Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫурт-йӗр

Ҫурт-йӗр

Шупашкар районӗнчи ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ ачасем Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ хваттерте кӗтсе илӗҫ. Тӗрӗсрех, хваттер уҫҫипе.

Кӳкеҫри Совет урамри нумай хваттерлӗ ҫӗнӗ ҫуртра кил ӑшшине тупӗҫ вӗсем. Ахаль туянакансемпе танлаштарсан, социаллӑ программӑпа паракан хваттерсене пурӑнма хатӗрлесе ҫитернӗ: урайне сарнӑ, стенисемпе маччисене те йӗркене кӗртнӗ. Хваттерте шыв, газ тата ҫутӑ счетчикӗсем, газ плити вырнаҫтарнӑ. Хваттерлӗ пулнисен халӗ сӗтел-пукан, кил-тӗрӗшре кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр туянса лартасси тата ҫӗнӗ ҫӗре пурӑнма куҫасси кӑна юлать.

Хваттер уҫҫине Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — градостроительство пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Елимов тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Ефимов тыттарнӑ.

Сӑнсем (6)

 

Статистика

Раҫҫейре тара паракан хваттерсен хакне шута илсе рейтинг ирттернӗ. Шупашкар хули списокра чи йӳннисен йышне кӗнӗ. Кун пирки journal.mirkvartir.ru портал пӗлтерет.

Раҫҫейри 58 хулана тишкернӗ. Чи хаклисен йышне Мускав кӗнӗ. Унта пӗр пӳлӗмлӗ хваттере тара илмешкӗн уйӑхне 31677 тенкӗ тӳлемелле. Икӗ пӳлӗмлишӗн — 42589, виҫӗ пӳлӗмлишӗн 76822 тенкӗ кӑларса хумалла.

Иккӗмӗш вырӑнта — Питӗр, виҫҫӗмӗшӗнче — Сочи.

Шупашкарта вара пӗр пӳлӗмлӗ хваттере 6263 тенкӗпе тара илме пулать тесе пӗлтернӗ танлаштарӑмра. Икӗ пӳлӗмлишӗн — 8972, виҫӗ пӳлӗмлишӗн 11332 тенкӗ тӳлемелле. Чӑнах та ҫапла-ши? Тара паракан хваттерсен хакне тишкерес тӗк ҫакна калама пулать: пӗр пӳлӗмлишӗн вӑтамран 9–10 пин тенкӗ тӳлемелле.

Раҫҫейӗпе илес тӗк, хваттерсене тара илмешкӗн хак йӳнелнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/view/276
 

Раҫҫейре

Ҫӗнӗ ҫулта ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу хакӗсем хӑпармалла. Ҫутӑ хакӗ ӳсессине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Сӑмах май каласан, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен коммуналлӑ пулӑшӑвӑн ытти хакӗ те хӑпармалла.

Ҫав вӑхӑтрах РФ Ҫурт-йӗр кодексне улшӑну кӗртни ҫынсене яваплӑрах пулма хистет. Газшӑн, электричествӑшӑн, ӑшӑшӑн тата шывшӑн вӑхӑтра тӳлемесен энеросбыт компанийӗсемпе, ҫурт-йӗр харпӑрлӑҫисемпе управляющи компанийӗсем парӑмлисем тӗлӗшпе суда ытларах тухасси тата парӑма шыраса илме коллекторсене явӑҫтарасси пирки асӑрхаттараҫҫӗ.

Пенине парӑмӑн 31-мӗш кунӗнчен шутлама пуҫлӗҫ. Ӑна рефинансированин 1/300-мӗш ставкипе шутласа парӗҫ. 91-мӗш кунтан пени 1/130 ставкӑпа танлашӗ.

Шута илме: килес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Тӗп банкӑн рефинансировани ставки 11 процентпа танлашӗ.

 

Республикӑра Тӳре-шара хак епле пулмаллине татса парать
Тӳре-шара хак епле пулмаллине татса парать

Ҫӗнӗ ҫула ҫутӑшӑн ҫӗнӗ хакпа кӗтсе илӗпӗр. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен хак хӑпармӗ, анчах утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тариф ылмашӗ. Цифрӑсене республикӑн Конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен служба ҫирӗплетнӗ.

«2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен электричество энергийӗн тарифӗ улшӑнмӗ, вӑл 2015 ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫулхи пекех юлӗ», — малтан пӗремӗк тенӗ евӗр ырӑ хыпартан пуҫланӑ асӑннӑ ведомство сайтӗнчи хыпара.

Утӑ уйӑхӗнче хулара пурӑнакан, газ плитипе усӑ куракансемшӗн тариф пӗр кВт/сехетшӗн 2 тенкӗ те 98 пуса ҫитсе ларӗ. Хальхи 2 тенкӗ те 80 пусран ку вӑл 6,4 процент пысӑкрах. Хулара пурӑнакан, электричество плитипе усӑ куракансен тата ял ҫыннисен тарифӗ пӗр килоВатт-сехетшӗн 2 тенкӗ те 9 пус тӳлеме тивӗ. Халӗ вӗсемшӗн тариф 1 тенкӗ те 96 пуспа танлашать.

Сӑмах май, коммуналлӑ отрасльте ытти хак та хӑпарать.

 

Ҫурт-йӗр

Ӗнер Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 127-мӗш ҫурчӗнчи 2-мӗш корпуса кивӗ те ишӗлекен ҫуртра пурӑнакан ҫынсене хваттер уҫҫи панӑ. Ҫӑра уҫҫине Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй тыттарнӑ. Ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫнӑ тӑрӑх ҫемьене Михаил Васильевич саламланӑ, пурне те туслӑхпа юратура пурӑнма ырлӑх-сывлӑх телей суннӑ.

Унта вӑл ҫынсене кивӗ ҫуртсенчен ҫынсене куҫарма пӗтӗмпе 5 млрд тенкӗ пӑхса хӑварнине, укҫа-тенкӗне тупма ҫӑмӑлах маррине пӗлтернӗ. Апла пулин те халӑх ыйтӑвне вӑхӑтра татса пама тӑрӑшнине асӑнса хӑварнӑ. Ку хутӗнче тӑхӑр ҫемье хӑтлӑ хваттерлӗ пулнӑ.

Ҫав вӑхӑтрах кивӗ хваттерте нушаланакансем те ҫук мар-ха. Вӗсенчен пӗр тӗслӗхӗ пирки Чӑваш халӑх сайчӗ паян кӑна пӗлтерчӗ.

Аса илтеретпӗр, унта сӑмах Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунистсен урамӗнчи 35-мӗш ҫурт пирки пырать.

Сӑнсем (8)

 

Ҫурт-йӗр Есения Михайлова тунӑ сӑн
Есения Михайлова тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр ҫуртра пурӑнакансем хӑрушлӑхра темелле. Вӗсен ҫурчӗ кӗҫ-вӗҫ йӑтӑнса анма пултарать. Тӗрӗссипе, майӗпен арканма тытӑннӑ ӗнтӗ вӑл.

Ҫынсем камран пулӑшу ыйтмаллине пӗлмеҫҫӗ. Ара, ҫурта авариллӗ тесе йышӑнман. Пурӑнмалли условисем питӗ япӑх. Кирпӗч ҫурӑлать, мачча йӑтӑнать, путвалта — шыв.

Кунашкал ҫурт — Коммунист урамӗнче. 35-мӗш ҫурт вӑл. Халӑх ҫурта авариллисен йышне кӗртмешкӗн тахҫанах талпӑнать. 2010 ҫулхи документсемпе килӗшӳллӗн, унта юсав тунӑ. Анчах ку хут ҫинче кӑна мар-ши? Кирпӗч нӳрӗ, никӗс йӗпенет — шурлӑхри пекех пурӑнаҫҫӗ ҫынсем.

Ҫурта 1978 ҫулта хӑпартнӑ. 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи хутпа килӗшӳллӗн, ӑна йӗркеллӗ ҫурт тесех йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/view/264
 

Ҫурт-йӗр

Танлаштарӑм (Рейтинг) Раҫҫейӗн информаци агентстви ҫурт-йӗр хакӗ тата ҫынсен тупӑшӗ ипотека кредичӗн ставкинчен ытларах витӗм кӳрет тесе пӗтӗмлетнӗ.

Ҫапла, ҫурт-йӗр хакӗ те, тупӑшӗсем те регионсенче уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ҫавна кура ҫурт-йӗре ипотекӑпа туянма вӑй ҫитерекенсен хисепӗ те тӗрлӗрен. Чӑваш Енре, акӑ, кашни вуннӑмӗш ҫемье кӑна ипотекӑпа хваттер туянайрать тесе пӗтӗмлетнӗ хайхисем. Ямал-Ненецк тӑрӑхӗнче, ав, кашни иккӗмӗш ҫемье ипотека кредичӗ илейрет.

Ипотека кредитне халӑхра анлӑ сарас тесе мерӑсем йышӑнсан та (ҫав шутра процент ставкине чакарнине, ҫӗнӗ хваттер сутакан строительство компанийӗсем тӗрлӗ акци йӗркеленине тата ыттине кӗртме пулать) ҫынсемшӗн вӑл пурнӑҫа кӗрейми ӗмӗт пулса юлать.

 

Ҫурт-йӗр Олимпиада Епифанован та вӗренмелли ҫук мар
Олимпиада Епифанован та вӗренмелли ҫук мар

Раҫҫейӗн Строительство министерствинче нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсамалли программӑн регионти операторӗсен професси ӑсталӑхне тӗрӗсленӗ. Чӑваш Енрен те унта хутшӑннӑ.

Тест ыйтӑвне хуравланисен 50 ыйтуран сахалтан та 45-шне пӗлмелле пулнӑ. Анчах ун пеккисем тупӑнман.

Ҫапах та Чӑваш Енри оператор шутлакан фонд пуҫлӑхӗ Олимпиада Епифанова япӑх мар хуравланисен йышне кӗнӗ. Кун пеккисен шутӗнче Раҫҫӗйӗн ҫурттӑвӑм министрӗн ҫумӗ Андрей Чибис Кисан, Архангельск, Пенза облаҫӗсене, Тинӗсҫум крайне, Мари Эла тата Чӑваш Ене асӑнса хӑварнӑ.

40 ыйтуран ытларах хуравлама пултарнисем валли федерацин ҫав министерство вӗренӳ йӗркелесшӗн. Унта пуҫлӑхсем хӑйсен ӗҫӗнче кирлӗ япаласене ӑша чикеҫҫех пуль.

 

Политика

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫынсене хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ.

Ун патне пыракансенчен кашниех тӗрлӗ ыйту хускатнӑ. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ял старости, Шалти ӗссен тытӑмӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ Юрий Петров ялта клуб ҫуккишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗ.

Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ микрорайонӗнче пурӑнакан хӗрарӑм Энтузиастсен урамӗнче пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисне уҫтарттарасшӑн. Алькешра пурӑнакан хӗрарӑм хӑй пурӑнакан тӑрӑхра ача-пӑча нумай, вӗсене валли пахча кирлӗ тесе каланӑ.

Муркашри Колесниковсен ҫемйи йышӑнӑва ултӑ ачаран виҫҫӗшне ертсе пынӑ. Малтан вӗсем хӑйсене район центрӗнче 72 тӑваткал метрлӑ хваттер уҫҫине ҫывӑх вӑхӑтра парассине пӗлтерсе тав тунӑ. Аслисемпе йышӑнӑва пынӑ ачасем хӑйсене ЧР Элтеперӗн ёлкине билет пама ыйтнӑ та йышӑнура вӗсене билетлӑ тунӑ.

Сӑнсем (9)

 

Республикӑра Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Виктор Пинский тата Михаил Игнатьев Элтепер
Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Виктор Пинский тата Михаил Игнатьев Элтепер

Чӑваш Енри кашни пиллӗкмӗш ҫемье, Шупашкарта пурӑнакансенчен кашни тӑваттӑмӗшӗ, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тӑкакӗсене субсидипе саплаштарать.

Пӗр енчен лайӑх ҫак хыпар. Мӗншӗн тесен ку вӑл патшалӑх пулӑшнине пӗлтерет. Тепӗр енчен, савӑнмаллах пек те туйӑнмасть. Субсидие тупӑш пӗчӗк ҫемьесене кӑна параҫҫӗ те, апла тӑк ҫынсен «кӗмӗлӗ» хӗсӗкрех.

«Кӑҫалхи ҫул утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ЖКХ тарифӗсем ӳснине кура, граждансене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пулӑшӑвӗсемпе усӑ курнӑшӑн субсидипе тивӗҫтерме бюджетра кӑҫал малтанхи ҫулхисемпе танлаштарсан 20 процент ытларах укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнӑ», — тесе хыпарланӑ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.

Субсидие мӗн чухлӗ ҫынна панине Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗпе Виктор Пинскийпе ирттернӗ ӗнерхи тӗлпулура уҫӑмлатнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, [59], 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, ... 88
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 20

1935
89
Лосманов Виссарион Петрович, энтомолог ҫуралнӑ.
1947
77
Артемьева Нина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2001
23
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи