Чӑваш Енри икӗ ялта урнӑ чир тӗлӗшпе карантин йышӑннӑ. Ку йышӑнӑва раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тата 3-мӗшӗнче. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Тӑвай районӗнче Ҫӑлпуҫ ялӗнче тата Ҫӗрпӳ районӗнчи Хурӑнуй ялӗнче урнӑ чир тупса палӑртнӑран ҫак тӑрӑхсенче карантин пулнине йышӑннӑ. Ҫавна май карантина пӑрахӑҫличчен ҫак ялсенче йытӑсемпе кушаксен куравне ирттерме, зоопарка илсе кайма чӗрчунсем тытма, килти выльӑх-чӗрлӗхе сутма, ялтан йытӑсемпе кушаксене илсе тухма юрамасть.
Тӑвай районӗнче типӗ курӑк ҫунтарнине пула чутах ял хыпса илмен. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Тӑвай районӗнчи Ҫӑлпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунтарнӑ. Анчах ҫулӑма тытса чарайман – вӑл ял патне ҫывхарнӑ. Вырӑна пушар машинисем ҫитнӗ.
Ҫулӑм икӗ масар патне ҫитнӗ, унти типӗ курӑк та ҫуннӑ. Ял ҫывӑхне ҫывхарнӑҫемӗн-ҫывхарнӑ. 10 метр кӑна юлнӑ. Юрать, ҫав вӑхӑталла ҫӗре сухалама ӗлкӗрнӗ.
Сӑмах май, паян Атӑл леш енче те ҫуннӑ тӗслӗх пулнӑ.
1992-1994 тата 1996-1998-мӗш ҫулсенче Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ пулнӑ Владимир Данилов ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Вӑл — историк, истори наукисен кандидачӗ, профессор. 1946 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Ҫӑлпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче, СССР Наукӑсен академийӗн истори институчӗн аспирантуринче вӗреннӗ.
И.Н. Ульянова ячӗллӗ ЧПУра ассистент, аслӑ преподаватель, доцент пулса тӑрӑшнӑ. 1990-1991 ҫулсенче Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн Наука, информатика, халӑх вӗренӗвӗн комиссийӗн председателӗ, 1991-1992 ҫулсенче Чӑваш ССР Министрсен Совечӗн председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
Владимир Данилов 100-е яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫав шутра монографисемпе вӗренӳ кӗнекисен, авторӗ.
Канаш тата Элӗк районӗсенче икӗ ҫын шӑнса вилнӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтерет.
Следстви управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Канаш тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Вӑрӑмпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче Ҫӑлпуҫра пурӑннӑ 68 ҫулти хӗрарӑм виллине тупнӑ. Хайхискер пӗчченех кун кунланӑ. Ӑна ентешӗсем кӑрлачӑн 5-мӗшӗнченпех курман. Ҫак уйӑхӑн 20-мӗшӗнче вара Элӗк районӗнчи Ехремкассинче хӑйӗн килӗ умӗнчех 63 ҫулти арҫыннӑн виллине асӑрханӑ. Сӑмах май, вӑл та пӗчченех пурӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма та, арҫынна та пусмӑрласа вӗлермен. Ахӑртнех, вӗсем иккӗшӗ те шӑнса вилнӗ. Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатма судпа медицина тӗрӗслевӗ ирттерме палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну кӑларӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем хӑйне евӗр экзамен витӗр тухаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул туса ирттернӗ ӗҫ-хӗл пирки вӗсем халӑх умӗнче отчет тӑваҫҫӗ. Ун йышши пухусене районти пуҫлӑхсем те ҫитме тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗнер ун пекки Тӑвай районӗнчи Тӑвай ял тӑрӑхӗнче ҫӑлпуҫсемпе, чӳкҫырмисемпе, вӑрманхӗррисемпе иртнӗ.
5 пине яхӑн ҫынлӑ ял тӑрӑхӗнче — 1920 кил. Иртнӗ ҫул ял тӑрӑхӗнче 17 ача ҫуралнӑ. 2013 ҫулта пепке ҫуратакансем ытларах пулнӑ, ун чух ҫут тӗнчене 47 ҫӗн кайӑк килнӗ. Сӑмах май, вилекенсен йышӗ пӗлтӗр унчченхинчен нумайланнӑ. Ҫут тӗнчерен 67 ҫын уйрӑлнӑ, ку вӑл — унчченхинчен 14 ҫын ытларах.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсене уйрӑм ӑшӑтмалла туса пӗтернӗ май халӗ ҫынсем кирек хӑҫан та ӑшӑра лараяҫҫӗ, сывлӑш температурине те хӑйсене кирлӗ пек тытса тӑраяҫҫӗ.
Кирек хӑш тӑрӑхри пекех, ҫул-йӗр ыйтӑвне те манаймӑн. Хӗлле юртан тасатмалла, ҫулла шӑтӑк-путӑка сапламалла. Вырӑнти хыснара пӑхса хӑварнӑ 400 пин тенкӗ укҫа йӑлтах хӑй вырӑнне тупнӑ. Ҫӑлпуҫ ялне вара ҫурхи шыв илсе аптӑратнӑ та, унран сыхланас тесе дамба купаланӑ. Ялсенче ытти ӗҫ те тупӑнсах тӑнӑ: ҫӑл тасатнӑ, шыв насусӗсем ылмаштарнӑ, ватӑ йывӑҫсене касса тирпейленӗ.
Тӑвай районӗнчи Ҫӑлпуҫ ялӗнче пурӑнакансем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑка чӗртсе тӑратма шут тытнӑ. Ҫак тӗллевпе вӗсем хӑйсен укҫипе тата район администрацийӗ пулӑшнипе республикӑри питомниксенчен пӗринче улмуҫҫи хунавӗ туяннӑ. «Йывӑҫ ларт тата ӑна упра» акцие ирттернӗ май пӗр кунхине ял ҫыннисем пӗр шухӑшлӑн пулса йывӑҫ лартма тухнӑ. Улмуҫҫи кӑна мар, парк йӗри-тавра ҫӑлпуҫсем чӑрӑш, хыр тата ҫӑка хунавӗ лартса тухнӑ.
Ӗҫе тытӑннӑ-тытӑннах ҫынсем ялти ҫӳп-ҫапа та йӑлари хытӑ каяша пухакан ятарлӑ вырӑна турттарса кайма шут тытнӑ. Техника енчен Юрий Ларионов ял ҫынни хӑй тракторӗпе пулӑшнӑ.
Ӗҫ-пуҫа ял старости Анатолий Иванов йӗркеленӗ. Йывӑҫ лартма тата тавралӑха илем кӳме Людмила Щадрина, Людмила Васильева, Надежда Сидорова, Сергей Алексеев, Валентина Матвеева, Александр Никонов, ҫавӑн пекех Сидоровсен тата Михайловсен ҫемйисем хастар хутшӑннӑ.
«ЧР ялӗсенчи культура учрежденийӗсене аталантармалли мерӑсем ҫинчен» Хушӑва пурнӑҫа кӗртсе Тӑвай енре чылай ӗҫ туса ирттернӗ. 26 культура ҫуртӗнчен 19-шне газпа хутса ӑшӑтаҫҫӗ. Икӗ ҫул хушшинче Тӑрмӑш, Енӗш Нӑрваш, Тушкил, Йӑнтӑрчӑ, Ҫӑлпуҫ, Чӳкҫырми, Улянкӑ, Кармал, Тӑвай ялӗсенчи культура учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Районта чи малтан, 2007 ҫулта Ҫӗнӗ Пуянкассинче модернизациленӗ учреждени ӗҫлеме пуҫланӑ.
Ялсенчи культура ҫурчӗсене ҫӗнетмелли программӑпа килӗшӳллӗн Тӑвайри культурӑпа кану центрне республика бюджечӗн шучӗпе 600 пин тенкӗлӗх концерт костюмӗсем тата тӗрлӗ оборудованисем уйӑрнӑ. Район центрӗнчи культура учрежденийӗнче халь сасӑ вӑйлатакан, сцена ҫине ҫутӑ парса тӑракан тата ытти оборудованисем, компьютерсем, телевизор, микрофонсем ҫӗннисем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |