ЧР Транспорт министерстви «Чӑвашупрдор» валли директор шырать. Конкурс иртнӗ ӗнтӗ. Халхинче унта сакӑр ҫын хутшӑннӑ. Конкурса пилӗк кунран пӗтӗмлетӗҫ.
Аса илтерер: пӗрремӗш конкурс пирки кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтернӗ. Вӑл нарӑс варринче иртмелле пулнӑ. Анчах конкурс иртмен, мӗншӗн тесен унта икӗ кандидат кӑна хутшӑннӑ.
Хальхинче комиссие сакӑр ҫын предприяти аталанӑвӗн стратегийӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Конкурсра кам ҫӗнтерни паллӑ мар-ха.
Хальлӗхе предприятие вӑхӑтлӑха Александр Немов ертсе пырать. Унччен ку должноҫе Евгений Барсуков йышӑннӑ. Ӑна ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев «кумлӑ», хысна укҫине тӑкакланӑ тесе айӑпланӑ. Унтан Евгений Барсуков ЧР транспорт министрӗ Михаил Резников хыҫҫӑнах должноҫрен кайнӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енре Израильти «Хорев» медицина центрӗн элчисемпе тӗл пулнӑ, хӑш-пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Тӗлпулӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Светлана Ананьева, Элтепер канашҫи Лев Кураков, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Андрей Александров, «Хорев» компани президенчӗ Роман Барак хутшӑннӑ.
Компани президенчӗ «Тухтӑрсем – чикӗсӗр» проект пирки каласа кӑтартнӑ. Унпа килӗшӳллӗн Израильти пофессорсем пациентсене тӗрӗслеҫҫӗ, тухтӑрсем валли ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ ку проекта республикӑра та пурнӑҫлама хатӗррине пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен малашне тепӗр регионпа туслӑ ӗҫлӗ. Ҫак кунсенче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мурманск облаҫӗпе туслӑ ҫыхӑну йӗркеленине ҫирӗплетсе алӑ пуснӑ.
Паян Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗпе Алексей Тюкавинпа ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич Мурманск облаҫӗнче 4 пин ытла чӑваш пурӑннине палӑртнӑ. Халӗ икӗ регионӑн пӗр тӗллев: халӑх пурнӑҫне лайӑхлатасси.
Икӗ регион экономика, суту-илӳ, ӑслӑлӑхпа техника тата культура тытӑмӗсенче туслӑ ӗҫлессине палӑртса килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Владимир Агеев художника «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе наградӑлама йышӑннӑ. Хушура ҫырнӑ тӑрӑх, чыса ӳнерҫӗ «Чӑваш Республикин ырлӑхӗшӗн нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ.
Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Константин Иванов, Иван Яковлев ячӗллӗ премийӗсен лауреачӗ — график та, живописец та. 1932 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ. Владимир Агеев Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Капкӑн» журналта чылай ҫул ӗҫленӗ. Кӗнекесене те илемлетнӗ, уйрӑм ӗҫсемпе те ларнӑ, сатирӑра та хӑйне туптанӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Михаил Турецкин «Soprano» хӗрарӑмсен вокал ушкӑнӗн концертӗнче пулнӑ.
Концертчен регион ертӳҫи ушкӑнра юрлакан хӗрарӑмсене республикӑн Правительство ҫуртӗнче йышӑннӑ. Ансамбль солисткисемпе йӗркеленӗ тӗлпулӑва ҫавӑн пекех Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев та хутшӑннӑ.
«Soprano» юрӑҫисене Михаил Игнатьев пирӗн республикӑра 128 халӑх ҫынни пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑннине пӗлтернӗ, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Чӑваш Ен — ҫӗр пин сӑмах тата ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ. Чӑваш культури хӑйне евӗр, вӑл Раҫҫейӗн нумай енлӗ культурин пӗр пайӗ», — ӑнлантарнӑ юрӑҫсене Элтепер.
Ансамбль солисткисем вара хӑйсен пултарулӑх планӗпе паллаштарнӑ.
Чӑваш Енри ҪҪХПИ управленине ҫӗнӗ патруль машини килнӗ. «Ҫыхӑнура» канашлу сайтӗнче пӗлтернӗ тарӑх, Чӑваш Ене вӑл пӗр уйӑх каяллах ҫитнӗ.
Ахӑртнех, ҫӗнӗ машина ҪҪХПИрех юлӗ. Ку машинӑпа Элтепере ертсе ҫӳрӗҫ-и е ҫук-и — хальлӗхе паллӑ мар. Унччен Toyota Land Cruiser машинӑпа ҫӳренӗ. Анчах вӗр ҫӗнӗ «тимӗр урхамах» ахаль полицейскисене лекмесси паллӑ ӗнтӗ.
Сӑмах май, ҪҪХПИ пуҫлӑхӗ нарӑс уйӑхӗнче иртнӗ конференцире ҫӗнӗ транспорт кирли пирки сӑмах хускатнӑ. Вӑл калани ав пурнӑҫланнӑ.
Нумаях пулмасть ҫӗнӗ машина Элтеперӗн «Фаэнтонне» илсе ҫӳренине курнӑ. Ҫынсем ӳкернӗ видеона пӑхас тӑк, ҫӗнӗ «тимӗр урхамах» транспорт хирӗҫ килекен ҫулпа вӗҫтерет.
Ҫӗрпӳ район администрацине Александр Казаков ертсе пыма пӑрахнӑ. Кун пек йышӑнӑва вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн XII черетсӗр ларӑвӗнчех (вӑл иртнӗ эрнерех пуҫтарӑннӑ) йышӑннӑ.
Хыпарта пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Казаковӑн ӗҫ вӑхӑчӗ тухнӑ. Контракт вӗҫленнине кура унӑн полномочине чарса лартма йышӑннӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Казаковӑн ҫумне — вӗрентӳ тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхне Алла Волчковӑна шаннӑ. Александр Казаков депутатсене пӗрле ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗ тухнӑ. Унта ҫӗрпӳсен райадминистраци пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссин пайташӗсене ҫирӗплетнӗ. Ку вӑл — федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн пулса пыракан процедура.
Ӗнер иртнӗ Чӑваш Енӗн Правительствин канашлӑвӗнче ҫул-йӗр тӑвакансене сӑмах лекнӗ.
Ҫул-йӗр тӑрӑмне тишкернӗ Владимир Иванов яваплисем пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вырӑна тухсах тӗрӗсленине палӑртнӑ. Федераци пӗлтерӗшлисенчен Канаш районӗнчи Шӑнкӑртам патӗнчи ҫула хурланӑ. Министр ҫул-йӗре вӑтам хак панӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку енчен ҫивӗчрех пулнӑ. Вӑл ҫул-йӗр ҫинчи шӑтӑк-путӑка сапланипех ҫырлахмалла маррине, ӑна тӗплӗн тата вӑхӑтра юсамаллине тата подряд организацисене тӗрӗслесе тӑмаллине асӑрхаттарнӑ. Тивӗҫе кирлӗ пек пурнӑҫламан подрядчиксене явап тыттармаллине те палӑртнӑ Элтепер.
Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енри ҫул-йӗре юсама 5 миллиард тенкӗ ытла пӑхса хӑварнине шута илсен тупра енчен йывӑрлӑх пулмалла мар.
Паян ЧР Элтеперӗ Михал Игнатьев ҫӗнӗ хушӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫӗнӗ должноҫ пулӗ. Вӑл — Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ.
Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, должноҫе Чӑваш Республикинче архитектура тытӑмне лайӑхлатмашкӑн кӗртнӗ. Тӗп архитектор тӳрремӗн ЧР Элтеперне пӑхӑнӗ. Ӑна ЧР строительство министрӗ представленийӗпе ЧР Министрсен Кабинечӗ должноҫӗ лартма тата унтан кӑларма пултарать. Анчах кандидата Элтеперпе канашласа лартмалла.
Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ документсем хатӗрлӗ. Ҫавӑн пекех вӑл хуласен тата ялсен архитектурине хальхи вӑхӑтпа килӗшӳллӗн тӑвас енӗпе ӗҫлӗ.
Алӑ пуснӑ хушу ӑна официаллӑ майпа пичетлесен 10 кунран вӑя кӗрӗ.
Чӑваш Енре суя эрех сутакансен ҫулне пӳлесшӗн. Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев эрнесерен ирттерекен ӗҫлӗ канашлура ку ыйтӑва та тӗплӗн сӳтсе явнӑ. Палӑртнӑ тӑрӑх, регионта йӗркене ытларах эрех-сӑрапа алхасакансем пӑсаҫҫӗ.
«Йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсем каҫпа е ҫурҫӗрте пулни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар», — тесе хыпарлать ЧР Элтеперӗн Админситрацийӗн пресс-служби. Атӑлҫи федераци округне кӗрекен регионсем хушшинче пирӗн тӑрӑхра эрех-сӑра сутакансен йышӗ пысӑк пулнине палӑртнӑ. Кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр эрех сутакансем халӑха усал шӗвекпе аптратаҫҫӗ.
ЧР шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин лицензипе тивӗҫтериччен ӗҫе ҫирӗп тӗрӗслемеллине асӑннӑ. Михаил Васильевич Экономика министерствине ыйтӑва кулленех тӗрӗслесе тӑмаллине, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне йышӑннӑ мерӑсем пирки отчет тӑратма хушнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.10.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ.
| Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |