Ҫак канмалли кунсенче Францире сӗтелҫи теннисӗ енӗпе Европа чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Унта Шупашкар пики хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ кӑна мар, ӑмӑртуран маттур хӗрача ылтӑн медальпе таврӑннӑ.
Ӑмӑрту Страсбург хулинче иртнӗ. Ҫамрӑк спортсменсем хӑйсен пултарулӑхне виҫӗ кун хушши тӗрӗсленӗ. Унта Европӑри мӗнпур ҫӗршывран тенӗ пек хутшӑннӑ. Пурӗ 356 спортсмен ӑмӑртнӑ. Японири яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ та пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Анастасия Иванова (унӑн тренерӗ — Артем Уточкин) Японири Рин Менде спорстменкӑна 3:0 шутпа выляса илнӗ. Бронза медале Румынири Мэй Россу тивӗҫнӗ.
Пӗлтӗрхи ҫавӑн пек ӑмӑртӑва та хутшӑннӑ вӑл. Ун чух бронза медале ҫӗнсе илнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче пӗлтӗр ҫавӑн пекех Шупашкарти Юлия Пуговкина та пулнӑ.
Маунтинбайк енӗпе иртекен чемпионата тата тӗнче ӑмӑртӑвне Ирина Калентьевӑпа пӗрлех Евгений Евграфов та хутшӑнӗ. Аса илтерер: тупӑшу ҫурла уйӑхӗн 28-31-мӗшӗсенче Канадӑра пулӗ. Унта спорстменсем «кросс-кантри» тата эстафета дисципилинӑсенче ӑмӑртӗҫ.
Чӑваш Ен Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш велоспорчӗн воспитанникӗсем «кросс-кантри» дисциплинӑра тупӑшӗҫ. Раҫҫейӗн хӗрарӑмсен командине тӗнчен икӗ хут чемпионки, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Ирина Калентьева кӗнӗ, 19-22 ҫулсенчи юниорсенне – Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Евгений Евграфов.
Тӗнче шайӗнчи ӑмӑртӑва Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи 700 ытла спорстмен хутшӑнӗ. Ӑмӑрту Монт-Сант-Анне хулари кӑткӑс трасса ҫинче иртӗ.
Ҫурлан 28-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 1-мӗшӗччен Канадӑра Тӗнче чемпионачӗ иртӗ. Ӑмӑртура Олимп лицензийӗсене выляттарасшӑн. Унта Чӑваш Ен спортсменки Ирина Калентьева та хутшӑнӗ.
«Манӑн ҫурӑм хыҫӗнче – пилӗк Олимп вӑййисем. Хӑҫан та пулсан професси карьерине вӗҫлемелли самант ҫитет, мӗншӗн тесен вӑй пӗтет. Ҫавӑнпа эпӗ ку сезон маншӑн юлашки пулӗ тесе йышӑнтӑм», - ҫапла пӗлтернӗ Ирина Калентьева.
Каласа хӑварар: спортменка 1977 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. 20 ҫулта чухне Тӗнче кубокне пӗрремӗш хут илнӗ. Халӗ вӑл Швейцарире пурӑнать, мӑшӑрӗ (Швейцари ҫынни) йӗркеленӗ профессионал велокомандӑшӑн тупӑшать.
Ҫак кунсенче Венгринчи Будапешт хулинче ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи ӑмӑрту иртет. Унта 14-17 ҫулсенчи пикесем тата 15-18 ҫулсенчи яшсем хутшӑнаҫҫӗ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине 30 спортсмен кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче чӑваш ҫӗрӗн икӗ каччи пур: Александр Егоров тата Никита Данилов. Вӗсем Олимп резервӗн 9-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптанӑ. Халӗ яшсем Мускавра тренировкӑсем ирттереҫҫӗ.
Ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш кунӗ Чӑваш Ен каччисемшӗн ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Александр Егоров 400 метра ирӗклӗ мелпе ишессипе бронза медале ҫӗнсе илнӗ. Унӑн кӑтартӑвӗ (3.47,36) — Раҫҫей ҫамрӑкӗсен хушшинче рекорд тивӗҫ. Журналистсемпе калаҫнӑ май Александр 400 метра ишме кӑмӑлланине пӗлтернӗ. Асӑннӑ дистанцире Никита Данилов пиллӗкмӗш вырӑна тухнӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренекен Алина Алексеева мас-рестлинг енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионачӗн иккӗмӗш тапхӑрӗнче бронза медале тивӗҫнӗ. Спортсменсем Узбекистанри Алмалык хулинче ҫурла уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче ӑмӑртнӑ. Унта 200 ытла спорстмен хутшӑннӑ. Вӗсем Азербайджанран, Бангладешран, Болгаринчен, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Литваран, Пакистанран, Словакинчен, Узбекистанран, Украинӑран, Финляндинчен тата ытти ҫӗршывран пырса ҫитнӗ.
Алина Алексеева Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Алексей Атласкин патӗнче пултарулӑха туптать. Узбекистанри ӑмӑртура хӗр 75 килограмчченхи виҫере вӑй виҫнӗ. Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче вӑл мас-рестлинг енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионачӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрне хутшӑнӗ. Ӑмӑрту чӳк уйӑхӗн 15-18-мӗшӗсенче иртмелле.
Чӑваш Енӗн спортсменки Евгения Захарченко Таллинти ӑмӑртура кӗмӗл медале ҫӗнсе илнӗ. Евгения ирӗклӗ мелпе кӗрешет. Таллинта хӗр юниорсен тӗнче ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен Спорт министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн ентешӗмӗр 72 килограмчченхи виҫере кӗрешнӗ.
Раҫҫейӗн ытти спортсменки те ӑмӑртура тивӗҫлипе палӑрнӑ. Хӗрарӑмсен пӗрлештернӗ команди Таллинтан 3 кӗмӗл тата 3 бронза медальпе таврӑннӑ. Кӗмӗл медале Дарья Хвосткова тата Мария Лачугина 50 килограмчченхи тата 62 килограмчченхи виҫесенче ҫӗнсе илнӗ. Мария Тюмерекова 53 килограмчченхи хӗрсем хушшинче бронза медале тивӗҫнӗ, Мария Лачугина — 62 килограмчченхисем хушшинче, Ханум Валиева — 68 килограмчченхисен ушкӑнӗнче.
«Шупашкар Арена» пӑр керменӗнче ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хулари тӳре-шара тата «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗнсем) пилотаж ушкӑнӗн командисем хоккейла вылӗҫ.
Шупашкарсен командине Чӑваш Ен тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ертсе пырӗ, «Вӗршӗнсен» командирӗ Сергей Осяйкин полковник пулӗ.
Куракансем валли матчсӑр пуҫне тӗрлӗ кӑсӑклӑ программа хатӗрленине ӗнентереҫҫӗ хула администрацийӗн пресс-службинче. Хоккей курма пынисем пилотсемпе калаҫайӗҫ, вӗсемпе сӑн ӳкерӗнейӗҫ.
Шупашкарти тӳре-шара тата пилотаж ушкӑнӗ унччен те хоккейла вылянӑ. 2015 ҫулта вӗсен юлташла ӑмӑртӑвӗ 5:5 шутпа вӗҫленнӗ.
Кӑҫалхи ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Унта кирек кам та кайса курма пултарать. Тӳлевсӗрех кӗртӗҫ.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта лазер-ран енӗпе тӗнче шайӗнчи хула турӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн тӗп хули 550 ҫул тултарнине халалланӑ.
Ӑмӑртӑва 300 ытла спортсмен хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Чӑваш Ен Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртакансен ҫулӗ 7-рен пуҫласа 80-ран иртиччен пулӗ. Вӗсен пултарулӑхне 19 ушкӑна пайласа хаклӗҫ.
Ӑмӑрту икӗ тапхӑртан тӑрӗ: пенинчен тата чупнинчен. Перекенсен лазер пистолетран лазер мишене тӗл лектермелле. Кашни пемессерен чупса ӑмӑртма тивӗ. Мишень епле инҫӗшӗнче пуласси тата мӗн чухлӗ чупасси спортсменсен ҫулӗнчен килӗ.
Ӑмӑртма пынисене рюкзак, бандана, силикон браслет, хутшӑнни ҫинчен калакан сертификат тата ятран ҫырнӑ старт номерӗ парӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ медальпе тата шыв кӗленчи парса хавхалантарӗҫ.
Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче акватлон енӗпе ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑрту иртӗ. Ӑна Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ.
Кун пек ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн тӗп хулинче кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Пӗлтӗр унта 200 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Кӑҫал ҫӗршывӑн 12 регионӗнчен виҫӗ теҫетке ытла спортсмен килсе ҫитмелле.
Медальсемшӗн ҫула кура тӑватӑ ушкӑнта тупӑшӗҫ: 13-14 тата 15-16 ҫулсенчи яшсемпе хӗрсем, 19 ҫулчченхисем тата 23-чченхисем.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗнче, шывра ишессипе, чупассипе тупӑшма тивӗ. Инҫӗшӗ спортсменсен ҫулне кура тӗрлӗрен: 0,75 километртан пуҫласа 2,5 километр таран, шывра ишессипе — 0,3 километртан пуҫласа 1 километрччен.
Ӑмӑртма 8 сехетрех пуҫӑнӗҫ.
Шӑчӑпа сикес енӗпе Европа чемпионки, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура икӗ хутчен вице-чемпионка ята тивӗҫнӗ ентешӗмӗр Анжелика Сидорова Европӑн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ.
Чӑваш Ен Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 9-10-мӗшӗсенче Минскра Европӑпа Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем хушшинчи командӑсен ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Ун пекки халиччен пулман.
Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Светлана Абрамова патӗнче пултарулӑха туптакан ентешӗмӗрсӗр пуҫне Европӑн пӗрлештернӗ комнадине Раҫҫейрен ҫавӑн пекех Мария Ласицкене тата Илья Иванюк (ҫӳллӗшне сикекенсем), Сергей Шубенков (йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе чупать), Денис Лукьянов (молот ывӑтать) спорстменсене суйласа илнӗ. Спортӑн кашни тӗсӗнче 4-шар спортсмен тупӑшӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |