Ҫул-йӗре юсамалли ятарлӑ планпа килешӳллӗн кӑҫал Пӑрачкав районӗнче вырӑнти хытӑ ҫула 0,7 ҫухрӑмра юсама палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне ял-хула таврашӗнчи ҫулсене 5,4 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫӗнетмелле. Ҫак ӗҫ валли пӗтӗмешле 8 032,9 пин тенкӗ тӑкакламалла.
«Спецтехстрой» ТМЯО организацийӗ паянхи куна 0,7 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула юсассине вӗҫлет. Вӗсемех Пӑрачкав ял тӑрӑхӗнче 2 470 пин тенкӗлӗх Ленин, Ульянов, Шкул урамӗсенче ҫула юсанӑ.
«Пӑрачкав» КМК (ПМК) вара Кудеиха ялӗнчи Октябрь урамӗнчи ҫул лаптӑкне юсанӑ. Ку ӗҫ вӗсен 273,73 пин тенкӗлӗх ларнӑ. Тепӗр предприяти — «Агрожимсервис» — Анастасово ял тӑрӑхӗнче вӑй хурать, кунта вӗсем вырӑнти ҫула чул тӗпренчӗкӗсемпе сарса тухнӑ.
Район сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес кунсенче ҫул юсавӗ районӑн ытти ял тӑрӑхӗсенче те ҫитмелле.
Вӑрмар поселокӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене хӑтлӑх кӳрес ӗҫ малалла пырать. Ку тӗллевпе укҫа уйӑрассине пӗлтӗртен пуҫӑннӑ иккен. Ун чухне район центрӗнчи Ҫамрӑксен урамӗнчи 6, 14, 16, 44-мӗш ҫуртсен умӗнчи ҫулсене юсанӑ.
Ытти ҫӗрте те ҫӗнетмеллине кура ку енпе кӑҫал малалла тимлеҫҫӗ. Юсавҫӑ-организацие палӑртма конкурс ирттернӗ. Унта чи лайӑх услови сӗнсе ӗҫе тивӗҫнӗ строительсене Завод урамӗнчи 45-мӗш, К. Иванов урамӗнчи 9-мӗш, Энтузиастсен урамӗнчи 8-мӗш ҫуртсен умӗсене юсама шаннӑ. Халӗ юсавҫӑсем хӗрсех асфальт сараҫҫӗ.
Тунтикун, утӑн 8-мӗшӗнче, Республика Элтепӗре Михаил Игнатьев тата Раҫҫейри патшалӑх канашлӑвӗн вӗренӳ пайӗн председателӗн ҫумӗ Алена Аршинова Шупашкарти 88-мӗш «Березенька» ача пахчине укҫа-тенкӗ тата техника енчен тивӗҫтерес тесе 500 пин тенкӗллӗ ятарлӑ сертификатпа чысланӑ. Сертификата «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ятпа ҫӳрекен ыркӑмӑллӑх марафонта пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗрен уйӑрнӑ.
Асӑннӑ ача пахчи хӑйӗн ӗҫне 1970 ҫулта пуҫланӑ. Унтанпа вӑхӑчӗ самай иртнӗ, ҫавӑнпа та юлашки ҫулсенче учрежденине юсас, ҫӗнетес ыйту ҫивӗччӗн тӑрать иккен. Пӗлтӗр ача пахчине 250 пин тенкӗ уйӑрса панӑ пулнӑ, ҫакна пула учрежденире урай ҫӗнӗрен сарма тата ача-пӑча сӗтел-пуканӗ таврашне туянма май килнӗ. Кӑҫал хула хыснинечен ремонт ӗҫӗсем валли тата 350 пин тенкӗ уйӑрса панӑ, ку укҫана чӳрече блокӗсене улӑштарнӑ ҫӗре тата крыльца ремонтлас ӗҫе уйӑрнӑ.
Ача пахчи учрежденийӗн ертӳҫи Елена Кадирова пӗлтернӗ тӑрӑх иртнӗ кунсенче тивӗҫне сертификата вӗсем спорт площадки валли тӗрлӗ оборудовани туянма палӑртнӑ.
— Кӑҫал республика тӗп хулин ача сачӗсене юсама пӗтӗмпе 80 миллион тенкӗ уйӑрма планланӑ.
Чӑваш Енӗн Минстройта пӗлтернӗ тӑрӑх утӑн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Гладков тата Гагарин урамӗсенче урапсен (машинсен) ҫӳревне чакарма палӑртнӑ. Ку йышӑну ӑшӑту сезонне хатӗрленӗс ӗҫсемпе ҫыхӑннӑ.
Юсав ӗҫӗсене Гладков урамӗнче ҫурлан 3-мӗшӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ. Гагарин урамӗнче вара утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнчен урапасен ҫӳревне 7:00-16:00 сехет хушшинче чакарма планланӑ. Юсав ӗҫӗсем вара кунта уйӑх вӗҫленичченех тӑсӑлӗҫ.
Тӑвай районӗнче пурӑнакансем тинех лӑш сывласа янӑ теме пулать. Ку хыпар ҫуран ҫӳрекенсемшӗн, тен, аплах та мар пулӗ-ха. Анчах Тутар Республикине тата Чӗмпӗр облаҫне каян-килен автомашина хуҫисем уншӑн хавасланма тивӗҫ. Ара, вӑл ҫулпа ҫӳресе курнисем Тӑвай–Чӑваш Чутей–Мӑн Кайпӑҫ ҫулпа ҫӳресси чӗр нуша пулнӑ теҫҫӗ. Вунӑ ҫул ытла юсаман ҫул япӑхсах кайнӑ иккен. 3 километр ытларах ытларах тӑршшӗ ҫула строительсем икӗ уйӑхран кӑшт сахалтарах вӑхӑтра юсаса пӗтернӗ. Ӗҫ калӑпӑшӗ вара пӗчӗк пулман-мӗн. Мӗншӗн тесен ӑна юсанӑ кӑна мар, сарнӑ та.
Ҫул юсани пирки каларӑмӑр та, Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗнче пурӑнакансем те халӗ хавасланма пултараҫҫӗ. Нумаях пулмасть ҫул-йӗрҫӗсем Канаш–Шаккӑл автоҫула та юсанӑ. Ӑна та сарнӑ, ҫул айккисене ҫирӗплетнӗ.
Сӑнсем (7)
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлама пулӑшакан фонд нумай хваттерлӗ ҫуртсене юсама тата ҫынсене ишӗлекен ҫуртсенчен куҫарма укҫа-тенкӗ уйӑрассине чарса лартни пирки кӑҫалхи ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Regnum информаци агентстви хыпарланӑччӗ. Ҫапла тума вӑл регионсен унчченхи отчечёсене тишкернӗ хыҫҫӑн йышӑннӑ иккен. Укҫана хӗссе хунӑ 42 субъекчӗ шутне Чӑваш Ен те лекнӗччӗ. Кӑлтӑка пӗтерменсене асӑннӑ фонд хӑй уйӑрнӑ тупрана каялла шыраса илессипе те хӑратнӑччӗ. Анчах кӑлтӑксене пӗтерсен финанслассине тепӗр хут пуҫарма пулнӑччӗ.
Халӗ пирӗн республикӑна савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитнӗ. Нумай хваттерлӗ ҫурстене юсама тата ҫынсене ишӗлекен ҫурстенчен куҫарма кӑҫал валли «кӗмӗл» ыйтнине вӑл ырланӑ, укҫапа пулӑшма пулнӑ. Ҫапла вара пирӗн республикӑна 935,21 миллион тенкӗ килмелле, Чӑваш ен вара хӑйӗн хыснинчен 708,55 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Тупра 22 муниципалитет пӗрлешӗвӗнчи (ансатрах каласан, районпа хулари) 119 ҫурта юсама; 23 районпа хулари ишӗлекен 246 ҫуртран ҫынсене куҫарма май парӗ.
Шупашкарта пурӑннӑ май эрне хушши Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчисем вӗри шыв ҫуккипе аптранине час-часах илтме тиветчӗ. Вӗри шывсӑр ларнин сӑлтавӗ — асӑннӑ районта ҫӗртмен 10-мӗшӗнче ӑшӑту сечӗсене юсама пуҫлани. Ҫапла вара Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи темиҫе ҫурта вӗри шывсӑр хӑварнӑччӗ.
Кӗҫнерникун вара, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче вӗри шыв каллех крансенчен юхма тытӑннӑ.
Компани пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх Пролетари урамӗнче тата Трактор тӑвакансен проспектӗнче ӑшӑту сӗчӗсене туллин юсаса пӗтернӗ.
Вырсарникун, ҫӗртмен 23-мӗшӗнчен пуҫласа утӑн 2-мӗшӗччен Ленин Комсомолӗн тата Хусанкай урамӗсенчи пӑрӑхсене юсама планланӑ. Утӑн 7-16-мӗшӗнче Ленин Комсомол лаптӑкӗ хӗррипе, Иван Яковлев проспекчӗпе тата Николаев урамӗпе те ремонтлама палӑртнӑ.
Ҫапла вара юсав ӗҫӗсем пынӑ чух асӑннӑ урамри ҫурт-йӗрсенче вӗри шыва чарса лартӗҫ.
Вӑл пачах ҫӗнӗрен ҫӗкленекенскер мар-ха. Шупашкарти Мир проспектӗнче вырнаҫнӑскер хӑй вӑхӑтӗнче «Атӑлҫин пир-авӑр компанийӗ» общество аллинче пулнӑ. Предприяти панкурта тухнӑ хыҫҫӑн уйрӑм алӑри ача-пӑча учрежденине хупса хунӑ. Пӗлтӗрхи кӗркунне ӑна Шупашкар хула администрацийӗ туяннӑ.
Садика юсамаллине кура ӑна пӗр вӑхӑтлӑха хупса лартнӑ. Халӗ вара ӑна хӗрсех юсаҫҫӗ. Ӗҫе вӗҫе ҫитерсен садикра 11 ушкӑн уҫӑлмалла, пурӗ 236 ачана йышӑнмалла. Проектпа пӑхсан, вырӑнӗ 12 ушкӑнлӑх-ха. Анчах пӗринче физкультура залӗ йӗркелеме шут тытнӑ. Ача пахчине кӗркунне валли юсаса пӗтерме палӑртаҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарӑн хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков иртнӗ кунсенче «Шупашкар хулинчи лифтсене ҫӗнӗтесси, улӑштарасси» ҫӗнӗ муниципаллӑ адреслӑ программа йышӑннӑ пулнӑ. Асӑннӑ программӑпа килӗшӳллӗн кӑҫал 9 чарӑнура 37 лифта тата 12 чарӑнура 2 лифта улӑштарма палӑртнӑ имӗш.
Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ку ӗҫ-пуҫ валли 46,7 миллион тенкӗ уйӑрмалла. 35 миллион тенкӗ хула бюджетӗнчен уйӑрма планланӑ, ыттине вара — 11,7 миллион тенке — нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакан кил хуҫисенчен пуҫтарма палӑртнӑ.
Лифтсене улӑштаракан организацине паянхи кун тупман-ха, ку ыйтӑва администраци ҫитес вӑхӑтра татса пама шантарать.
Йышӑннӑ планпа килӗшӳллӗн лифтсене ҫак адрессемпе юсама палӑртнӑ:
• Афанасьев урамӗ, 9;
• Хевеш урамӗ, 11/2;
• 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗ, 15;
• Ленинла комсомол урамӗ, 32;
• Ленинла комсомол урамӗ, 46;
• Ҫӗрпӳ урамӗ, 5;
• Трактор тӑвакансен проспекчӗ, 7;
• М. Павлов урамӗ, 24;
• Гузовский урамӗ, 23;
• Эгер бульварӗ, 18, 28, 30 блок А.
Пӗлме: пӗтӗмпе Шупашкарта нумай хватерлӗ ҫуртсенче 2 667 лифт ӗҫлет. Вӗсенчен 638 лифт — 25 ҫул, 300 лифт — 25-30 ҫул, 217 лифт — 30 ҫултан пуҫласа 34 ҫул тата 34 ҫул яхӑн — 121 лифт ҫынсене турттарать.
Кашни эрнере иртекен хула планёркинче Шупашкар хулин администрацийӗн ЖКХ ыйтӑвӗсене татса паракан пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров ҫул-йӗрсене юсамалли плансем ҫинчен пӗлтернӗ. Герман Александров пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи куна Шупашкарта 13,3 пин тӑваткал метр асфальт ҫулне юсанӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫ валли 13,2 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Ҫитес кунсенче вара Шупашкар хулин 127 урамри ҫулӗсене юсама палӑртнӑ.
Унсӑр пуҫне тата Калинин, Пирогов, Королев академик, Гладков урамӗсенче, Эгер бульварӗнче, Машин тӑвакансен тӑкӑрлӑкӗнче тата ытти тӗп ҫулсене те юсанӑ — унта пахалӑха шантарнӑ тапхӑр вӗҫленмен пулин те кӑлтӑклӑ вырӑнсене тӳрлеткеленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |