Вӑйлӑ ҫумӑр ҫуса иртнӗ хыҫҫӑн Дебед шывӗ ҫыранӗсенчен тухнӑ.
Арменире Дебед юханшыв ҫырансенчен тухнӑран ял-хуласене шыв илме тытӑннӑ. Кун пирки Армени ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ.
Вӑрах вӑхӑт хушши ҫӑвакан ҫумӑрсене пула шыв шайӗ шар кӑтартма пултаракан виҫерен иртнӗ. Хальхи вӑхӑтра шыв айне Алаверди, Ахтала, Ташир хуласем, тата темиҫе поселок пулнӑ.
Грузи енне каякан патшалӑх трассине хупнӑ, Ванадзор – Алаверди автоҫул вырӑнӗ-вырӑнӗпе арканнӑ. Ҫавӑн пекех Каркоп салана ҫыхӑнтаракан Дебед урлӑ хывнӑ кӗпер ишӗлсе аннӑ. Ереван – Тбилиси чукун ҫула та вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. «Баграташен» тӗрӗслесе кӑларакан пункт урлӑ иртме май ҫукран Грузие «Гогаван» тата «Бавра» КПП урлӑ лекме пулать.
Юханшыва Opel автомобиль кӗрсе ӳкнӗ, водительпе пӗрлех. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл вилнӗ — ӑна шырас ӗҫ малалла пырать. Шыв илнӗ районсенчен 77 ҫынна эвакуациленӗ. Ҫӑлав службисем хӑйсен ӗҫне малалла пурнӑҫлаҫҫӗ — шар курнисене пулӑшас ӗҫре пурӗ 300 ытла ҫӑлавҫӑ тӑрӑшать.
Паян ҫуллахи пекех ӑшӑ. Ытларикунпа юнкун вара кӑшт сивӗтӗ. Юнкун каҫхине ҫумӑр ҫӑвӗ те сивӗтӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун кӑнтӑрла 11-13 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле вара – 7-9 градус. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен кастарса вӗрнипе тата сивӗрех пек туйӑнӗ.
Икӗ кунра ҫумӑр самай ҫӑвӗ. Апла, кӑмпа сезонӗ пуҫланӗ. Канмалли кунсенче ҫумӑр ҫумӗ, сывлӑш температури 18-20 градус таран ӑшӑнӗ.
Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫуллахи ӑшӑ таврӑнӗ, 22-27 градус ӑшӑ пулӗ.
Кузбасӑн тӗп хулине паян вӑйлӑ ҫумӑр хупӑрласа илнӗ. Кемӗр мэрийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх сехет хушшинче хулара ҫумӑрӑн уйӑхри норми ҫуса кайнӑ, ҫавна май ҫумӑр шывӗ юхмалли пӑрӑхсене йывӑр тивнӗ, пысӑк калӑпӑша пула вӗсем юхтарса кӑларайми ӗҫленӗ.
Вырӑнти влаҫсем хыпарланӑ тӑрӑх, вуншар нумай хваттерлӗ ҫурт, ҫавӑн пекех ҫӗралла яхӑн харпӑр ҫуртлӑ урам ҫутӑсӑр юлнӑ. Халӗ вырӑнта хулан электросечӗн бригадисем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк алхасӑвне пула трамвай ҫулӗсене шыв юхӑмӗсем юхтарса кайнӑран электротранспорт ӗҫлеме чарӑннӑ.
«Кемдор» МБУ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулсем ҫинчи шыв шайӗ ҫывӑх вӑхӑтра чакмалла. Вӗсен ӗҫченӗсем ҫумӑр шывне ӗмекен шӑтӑксенче юхӑмпа илсе килнӗ ҫулҫӑсемпе вак-тӗвек ҫӳп-ҫапа тасатаҫҫӗ. Хулара вырӑнӗ-вырӑнӗпе электричество панӑ ӗнтӗ, 1,5 пине яхӑн объекта тивӗҫтернӗ.
Паян Шупашкарта кунӗпех, пӗр чарӑнмасӑр тенӗ пек, ҫумӑр ҫурӗ. Ҫавна май кӳлмекри шыв шайӗ тротуартан та ҫӳлерех хӑпарнӑ.
Ҫумӑр шывӗ ытла та нумай пулнӑран вӑл канализаци пӑрӑхӗсенчен тапма пуҫланӑ. Ирхине кӳлмекре шыв шайӗ 1,5–2 метр таран хӑпарнӑ теҫҫӗ, каяран, кӑнтӑрласем тӗлне, яланхи виҫене аннӑ.
Канализаци пӑрӑхӗсенчен шыв юхса тухнӑ вырӑнсенче асӑрхаттарас тӗлӗшпе каярах ятарлӑ хӑюсемпе карса тухнӑ.
Аса илтерер: республикӑна кӗрхи евӗрлӗ ҫанталӑк килесси пирки синоптиксем маларах пӗлтернӗччӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫумӑрсем ҫитес эрнере ҫеҫ чарӑнӗҫ.
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче пӑрлӑ ҫумӑр ҫуса республикӑна самаях шар кӑтартрӗ. Ун чухне йывӑҫсем авӑнса, хуҫӑлса пӗтнӗччӗ. Ҫул хӗрринчи посадкӑсем халӗ те ун пирки аса илтереҫҫӗ. Йывӑҫсем халӗ те асар-писер выртаҫҫӗ.
Пӑрлӑ ҫумӑр 2014 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче ҫунӑччӗ. Ҫавӑнтанпа чылай ҫӗрте ҫул хӗррисем тирпейсӗр курӑнаҫҫӗ. Ара, йӑванакан йывӑҫсем камӑн куҫне ан тӑрӑнччӑр?
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та кӑмӑлсӑр. Ку лару-тӑруран хӑтӑлмалли пирки вӑл кӑҫал юпан 19-мӗшӗнче тата чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче аса илтернӗ.
Асӑрхаттару пӗрре кӑна пулман. Анчах пӑр вырӑнтан хускалман. Хӗл лариччен ҫул хӗррисене тасатмалла. Ҫапла каланӑ ЧР транспорт министрӗ Владимир Доброхотов. Халӗ шӑматкунлӑх ирттерме палӑртнӑ. Вӑл республикӑра чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |