Шупашкартан Мускава тата Мускавран Шупашкара пуйӑспа кайса килекенсен ҫул ҫинче хӑвӑртрах ҫӳреме пуҫлас шанчӑк пур. «Сапсан» хута ярсан мар, унчченех.
Республикӑн тӗп хулипе ҫӗршывӑн тӗп хулине пуйӑс хальхи вӑхатра 13 сехетре ҫитет. Ӳлӗмрен вӑл вӑхӑт 4,5 сехет чакма пултарать. Ку хыпара «Центральная пассажирская компания» (чӑв. Пассажирсен тӗп компанийӗ) общество хыпарланӑ. Пуйӑс ҫӳрессине вӑл «Ветер» (чӑв. ҫил) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май хӑвӑртлатасшӑн.
Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ ҫинче халӗ хӑвӑрт ҫӳрекен «Сапсан» пуйӑссем пур-ха. Мускавран Питӗре вӑл 3,5 сехетре ҫитерет. Сочире, Мускавра, Тверьте, Чулхулара «Ласточка», «Стриж», регионти ытти экспресс хӑвӑрт хутласа пассажирсене каяс ҫӗре часах ҫитерет.
Мускавран шурӑ Шупашкара 8,5 сехетре хӑҫантарах ҫитме пуҫлассине каламан.
Куславкка хулинче кӑҫалхи ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи пӗр каҫхине руле ӳсӗрле тытса пынӑн туйӑннипе ҫул-йӗр инспекторӗсем пӗр урапана тытса чарнӑ. Хӗрӗнкине сиснӗрен арҫынна инспекторсем хӑйсен машинине ларма ыйтнӑ, унта вӗсем автомобиле тытса пыма юраманни пирки протокол ҫырма тытӑннӑ. Ҫав самантра ҫул-йӗр ҫинчи йӗрке хуралҫисен урапине арҫынпа пӗр салонта пулнӑ хӗрарӑм куҫса ларнӑ. Инспектортан вӑл протокола туртса илсе ҫӗтсе тӑкнӑ та хӑй сумкине пуҫтарса чикнӗ. Водительпе хӗрарӑм-пассажир ҫапла хӑтланнине кура арҫынна шалти ӗҫсен пайне илсе каяс тенӗ. Арҫын та кутӑнлашма тытӑннӑ, чӑрсӑр хӗрарӑм та сиксе ӳкнӗ: вӑл полицейскисенчен пӗрин мӑйӗнчен ярса илнӗ, чавса пӗтернӗ.
Водителе административлӑ майпа кӑна явап тыттарнӑ-ха: хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине ҫыхманшӑн, ӳсӗррине тӗрӗслеттерме килӗшменшӗн. Ӑна штрафланӑ тата 1,8 ҫуллӑха правасӑр хӑварнӑ. Йӗрке хуралҫисемпе ҫапӑҫакан хӗрарӑм тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫех пуҫарнӑ. Вӑл, сӑмах май каласан, Росреестрӑн управленийӗнче тӑрӑшать иккен.
Нумаях пулмасть Чӑваш Ене «Россия 24» телеканал журналисчӗсем килни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӗсем ҫӗршыври ҫулсен пахалӑхне тӗрӗслеҫҫӗ.
Журналистсем Мускавран пуҫласа Омска ҫитнӗ. Хӑйсен урапипе вӗсем хуласене ҫитнӗ. Ҫулҫӳрев хыҫҫӑн журналистсем хулари ҫулсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ.
Танлаштарӑма ӗненес тӗк, Чӑваш Енӗн ҫулсемпе мухтанмалли ҫук. Шупашкар чи япӑх ҫулпа палӑрса танлаштарӑмра юлашкинчен виҫҫӗмӗш вырӑна йышӑннӑ.
Ҫулсене 5 балпа хакланӑ. Шупашкар вара 2,9 бала ҫеҫ тивӗҫнӗ. Курган хули 2,8 балл пухнӑ. Омск вара чи юлашки вырӑнта. Вӑл 2,34 балл пухнӑ. Омскра пулнӑ хыҫҫӑн журналистсем урапине автосервиса илсе кайнӑ.
Ку пӑтӑрмахӗ виҫӗ кун каяллах пулнӑ-ха. Анчах ун патне таврӑнма руль умӗнчи каччӑ сӗмсӗрлӗхӗ хистерӗ.
24 ҫулти каччӑ (теприсем ун пирки тути ҫинче амӑш сӗчӗ типсе пӗтмен тесе хаклӗҫ, анчах хӑшӗсем вӑл ҫулта ҫемье те тытса тӑраҫҫӗ) Шупашкарти Вокзалҫум урамри 8-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче эрнекун каҫхи 10 сехет тӗлӗнче ҫул урлӑ каҫакан арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Кӑкӑр шӑммине амантнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.
Водитель пирки каласан руль умӗнче ҫулталӑкран та сахалтарах ларакан ҫав ача кӑҫал кӑна йӗркене вунӑ 10 хутчен пӑснӑ.
Ҫав шутран пиллӗкӗшӗнче — хӑвӑртлӑха ӳстернипе.
«Митсубиси Каризм» маркӑллӑ урапапа ҫил хӑваласа ҫӳрекенскер хӑйне йӗрке хуралҫисем ҫырса панӑ штрафсене те тӳлеме васкаман: хальлӗхе вӑл пӗр штрафӗпе те татӑлман-мӗн.
Ялта такӑр ҫул пулнинчен мӗн пахи пур? Ялсенче ҫулсене юсас ӗҫ тӗп вырӑнта шутланать. Ара, лачака ҫӑрӑлсан васкавлӑ медпулӑшу та ҫитеймест, пушар тухсан пушарнӑйсем те кӗреймеҫҫӗ-ҫке-ха.
Вӑрнар районӗнчи Мӑн Турхан ял тӑрӑхӗнчи ҫулсем мӗнле лару-тӑрура пулнине ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ сӑнаса тӑрать. Тӗмпек ялӗнчи тӗп урамри 300 метр тӑршшӗ ҫула юсанӑ.
Иртемен ялӗнчи Чие ҫырлин урамӗнчи кӗпер ейӳ сарӑлсан арканнӑ. 60 метр тӑршшӗ ҫул та сиенленнӗ. Вӗсене юсанӑ. Ял ҫыннисем те айккинче тӑман — ҫул ӗҫченӗсене пулӑшнӑ. Уйрӑмах Александр Фирсова, Петр Игнатьева, Андрей Трофимова палӑртмалла.
Халӗ ҫынсем патне кирек хӑш ҫанталӑкра та васкавлӑ медпулӑшу, пушарнӑйсем пӗр чӑрмавсӑрах ҫитме пултараҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Михаил Игнатьев пилӗк ҫынпа куҫа куҫӑн калаҫнӑ.
Михаил Васильевич патне пилӗк ачана воспитани парать. Вӗсен 2008 ҫулта ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Ҫемьене вӑхӑтлӑх путвалта пурӑнма сӗннӗ. Унта — йӗкехӳресем. Юлашки пилӗк ҫулта Татьяна тӗрлӗ ведомствӑна ҫитнӗ, анчах ниепле те ҫурт илеймеҫҫӗ вӗсем. Вӑл республика Элтеперне шанса килнӗ. Ҫемье ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче кӗтес тивӗҫессине пӗлтернӗ Михаил Игнатьев. Анчах унӑн подрядчик патне ыйту пур: вӑл документаци тӗлӗшпе ыйтусене мӗнле татса парӗ? Унсӑрӑн хваттер уҫҫине памӗҫ.
Йышӑнура Михаил Игнатьев видео урлӑ та ыйтусене итленӗ. Малашне халӑх чиновниксемпе килтен тухмасӑр ҫыхӑнма пултарӗ.
Улатӑрта пурӑнакан Сергей Здюмаев Элтеперпе ҫыхӑнӑва тухнӑ. Сусӑрскер Шупашкара сипленме темиҫе ҫул ҫӳрет. Ҫул ҫине пӗр уйӑхра кӑна 13 пин тенкӗ тухса каять. Вӑл 11–12 пин тенкӗ пенси илет. Ҫав укҫа вара ҫул ҫине кӑна тӑкакланать. Ӑна никам та саплаштармасть. Михаил Игнатьев ӑна билетсене упрама ыйтнӑ. Малашне ку тӑкака саплаштарӗҫ.
Ҫынсем Михаил Игнатьевран ҫул, пульница пирки те ыйтнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Тури Шурҫырма ялӗнчи ҫынсем ҫул сарса парасса кӗтмен — хӑйсемех ӗҫе пуҫӑннӑ. Ял пысӑках мар, 1 урам ҫеҫ, унта — 50 ҫурт. 2 ҫул каялла вырӑнти хысна укҫипе 400 метра вӗтӗ чул сарса панӑ. 550 метр валли ҫитмен.
Кӑҫал Владимир Барышев пуҫарӑвӗпе, вӑл ялта пурӑнать, ял халӑхӗнчен укҫа пухнӑ. Пӗтӗмпе — 160 пин тенкӗ. Унтан вӗсем смета хатӗрленӗ. Вӑл 440 пин тенкӗлӗх пулнӑ. 160 пин тенки халӑхран пухни кайӗ. Ытти — район администрацийӗн укҫи.
Строительсем ӗҫе тӳрех пуҫӑннӑ. Малтан хӑйӑр сарнӑ, унтан щебень тӑкнӑ. 1 уйӑхрах ҫул сарса пӗтернӗ.
Халӑх халӗ кӑмӑллӑ. Ҫӗрпӗве, Шупашкара ним мар тухса ҫӳреме пулать. Васкавлӑ медпулӑшу, пушарнӑйсем те йӗркеллех ҫитме пултарӗҫ. Унччен вӗсене ял пуҫӗнче кӗтсе илнӗ.
Чӑваш Енре Ҫӗрпӳ кӗперӗ пирки нумай калаҫрӗҫ. Ӑна уҫмалли куна нумай кӗтнине эпир те ҫырнӑччӗ. Ҫул-йӗр ыйтӑвӗ ытти вырӑнта та сиксе тухмасӑр пулманнине пирӗнтен кашниех аван ӑнланать. Пурне те асӑрхакан ҫивӗч куҫлӑ журналистсенчен пӗрин куҫӗ тӗлне тата Ҫӗрпӳрен Вӑрмаралла каякан федераци ҫулӗ лекнӗ.
Андрей Иванов журналист унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӑл тӑрӑхрисемпе тӗл пулма кайнӑ чух вӗҫтернӗ. Правительство кортежӗ тата вӗсенчен юлмасӑр пыракан журналистсен ушкӑнӗнчен хайхи 40 минут таран татӑлса юлнӑ-мӗн.
Федераци ҫулӗ ҫинчи ҫав участока юсакан «Дорисс» предприяти урапасене пӗр полосапа кӑна иртсе ҫӳремелле туса панӑ иккен. Ҫӗрпӳ кӗперӗпе танлаштарсан кунта тата нушаллӑрах тесе ҫырнӑ журналист.
Раҫҫей Правительстви регионсенчен пассажирсене самолетпа турттарнишӗн субсидилемелли маршрутсене ҫирӗплетнӗ. Шупашкартан Питӗре вӗҫекеннисем те ку списока лекнӗ.
«Питӗр—Шупашкар» авиамаршрутри ятарлӑ тариф 5640 тенкӗпе танлашмалла. Ку вӑл — эконом-класс шутланакан салонта.
Регионсенчи авиавӗҫевсем валли ҫӗршыв хыснинчен 200 миллион тенкӗ ассигновани уйӑрма палӑртнӑ. Субсиди уйӑрмалли маршрутсен списокне те кӑҫал анлӑлатнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) бюджетлӑ авиакомпани билет хакӗсене ҫывӑх вӑхӑтра ӳстерме палӑртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, авиакомпание Ространснадзор хӗрарӑм рюкзакӗсене салона тӳлевсӗр хума хушнӑ. Капла хушупа килӗшмесӗр самолет хуҫисем Мускаври Арбитраж судне ҫитнӗ, анчах тӳресем авиакомпание майлӑ пулман.
«Мускав – Омск» ҫӗнӗ проектпа килӗшӳллӗн, Шупашкара «Россия 24» телеканал корреспонденчӗсем килнӗ, вӗсем ҫулсене тӗрӗсленӗ.
Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул лайӑх лару-тӑрура. Ҫула «Кондор» плотномерпа тӗрӗсленӗ. Вӑл — нумай каналлӑ сканер, ҫулӑн ҫиелти сийне хаклать.
Сӑмах май, федераци телеканалӗн журналисчӗсем тӑваттӑмӗш хулана ҫитнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе япӑх ҫул енӗпе Чулхула «палӑрнӑ».
Чи малтанах Тимофей Кривов урамӗпе Мускав проспекчӗ хӗресленекен вырӑна тӗрӗсленӗ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, кунта авари час-часах пулать. Пӗлтӗр унта 9 авари пулнӑ. Репортаж ӳкернӗ чухне те урапасем пырса ҫапӑннӑ.
Унтан корреспондентсем Ишлей проездне ҫитнӗ. Унта та аварисем пулаҫҫӗ. Крылов тата Шумилов урамӗсенчи ҫулсене те тӗрӗсленӗ. Журналистсем 14 кунра Раҫҫейри темиҫе хулана ҫитме палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче — Кисан (Рязань), Улатимӗр, Чулхула, Екатеринбург. Пӗтӗмӗшле илсен, журналистсем Шупашкарти ҫулсене лайӑх хак панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |