Паянтан пуҫласа тетелти «СУМ» лавккари кашни тавар пирки эсир хӑварӑн шухӑшӑра хушма пултаратӑр. Шухӑша кӗртнӗ май эсир тавара хак пама, ӑна сӗнме пултаратӑр. Ҫапла май, сирӗн шухӑшӑрсене шута илнӗ май тавара пӑхакан тен ӑна туянма та шутлӗ.
Комментари, е шухӑш хушасси тетелти чылай лавккан пур, халӗ унашкал хатӗр «СУМ»-ӑн та ӗҫле пуҫларӗ.
Кӗскен: «СУМ» лавккара эсир терлӗ кӗнекесем (200 яхӑн), DVD (100 ытла!) тата CD дисксем туянма пултаратӑр. Ҫӗнӗ таварсем шутӗнче: «Нараста юмахӗсем» (200 тенкӗ), «Повествование о чувашах» (2-мӗш кӑларӑм, 132 тенкӗ), Н.И.Ашмаринӑн «Болгары и чуваши» (135 тенкӗ), Юхма Мишшин «Реют знамена Волжской Болгарии» (400 тенкӗ, 2 историллӗ романӑн вырӑсла куҫӑрӑвӗ).
Тин ҫеҫ Праски Витти 2012 ҫул валли ҫӗнӗ календарь кӑларчӗ — А3 хурмӑпа калӑпланӑскер хитре пулса тухнӑ, куҫа илӗртӳллӗ. Уйӑх ячӗсем те кун ячӗсем те — календарьте йӑлт чӑвашла.
2012 ҫулталӑкри кунсемпе паллаштарма хатӗрленӗскерӗн ҫулти пайӗнче Праски Виттин «Чӑвашсем Атӑл ҫине килни» ӳкерчӗк вырнаҫнӑ. Ӑна ӳнерҫӗ 2003 ҫулта хатӗрленӗ пулнӑ.
Енчен те ку календаре туянас кӑмӑл ҫуралчӗ пулсан — ӑна «СУМ» лавккара тупма май пур. Хакӗ — 30 тенкӗ кӑнаҫ (асӑрхаттаратпӑр — нумай мар, шутлӑ кӑна). Ҫавӑн пекех Чӑваш халӑх сайчӗн календарьне те туянма пулать — пӗр-икӗ штук юлнӑ пулин те пур-ха, васкасан сирӗн пулӗҫ.
Праски Виттин календарьне кӑларма пулӑшакансене те асӑнса хӑварма пулать: ООО «Суварстром» тата Фёдор Лованов усламҫӑ.
РАШ | 07 |
Чӑваш халӑх сайчӗ 2012 ҫул валли календарь кӑларчӗ. А3 хурмӑпа калӑпланӑскер Чӑваш халӑх сайчӗ пирки кӗскен каласа парать, ҫак ҫулталӑкри паллӑрах юбилярсен кунӗсемпе паллаштарать. Сарӑ-хӗрлӗ тӗслӗ вӑл.
Хӑш-пӗрисем патне календарь ҫитрӗ те ӗнтӗ — сӑмахран, нумай пулмасть иртнӗ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» кӗнеке хӑтлавӗнче авторсене парнелерӗмӗр. Туянас кӑмӑллисем вара ӑна «СУМ» лаввкара туянайраҫҫӗ — хакӗ 15 тенкӗ. 2-шеррӗн сутатӑнать вӑл унта.
Паллах, календаре эпир чӑвашла хатӗрлерӗмӗр — уйӑх ячӗсем те, кун ячӗсем те — йӑлт чӑвашла. Ку календарь пирӗн пӗрлӗхшӗн — ҫӗнӗлӗх, ӑна пуҫласа кӑлартӑмӑр. Йӑнӑшсем пулсан та каҫарма ыйтатпӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |