Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑсталӑх

Вӗренӳ

Хӑйсенчен пулӑшу ыйтакансене Ӗҫлӗх центрӗсем тӗрлӗ енпе тӗкӗ кӳме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав меслетсенчен пӗри — ҫӗнӗ ӑсталӑха хӑнӑхтарни.

Кадрсене хатӗрлес тата ҫӗнӗ специальноҫ парас енӗпе ӗҫлекен Шупашкарти «Облик» центрта ӗҫлӗх центрӗ янипе 7 хӗрарӑм нумаях пулмасть ҫӗвӗҫ профессине алла илнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсене стипенди те тӳленӗ. Вӑл центр тӳлекен ӗҫсӗрлӗх пособийӗн виҫинчен килнӗ: 850 тенкӗрен пуҫласа 4900 тенкӗ таран ларнӑ.

Ҫӗнӗ ӑсталӑха хӑнӑхнӑ вӑхӑтра вӗсем 10-15 япала ҫӗлеме ӗлкӗрнӗ. Малтанласа ҫӗвӗ йӗрӗ тӳрӗ пулманни те пулнӑ, темиҫе хут сӳтсе темиҫе хут ҫӗнӗрен ҫӗлеме те лекнӗ. Курса пӗтернӗ вӑхӑта вӗсем хӗрарӑм блузкине те, арҫын кӗпине те, ача платйине те ним мар ҫӗлеме хӑнӑхса ҫитнӗ.

Паянхи ҫӗвӗҫсем хушшинче экономист та, филолог та, юрист та пур-мӗн. Ӗҫе вырнаҫаймантан вӗсем урӑх специальноҫ алла илме тӗв тунӑ. Паян вӗсен хушшинче хӑйсен ӗҫне — мини-ателье — уҫас шухӑшлисем те пур иккен.

 

Пӗлтерӳ

Шкулсенче пултарулӑх лаҫҫисем сахал мар ӗҫлеҫҫӗ — тӗрлӗ япаласем хатӗрлеҫҫӗ: салфеткӑсем, пуканесем тата ытти. Чӑваш халӑх сайчӗ шкул ачисем ӑсталанӑ япаласене туянма шутлать. Вӗсене эпир каярах хамӑр ирттерекен конкурссенчи ҫӗнтерӳҫӗсене парнелесшӗн. Пире чӑваш эрешӗллӗ япаласем кӑсӑклантараҫҫӗ.

Пире сутас тесен чи малтанах пултарулӑх ертӳҫин (е урӑх вӗрентекенӗн) ачан ӗҫне фотоаппаратпа ӳкерсе илмелле те сӑна amartu@chuvash.org адреспа ярса памалла. Шкул ачин ӗҫӗ пире валли юрӑхлӑ пулнине хурав илсен ӑна почта урлӑ наложенный тӳлевпе ярса памалла. Шупашкара килнӗ май пире кӗртсе парсан та туянма пултаратпӑр. Пӗр ӗҫшӗн 150–300 тенкӗ тӳлеме хатӗр.

Ачасем ӑсталанӑ япаласене ҫӗнтерӳҫӗсене парне евӗр панине шута илсе эпир кашнин япалан кӗске «паспортне» хатӗрлӗпӗр: кам ӑсталанӑ, ӑҫти шкултан, кам ертсе пынипе.

Ҫитес вӑхӑтра ҫак пӗлтерӗве шкулсене ҫитерме тӑрӑшӑпӑр.

 

Чӑвашлӑх Клуб ӗҫӗ
Клуб ӗҫӗ

Эстронири чӑваш культурин «Нарспи» пӗрлӗхне ертсе пыракан Ираида Захарова пӗлтернӗ тӑрӑх ытларикун, нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Эстони алӗҫ клубӗнче чӑваш тӗррин каҫӗ иртнӗ. Унта пурӗ вуннӑн хутшӑннӑ — ытларах, хӗрарӑмсем.

Унта хутшӑнакансем пирӗн халӑхӑн тӗрлӗ тӗррипе паллашнӑ, хӑшӗ-пӗрне ӑсталаса та пӑхнӑ. Тӗрлесе пӑхнисен йышне Йӗпкӗн, Чӑрмалла, Ӑсма Хантӑс ятлӑ тӗрӗсем кӗреҫҫӗ. Киле ӗҫ те парса янӑ — Хантӑс тӗрре вӗренме.

Ҫапла май эстонири чӑвашсем ҫитес вахӑтра тӗрле сувенирсем те тума тытӑнасшӑн.

 

Чӑвашсем яланах тӗрӗ тӗрлессипе ӑста пулнӑ. Вӗсен алӑ ӗҫӗ чӑннипех те тӗлӗнтернӗ, куҫа илӗртнӗ. Шел пулин те алӑ вӗҫӗн тӗрӗ тӗрлес йӑла паянхи кунсенче пӑрахӑҫланма тытӑнчӗ. Тӗрӗсен пахалӑхӗпе, вӑрттӑнлӑхне пӗлекен ҫыннисем те сахаланчӗҫ.

Шупашкарти Наци вулавӗшӗнче вара тӗрӗ тӗрлес ӑсталӑха чӗртсе тӑратма шут тытнӑ. Ӑна валли ятарлӑ кружок та пуҫарса яма планланӑ. Ушкӑн ертӳҫи пулма Евгения Николаевна Жачевӑна шанса пама шутланӑ. Евгения Николаевна ача пахчинче музыка предмечӗн вӗрентекенӗ, музыка ертӳҫи пулса ӗҫленӗ. 1982 ҫултан вара чӑваш тӗррипе хытах кӑсӑкланса кайнӑ, наци тӗрри ҫинчен тӗпченӗ пӗлевӗпе ыттисене те паллаштарма пуҫланӑ.

Кружокра тӗрӗсен композицине йӗркелеме вӗрентӗҫ, тӗрӗ тӗрлес ӑсталӑха анчах туптама тытӑнакансене пусман тӗрлӗ тӗсӗсем ҫинчен, ҫипсене мӗнле суйласси ҫинчен, халӑх эрешӗ ҫинчен, пӗрремӗш ӗҫ валли мӗнле композици суйласси ҫинчен тата ытти ыйтусем тавра калаҫусем ирттерӗҫ.

Наци вулавӗшӗ тӗрӗ ӑсталӑхне туптама шут тытнисене хӑйӗн патне хаваспах йыхравлать. Пӗрремӗш занятийӗ вара юпа уйӑхӗнче пулать, вӗсене кашни эрнере ирттерме планланӑ.

Малалла...

 

Шупашкар хула кунӗ ҫывхарнӑ май тӗп хуламӑрӑн потребитель рынокне тата усламҫӑлӑха аталантарассипе ӗҫлекен управленийӗпе Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленноҫ палати «Шупашкар сувенирӗ» конкурс ирттересси пирки пӗлтереҫҫӗ.

Унта профессионалсем те, ал ӗҫне ӑста ахаль маҫтӑрсем те хутшӑнаяҫҫӗ. Ӗҫсене йышӑнма тытӑннӑ ӗнтӗ. Вӗсене ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗччен тӑртама юрать. Ҫӗнтерӳҫӗсене Шупашкар хула кунӗнче саламлӗҫ. Вӗсене укҫан хавхалантарма та палӑртнӑ. Пӗрремӗш вырӑна тухакана 30 пин тенкӗ парӗҫ, иккӗмӗш вырӑншӑн — 15 пин тенкӗ, виҫҫӗмӗшшӗн — 10 пин тенкӗ.

 

Ӗнер Шупашкарта хӑйӑртан кӳлепе тӑвассипе йӗркеленӗ фестиваль вӗҫленнӗ. Кӑҫал унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнчи (сӑмахран, Мускаври, Пензӑри, Челябинскри, Архангельскри, Шупашшкарти) тата Польшӑри 17 ӑста, вӗсенчен улттӑшӗ хамӑр патрисем, хутшӑннӑ.

Вӗсен кӳлепесем урлӑ ташӑ темине уҫса пама тивнӗ. Хӑйӑртан кӳлепе ӑсталама, маҫтӑрсем каланӑ тӑрӑх, шыв тата ҫилӗм кирлӗ.

Маттурсен ӗҫӗсен куравӗ авӑн уйӑхӗ вӗҫленичченех пырӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63023.html
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.09.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра лайăхрах туйма пуçлатăр. Уйрăмах - арçынсем. Анчах пысăк плансем ан тăвăр - ахăртнех, вĕсем пурнăçланмĕç. Мĕн пуррипе киленĕр. Хĕрарăмсем питĕ хастар, кăмăлĕ те лайăх. Анчахçывăх çынсем асăрхаттарнине чере çывăхне илме пултаратăр. Лăпкă пулма, тăвансемпе хутшăнăва упрама тăрăшăр.

Авӑн, 28

1928
96
Голубева Вера Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1943
81
Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
1991
33
«Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫат хальхи ята йышӑннӑ. Маларах — «Октябрь ҫулӗ» ятпа тухнӑ пулнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын