Спорт
Хӗрлӗ Чутайра патшалӑхӑн влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсен XII спартакиади иртни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Асаилтеретпӗр, унта пурӗ 60 яхӑн ушкӑн килсе ҫитнӗ. Нумай пулмасть ҫак спорт ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тунӑ. Стритбол выляса Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ушкӑнӗсем хушшинче руеспубликӑн вӑй-хал культурипе спорт министерствин спортсменӗсене ҫитекенни пулман иккен, «кӗмӗле» республика Элтеперӗн Администрацийӗн ӗҫченӗсем тивӗҫнӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна вӗренӳ министерстви тухнӑ. Баскетбол вӑййинче РФ Пенси фончӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗнче тӑрӑшакансем выляни палӑрнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн налук службин ӗҫченӗсем пулнӑ, виҫҫӗмӗшсем — айӑплавсене пурнӑҫлакан федераллӑ службӑн республикӑри Управленийӗн пӗрлештернӗ команди. Хуласемпе район администрацийӗсен баскетболҫисем хушшинче Шупашкар хула администрацийӗ ҫӗнтернӗ, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсенче — Канаш хулин тата Сӗнтӗрвӑрри районӗн спортсменӗсем. Бассейнра ишессипе Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ушкӑнӗсем хушшинче республика Элтеперӗн администраци ӗҫченӗсем мала тухнӑ, иккӗмӗш вырӑна Вӑй-хал культурипе спорт министерстви тивӗҫнӗ, виҫҫӗмӗшсем — Экономика аталанӑвӗн министерстви. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке хӗрӗ тӗнче чемпионки пулса тӑнӑ. Асӑннӑ ялта ҫуралнӑ Марина Федорова иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Тӗмен хулинче кире пуканӗ йӑтассипе иртнӗ тӗнче чемпионатне хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ кӑна та мар, унтан вӑл ылтӑн медальпе таврӑннӑ. Икӗ пӑт таякан кире пуканне хӗр 114 хутчен ҫӗклесе 68 килограмран пысӑкрах виҫе категорийӗнче вӑл пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Марина хальхи вӑхӑтра Санкт-Петербургри ҫарпа спорт академийӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренет. Кӑҫал хӗршӗн чӑннипех те ӑнӑҫлӑ ҫулталӑк. Маларах вӑл Европа чемпионӗн ятне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Таҫта тӗнче хӗрнех мар-ха. Хӗрлӗ Чутайне. Унти вӑй-хал культурипе спорт комплексӗнче патшалӑхӑн влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсен XII спартакиади иртет иккен. Хальхи пӗтӗмлетӳллӗ тупӑшу темелле. Унччен ҫулталӑк тӑршшӗпех тӳре-шара спортӑн тӗрлӗ енӗпе ӑмӑртнӑ. Кӑрлачра, сӑмахра, йӗлтӗр ҫине тӑрса тупӑшнӑ. Финалти ӑмӑртура дартс, ишес, ҫавӑн пекех волейболпа стритбол енӗпе ӑмӑртӗҫ. Спартакиадӑна ултӑ теҫеткене яхӑн ушкӑн хутшӑнмалла иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ачасемпе ҫамрӑксен рсепубликӑри 9-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен Дмитрий Осипов ирӗклӗ майпа 50 метра ишессипе Чӑваш Ен рекордсменӗ пулса тӑнӑ. Ара, унччен ҫав инҫӗше 21,94 ҫеккунтра ишсе тухакан пулман-ҫке. Ҫакӑн пек хӑвӑртлӑха каччӑ Хусанта иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче ҫӗннӗ. Чӑваш ишевҫисен ҫавӑн пек вӑр-варлӑхӗ халиччен тӗл пулман иккен. Дмитрий Осипов 2009 ҫулта Артем Воронов тунӑ рекорда ҫӗнетме хал ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Чӑваш Ене Олимп ҫулӑмӗ раштавӑн 27-мӗшӗнче килсе ҫитмелле. Ӑна Чӗмпӗр енчен илсе килӗҫ. Ҫакӑн пирки ҫав пулӑма халалласа Шупашкарта ирттернӗ планеркӑра каланӑ. Ӑна шӑп та лӑп кӑнтӑрла ҫутмалла та Чӑваш Ен территорийӗнче ӑна 33 ҫухрӑм тӑршшӗ илсе каймалла. Олимп ҫулӑмне йӑтакансем хушшинче спортсменсем, тренерсем, общество ӗҫченӗсем, политиксем, «пӗр сӑмахпа каласан, хисеплӗ ҫынсем» тесе пӗтӗмлетет кун пирки «Советская Чувашия» хаҫат. Эстафетӑн Шупашкарти тапхӑрне Дмитрий Губерниев спорт телекомментаторӗн арӑмӗ пулнӑ Ольга Богословская ҫӑмӑл атлетка та хутшӑнмалла иккен. Тӗп мероприятисем тӗп хуламӑрти чукун ҫул вокзалӗ патӗнче, Хӗрлӗ лапамра, тӗп стадионта иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Пӗр хут кӑна та мар. 2016 тата 2018 ҫулсенче хӑвӑрт утассипе Тӗнче кубокӗ Шупашкарта иртмелле. Кун пирки Ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн канашӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ иккен. Шупашкара сӗнсе ҫӗршывӑн ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн генсекретарӗ Михаил Бутов тухса калаҫнӑ. Сӑмах май, унта Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Сергей Мельников та хутшӑннӑ иккен. Икӗ ҫулта пӗрре иртекен ҫак ӑмӑртӑва умлӑ-хыҫлӑ пӗр хулара иртни хӑвӑрт утассипе тӗнче историйӗнче те кӗтменлӗх иккен. Республикӑн Спорт министерстви ҫакна республикӑна шаннипе сӑлтавлать имӗш. Унччен Европа тата тӗнче кубокӗсене Чӑваш Енре ирттернине хӑшӗсем астӑваҫҫӗ-тӗр: Европа кубокне 2003 ҫулта, Тӗнче кубокне 2008 ҫулта йӗркеленӗччӗ. Раҫҫей кубокӗ вара ҫулсерен тенӗ пекех пирӗн патра иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Спортсмена Улатӑр хула пуҫлӑхӗ саламлать Кире пуканӗ ҫӗклекен Улатӑрти Валерий Притуленкӑна спорта юратакансем лайӑх пӗлеҫҫӗ. Чӑваш Ен ушкӑнӗпе вӑл Тӗнче тата Еврази чемпионачӗсене тата Гиннесӑн «300 спартанецӗ» рекорд номинацине хутшӑннӑ. Асӑннӑ ӑмӑрту иртнӗ уйӑхӑн 31 – чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗсенче Архангельск хулинче иртнӗ. Хӑйсен вӑйне виҫме ҫавӑн пекех Канашри Владимир Понихидкин, Шупашкарти Станислав Белков, Шӑмӑршӑри Влдимир Шуряковпа Константин Кусаинов виҫнӗ. Асӑннӑ ӑмӑртура Валерий Притуленко Гиннес рекорчсӗен кӗнекине лекнӗ. Ҫӗнтерӳпе ӑна Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Марискин саламланӑ. Валерий Иванович вырӑнти физкультурӑпа спорт комплексӗнче ачасене кире спорчӗ енӗпе ӑсталӑха хӑнӑхтарассипе тренер пулса тӑрӑшать. |
Спорт
Хӗрлӗ Чутайри «Хастар» спорткомплексра чӳкӗн 8-мӗшӗнче сӗтелҫи теннисла выляс енӗпе районти ӑмӑртусем иртнӗ. Унта районти шкул ачисем хастар хутшӑннӑ. Ӑмӑртусене 2001 ҫулта ҫуралнисем тата унран кӗҫӗнреххисем хушшинче иртнӗ — ҫулӗсене кура вӗсене виҫӗ ушкӑна пайланӑ. 2001 ҫулта ҫуралнӑ хӗрачасем хушшинче Штанаш шкулӗнче 6-мӗш класра вӗренекен Вероника Макарова, арҫын ачасене илес пулсан вара ҫав шкулти Станислав Манин ҫӗнтернӗ. 1999-2000 ҫулхи хӗрачасем хушшинчи тупӑшура малти вырӑна Питӗркасси шкулӗнчи Евгения Герасимова тухрӗ, иккӗмӗш вырӑнта Штанашри Роксана Хромова, виҫҫӗмӗшӗ Надежда Устинова (Штанаш) пулчӗ. Ку ушкӑнри арҫын ачасем пурте Хӗрлӗ Чутай шкулӗнчен: Геннадий Данилов, Владимир Магаськин, Даниил Георгиевский. 1996-1998 ҫулта ҫуралнӑ хӗрачасем вырӑнсене ҫапларах йышӑнчӗҫ: Штанашри Вероника Тумашкова — пӗрремӗш, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсенче халӗ Ҫӗнӗ Атикасси шкулӗнчи 10-мӗш класра вӗренекен Штанаш хӗрӗсем Ксения Семенова тата Алевтина Коннова. Арҫын ачасенчен Хӗрлӗ Чутай шкулӗн вӗренекенӗ Дмитрий Мидейкин, Ҫӗнӗ Атикасси шкулӗнчи Евгений Романов тата Мӑн Этмен шкул вӗренекенӗ Михаил Григорьев ҫӗнтерчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Шалти ӗҫсен министерствин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи районсем хушшинчи уйрӑмӗнче юрисконсультра ӗҫлекен Светлана Ерпылёва сивӗ шывра ишессипе абсолютлӑ чемпион пулса тӑнӑ. Ӑмӑрту чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Атӑл юханшыв хӗрринче иртнӗ. Республикӑн уҫӑ чемпионачӗ тесе палӑртнӑ мероприятие хамӑр патрисем хутшӑннӑ кӑна мар, Тутарстанри, Мари Элти, Чӗмпӗр облаҫӗнчи ишевҫӗсем те килсе ҫитнӗ. 5 градуслӑ шывра 100 метра тупӑшнисенчен Еленӑна ҫитекен тупӑнман. Вӑл триатлон тата ишес енӗпе профессилле майпа аппаланать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, чӳкӗн 4-мӗшӗнче, ҫынсене республикӑри спорт сооруженийӗсене тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Чӑваш Енӗн Спорт министерстви физкультурӑпа спорт сооруженийӗсем кирек кам харпӑрлӑхӗнчине пӑхмасӗрах тӳлевсӗр кӗртме, пулӑшӑва та тӳлевсӗр кӳме сӗннӗ иккен. Сывлӑхпа спортӑн пӗрлехи кунӗ кашни кварталта пӗрер хут иртет. Республикӑн спорт ведомстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫынсене спортпа ҫывӑхлатас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Килес ҫул апла куна уйӑхсерен йӗркелеме шухӑшлаҫҫӗ. Хальхинче хӑш спорт сооруженине тӳлевсӗр кӗртесси пирки Спортминӗ маларах ыйтса пӗлме сӗнет. Спорт учрежденийӗсен списокӗпе асӑннӑ ведросмствӑн сайтӗнче, «Справочник» текен уйрӑмра паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |