Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем юлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче уҫӑлӗ те ака уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пырӗ. Фестиваль яланхиллех Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет тетарӗнче иртӗ.
Фестивале Анисим Асламас композиторӑн «История Нарспи» балечӗпе уҫӗҫ. Асӑннӑ хайлавӑн партитури чылай ҫул Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн архивӗнче упраннӑ. Халӗ театр ҫав балета хӑйӗн сцени ҫинче лартма йышӑннӑ.
Раҫҫейӗн балет ҫӑлтӑрӗсем те чӑваш сцени ҫине тухӗҫ. Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗсен пултарулӑхӗпе «Петипа-Гала» балет вӑхӑтӗнче паллашма май килӗ. Вӗсем ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи гала-концерта та хутшӑнӗҫ.
Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ умӗн (ӑна пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ) пирӗн республикӑра кӑҫал та «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртӗ.
Ӑна сумлӑ специалистсем хаклӗҫ. Тӳресен йышӗнче — аякран чӗнсе илнӗ 3 театр критикӗ: искусствоведени кандидачӗ, А.П. Чехов ячӗллӗ МХАТӑн илемлӗх ертӳҫин пулӑшуҫи, МХАТ шкул-студин искусствоведени кафедрин, Сцена ӳнерӗн ӗҫченӗсен Г.Г. Дадамян ячӗллӗ аслӑ шкул-студийӗн доценчӗ Павел Руднев; музыка тата театр критикӗ, Хальхи вӑхӑтри хореографин «НА ГРАНИ» пӗтӗм тӗнчери фестивалӗн арти-директорӗ, «Ылтӑн маска» театр премийӗн экспертсен канашӗн тата жюри членӗ Лариса Барыкина; театр критикӗ, театр историкӗ, Раҫҫейри театр ӳнерӗн — ГИТИСӑн ют ҫӗршыври театрсен историйӗн кафедрин аслӑ преподавателӗ Анастасия Иванова.
Конкурса 6 театрӑн 10 спектаклӗ хутшӑнӗ. Вӗсене 7 номинаципе хаклӗҫ: «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль», «Ачасем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль»; «Хӗрарӑмӑн чи лайӑх сӑнарӗ»; «Арҫыннӑн чи лайӑх сӑнарӗ»; «Чи лайӑх сценографи»; «Иккӗмӗш планри чи лайӑх сӑнар»; «Музыка енчен чи лайӑх илемлетнӗ спектакль».
Ҫӗнтерӳҫӗсене Пӗтӗм тӗнчери татр кунӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чыслӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «ТОЧКА РОСТА» (чӑв. Ӳсӗм пуҫламӑшӗ) ятпа Шупашкарти театрпа вӗрентӳ форумӗ иртӗ.
Форума театр ӳнерӗн паллӑ специалисчӗсем пухӑнса лекцисем, семинар-практикумсем, ӑсталӑх сехечӗсем, киномаркетингпа, ӳнер гримӗпе, пластикӑпа тата драматургипе тренингсем ирттерӗҫ.
Киномаркетинг вӑрттӑнлӑхне, сӑмахран, Хусанти «МТД медиа» компани-интегратор специалисчӗсем уҫса парӗҫ. Вӑл интегратор Раҫҫейри чи пысӑк букинг компанийӗсенчен пӗри шутланать. Унӑн сетӗнче — ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи 100 ытла кинотеатр.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сасӑ операторӗ Ирина Корнеева Мускавра пӗлӗвне ӳстернӗ.
Квалификацие ӳстермелли курса Раҫҫейӗн театр ӳнерӗн институчӗ ҫумӗнчи «Театрти сасӑ режиссури» курсра вӗреннӗ специалист тӗрлӗ дисциплинӑна ӑша илнине пӗлтернӗ.
Сӑмах май каласан, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлекенсенчен тӑххӑрӑшӗ кӑҫал тӗрлӗ курсра хӑйсен квалификацине ӳстернӗ.
Вӑрнар районӗнчи пӗр ялти ҫемьере велоплуг шухӑшласа кӑларнӑ.
Тавҫӑруллӑ ҫынсем Мачамӑш ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Георгий тата Николай Порфирьевсем ҫӗрулми купалама ал айӗнчи материалсенчен велоплуг ӑсталанӑ.
Асӑннӑ хатӗр епле ӗҫленине курнисем хакланӑ тӑрӑх, вӑл заводра туса кӑларнинчен нимпе те кая мар. Велополуг касӑсене хитре туса пырать, ҫӗрулмине лайӑх купалать.
Килте усӑ курма юрӑхсӑр велосипед пулсан ӑна ним мар касса вакласа хӑвӑра кирлӗ пек шӑратса хурса велоплуг ӑсталама пулать. Ан ӳркен кӑна!
Раштав уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Мускавра Тӑван чӗлхе вӗрентекен учительсен ҫӗршыв шайӗнчи XV ӑсталӑх-класӗ иртнӗ. Мероприятин куҫӑн тапхӑрне Чӑваш Енри вӗрентекен те лекнӗ. Вӑл — Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти В.А. Верендеев ячӗллӗ вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Варюхина. Унччен педагог чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен регионсем хушшинчи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Тӑван чӗлхе вӗрентекенсен Раҫҫейри ӑсталӑх-класне 2007 ӳлтанпа ирттереҫҫӗ.Ҫӗршывӑн тӗрлӗ реионӗнче пурӑнакан халӑхсен чӗлхине вӗрентекенсем унта пӗр-пӗринпе курса калаҫма, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма пултараҫҫӗ.
Шупашкарти халӑха социалӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта ҫынсене чӑваш тӗррине тӗрлеме вӗрентеҫҫӗ. Унти «Мой социальный центр» (чӑв. Манӑн социаллӑ центр) клуба ҫӳрекенсем валли чӑваш тӗррин занятийӗсене йӗркеленӗ. Кашни ҫынпа — уйрӑмшар.
Тӗрӗ ӗҫне хӑнӑхас кӑмӑллисемпе центрӑн ӗҫ инструкторӗ Ирина Ковеза ӗҫлет. Паянхи куна занятие социаллӑ пулӑшу илекен 5 ҫын пынӑ. Вӗсенчен пӗри — Геннадий Краснов. Геннадий Германович тӗрлеме тахҫанах юратать. Тӗрлӗ техникӑна алла илнӗскер халӗ чӑваш тӗррине тӗрлет. «Чӑваш тӗрри маншӑн — тӑван тӑрӑх историйӗ», — тет Геннадий Германович.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, чӑваш сценин ӑсти пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ ҫын – Чӑваш пукане театрӗн артисчӗ Пётр Клементьев. Вӑл 66 ҫулта пулнӑ.
Пётр Клементьев – Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ. Ун пирки тӑван театрӗнче пукане театрӗн артисчӗ пулмах ҫуралнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Турӑ панӑ ӑсталӑхӗ тапса тӑнине ӗҫтешӗсем курнӑ ҫеҫ мар, театр критикӗсем витӗр туйнӑ. Чи пахи – куракансем: пӗчӗккисемпе пӗрлех аслисем те – юратни.
Чӑваш пукане театрӗнче Пётр Клементьев 1973 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан – пулӑшакан артистсен йышӗнче. Кайран пуканесене хӑй чӗрӗлӗх кӗртме пуҫӑннӑ. Театрта Клементьев пек артист ҫукки пысӑк ҫухату тесе палӑртаҫҫӗ.
Артистпа ыран, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче 10 сехет те 30 минутран пуҫӑнса 12 сехет те 30 минутчен сывпуллашӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Юртукасси ялӗнче пурӑнакан Вера Блинова чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑнма тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Анчах хаклӑ тесе туянма укҫа хӗрхеннӗ.
Тӗрлеме вӑл ачаранах пӗлнӗ-ха. «Хыпар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «амӑшӗ хыҫҫӑн хӗресле, яка майпа тӗрлеме хӑнӑхса пынӑ. Ҫывӑх тӑванӗсен салтака каякан ывӑлӗсем валли пӗр каҫра ал шӑлли тӗрлеме пултарнӑ».
«Юнашарта пурӑнакан Ваньккан арӑмӗ, инке, наччасрах тӗрӗ валли ӳкерчӗк туса паратчӗ. «Ну, Вера, эсӗ пултаратӑн, камӑн тӗрри хитререххине ыран кайса курӑн», — тетчӗ», — аса илнӗ Вера Блинова.
Клубра ӗҫлеме пуҫласан храрӑм хӑйӗн ӗмӗт-тӗллевне пурнӑҫа кӗртнӗ-кӗртнех.
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗччен Шупашкар районӗнчи «Ясна» этноэкологи комплексӗнче чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗтӗм Раҫҫейри этнографи форумӗ иртнӗ. «Алла-Аллӑн» ят панӑ мероприятие Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата Федерацин национальноҫсен агентстви пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Этнографи форумӗн тӗллевӗ наци культурине тата чӑваш фольклорне вӗренессипе ҫамрӑксене кӑсӑклантарасси. Ҫамрӑксен слётне культура институчӗн, педагогика тата аграри университечӗсен, музыка училищин студенчӗсем хушӑннӑ.
Форумра музыка инструменчӗсене ӑсталама, чӑваш рунисен вӑрттӑнлӑхне, тӑмран савӑт-сапа ӑсталама вӗрентнӗ, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе, халӑх вӑййисемпе паллаштарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |