Паян Ҫӗрпӳ районӗнче пысӑк инкек пулса иртнӗ. Унта водительпе пассажир кун-ҫулӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ.
Ҫул ҫинчи инкек ирхи 7 сехет те 30 минутра «А-151» автомобиль ҫулӗ ҫинче, Ҫӗрпӳел ялӗ тӗлӗнче, пулнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «ВАЗ-21099» машина хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Газель» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл машина водителӗ — 1989 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм тата 1990 ҫулта ҫуралнӑ пассажир вилмеллех аманнӑ.
Паян, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче, Василий Димитриев паллӑ чӑваш ӑсчахӗ ҫурални ҫинчен Фейсбукра Л. Пэленич аса илтернӗ.
Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор 1924 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Василий Димитриева Л. Пэленич «ӗмӗр тӑршшӗпех чӑвашсен пурнӑҫ чӑнлӑхне тупма тӑрӑшса Еврази талккӑшпех палӑрнӑ» тесе хакланӑ.
«Вунӑ ҫултах тӑлӑха юлнӑ ял ачи, шкулта вӗреннӗ чухнех хӑйсем патӗнче завод лартма ӗмӗтленнӗскер, ҫити-ҫитми пурнӑҫа чӑтса ирттерсе, вӑрҫӑ нушине тӳссе, темиҫе хутчен вӑйлах аманса хӑрушӑ вилӗмрен ҫӑлӑнса юлса, ирсӗр тӑшмана ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн, хамӑрӑн авалхи историне ывҫӑн-ывҫӑн пуҫтарса, ӑс-хакӑл ҫӗклемне куллен пуянлатса пырса, юлашки шевли ӳкичченех ҫине тӑрса ӗҫлесе пырса (вӑл пӗр минут та ахаль ларманнине пурте лайӑх пӗлетпӗр – унӑн ҫӗршер томлӑ ал ҫырӑвӗсем ӑслӑх архивӗнче упранаҫҫӗ!), чӑннипех чӑвашсемшӗн пуян историк-эткерҫӗ пулса тӑнӑ. Юлашки ҫулӗсенче «хӑй ҫитӗнтернӗ института» (1980-мӗш ҫулта вӑл мана чӗлхемӗр пайне ӗҫе илнӗччӗ!) тӑтӑшах пырса ҫӳретчӗ. Аса илӗвӗсем, ырӑ канашӗсем, сӑнӗвӗсем – пӗр вӗҫӗмсӗрччӗ.
Паян ирхине, кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче, пирӗнтен паллӑ историк Димитриев Василий Димитриевич уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалах гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче иртӗ. 10 сехетре илсе килӗҫ, 13 сехетре тӑван ялне пытарма кайӗҫ.
Димитриев Василий Димитриевич — паллӑ чӑваш историкӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор (1970). Вӑл 1924 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралнӑ.
1948 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн кӗҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. 1955 ҫулта Мускав патшалӑх университетӗнче асперантурӑра вӗренсе тухсан Чӑваш ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн (хальхи ЧГПӐИ) директор ҫумӗ, ӑслӑлӑх ҫыруҫи (1948–1968), директорӗ (1968–1988) пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах, 1967–1988 ҫулсенче, вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче профессор пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |