Спорт
Чемпионат арени Ҫӑмӑл атлетикӑн пӗтӗм Раҫҫейри федерацийӗ Швейцаринчи Цюрих хулинче иртекен Европа чемпионатне хутшӑнмалли наци ушкӑнне палӑртнӑ. Унта Раҫҫейӗн 92 спортсменӗ кӗнӗ. Йышра Чӑваш Енри 6 спортсмен та пур. Наци комнадине лекнисем хушшинче — Александр Яргунькин (вӑл 50 километра хӑвӑрт утассипе тупӑшӗ), Вера Соколова (20 километра утӗ), Елена Наговицына (10 пин километра чупӗ), Анжелика Сидорова (шӑччӑ ҫинче сикӗ), Наталья Пучкова тата Альбина Майорова (иккӗшӗ те марфона чупӗҫ). Европа чемпионачӗ ҫурлан 12-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
2016 ҫулта Бразилири Рио-де-Женейро хулинче ҫуллахи Олимпиада иртӗ. Унта Чӑваш Ени 38 спортсмен — ҫӑмӑл атлетсем, йывӑр атлетсем, ирӗклӗ кӗрешӳҫӗсем, спорт гимнасчӗсем, велосипедистсем — кайма пултарӗҫ. Республикӑра спортсменсене ҫитес Олимп тата Паралимп вӑййисене хатӗрлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. ЧР спорт министрӗ Сергей Мельников пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе унта хутшӑнма пултаракан спортсменсен списокне Чӑваш Енри 38 ҫын кӗнӗ. Ӑна РФ Спорт министерстви 2013 ҫулхи кӑтартусемпе килӗшӳллӗн ҫирӗплетнӗ. Лондонра иртнӗ Олипиадӑра пирӗн атлетсем икӗ тӗсре — ҫӑмӑл атлетикӑра тата маунтинбайкра — ҫеҫ тупӑшнӑ-тӑк ҫитессинче спортӑн 5 тӗсне хутшӑнма пултарӗҫ. Ларура Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ 15 спортсмен 2015 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 30 пин тенкӗ стипенди илме тытӑнӗҫ. Резерври 10 спортсмен вара 15 пин тенкӗ илсе тӑрӗ. Паралип вӑййисене хутшӑнма пултаракансене те стипенди парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Вера Соколова спортсменка Чӑваш Ен спортсменкине Вера Соколовӑна хисеплӗ ят панӑ. Халӗ Вера — РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ. Хушӑва ҫак кунсенче РФ спорт министрӗ Виталий Мутко алӑ пуснӑ. Вера Соколова Муркаш районӗнчи Анаткас Апаш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хӑвӑрт утассипе шкулта вӗреннӗ чухнех кӑсӑкланма тытӑннӑ. Ун чухне ӑна Аверкий Васильев тренер вӗрентнӗ. Вера Соколова Тӗнче тата Европа кубокӗсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ. Чылай вӑхӑт юниорсем хушшинче тӗнче рекордсменӗ пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл хӑйӗн ӑсталӑхне Олимп хатӗрленӗвӗн В.Чегин ячӗллӗ центрӗнче туптать. Халӗ Вера ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Европа чемпионатне хатӗрленет. Вӑл кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Швейцарири Цюрих хулинче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Шупашкарта хӑпартакан пӑр керменне черетлӗ хут Чӑваш Енӗн Премьерӗ Иван Моторин тата Стройминӗн министрӗ Олег Марков тӗрӗслесе кайнӑ. Ӑна юпа уйӑхӗнче туса ҫитерме планлаҫҫӗ пулин те ӗҫӗ кунта пайтах мӗн. Хальхи вӑхӑтра тимӗр каркаса туса ҫитернӗ, ҫурт сийӗсене вырнаҫтарса тухнӑ, тӑррине витнӗ. Унсӑр пуҫне подрядпа ӗҫлекен организацисем шыв тата пӑх-шӑк пӑрӑхӗсене хурса тухнӑ, ҫутӑ кӗртнӗ. Ӑшӑпа тивӗҫтерекен пӑрӑхсене вырнаҫтарассин пӗтӗм ӗҫ калӑпӑшӗнчен 95% тунӑ. Котельнӑйпа трансформатор подстанцине туса ҫитернӗ, урапасем лартмалли лаптӑкра асфальт сараҫҫӗ. Уйрӑмах нумай тумалли ӗҫсем шутне пӑр керменӗ ҫывӑхӗнчи лаптӑка хӑтламаллине кӗртмелле — ӑна хальлӗхе 20% кӑна пурнӑҫланӑ. Юпа уйӑхӗнче пӑр керменӗ ӗҫлеме пуҫламаллине шута илсе тӗрӗслев хыҫҫӑн ӗҫе хӑвӑртлатас тесе хушма строительство организацийӗсене явӑҫтарма йышӑннӑ. Рабочисен йышне те пысӑклатмалла. Хальхи вӑхӑтра пӑр керменне тӑвассипе 22 организаци ӗҫлет, рабочисен йышӗ — 382 ҫын. Пӑр керменӗ «Олимп» стадионӗнче вырнаҫнӑ, вӑл 7 300 вырӑнлӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Кӳкеҫри «Улӑп» спорт комплексӗ Утӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енре йӑлана кӗме ӗлкӗрнӗ Сывлӑхпа спорт кунӗ иртет. Аса илтеретпӗр, республикӑри физкультурӑпа спорт сооруженийӗсем ҫынсене уйӑхсерен пӗр хутчен тӳлевсӗр йышӑнаҫҫӗ. Сывлӑхпа спорт кунӗ ирттерессине Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑйӗн пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗччӗ. Маларах сывлӑх кунӗсене кварталта пӗрре ирттернӗччӗ. Хальхинче те шӑматкун пурте спорт сооруженийӗсене кайма пултараҫҫӗ. Ҫав кун массӑллӑ спорт мероприятийӗсем ирттересси пирки те пӗлтерет республикӑн Физкультурӑпа спорт министерстви. Шупашкарта шӑматкун шыв чарнине пула ӑна утӑн 27-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Ҫитес Сывлӑхпа спорт кунӗсем республикӑра ҫурлан 9-мӗшӗнче, авӑнӑн 20-мӗшӗнче, юпан 18-мӗшӗнче, чӳкӗн 22-мӗшӗнче, раштавӑн 20-мӗшӗнче иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ӗнер пирӗн республикӑра ҫӑлавҫӑсен шывра тупӑшассипе ӑмӑрту пуҫланнӑ. Унта Атӑлҫи федераци округӗсенчи ушкӑнсем килсе ҫитнӗ. Спорт мероприятийӗ Йӑлӑмри «Солнышко» турист базинче иртнӗ. Инспекторсем парта хушшине ларса хӑйсен кулленхи ӗҫне епле пӗлнине хут тӑрӑх тӗрӗсленӗ. Хуравлама вӗсене сехет ҫурӑ вӑхӑт панӑ. Теори пайӗ хыҫҫӑн инспекторсен шывра 5 километр тӑршшӗ инҫӗше хӑвӑрт ҫӗнессипе тупӑшма тивнӗ. Ӑмӑртура мотор кимӗсемпе те, катерсемпе гидроциклсемпе те ярӑннӑ. Ӑмӑртӑвӑн пилӗк тапхӑрӗ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗ-ушкӑна палӑртӗҫ. Унӑн вара Атӑлҫи тӑрӑхне Раҫҫейри ӑмӑртура хӳтӗлемелле пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Вӑрнарти «Химик» стадионта ял ушкӑнӗсен «Ылтӑн пучах» Пӗтӗм Раҫҫейре футбол енӗпе ача-пӑча турнирӗн республикӑри тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Ӑмӑртӑва ачасен ҫулне кура икӗ ушкӑна пайласа ирттереҫҫӗ: 11–13-рисем тата 13–15-рисем хушшинче. Хальлӗхе ушкӑнсем турнирӑн финалне тухассишӗн ӑмӑртаҫҫӗ. Ҫӗнтерессишӗн республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 14 ушкӑн пухӑннӑ. Турнира паян савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Спортсменсемпе вӗсемшӗн ҫунакансене саламлама Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Сергей Мельников пырса ҫитнӗ. Кун йышши ӑмӑртусем ачасене малтан ҫамрӑксен футболне, кайран пысӑк футбола ҫул уҫнине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Утӑн 26-мӗшӗнче республикӑра пурӑнакансем муниципалитет тата республика спорткомплексӗсене, бассейнсене, спорт лапамӗсене, катоксене, тренажер залӗсене тӳлевсӗр кӗме пултараҫҫӗ. Аса илтерер: кӑҫалтан пуҫласа республикӑра уйӑхсерен сывлӑхпа спорт кунне ирттереҫҫӗ. Вӗсене хӑш кун йӗркелессине ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫирӗплетнӗ: утӑн 26-мӗшӗнче, ҫурлан 9-мӗшӗнче, юпан 18-мӗшӗнче, раштавӑн 20-мӗшӗнче. Кӗҫех утӑн 26-мӗшӗ ҫитӗ. Халӑх спорт комплексӗсенче сывлӑхне тӳлевсӗрех ҫирӗплетме пултарӗ. Анчах… ҫак кун Шупашкарта сивӗ шыв пачах пулмӗ. Талӑкӗпех. «Ҫыхӑнура» тӗнче тетелӗнчи проект кун пирки ЧР Спорт министерствине шанкӑравласа кӑсӑкланнӑ. Сывлӑхпа спорт кунне урӑх куна куҫармаҫҫӗ-и? — Кунсене ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ҫирӗплетнӗ. Мероприяти республикипех иртӗ. Ҫак уява пӗр-пӗр муниципалитетра урӑх куна куҫармӗҫ, — ҫапла хуравланӑ вӗсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Наталья Гольц Испанире ҫак кунсенче спорт кӗрешӗвӗ енӗпе асӑннӑ ҫӗршывӑн гран-прине ҫӗнсе илессишӗн тупӑшу иртнӗ. Унта пирӗн ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ те хутшӑннӑ. Раҫҫейри хӗрарӑмсем унтан пурте медальсемпе таврӑннӑ. Чи кӑмӑлли — йышра Чӑваш Ен ҫынни те пулни. Вӑл — Шупашкарта ҫуралнӑ, халӗ Мускавра тӗпленнӗ Наталья Гольц. Наталья 58 килограма ҫитичченхи кӗрешӳҫӗсем хушшинче ҫӗнтернӗ. Вӑл чӑваш кӗрешӳ шкулӗнче пултарулӑха туптанӑ. Спортри карьерӑна ачасемпе ҫамрӑксен Шупашкарти 5-мӗш шкулӗнче пуҫланӑ, Шупашкарти олимп резервӗллӗ училищӗре тата Ардалион Игнатьев ячӗллӗ аслӑ спорт ӑсталӑхӗн шкулӗнче вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ылтӑн медаль ҫӗнтерӳҫи Елена Наговицына. Лондонри Олимп вӑййинчи сӑн Мускав ҫывӑхӗнчи Ерино поселокра 10 пин метра чупассипе ҫӗршыв чемпионачӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен спортсменкисем ылтӑн тата пӑхӑр медале илнӗ. Вӗсем — Лондонри Олимпиадӑна хутшӑннӑ Елена Наговицынапа Альбина Майорова. Дистанцин малтанхи ҫуррине хӗрарӑмсем пысӑк ушкӑнпа пӗрпек хӑвӑртлӑхпа чупнӑ иккен. Анчах кайран мала Гульшат Фазлитдинова мала тухнӑ хыҫҫӑн ун хыҫҫӑн Елена Нагоицына, Валентина Галимова тата Алена Кудашкина талпӑннӑ. Икӗ ҫухрӑм ҫапла пынӑ хыҫҫӑн Галимова мала тухнӑ, Фазлитдинова юлма тытӑннӑ. Медаль хуҫисем паллӑ пулнӑн самантра Алена Кудашкина юлма пуҫланӑ та юлашки ҫаврӑмра Альбина Майорова унтан иртнӗ. Ҫапла вара Наговицына пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, Майорова — виҫҫӗмӗш. Арҫынсенчен Евгений Рыбаков ҫӗршыв чемпионӗ пулса тӑнӑ, Анатолий Рыбаков — кӗмӗл-ҫӗнтерӳҫӗ, Дмитрий Сафронов — виҫҫӗмӗш. Вӗсем виҫҫӗшӗ те хӑйсен унчченхи рекорчӗсене ҫӗнетнӗ. Раҫҫейре ун пек хӑвӑрт 2008 ҫултанпа чупман иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |