Паян ирхине Шупашкарти Граждан урамӗнче «Шевроле» ҫаврӑнса ӳкнӗ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет.
Ку ирхи 5 сехет те 16 минутра пулнӑ. Граждан урамӗнчи 101/1-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнче 21 ҫулти каччӑ ларнӑ. Унӑн права та пулман. Хайхискер ӳсӗр пулни те палӑрнӑ, анчах вӑл медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен.
Водителе 10-15 талӑклӑха хупма е 30 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Ыран Пӗтӗм вырӑссен диктантне ҫыртарӗҫ. Вӑл кӑҫалхипе 10-мӗш хут иртӗ.
Хальхинче диктанта Вырӑс драма театрӗнче те ҫыртарӗҫ. Ахальтен мар, ҫак театр кӑҫал 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Диктант текстне театр артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Людмила Кизимир сцена ҫинчен вулӗ. Унта килекенсем вара текста куракансен залӗнче хытӑ планшетсем ҫинче ҫырӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта ют ҫӗршыв ҫыннисем валли те ятарлӑ лапам ӗҫлӗ. Акци 14 сехетре пуҫланӗ. Диктанта онлайн мелпе те ҫырма май пулӗ: totaldict.ru.
Шупашкарти ликерпа эрех савучӗ Етӗрнери спиртсавутран суд урлӑ 27 миллион тенкӗ шыраса илнӗ. Арбитраж сучӗ тавӑҫа тивӗҫтернӗ.
«100 лет Чебоксарская» эрех пирки тавлашу тахҫанах пырать. 2019 ҫул вӗҫӗнче УФАС комиссийӗ Етӗрнери спиртсавут этикеткӑпа саккуна пӑсса усӑ курнине палӑртнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та спиртсавут эрехе сутма чарӑнман. Ҫавна май ӑна 1,3 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкарти ликерпа эрех савучӗ Етӗрнери спиртсавутран тӑкакшӑн 3,8 миллион тенкӗ тата 46,5 миллион тенкӗ компенсаци ыйтнӑ. Арбитраж сучӗ Етӗрнери спиртсавута 27 миллион тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Улатӑрти Промышленность урамӗнчи стоянкӑран КамАЗ ҫухалнӑ. Вӑл Шупашкарти усламҫӑн пулнӑ. Юр ӑшне кӗрсе ларнӑ грузовика стоянка тулашӗнче тупнӑ. Машина юр ӑшне путса ларнӑ. Автомобиле ним те пулманран унӑн хуҫи йӗрке хуралҫисене евитлесе тӑман.
Ют автомобиле унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ 37 ҫулти ҫын чӗртсе тухнӑ иккен. Вӑл тусӗсене ҫывӑхри лавккана илсе каяс тенӗ, анчах юр ӑшне кӗрсе ларнӑ.
Ют машинӑна чӗртсе тухнӑ арҫын тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи «Шупашкар Арена» пӑр керменӗнче «Легенды спорта Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн спорт легендисем) музей ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӑна Пӑр керменӗн фойинче вырнаҫтарнӑ.
Музейри экспозицисемпе Шупашкарти 14-мӗш кадет шкулӗнчи 10-мӗш класра вӗренекен ҫамрӑксем паллашнӑ. Экскурсовод пулса экспонатсемпе ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче тата Европа чемпионки, Шупашкарта вырнаҫнӑ Республикӑн олимп резервӗллӗ 8-мӗш спорт шкулӗн директорӗ Алина Иванова паллаштарнӑ.
«Сӑнӳкерчӗксем, тренировкӑсен планне алӑпа ҫырса хунисем, чемпионсен майкисем, сумлӑ ӑмӑртусенчи кубоксемпе медальсем чӑваш спортсменӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштараҫҫӗ, истори эткерлӗхӗпе мӑнаҫланма пулӑшаҫҫӗ», — тенӗ ӗнерхи сумлӑ спортсменка.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене пӑсса ӗҫлекен таксисене Шупашкарта ҫак эрнере каллех тӗрӗсленӗ.
Рейда асӑннӑ министерствӑн ӗҫченӗсем тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем тухнӑ. Вӗсем Шупашкарти «Питомник» чарӑну ҫывӑхӗнче рейд ирттернӗ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пӗр транспорта тытса чарма май килнӗ. Ҫынсене вӑл Шупашкартан Канаша турттарнӑ.
Ятарлӑ ирӗк илмесӗр усламҫӑ ӗҫӗпе аппаланнӑшӑн водитель тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Транспорта штрафстоянкӑна ӑсатнӑ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче тӗрӗслевсем республикипех иртнине пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Балерина Надежда Павлова» кӗнеке-альбом пичетленсе тухнӑ. Ӑна XX ӗмӗрти пултаруллӑ балеринӑн, СССР халӑх артисткин, Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Надежда Павлова балеринӑн пултарулӑхне халалланӑ.
Надежда Васильевна 1956 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Ача чухне вӑл Пионерсен ҫуртӗнчи балет кружокне ҫӳренӗ. Ҫавӑн чухне хӗрачан Турӑ панӑ ӑсталӑхӗ аван сисӗннӗ, кайран вӑл ҫӗршыв шайӗнче ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Балерина Мускавра пурӑнать.
Кӑларӑмӑн авторӗ-составителӗ — Светлана Потемкина. Кӗнеке-альбома 1000 тиражпа пичетлесе кӑларнӑ.
Шупашкарти стройкӑра инкек пулнӑ. Унта ҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ҫак кӑларӑм хыпарланӑ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 17 сехет те 40 минутра Шупашкарти Юханшыв портӗнче вырнаҫнӑ «Ривьера» ҫурт-йӗр комплексӗн строительствинче арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫын ҫине ҫӳллӗшӗнчен фанера ӳкнӗ. «Вӑл 13-14-мӗш хутран йӑтӑнса аннӑ», - тенӗ халӑх корреспонденчӗ.
Вырӑна Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсен ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарти Ленин районӗнчи прокуратура Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командисене хатӗрлекен А. Игнатьев ячӗллӗ спорт хатӗрлевӗн центрӗнче тӗрӗслев ирттернӗ. Надзор органӗн ӗҫченӗсем Шупашкарти Пӑр кременӗн заведующийӗ пулса унччен судпа айӑпланнӑ ҫын ӗҫленине тупса палӑртнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах саккун ҫавӑн пек должноҫсенче судпа айӑпланнӑ ҫынсене ӗҫлеме чарать.
Спорт шкулӗн директорӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӑр керменӗн директорне ӗҫрен кӑларнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Республикин крематорийӗ» тулли мар яваплӑ общество Шупашкарта крематорине йӗркелессине приоритетлӑ проект тесе йышӑннӑ. Предприятие патшалӑх енчен пулӑшма пӑхса хӑварнӑ.
Крематори (траур залне тата икӗ кремаци линийӗ вырнаҫтарма) 185 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Ӗҫе 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Проект документацине кӑҫалхи чӳк уйӑхӗ тӗлне вӗҫлессе шанаҫҫӗ.
Шупашкарти масарсем тулса пыни вӑрттӑнлӑх мар. Ҫавӑнпа та хулара крематори тума йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |