Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫурт-йӗр

Ҫурт-йӗр

Сӗнтӗрвӑрри хулинчи пӗр ҫуртра пурӑнакансем 5 ҫул ӗнтӗ нушаланаҫҫӗ. Ҫурчӗ ҫӗнӗ, анчах унта пурӑнма ҫук: шӑршӑ кӗрет. Тӳрех палӑртмалла: кунта ҫынсене авариллӗ ҫуртсенчен куҫарнӑ.

Вырӑна «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗсем ҫитнӗ. Ҫурта строительсем чӑнах та ҫиелтен тунине хӑйсем курса ӗненнӗ. Подъезд умӗнчи плиткӑна ҫӗр ҫинех пӑрахнӑ, ӑна ҫӑмӑллӑнах хӑйпӑтма пулать.

Шала кӗрсен те ним савӑнмалли ҫук. Стенасем тӑрӑх шыв анни палӑрать. Канализаци лайӑх ӗҫлемест, ҫавна май каяш хваттерсене те юхса тухать. Уйрӑмах 1-мӗш хутра пурӑнакансене йывӑр. Вӗсен каяша тӑтӑшах тасатма тивет. 14 витре шаршлӑ шыв тухса тӑкаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ку ҫуртран куҫса кайнӑ ӗнтӗ.

Чӑваш Енри судпа экспертиза лабораторийӗ ҫурта пурӑнма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ. Сӗнтӗрвӑрри хулин сучӗ те ҫакӑнпа килӗшнӗ. Анчах вырӑнти тӳре-шара тапранмасть, нимӗн те тӑвасшӑн мар. Корреспондентсемпе калаҫма та хирӗҫленӗ. Корреспондентсем вара ку ҫурт пирки ЧР Строительство министерствине, ҫурт-йӗр инспекцине пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/18628
 

Раҫҫейре
«Пӗр класрисем» сайтри сӑн ӳкерчӗк
«Пӗр класрисем» сайтри сӑн ӳкерчӗк

Шупашкарта ҫуралнӑ Сергей Чуплыгин программист халь Иннополисра тымар янӑ. Иннополис Хусанӑн спутник хули шутланать. Унта халӗ 2500 ытла ҫын пурӑнать. Ҫавсенчен пӗри — хайхи Шупашкартан куҫса кайнӑ Сергей Чуплыгин. «Хайтек» интернет-кӑларӑмра пирӗн ентешпе интервью пичетленнӗ. Шупашкар пирки каччӑ «депрессиллӗ хула» тет.

IT-специалистсем валли хута янӑ Тутарстанри ҫӗнӗ хулара Сергей «Открытая мобильная платформа» (чӑв. Уҫӑ мобильлӗ платформа) портировани пайӗн инженерӗ пулса ӗҫлет.

Хусанӑн ҫум хулине хӑпартнине Сергей Чуплыгин никӗс янӑранпах сӑнаса пынӑ иккен. Шупашкар программисчӗ ОС Sailfish Mobile операци системине тӗрлӗ тытӑмра ӗҫлеттерсе ярассипе тӑрӑшать.

Шупашкар ҫыннине икӗ пӳлӗмлӗ хваттер уйӑрса панӑ. Ӑна тара илсе пурӑннишӗн уйӑхне вӑл 10 пин тенкӗ тӳлет, коммуналлӑ пулӑшушӑн — 5 пине яхӑн. 73 тӑваткал метрлӑ хваттершӗн ку вӑл питӗ йӳнӗ тесе хаклать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://hightech.fm/2018/02/23/chuplygin
 

Хулара

Шупашкар хулинче тара паракан хваттерсене шыраҫҫӗ. Рейдсене республикӑн тӗп хулинче маларах та ирттернӗччӗ. Нумаях пулмасть ун пеккине Шупашкарти Ленин районӗнче йӗркеленӗ.

Тара паракан хваттерсене палӑртма Шупашкарта ведомствӑсем хушшинчи ӗҫ ушкӑнӗ туса хунӑ. Йыша Ленин район администрацийӗн пайташӗ, налук тытӑмӗн специалисчӗ, полицин участокри уполномоченнӑйӗ кӗнӗ.

Рейд вӑхӑтӗнче Шевченко урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра пулса 57 хваттере тӗрӗсленӗ. Хваттер алӑкне пурте уҫман-ха. Ҫуртри 31 хваттерте ҫеҫ ҫынсем килте пулнӑ. Тӗрӗслевҫӗсем икӗ хваттере вӗсен хуҫисем тара панине палӑртнӑ. Ку факта тӗпе хурса налукҫӑсем акт ҫырнӑ, тара кӗрӗшсе пурӑнакансенчен хӑҫантанпа йӑва ҫавӑрнине ыйтса пӗлнӗ. Тара паракан хваттер хуҫисене ҫывӑх вӑхӑтра налук хурса парӗҫ.

 

Республикӑра

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи прокуратура вырӑнти ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх организацийӗсенчен пӗри юр вӑхӑтра тасатманнине палӑртнӑ.

Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, кӑлтӑклӑ ӗҫлекенни — «Жилсервис» предприяти.

Район центрӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсене тытса тӑракан ҫак организаци ҫивитти ҫинчи юра вӑхӑтра тасатман иккен. Хӗрлӗ Чутайӗнчи нумай хваттерлӗ 5 ҫурт ҫивитти ҫинче юр 30 сантиметртан хулӑн пулнине пӗлтернӗ.

Прокуратура ҫавна кура «Жилсервис» предприяти пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Йӗркене пӑсни пулать тесе предприятин тӗп инженерӗ ячӗпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Ҫурт-йӗре тытса тӑракансем прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн юра тасатнӑ.

 

Хулара

Юлашки вӑхӑтра республикӑра юр самай вӑйлӑ ҫурӗ. Ҫурт картишӗсене юртан епле тасатаҫҫӗ-ха? Шупашкар хула администрацийӗ ку тӗлӗшпе кӑмӑлсӑр.

Управляющи компанийӗсем картишре машинӑсем ларни юр тасатма кансӗрлет тесе пӗлтереҫҫӗ. Тӳре-шара вара ку ыйтӑва татса памалли мел сӗннӗ. «Сирӗн, ахӑртнех, ҫуртсенче пурӑнакансен телефон номерӗсем пур. Мессенджерта ушкӑн йӗркелӗр те ҫынсене трактор хӑш вӑхӑтра юр тасатнине пӗлтерӗр», — тенӗ.

Хулари хӑш-пӗр картишре чӑннипех те юр тасатман-мӗн. Граждан урамӗнчи 105-мӗш ҫурт умӗнчи картиш — чи япӑххи. Тротуар вырӑнне — качака сукмакӗ. Тирек урамӗнчи 4-мӗш ҫурт умӗнче ҫул ҫинче ҫӳп-ҫап контейнерӗ ларать, ун умӗнчи лапам юрпа тулса ларнӑ.

«Лоза» лавкка тата ун ҫывӑхӗнчи парикмахерски те юр ӑшне путнӑ. «Медик» клиника умӗнчи тротуар пачах та курӑнмасть-мӗн, шуҫлак пандус ҫинче ӳке сусӑра та тухасси инҫе мар.

 

Ҫурт-йӗр

Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пайҫӑсемпе тӳре-шара, прокурор тата строительсем тӗл пулнӑ. Кунта сӑмах асӑннӑ хулари Кӑнтӑр урамӗнчи 7а ҫурт пирки пырать.

Пайҫӑсене хваттер шантарса ҫурт-йӗр тӑваканни — «Алза» организаци. Объекта темиҫе ҫул каяллах хӑпартма тытӑннӑ. Строительсем пайҫӑсене 2015, 2016, 2017 ҫулсенче ҫурта хута яма темиҫе те шантарнӑ.

Паян пайҫӑсемпе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн хула тӑвас, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата инфраструктура енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Александр Андриянов, хула прокурорӗ Виктор Иванов тата ыттисем курнӑҫнӑ.

Паянхи куна ҫурта ӑшӑ парас, ҫурт умне йӗркелес, пушар тытӑмне тӑвас, лифт ярас ӗҫсем юлнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти тӳре-шара пайҫӑсемпе нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тепӗр хут тӗл пулма шантарнӑ.

 

Чӑвашлӑх
Иккасси шкулӗ. Н. Плотников тунӑ сӑн
Иккасси шкулӗ. Н. Плотников тунӑ сӑн

Шупашкар районӗнчи Иккассинчи шкула вырӑнти пӗлтерӗшлӗ истори палӑкӗсен статусне парасшӑн. Кун пирки кӑшт маларах «Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтернӗччӗ.

Вӑл шкулта Николай Шупуҫҫынни сӑвӑҫ, Федор Павлов композитор пӗлӳ илнӗ. Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларакан Иван Яковлев ҫине тӑнипе уҫнӑ ӑна.

Унта паян «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Елена Атаманова пулнӑ. Асӑннӑ кӑларӑм Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫитнине халалласа «Иван Яковлев уҫнӑ шкулсем» ҫӗнӗ рубрика уҫасшӑн.

Хаҫатҫӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «шкул ҫурчӗ паянхи кун та ҫирӗп. 1997–1999 ҫулсенче вӑл вӗренекенсене хӑйӗн ытамне ҫӗнӗрен йышӑннӑ. Ҫурта ӗлӗкхилле кӑмака хутса ӑшӑтнӑ».

 

Ҫурт-йӗр

Яппунсен «Yunika» компанийӗ Чӑваш Енре ҫурт-йӗр хӑпартма кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ. Кун пирки асӑннӑ фирмӑн Раҫҫейри представителӗсем ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарта Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министрӗпе Владимир Аврелькинпа тӗл пулнӑ май каланӑ.

Фирма ӗҫченӗсем республика тӗп хулинче нарӑсӑн 8-мӗшӗчченех пулӗҫ. Унччен вӗсем Чӑваш Енри строительство компанийӗсем хӑпартнӑ тата халь тӑвакан ҫуртсене ҫитсе курӗҫ, ку ӗҫ епле пурнӑҫланса пынине тишкерӗҫ, хӑйсен проекчӗсемпе паллаштарӗҫ.

Палӑртса хӑвармалла, яппунсен «Yunika» компанийӗ Раҫҫейре ҫурт-йӗр ҫӗклес енӗпе тӑваттӑмӗш ҫул ӗҫлет, ҫак тапхӑрта вӗсем Мускав, Пермь тата Ижевск хулисенче хӑйсен инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме пысӑк укҫа-тенкӗ хывнӑ.

 

Хулара

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Ладыкова Атӑл ҫыран хӗрринчи ҫӳллӗ хутлӑ ҫуртсемшӗн ятланӑ.

«Юханшыв порчӗ патӗнче нумай хутлӑ ҫурт тума каллех ирӗк панӑ. 25–30 хутлӑ ҫурт хӑпартса лартса Атӑла хупласа хуратӑр. Унти ҫуртсен пилӗк хутран ытла пулмалла мар», — тенӗ иккен Элтепер хула администрацийӗн пуҫлӑхне.

Ҫав тӑрӑхра «Альбатрос» ҫурт-йӗр комплексӗ хӑпартма пуҫланӑ. Ӑна «Старко» предприяти ҫӗклет. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, вӑл комплекс ниепле те хута кайса пӗтеймест. Ҫавӑнтах теприсем «Ривьера» ҫурт-йӗр комплексӗ тума пуҫланӑ.

ЧР Стройминӗн тӗп архитекторне Александр Шевлягина та Михаил Игнатьев ӳпкеленӗ. Ӑна сӑмах строительсене ҫавӑн пек ҫӳллӗ ҫуртсем тума ирӗк панишӗн лекнӗ.

 

Ҫурт-йӗр

Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурта ишӗлме пуҫласан ӑна сӳтнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта пурӑннисем валли тӑвакан ҫурт строительстви малалла пырать. 3,5 пин лаптӑк йышӑнакан 153 хваттер лекӗ унччен ҫав ҫуртра пурӑннӑ ҫынсене. Нумай хваттерлӗ ҫурта кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта туса пӗтермелле.

Ҫурт тӑвас ӗҫ епле пынипе ҫак эрнере хулари тӳре-шара паллашнӑ, хӑйсемпе пӗрле вӗсем хаҫатҫӑсемпе радио-телекуравра ӗҫлекенсене илсе кайнӑ.

Ҫурта хӑпартакан подряд организацийӗ ӗҫе кӑҫалхи утӑ вӗҫлеме шантарнине пӗлтернӗ. Хальлӗхе ӗҫе 90 процент пурнӑҫланӑ.

Шупашкар хула администрацийӗ ҫурт унта пурӑнакансен айӑпне пула ишӗлнине те аса илтерет. Кладовка шутланнӑ пӳлӗмсене душ туса хунӑ-мӗн. Ятарласа хӳтӗлемен стенана шыв ҫисе янӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, [34], 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, ... 88
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 20

1935
89
Лосманов Виссарион Петрович, энтомолог ҫуралнӑ.
1947
77
Артемьева Нина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2001
23
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй