Спорт
Кун пирки Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министерстви республикӑри «Урожай» вӑй-хал культурипе спорт обществин Етӗрне районӗнче иртнӗ отчет конференцийӗ пирки хыпарланӑ май пӗлтерет. Унта кӑҫалхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ, килес ҫулхи плансене палӑртнӑ. Республикӑн спорт министрӗн пӗрремӗш уҫмӗ Алексей Яковлев асӑннӑ общество Спорт министерствипе пӗрле республика шайӗнчи 16 мероприяти йӗркеленине асӑнса хӑварнӑ. Килес ҫулта та самай мероприятии иртмелле. Планта — 18 мероприяти. Вӗсенчен чи пысӑкки — ҫитес ҫулхи нарӑса палӑртнӑ хӗллехи ял спорт вӑййисем. Унта ҫӗнтернисем Пӗтӗм ҫӗршыври финала хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Татьяна Семенова Нумаях пулмасть Удмурт Республикинче биатлон енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Пирӗн ентеш Татьяна Семенова биатлонистка пӑхӑр медаль ҫӗнсе илме пултарнӑ. Татьяна Семенова 15 ҫухрӑмлӑ дистанцире ӑмӑртнӑ. Ҫак дистанцире Мускав спортсменки Анна Щербинина ҫӗнтернӗ. Ханты-Манси автономи округӗнчи Марина Коровина финиша иккӗмӗш ҫитнӗ. Ун хыҫҫӑн — пирӗн ентеш. Татьяна Семенова Шупашкарти политехника институтӗнче вӗренет, ӑсталӑхне Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнче туптать. Палӑртмалла: Анатолий Акимов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер чупура чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ, анчах вӑл пенӗ чухне йӑнӑшнӑ. Пӗлтӗр вара Татьяна Тернтинӑра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑра пӗр ылтӑн тата икӗ пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Чӑваш Енре кӑрлачӑн 1–11-мӗшӗсенче Раҫҫейри евӗрех Пӗтӗм Раҫҫейри спортпа сывлӑх кунӗ иртет. Республикӑн Спортминӗ вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе мероприятисен планне йӗркеленӗ иккен. Вӗсем республика тата муниципалитет шайӗнчисем пулӗҫ. Мероприятисен шутӗнче спартакиадӑсене, чемпионатсене, турнирсене, хутӑш эсатфетӑсене, ушкӑнпа конькипе, йӗлтӗрпе тата ҫунашкапа ярӑннисене кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑтра пур ҫӗрте те стадионсем, вӑй-хал культурипе спорт комплексӗсем, пӑр керменӗсем, ытти спорт сооруженийӗсем ӗҫлемелле. Кӑрлачӑн 4–5-мӗшӗсенче Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн базинче (Станциҫум урамри 10а ҫурт) ирттерме палӑртнӑ «Сурхури тупӑшӑвӗ» чи йышлӑ мероприятисенчен пӗри пуласса шанаҫҫӗ. Унта йӗлтӗрҫӗсене кӗтеҫҫӗ. С. Быстрова асӑнса ҫӑмӑл атлетика енӗпе республика шайӗнчи ӑмӑртӑва та йышлӑн пухӑнасса шанаҫҫӗ. Кӑрлачӑн 5-мӗшӗсенче Пӗрлехи сывлӑхпа спорт кунӗ иртмелле. Вӑл кун бассейна е тренажер залне тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Шалти ӗҫсен республикӑри министерствин ӗҫченӗ пӑрлӑ шывра ишессипе ҫӗнтернӗ. Харсӑр хӗрарӑм Светлана Ерпылева. Вӑл ШӖМӗн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пайӗнче юрисконсультра ӗҫлет. Ӑмӑрту Тӗмен хулинче иртнӗ. Унта Раҫҫейӗн 27 регионӗнчи тата 14 ют ҫӗршыври 300 ытла спорстмен хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ йышӗнче маларах асӑннӑ Светлана Ерпылева та пулнӑ. Спортсменсен 25, 50, 200 тата 400 метра тӗрлӗ стильпе ишнӗ. Шалти службӑн капитанӗ ирӗклӗ меслетпе 25 метра ишессипе мала тухнӑ, 25 тата 50 метра «финн барсӗпе» ишессипе финиша иккӗмӗш ҫитнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл 50 метра ирӗклӗ мелпе ишессипе бронза медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Марина Максимова ачасемпе Шупашкарти 101-мӗш ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем юр пеме вӗреннӗ. Ахаль ҫынпа е воспитательпе мар. Ҫак ӗҫе вӗсене ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, Китайра иртнӗ Олимпиадӑн кӗмӗл призерӗ, Чӑваш Ен рекордсменки Марина Максимова хӑнӑхтарать. Паллӑ спортсменсем ачасене сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма вӗрентекен проектсене час-часах хутшӑнаҫҫӗ. Хальхинче Марина Максимова ачасене ывӑтассин историйӗпе тата тӗрлӗ снарядсемпе — сӑнӑпа, ядропа, дискпа — паллаштарнӑ. Ачасем уҫӑлма тухсан юр персе техникӑна ҫирӗплетнӗ. Пӗчӗкскерсем кашниех хӑйӗн вӑйне кӑтартма тӑрашнӑ. Паллӑ спортсменсемпе Шупашкарти кашни ача пахчинчех тӗлпулусем иртеҫҫӗ. Ку ачасене спортпа туслаштарма пулашать. Ку тӗллеве Леонид Черкесов тата Алексей Ладыков лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Чӑваш Енӗн Физкультура тата спорт министерствин сайтӗнче ҫулталӑкри чи лайӑх спортсмена палӑртма сасӑлав уҫнӑ. Кӑмӑла каякан спортсменшӑн сасӑлама кӑрлачӑн 5-мӗшӗччен ирӗк парӗҫ. Чи лайӑх тесе шухӑшлаканнисене виҫӗ номинацире палӑртма юрать, тӗп йышра, спорт резервӗнче тата хӑнӑхмалли спортра тупӑшакансене. Номинантсен шутне 20 спортсмен кӗнӗ. Вӗсем — пули-пулмисем мар. Тӗрлӗ ӑмӑртура Чӑваш Ен чысне тивӗҫлипе хӳтӗленисем. Хӑйсен номинацийӗсенче ҫӗнтернисене Чемпионсен йӑлана кӗнӗ каҫӗнче кубокпа чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ҫӗнӗ Шупашкарти велосипедистсен балӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен 1-мӗш спорт шкулне нумаях пулмасть хулари велосипедистсем сезона вӗҫленине палӑртма пухӑннӑ. Пуҫтарӑннӑ-пуҫтарӑннах вӗсем асӑннӑ спорт шкулӗн велоспорт уйрӑмӗ 40 ҫул тултарнине те, «Йӗп ҫинчи хӗвел» физкультура юхӑмне йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнине те палӑртнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта велоспорт пуҫланса кайни тата унӑн аталанӑвӗ Василий Яковлевпа ҫыхӑннӑ-мӗн. Халӗ вӑл пирӗнпе ҫук пулин те ӑна пӗлекенсем ятне ырӑпа асра тытаҫҫӗ. Велосипедистсен балӗ тесе ят панӑ уява тӗрлӗ шайри велотупӑшура ӑмӑртнӑ тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗсем — Александр Осипов, Виктор Иванов, Вениамин Григорьев, Владимир Трофимов, Федор Пушкин, Сергей Иванов пырса ҫитнӗ. Чӑн та, 40 ҫул хушшинче маларах асӑннӑ спорт шкулӗ республика чысне шоссе ҫинче тупӑшура, маутинбайк тата бэимикс енӗпе хӳтӗленӗ вуншар спортсмена вӗрентсе кӑларнӑ. Антон Чудиновских тата Дмитрий Белянкин, сӑмахран, ҫамрӑклах Раҫҫейри тата тӗнчи шайӗнчи ӑмӑртусенче ҫӗнтерме тытӑннӑ. Дмитрий ҫӗршыв чемпионӗ ята хальлӗхе 5 хутчен ҫӗннӗ, хӑй вӑл 29-та. Икӗ урапаллӑ «урхамаха» маттур «ҫӑварлӑхлама» пултарнине вӑл уява пухӑннисем умӗнче тепӗр хутчен кӑтартса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Спорт пурне те туслаштарать. Ҫӗнӗ Шупашкарта сусӑрсен республика фестивалӗ иртнӗ. Вӑл пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен кунӗ умӗн кӑҫалхипе 16-мӗш хут иртнӗ. Республикӑри районсенчи 250 яхӑн ҫын Ҫӗнӗ Шупашкара Чӑваш Енри чи лайӑх паралимпиец ятне тивӗҫессишӗн тупӑшмашкӑн килнӗ. Канашри Татьяна Николаева хӑйӗн командипе ку фестивале 10-мӗш ҫул хутшӑнать. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, фестивале ҫулсерен ытларах та ытларах килет. Эппин, унӑн сумӗ ӳсет, тупӑшу вӑйлӑланать. Канашри сусарсен хула обществин председателӗ Татьяна Николаева хӑйсене сусӑрсем темелле маррине палӑртать. Вӗсем спортра та ӑмӑртаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ-ташлаҫҫӗ-ҫке-ха. Ӑмӑртура ачасем те, аслисем те вӑй виҫнӗ. Вӗсем хӑйсене 5 тӗсре тӗрӗсленӗ: сӗтелҫи теннисӗ, дартс, армспорт, шашка тата шахмат. Халӗ республикӑра сусӑрсене пулӑшас тӗллевпе чылай ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ыттисемпе тан пулччӑр, хӑйсене ыттисенчен ан уйӑрччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Сусӑрсене саламлама ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Даурен Круглиев Ҫӗнӗ Шупашкарти Олимп резервӗсен училищинче вӗренекен студент 12 ҫӗршыври спортсменсене ҫӗнтерсе малти вырӑна тухма пултарнӑ. Ӑмӑрту Ханты-Манси округӗнче ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ. Республикӑри 5-мӗш спорт шкулӗн воспитанникӗ, халӗ И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗренекен Даурен Круглиев 86 килограмм таякан виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Ӑмӑртӑва Чӑвашри тепӗр икӗ спортсмен та хутшӑннӑ: Шамиль Исмаилов тата Руслан Самаров. Вӗсем те хӑйсен виҫе категорийӗсенче чи лайӑх 5 спортсменсен йышне кӗнӗ. Ӑмӑртӑва Раҫҫейри нумай регионти, Канадӑри, Израильти, Польшӑри, Тунисри, Молдовӑри, Украинӑри, Арменири, Казахстанри, Таджикистанри, Азербайджанри, Кӑнтӑр Осетири спортсменсем хутшӑннӑ. Икӗ кунра медальсен 8 комплектне выляттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
ЧР Наци вулавӑшӗнче Валерий Железняковӑн «Паралимпиецсем» сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен куне халалланӑ. Экспозицие авторӑн Мускаври «Без барьеров» фотоконкурса хутшӑннӑ сӑнӳкерчӗксем кӗнӗ. Валерий Железняков каланӑ тӑрӑх, ӑмӑрту вӑй виҫнипе кӑна мар, спортсменӑн шалти туйӑмӗпе те ҫыхӑннӑ. Спортсмен финиш хыҫҫӑн хӑйӗнпе хӑй кӗрешет тейӗн. ЧР Наци вулавӑшӗнче Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен куне халалласа «Мир, доступный для всех» сӑнӳкерчӗксен куравӗ те уҫӑлнӑ. Ку проект ертӳҫи те — Валерий Железняков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |