Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» ҫамрӑксен литература клубӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсать. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ольга Австрийская ҫамрӑк ҫыравҫӑ пултарулӑхне тишкерӗҫ. Ольга Иванова (чӑн хушамачӗ ҫавӑн пек) Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература редакторӗнче ӗҫлет.
Литература клубне пыракансем Ольӑн «Чӑлах пуканисем» кӗнекине кӗнӗ хайлавӗсене тишкерӗҫ.
Унчченхи тӗлпулусенчен пӗринче Арсений Тарасов ҫыравҫӑн, драматургӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» повеҫне, пуш уйӑхӗнче Юрий Скворцовӑн «Хӗрлӗ мӑкӑнь» повеҫне сӳтсе явнӑччӗ.
Владислав Николаев ҫыравҫӑ тата журналист Фейсбукра тахҫанах ҫапла ҫырса хунӑччӗ: «Кӗнекинчи пур калавне те вулатпӑр, пур калавӗ пирки те калаҫма пултаратпӑр, кам хӑшӗн ҫинчен калаҫасшӑн».
Ӗнер Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗнче «Асамлӑ тӗрӗ» курав уҫӑлнӑ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗчченех ӗҫлӗ. Унпа Китай ҫамрӑкӗсем ҫитсе паллашнӑ та ӗнтӗ.
Культурӑпа курав центрӗнчи курава «Паха тӗрӗ» музей хатӗрленӗ. Унта вӑл хайӗн коллекцийӗнчи паха ӗҫсене илсе пынӑ. Куравра Чӑваш халӑх художникӗн, РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗн Екатерина Ефремован, РФ тава тивӗҫлӗ художникӗн Мария Симакован, Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ художникӗн Татьяна Петрован, халӑх промыслисен ӑстин Анастасия Андрееван ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн ҫӗр пин тӗррипе ӗнер И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университене Китайран вӗренме килнӗ студентсем паллашнӑ. Вӗсем чӑвашсен тӗрӗ пӗлтерӗшӗпе те кӑсӑкланнӑ.
Китайри Китайри Гуйчжоу провинцийӗнчи университетӑн ют ҫӗршыв студенчӗсен колледжӗ Шупашкарти студенткӑна пуҫлӑх пуканне шаннӑ. Ку хыпара И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкарти аслӑ шкулӑн журналистика уйрӑмӗн тӑваттӑмӗш курс студенткипе ҫыхӑннӑ ырӑ пулӑм ӗнер пулса иртнӗ. Татьяна Кучерова университетӑн Халӑхсем хушшинчи студентсен пӗрлешӗвӗн реклама пайӗн пуҫлӑх пулса тимлӗ.
Шупашкарта вӗренекен хӗр Китайри Гуйчжоу провинцийӗнче 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе стажировка тухать.
Ҫӗнӗ тивӗҫе Татьяна пуҫӑннӑ та. Вӑл университетра пулса иртекен мероприятисем пирки акӑлчанла тата китайла пӗлтерсе тӑрать, университет сайчӗ валли хыпарсем хатӗрлет. Хӗре Китайри ҫав аслӑ шкулӑн хаҫатне кӑларма та хутшӑнтараҫҫӗ. Унта вӑл ют ҫӗршыври студентсемпе паллаштаракан ярӑма хатӗрлеме пулӑшать.
Пулас журналистка малтан корея чӗлхине вӗренмелле Кӑнтӑр Корейӑра 3 эрне пурӑннӑ.
Тутарстанри Лениногорскра районти нацисен чи хитре те пултаруллӑ пикисене палӑртнӑ. «Лениногорск илемӗ» конкурс пирки Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтернӗ. Конкурса ултӑ наци пики хутшӑннӑ. Ҫав йышра Лениногорскра экономиста вӗренекен 19 ҫулти Мария Исаева чӑваш хӗрӗ пулнӑ.
Хӗрсем хӑйсен пултарулӑхне «Эпӗ хамӑн халӑхӑн хӗрӗ» визиткӑра, наци апат-ҫимӗҫӗ хатӗрлесе, пултарулӑх конкурсӗсенче тата дефилере кӑтартнӑ. Конкурсҫӑсене «Халӑх чунӗ», «Наци колоричӗ», «Ҫепӗҫ чӗлхе», «Туслӑх элчи», «Халӑх йӑли-йӗркин управҫи», «Халӑхӑн кӗмӗл сасси» номинацисенче чысланӑ. Чӑваш хӗрӗ «Наци колоричӗ» номинацире палӑрнӑ.
Чӑваш пикине халӑхӑн илемӗпе, культурипе паллаштарма районти ЧНКЦ тата Лениногорск хулинчи «Шурӑ хурӑн» чӑваш ансамблӗ пулӑшнӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультетӗнче журналиста вӗренекен 18 ҫулти Юлия Полячихина «Раҫҫей пики — 2018» конкурс финалне лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ /news/18704.html|пӗлтернӗччӗ__. Ӗнер иртнӗ конкурса Чӑваш Енри тепӗр пике те, 21 ҫулти Анна Швецова та, сӑмах май, хутшӑннӑ.
«Раҫҫей пики — 2018» ята Юлия Полячихина тивӗҫнӗ. Ӑна бриллиантпа, рубинпа тата сапфирпа капӑрлатнӑ, шурӑ ылтӑнтан хатӗрленӗ корона тӑхӑнтартнӑ. 3 миллион тенкӗ укҫапа тата автомобильпе хавхалантарнӑ.
Пике шкултан ылтӑн медальпе вӗренсе тухнӑ. Бадминтонла вылять тата фитнес-аэробикӑна ҫӳрет. Журналиста вӗренекен хӗрӗн юратнӑ кӗнеки — Дэниел Кизӑн «Цветы для Элджернона» хайлавӗ.
Чӑваш Енре ҫара юрӑхлисен шучӗ ӳссе пырать. Ҫакна паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева пӗлтернӗ.
2017 ҫулта каччӑсеен 75,8 процентне ҫӗршыва хӳтӗлеме юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. 2016 ҫулхи призыв кампанийӗнче тӗрӗсленисенчен 74,6 проценчӗ салтака кайма тивӗҫҫине палӑртнӑ.
Хӗсмете юрӑхлисен хисепӗ малашне тата ӳссе пымалла. Пирӗн ҫӗршыври ҫамрӑксене ҫара хатӗрлессин концепцийӗпе килӗшӳллӗн 2020 ҫул тӗлне ун пеккисен йышӗ 79 процентпа танлашмалла.
Салтака каяссинчен тарса ҫӳрекенсен йышӗ те ҫулсерен чакса пырать иккен. Пуҫиле майпа явап тыттарнисен шайӗ те ҫавна май сахалланать.
Чӑваш Енӗн ҫар ӗҫ комиссарӗ Александр Мокрушин хӗсмете ямалли плана 100 проценчӗпех тултарасси пирки иккӗленмест.
Ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комисси Шупашкарта пурӑнакан, 18 ҫул тултарман хӗрачана общество вырӑнӗнче эрех ӗҫнӗшӗн штрафланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 18 ҫул тултарман ҫамрӑка урамра ӗҫнине курнӑ. Кун пирки ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комисси те пӗлнӗ. Ӗҫ материалӗсене тишкерсен акӑ мӗн паллӑ: вӑл унччен те эрех-сӑрапа айкашнӑ.
Комисси ҫак ӗҫе пӑхса тухнӑ. 18 ҫул тултарман хӗрачана штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне ӑна хӑрушӑ социаллӑ лару-тӑрура пулнӑ тесе палӑртнӑ.
Санкт-Петербургри гидрометеорологи университетӗнче вӗренекен каччӑ реанимацие лекнӗ. Вӑл тӑрӑхри «Фонтанка.ру» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, нумай пулмасть ҫеҫ 18 ҫул тултарнӑ яша Купчинӑри 5-мӗш ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ. Шӑмми-шаккине аванах хуҫса пӗтернӗскере реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнине ӗненсен, ҫамрӑк Фрунзе районӗнче хӑнара пулнӑ. Хӑй вӑл аслӑ шкулӑн Большевиксен проспектӗнчи общежитийӗнче регистрациленнӗ.
Каччӑ мӗн сӑлтавпа пиллӗкмӗш хутран персе аннине (е, тен, такам тӗксе янине) тӗпчевҫӗсем палӑртасса шанас килет.
Тӗнче тетелӗнчи эпир маларах асӑннӑ хаҫатра хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫуралнӑ каччӑ ӳсӗр пулнӑ, унтан эрех шӑрши аванах кӗнӗ.
Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене маларах памашкӑн заявлени ҫырнисем хӑйсен пӗлӗвне малалла тӗрӗсленӗ. Ӗнер Шупашкарти 48-мӗш шкула общество пӗлӗвӗпе тата литературӑпа экзамена пуҫтарӑннӑ.
Общество пӗлӗвӗпе экзамен тытма малтанласа 102 ҫын заявлени ҫырнӑ. Патне ҫитсен вӗсенчен шӑп та лӑп ҫурри пынӑ. Литературӑпа пӗлӗве тӗрӗслес кӑмӑл пуррине 34-ӗн систернӗ, анчах парта хушшине 13-ӗн ҫеҫ ларнӑ.
Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытнине ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен пӗлтерӗҫ.
Ыран Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗн резерв кунӗсем пуҫланӗҫ. Ку тапхӑрта та унчченхи ҫулсенче шкул вӗренсе пӗтернисем, техникумсемпе колледжсенче вӗренекенсем хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслейӗҫ. Ун чухне ППЭӗн малтанхи тапхӑрӗн тӗп кунӗсенче парта хушшине ларайманнисене кӗтеҫҫӗ. Ыран акӑлчан чӗлхипе, химипе, информатикӑпа тата ИКТ предмечӗпе, географипе тата историпе экзамен тытӗҫ.
Шупашкар хулинчи Ленин районӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем тин ҫуралнӑ ачана паян, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, чӑн чӑваш ячӗпе ҫырнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби хыпарлать.
Ҫапла ӗнтӗ, ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗ-хӗрӗ валли хӑйсен кӑмӑлне каякан янӑравлӑ ят суйлать, ҫав ят ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех ӑнӑҫу кӳрессе, ҫул уҫса пырасса шанать. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Алексейпе Татьяна хӑйсен пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ ачине Тайман ят хунӑ. Тӗрӗссипе, юлашки ҫулсенче ачасене авалхи чӑваш ячӗсене парасси республикӑра анлӑ сарӑлчӗ.
Палӑртса хӑвармалла, ЗАГС пайӗн специалисчӗсем ҫамрӑк мӑшӑра ывӑлӗн пӗрремӗш документне — ача ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельствӑна — панипе пӗрлех ҫирӗп сывлӑх, ҫитлӗ пурнӑҫ, телей суннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |