Куславкка районӗнче «Атӑл» М-7 федераци трасси ҫинчи 13 километр лаптӑка юсанӑ. Унта икӗ лаптӑк ҫӗре ҫӗнетнӗ.
«Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗн халӑх ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен специалисчӗ Лира Нурсаитова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫула юсанӑ ҫеҫ мар, ӑна 3 метр та 75 сантиметр таран сарнӑ.
Ҫӳрекенсене меллӗ пултӑр тесе ҫутӑ линине 8 километр тӑршшӗ сарнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли вырӑнсем те пур, общество транспорчӗ валли чарӑнусем те. Мартынкасси, Туканаш, Пӑрмас, Муркар, Тӗрлемес ялӗсем патӗнче 11 чарӑну вырӑнӗ вырнаҫтарнӑ. Пӗр ҫӗрте кану вырӑнӗ йӗркеленӗ.
Куславкка районӗнчи асӑннӑ ҫул лаптӑкӗсене тӗплӗ юсав валли федераци хыснинчен 1 миллиард та 300 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, паян, ирхи 7 сехет тӗлӗнче «Вятка-2» ҫул ҫинче «Яндекс. Такси» машини кювета чӑмнӑ. Ҫав вӑхӑтра салонра пассажир та пулнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» водителӗ ҫулпа пынӑ чухне руле итлеттереймен, кювета чӑмса ЛЭП опорини ҫапӑннӑ. Салонра хӗрарӑм пассажир пулнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Водитель те аманнӑ, ӑна та пульницӑна илсе кайнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, хале водитель ӳсӗр пулнипе пулманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкарти тӳре-шара килес ҫул хӑш ҫула юсассине палӑртнӑ. Йышӑнӑва тӑвиччен вӗсем халӑх сӗнӗвне шута илнӗ. Ун валли кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче ятарласа ыйтӑм ирттернӗ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче сӗнсе ҫырнисене те шута илнӗ. Ҫакӑн пирки паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра Ҫурт-йӗпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх управленийӗн пуҫлӑхӗ Олег Белов пӗлтернӗ.
Иван Яковлев проспектӗнчи автоҫула юсассин 3-мӗш тапхӑрне 2020 ҫулта вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ. Сӑкӑт кӗперне те килес ҫул юсаса пӗтересшӗн.
Килес ҫул Граждан урамне, И. Яковлев проспектӗнчен Канаш шосси таран ҫӗнетесшӗн, Лапсар проездне юсаса ҫӗнетесшӗн. 1-мӗш Кӑнтӑр урамне тума палӑртнӑ, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи кӗпере тӗплӗн юсасшӑн.
Тукташ, Илпек, Ленин (Николаев урамӗнчен тытӑнса Вокзалҫум урам таран), Воробьев композиторсен, Кооператив, Игнатьев, Яноушек урамӗсене, Мусков проспекчӗ патне пыракан ҫула, Вӑрнар шоссине, Бабушкин тӑкӑрлӑкне, База проездне, Н. Никольский проспектне юсама шухӑшлаҫҫӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ирхи 9 сехетре «Шупашкар – Сурски» автоҫул ҫинче молтоблокпа авари пулнӑ. Хайхи транспорт машина ҫине пырса кӗнӗ.
ҪҪХПИ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха ялӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫын мотоблок рулӗ умӗн ларнӑ та тӗп ҫулпа пыракан «ВАЗ-2110» машина ҫине пырса тӑрӑннӑ. Мотоблокпа пынӑ арҫын суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Суранӗсем ытлах йывӑр мар – тухтӑрсем пӑхнӑ хыҫҫӑн арҫынна киле янӑ.
Йӗрке хуралҫисем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, мотоблок водителӗ ӳсӗр пулнӑ. Палӑртса хӑварар: кӑҫал мотоблокпа ҫыхӑннӑ аварире икӗ ҫын вилнӗ, пӗлтӗр – виҫӗ ҫын.
Чӑваш Ен урлӑ иртсе каякан пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ автоҫула ҫитес ҫулта тума тытӑнасшӑн. РИА «Новости» пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫичӗ ҫултан хута ярасшӑн.
Автуҫул Мускавран Хусана ҫитӗ. Чӑваш Енре вӑл Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Йӗпреҫ, Тӑвай районӗсем урлӑ иртӗ. Ҫула 2027 ҫулта уҫма палӑртнӑ.
«2020 ҫул пуҫламӑшӗнче ӗҫлеме пуҫлӑпӑр, Мускавран пуҫласа Владимир таран, 145 ҫухрӑм, тума тытӑнӑпӑр», - РИА «Новости» Раҫҫей вице-премьерӗ Михаил Акимов пресс-конференцире каланӑ сӑмахсене илсе кӑтартнӑ.
Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 19 сехет те 40 минутра «Атӑл» М-7 федераци ҫулӗ ҫинче пилӗк машина инкеке лекнӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ГАЗ-3009А1 автофургон водителӗ ҫула май каякан ГАЗ-2705 машинӑпа ҫапӑннӑ. Лешӗ «Лада-111730» маркӑллӑ автомобиле пырса тӑрӑннӑ. Унтан микроавтобус хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта «Шевроле-Круз» машинӑпа ҫапӑннӑ. «Калина» «Ман» фура ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх,
автофургон рулӗ умӗнчи 61 ҫулти Шупашкар арҫынни пӗр машинӑпа тепӗр машина хушшинчи инҫӗше тытса пыман. Сурана пула вӑл вырӑнтах вилнӗ. Микроавтобусӑн суранланнӑ водительне васкавлӑ пулӑшу машини пульницӑна илсе кайнӑ. Инкек сӑлтавне специалистсем тӗплӗн тишкерсе палӑртӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫсене вырӑнти ача пахчисенчен пӗри патӗнче тротуар ҫукки пӑшӑрхантарать. Унта сӑмах район центрӗнчи ҫӗнӗ районсенчен пӗрин, Совет урамӗн вӗҫӗнче, вырнаҫнӑ «Крепыш» ача пахчи пирки пырать.
Унтан куллен иртсе ҫӳрекенсен машина ҫулӗпе е симӗс курӑк тӑрӑх (вӑл хытса ҫирӗпленнӗ темелле) иртме тивет. Унтан ача-пӑча та, аслисем те ир-каҫ та, кӑнтӑрла та утаҫҫӗ. Шӑпӑрланӗсене ача пахчине илсе пынисен машинисем ирсерен тата каҫсерен ҫавӑнта шӑкӑрттин ларнине кура урапа айне ним мар лекме пулать.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырнӑ постпа нумайӑшӗ килӗшет. Тротуар тахҫанах кирлине вӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла тенӗ пек палӑртса ҫырнӑ. Ҫавӑнти машинӑсен парковки саккун ыйтнипе килӗшсе тӑмасть текен те тупӑннӑ.
Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ служба машини рулӗ умне ӳсӗрле ларса ҫул ҫинче пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Кун тӗлӗшпе прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ.
Авари юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Ҫӗрпӳ – Красноармейски – Кӳлҫырма» ҫул ҫинче пулнӑ. Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ служба машини рулӗ умне (ку ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман) ларнӑ, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса КамАЗпа ҫапӑннӑ.
Служба автомобилӗпе хӑйӗн тӗллевӗсемпе усӑ курнӑшӑн пуҫлӑх тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне депутатсен пухӑвӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, унта пуҫлӑх должноҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухма сӗннӗ. Ара, пуҫлӑха унччен те ҫакнашкал йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн постановлени кӑларнӑ.
«Шӑхасан – Нурӑс» ҫула юсама пуҫлани пирки Пӗрремӗш канал кӑтартнӑ. Анчах репортажра ку ӗҫе лайӑх енчен хакламан.
«12 ҫухрӑм ҫула авӑн уйӑхӗнче ҫеҫ юсама пуҫланӑ – подрядчике чылай вӑхӑт тупайман. Халӗ ҫул-йӗр ӗҫченӗсем хӑҫан асфальт хума пуҫлассине калаймаҫҫӗ», - тенӗ репортажра. «Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, ку ӗҫе тума пулать. Анчах эпир куратпӑр: техника тата ҫын сахал», - Халӑх фрончӗн Чӑваш Енри элчи Илья Васильев федераци телеканалӗн эфирӗнче ҫапла каланӑ.
Халӗ ку ҫулпа машинӑсене ҫӳреме чарнӑ. Анчах маларах кун пирки ЧР Транспорт министерстви те, Чӑвашупрдор та пӗлтермен – пӗр кун ҫак ҫулпа пынӑ водительсем чару палли патӗнче пырса чарӑннӑ. Ҫапах машинӑсем ҫакна пӑхмасарах ҫулпа ҫӳреҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула юсани чылай ҫыншӑн йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Ара, тавран ҫаврӑнса ҫӳреме тивет-ҫке-ха. Аса илтерер: реконструкци авӑн уйӑхӗнче пуҫланнӑ.
Ҫак кунсенче комисси ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗсленӗ. Унта Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та ҫитнӗ. «Иккӗленӳ ҫук: машинсене ку ҫулпа ҫулталӑк вӗҫлениччен ярӑпӑр», - тенӗ сити-менеджер.
2020 ҫулта Ашмарин урамӗнчен пуҫласа Канаш ҫулӗ таран юсӗҫ. Унта полосасен шутне ултта ҫитересшӗн, магистральпе ҫумӑн тротуар тӑвӗҫ, ҫутӑсем лартӗҫ, светофор тата ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсем пулӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |