Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра республикӑра типӗ те ӑшӑ ылтӑн кӗркунне хуҫаланӗ.
Паянах кӑштах уяртма тытӑннӑ. Канмалли кунсенче хӗвел ытларах пӑхӗ. Анчах ҫӗрлесерен шӑнтӗ, кӑнтӑрла сывлӑш 5-10 градус таран ӑшӑнӗ.
Тунтикун республика урлӑ ӑшӑ фрончӗ иртӗ. Каллех ӑмӑрланӗ, хушӑран ҫамӑр ҫӑвӗ. Ытларикунран ҫил вӑйланӗ, пӗлӗтсене сирӗ. Термометр 10-12 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫӗрлесрен те шӑнтмӗ.
Кӗҫнерникун каллех сиветӗ. Анчах ӑшӑ тавранӗ-ха. Кӑҫал юпа уйӑхӗ юлашки 37 ҫулта чи ӑшши пулма пултарать.
Хӑнтӑрсен шутне палӑртас тӗллевпе хӑнтӑрсен «ҫыравне» ҫулсерен ирттереҫҫӗ.
Юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре хӑнтӑрсем нумайланнӑ. 2022-мӗш ҫулта 2024-шне асӑрхаса шута илнӗ пулсан, пӗлтӗр — 2180.
Хӑнтӑрсем ҫут ҫанталӑка ҫав тери пысӑк усӑ кӳреҫҫӗ. «Хӑнтӑрсем шыв тӑрӑх пӗрене юхтарса плотинасем туни, сӑмахран, кӳлӗсене типесрен сыхлать», — тесе пӗлтернӗ Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта.
Кӑҫал хӗлле ҫанталӑк мӗнле пулӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗ кӑна ӑшӑ пулӗ. Раштавпа пуш уйӑхӗсем климатпа килӗшӳллӗн пулӗҫ. Кӑрлачпа нарӑс нормӑран 2 градус сивӗрех килӗҫ.
Кӑрлачра 30 градус сивӗ пуласси 80 процентпа танлашма пултарать, раштавра _ 40 процент, нарӑсра – 20 процент.
Юр сахалрах пулӗ. Унӑн хулӑнӑшӗ 45 сантиметра кӑна ҫитӗ: иртнӗ хӗллехинчен 20-25 сантиметр сахалрах.
Хӗл пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк улшӑнса тӑрӗ: ӑшӑтӗ, сивӗтӗ, юр ҫӑвӗ, ирӗлӗ. Сивӗ кунсем раштав варринче пулӗҫ. Ҫав вӑхӑталла юр та ларӗ.
Ҫуркунне, ахӑртнех, ир килмӗ. Ака уйӑхӗ нормӑран 1 градус сивӗрех килме пултарӗ.
Республикӑра ҫанталӑк ҫара ҫӗр ҫинче сивӗтрӗ. Ырантан вара хушӑран ҫумӑр ҫума тытӑнӑ.
Юпан 16-мӗшӗнче, юнкун, республикӑн кӑнтӑр енче йӗпе юр ҫума пултарать. Ытти районта ҫумӑр ӳкӗ.
Ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ, кӑнтӑрласерен 2-4 градус кӑна ӑшӑ пулӑшӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле тӑм ӳкӗ.
Канмалли кунсенче антициклон хуҫаланӗ, 7-9 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах ҫиллӗ пулӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех самаях сивӗтӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юр ҫӑвиччен ҫанталӑк ылтӑн кӗркуннехи илемлӗ те уяр ҫанталӑкпа савӑнтарӗ. Каҫсерен сывлӑш 5 градус таран сивӗнӗ, кӑнтӑрла вара 6-11 градус ӑшӑ пулӗ.
Анчах ҫитес эрне варринче каллех пӗлӗтленӗ, ҫумӑр ҫукалӗ. Юпан 16-мӗшӗнчен термометр «минус» кӑтартма тытӑнӗ. Апла пӗрремӗш юр та ҫума пултарать.
Водительсене вара кустӑрма шинисене хӗллехи ҫине улӑштарма сӗнеҫҫӗ.
Паян ҫӗрле ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн кӑнтӑртан ӑшӑ сывлӑш килме пуҫланӑ. Ытларикун хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ, 17-22 градус пулӗ.
Анчах ыран каҫхинех сивӗ ҫывхарӗ, ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Аслати авӑтма та пултарать. Ҫавӑнтанпа сивӗтме пуҫлать: юнкун 5 градус таран кӑна ӑшӑ пулӗ, анчах 0 градус пек туйӑнӗ. Ҫанталӑк сивӗтнӗ май пӗлӗтленӗ, хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ.
Кӗҫнерникунран ҫурҫӗр енчен антициклон килме тытӑнать. Канмалли кунсенче антициклон хуҫаланӗ. Ҫавна май юпа уйӑхӗн иккӗмӗш декадинче ылтӑн кӗркунне хуҫаланӗ, ҫил лӑпкӑ вӗрӗ. Кӑнтӑрласерен сывлӑш 5-10 градус таран ӑшӑнӗ, каҫсерен 4 градус таран сивӗтме пултарать.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян чи ӑшӑ кун: термометр 20 градус пулӗ.
Анчах ыранах сивӗрех пулнине туйӑпӑр. Шӑматкун пӗлӗтлӗ тата самай ҫиллӗ пулӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫукалӗ, сывлӑш 12-17 градус таран ӑшӑнӗ. Вырсарникун каллех уяртӗ, ҫил лӑпланӗ. Анчах ҫурҫӗр енчен сивӗ сывлӑш килӗ, кӑштах сивӗтӗ.
Вырсарникун каҫхине тата тунтикун ирхине ҫумӑр ҫӑвӗ. Кайран ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Ытларикун 17-22 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах эрне варринче каллех сивӗтӗ, кӑнтӑрласерен 9-14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен шӑнтӗ.
Юпан 12-13-мӗшӗсенче те, канмалли кунсенче, ӑшӑ пулӗ: 17-19 градус.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, паянхипе танлаштарсан, палӑрмаллах сивӗ пулӗ, ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ. Ҫапах термометр 15-20 градус ӑшӑ кӑтартӗ.
Юнкун тата кӑштах сивӗтӗ, ҫӗрлесерен _ пушшех те. Эрне варринче ҫӗр кӑштах шӑнма та пултарать.
Кӗҫнерникун 17-22 градус таран ӑшӑтӗ, пӗлӗтленӗ. Канмалли кунсенче те ҫавӑн пек ҫанталӑк пулӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Анчах каллех сивӗтӗ: 14-19 градус кӑна ӑшӑ пулӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, сезона кура мар ӑшӑ ҫанталӑк юпа уйӑхӗн пӗрремӗш декади вӗҫлениччен тӑрӗ.
Синоптиксем юпа уйӑхӗнче мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ. Уйӑх пуҫламӑшӗнче 18 градус таран ӑшӑ пулӗ. Юпан 2-мӗшӗнче 21 градус таран ӑшӑтӗ.
Юпан 5-6-мӗшӗсенче, канмалли кунсенче, кӑшт сивӗтӗ, 13 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Юпан 6-мӗшӗнче каҫхине шӑнтма пултарӗ. Малалла уяр ҫанталӑк тӑрӗ.
Юпан 11-мӗшӗнчен кӑна ҫумӑр ҫума пуҫлӗ. Юпан 14-20-мӗшӗсенче сывлӑш температури 15 градус ӑшӑран пуҫласа 1 градус сивӗ таран пулӗ. Юпан 19-20-мӗшӗсенче пӗрремӗш юр ӳкме пултарать, анчах вӑл хӑвӑрт ирӗлӗ.
Юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче 2-8 градус ӑшӑ тӑрӗ.
Авӑнӑн 20-мӗшӗнче кӗркуннехи ҫанталӑк хуҫаланма тытӑннӑ – сывлӑш температури 15 градусран пӗчӗкрех. Каҫсерен те палӑрмаллах сивӗ.
Ҫитес кунсенче ҫил лӑпланӗ. Ыран кӑнтӑрла уҫӑрах ҫанталӑк пулӗ-ха. Эрне варринче вара ӑшӑ килме тытӑнӗ, 20 градус таран ӑшӑтӗ. Ку –«карчӑк ӑшши». Канмалли кунсене термометр 25 градус таранах катартӗ, каҫхине 8-13 градус. Ҫил кӑнтӑр енчен ҫеккунтра 16-метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ ҫанталӑк юпа уйӑхӗн варричченех тӑма пултарать. Ҫумӑр тепӗр икӗ эрнерен кӑна пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |