Шупашкарта пурӑнакан арҫын укҫа хывса пуяс тенӗ те темӗн чухлех парӑма кӗрсе кайнӑ. Халӗ унӑн банка, пӗлӗшӗсене укҫа парса татмалла.
Йӑлтах халӑх тетелӗнче укҫа хӑвӑрт ӗҫлесе илмелли пирки хыпарланӑ пӗлтерӗве курнинчен пуҫланнӑ. Вӑл унта хӑйӗн номерне хӑварнӑ. Часах унпа суя брокерсем ҫыхӑннӑ.
Арҫын вӗсем каланипе биржа патне кӗме май пултӑр тесе телефонӗ ҫине сарӑм вырнаҫтарнӑ, счечӗ ҫине 15 пин тенкӗ хунӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна пысӑкрах укҫапа выляма сӗннӗ. Арҫын банкран кредит илнӗ, пӗлӗшӗсенчен укҫа ыйтнӑ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 2 миллион та 960 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Анчах арҫын укҫа-тенке каялла тавӑрайман. Ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлансан вӑл полицие кайса пулӑшу ыйтнӑ. Кун тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Нимеҫӗсем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуссемпе тӳлевсӗрех ҫӳреме тытӑнӗҫ. Кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ тата "Эпир пӗрле" регионти штабӑн ертӳҫи Леонид Черкесов пӗлтернӗ. Ҫак хуласен троллейбус предприятийӗсемпе килӗшӳ тунӑ. Малашне ытти муниципалитетпа та калаҫса татӑласшӑн.
Нимеҫӗн транспортпа тӳлевсӗр ҫӳрес тесен бейдж, маршрут хутне тата удостоверение кӑтартмалла.
Пульницӑсенче ӗҫлекен нимеҫӗсене вӗри апатпа тивӗҫтермелле тӑвасшӑн. Ҫавӑн пекех вӗсене тӳлевсӗрех медтӗрӗслев витӗр тухма, сипленме, кирлӗ тӗк реабилитаци витӗр тухма май туса парасшӑн.
Леонид Черкесов палӑртнӑ тӑрӑх, нимеҫӗ-медиксен ординатурӑна вӗренме кӗмешкӗн, ӗҫе вырнаҫмашкӑн та ҫӑмӑллӑхсем пулмалла.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, каҫ пуласпа Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтӗнче, пушар пулнӑ.
Инкек вырӑнне темиҫе пушар машини ҫитнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу та вырӑнтах пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушар лестниципе усӑ курнӑ. Сӑнӳкерчӗксене пӑхсан пушар общежитире 4-мӗш хутра пулнӑ.
Хальлӗхе пушар пирки урӑх информаци ҫук.
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, пӗлтӗр, 28 ҫулти хӗрарӑм Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи чарӑнура маршруткӑна ларнӑ та кӑшт кайсан водителе мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Тепӗр маршрутка водителӗ пулӑшнипе, шӑп ҫав вӑхӑтра иртсе пыракан васкавлӑ медпулӑшу чарӑннипе руль умӗнче ларнӑ арҫынна часах пульницӑна илсе ҫитернӗ, операци тунӑ. Вӑл чӗрех юлнӑ.
28 ҫулти хӗрарӑма вара тытса чарнӑ. Ҫынна вӗлерме тӑнӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тытса чарнӑ чухне вӑл йӗрке хуралҫисене хирӗҫлеме те шухӑшламан. Аманнӑ водителе пулӑшу кӳнине ҫул айккинче пӑхса тӑнӑ. Ҫак арҫынна вӑл унччен палламан. Чарӑнура маршруткӑн малти ларкӑчӗ ҫине вырнаҫсан пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫӗҫӗпе яшлаттарнӑ.
Следстви вӑхӑтӗнче психиатри экспертизи тунӑ. Вӑл ҫакна кӑтартнӑ: ҫамрӑк хӗрарӑм преступлени вӑхӑтӗнче хӑй мӗн тунине ӑнланман. Ҫавна май суд ӑна ятарлӑ учреждение сипленмешкӗн яма йышӑннӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, ҫӗрле Шупашкарта Тӗп пасар ҫуннӑ. Унта лавккасем вырнаҫнӑ икӗ хутлӑ ҫуртра ҫулӑм тухнӑ.
Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пасарти пилӗк павильон сиенленнӗ. Пӗтӗмпе 100 тӑваткал метр. Юрать-ха, ҫулӑм икӗ хутлӑ ҫурта йӑлтах тӗп туман. Пушара сӳнтерме 2 сехет кирлӗ пулнӑ. Ҫулӑмпа 24 пушарнӑй, 6 техника кӗрешнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электрохатӗрпе тӗрӗс усӑ курманран тухнӑ.
Ҫитес эрнере те шкул ачисем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ-и? Кун пирки оперштаб ларӑвӗнче калаҫнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнченпе 5-8 мӗш классем ҫавӑн пекех дистанци мелӗпе ӑс пухӗҫ. Ку Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Канаш хулисене пырса тивет. 1-4-мӗш тата 9-11-мӗш классем шкула ҫӳреме пуҫлӗҫ. Хальлӗхе йышӑннӑ тӑрӑх, ку нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пулӗ.
Шупашкарти хушма пӗлӳ паракан учрежденисем дистанци мелӗпе малалла ӗҫлӗҫ. Шкулсенче вара санитари мерисене ҫирӗп пӑхӑнмалла: ӳт температурине виҫмелле, пӳлӗмсенче сывлӑша дезинфекцилемелле, тусана шӑлсах тӑмалла.
Аса илтерер: кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑран Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем икӗ эрне дистанци мелӗпе вӗреннӗ. Хӑш-пӗр муниципалитетра та ачасем нумаййӑн чирленӗ тӗк дистанци мелӗпе вӗрентме ирӗк пулнӑ.
Чӑваш Енре крематори пулатех тесе Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Унран та ытларах. 5 ҫул каялла крематорие 2020 ҫулта уҫассине хыпарланӑччӗ. «Крематорие Шупашкар районӗнчи Атайкасси ял тӑрӑхӗн 10 пин тӑваткал метр лаптӑкӗнче туса лартӗҫ. Тӳрех палӑртса хӑварар, ку ҫӗр Явӑш ялӗ патӗнче вырнаҫнӑ», — пӗлтернӗччӗ ун чухне Никита Сурский.
Анчах тем сӑлтава пула ҫав ӗҫе вӗҫлеме май килмен. Халӗ вара Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Декнис Спирин крематори валли 10 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи ҫӗре тара парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва алӑ пуснӑ иккен. Заявкӑсене пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ общество транспорчӗн икӗ чарӑнӑвӗн ятне улӑштарма сӗнет. Ку тӗллевпе «Уҫӑ хула» порталта ятарласа сасӑлав иртет.
«Ҫыхӑну техникумӗ» чарӑнӑва «Пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен «Эткер» центрӗ» теесшӗн. «Металлист» савута вара «Шупашкарти МГЭУ институт /филиал/ ят пама сӗнеҫҫӗ.
Ку пуҫару – Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗн Евгений Петровӑн. Ун патне чарӑнусен ятне улӑштарсси пирки сӗнӳсем килнӗ-мӗн. Сӑмах май, Ҫыхӑну техникумӗ халӗ ҫук ӗнтӗ.
Шупашкарти Гузовский паркӗнче ҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Паян ирхи 10 сехетре «Гузовский ращи» паркра арҫын виллине асӑрханӑ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл 60 ҫулсенче. Вырӑна полицейскисем тата следовательсем ҫитнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна пусмӑрласа вӗлермен, вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкрати Павлов мичман урамӗнчи 62-мӗш ҫуртра лифтсем ӗҫлеме пӑрахнӑ. Йӑлтах вӑрӑсене пула.
Такамсем 2-мӗш, 3-мӗш тата 4-мӗш подъездри лифтсен пайӗсене вӑрласа кайнӑ. Вӗсем вара йӳнӗ тӑмаҫҫӗ. Ҫавна май лифтсем хӑҫан ӗҫлесе каясси паллӑ мар-ха. Палӑртмалла: ҫуртра пӗтӗмпе тӑватӑ подъезд.
Йӗрке хуралҫисем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Вӗсем палламан ҫынсене, хӑйсене урӑхла тытакансене, курсан кун пирки полицие пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |