта, Бусыгин Чӑваш Енри «Межрегионгаз» обществӑн филиалӗнче оперативлӑ диспетчер службин пуҫлӑхӗ пулса ӗҫе кӳлӗннӗ. Унтан вӑл ытти пайсене те ертсе пынӑ. 2009 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнченпе «Газпром межрегионгаз Чебоксары» тулли мар яваплӑ обществӑн гендиректорӑн заместителӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.
Килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсем пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче пӗрмаях ҫыраҫҫӗ. Кӳкеҫсем те хуҫасӑр ҫав чӗрчунсенчен шикленеҫҫӗ. Йытӑсем кушаксене туртса ҫураҫҫӗ, ачасене хӑратаҫҫӗ, ҫынсене ҫыртаҫҫӗ тесе «Кугеси/Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ/Общество канашӗ) пабликра вӗҫӗмех пӗлтереҫҫӗ.
Килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсен нушине тӳре-шара та пӗлет. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев, ав, кун пирки Инстаграмри хӑйӗн странцинче ҫырнӑ. Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрлере хуҫасӑр йытӑсене тытма 150 вырӑнлӑх приют уҫасшӑн. Анчах ун валли малтанласа укҫа пӑхса хӑвармалла.
Хальхи вӑхӑтра ун пек приютсем Шупашкарта (унта 350-500 чӗрчуна пӗр харӑс усрама май пур) тата Кӳкеҫре (150 вырӑнлӑх) пур.
Вырсарникун, нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкарти ҫемье газпа наркӑмӑшланнӑ. Вӗсем – амӑшӗ тата унӑн икӗ ачи. Пӗр хӗрӗ – 11 ҫулта, тепри 6 ҫул тултарнӑ. Хӑй хӗрарӑм – 28-та.
Ҫемье Шупашкарти Пастрис Лумумба урамӗнчи 2/38-мӗш ҫуртра пурӑнать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, газ колонки ӗҫленӗ вӑхӑтра сӗрӗме туртакан тытӑм ӗҫлемен. Газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланнӑ ҫемьене пульницӑна илсе кайнӑ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарта кун пек тӗслӗх иккӗмӗш хут пулнӑ. Иртнӗ канмалли кунсенче Улатӑрти ҫемье газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын хваттерте газ колонкине улӑштарма тӑнӑ та ҫуртри пӗтӗм ҫынна газсӑр хӑварнӑ.
Ку Энтузиастсен урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пулнӑ. Арҫын шыва тата газа сыпӑнтармалли пӑрӑхсене арпаштарса янӑ. Ҫавна пула газ пӑрӑхӗ шывпа тулнӑ, ҫурт газсӑр тӑрса юлнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн газа ҫӗнӗрен ярассипе ҫыхӑннӑ тӑкаксене саплаштарма тивӗ.
Сӑмах май, кун пекки унччен те пулнӑ. Ҫӗнтерӳ лапамӗнчи 5-мӗш ҫуртра пӗр ҫын газ колонкине улӑштарса пӑрӑхсене арпаштарса янӑ.
Почта уйрӑмӗнче пуҫлӑхра ӗҫленӗ хӗрарӑм упӑшкине хӑйӗн ӗҫне вырнаҫтарнӑ. Анчах лешӗ ӗҫлемесӗрех укҫа илсе тӑнӑ. Ку кӑна мар, пенси стажӗ те пынӑ.
2020 ҫулхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче почта уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн упӑшки унта почтальонра ӗҫленӗ имӗш. Арӑме ӗҫ вӑхӑчӗн табельне ҫырса пынӑ. Официаллӑ документсене чӑнлӑхпа пӗр килмен даннӑйсене ҫырнӑ.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах вӑл унччен судпа айӑпланманнине, айӑпне йышӑннине кура пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, 25 пин тенкӗ суд штрафӗ тӳлеттернӗ.
Хӗрарӑм ҫавӑнтах ӗҫлет-мӗн, анчах пуҫлӑхра мар, ахаль ӗҫчен пек
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |