Спорт
Паян, Раҫҫей кунӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурте пӗрле хускану тунӑ. Уяв шӑпах ҫак мероприятирен пуҫланнӑ. Ӑна спортра палӑрнӑ Алексей Германов ертсе пынӑ. Алексей — спорт аэробики енӗпе тӗнчен икӗ хут чемпионӗ. Мероприяти Ҫӗнтерӳ паркӗнче ирхи 8 сехет ҫурӑра пуҫланнӑ. Алексей Германов каланӑ тӑрӑх, халӑх туслӑн пӗрле пухӑннӑ, пурте ун хыҫҫӑн хусканусене тунӑ. Спортсмен Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем туслӑ халӑх пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ҫак канмалли кунсенче Вӑрмарта велоспорт-шоссе енӗпе республика шайӗнчи ӑмӑрту иртмелле. Спортсменсем кашни хӑйшӗн ӑмӑртӗҫ. Вӗсене ҫула кура ҫичӗ ушкӑна пайлама йышӑннӑ. 2005 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ачасемпе хӗрачасем пӗр ушкӑна кӗрӗҫ, 2003–2004-мӗш ҫулхисем — тепӗр ушкӑна. 2001–2002-мӗш ҫулхи хӗрупраҫпа яш-кӗрӗм хӑйсен хушшинче тупӑшмалла ярӑнӗҫ, 1999–2000-мӗш, 1997–1998-мӗш ҫулхисене каллех уйрӑмшар ушкӑна кӗртнӗ. 1996-мӗш ҫулта ҫуралнисене тата унран аслӑраххисене те велоспорт-шоссене кӗтеҫҫӗ. Ачасемпе ҫамрӑксем кӑна мар, аслисен те велосипед ҫине ларса тухма ирӗк пур. Арҫынсем валли, ав, ятарлӑ ушкӑн пӑхса хӑварнӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене 5, 10, 15, 20, 40, 80, 100 километра тупӑшмалла. Ҫӗртмен 13-мӗшӗнче кашни хӑйшӗн ӑмӑртӗ. Вырсарникун вӑйлисем ушкӑнпа тупӑшӗҫ. Велосипедҫӑсем Вӑрмар–Тӑвай ҫул ҫинче тупӑшӗҫ. Ӑмӑртӑва шӑматкун поселокри Спорт ҫурчӗ умӗнче 11 сехетре уҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Велосипедпа ярӑнма юратакан Канашри ҫамрӑксем Хусанта иртнӗ велосипед каҫне хутшӑннӑ. Ку хыпар пирки пӗлтернӗ май Канаш хула администрацийӗнче канашсем велочупупа ҫыхӑннӑ мероприятисемпе кӑсӑкланни пирки палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳ кунне, Хула кунне халалласа велочупусем йӗркелесси ырӑ йӑлана кӗнӗ тесен те йӑнӑш мар. Муниципалитет шайӗнчисемсӗр пуҫне хастарсем республика тулашне те ҫитсе килеҫҫӗ. Ҫавӑн пек маттурсен шутӗнче — Сергей Макаров, Сергей Скворцов, Олег Мыльников, Владимир Шашков, Сергей Чернов, Юлия Чернова, Евгений Евдокимов тата ыттисем. Канаш ҫамрӑкӗсем нумаях пулмасть, акӑ, Хусанти велосипед каҫне ҫитсе килнӗ. Ӑна Мускаври Сергей Никитин историк тата культуролог йӗркелет иккен. Каҫхи хулапа велосипедпа ярӑнас шухӑша хусансем те ырланӑ. Ӑна унта кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Хулари хитре вырӑнсем пирки Бим-радиопа тӳрӗ эфирта каласа пынӑ. Хусанти велокаҫа 4 пинтен 8 пин таран (йыша тӗрлӗрен асӑнакан пур ) ҫын хутшӑннӑ теҫҫӗ. Сӑнсем (27) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Шупашкарти 4-мӗш лицейра Европа шайӗнчи физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ тума палӑртнӑ. Строительство ӗҫӗ пуҫӑннӑ ӗнтӗ. Халӗ унта ҫӗр ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ. Строительство ӗҫне тытӑнма лаптӑксене ҫине тӑрса хатӗрлеҫҫӗ, ҫутӑ лампиием вырнаҫтараҫҫӗ. Уҫӑ йышши комплекса ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ вӑхӑта туса пӗтересшӗн. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗнчи тӳре-шара асӑннӑ влаҫ тытӑмӗн официаллӑ сайтӗнче хыпарланӑ. Спорт объекчӗн хакӗ 30 миллион тенкӗрен иртет-мӗн. Ӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти «Ача-пӑча спорчӗ» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май пуҫӑннӑ. Стадионта чупмалли ҫулсем тӑвӗҫ, искусствӑлла газонлӑ футбол уйӗ пулӗ, куракансене лармалли трибунӑсем, спортсменсене салтӑнса тӑхӑнмалли хӑтлӑ пӳлӗмсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Кӗҫех Шупашкарти мӗнпур ача-пӑча пахчинче «Малышиада» спорт вӑййи иртмелле. Ун вӑхӑтӗнче 6–8 ҫулхи ачасем ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗррин виҫине памалла. Чӑваш Енре ҫӗнӗ рекорда хатӗрленеҫҫӗ. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗррине хулари тата республикӑри пин ытла арҫын ачапа хӗрача кӑтартса парӗҫ. «Малышиадӑна» хатӗрленнӗ май республикӑн тӗп хулинчи 201-мӗш ача пахчинче Ҫӑмӑл атлетика енпе пӗчӗккисен вӑййи иртнӗ. Ӑна физкультура инструкторӗ Игорь Свинцов ертсе пынӑ. Свинцов Чӑваш Ен чысне Раҫҫейри тата Европӑри ӑмӑртусенче пӗрре кӑна мар хӳтӗленӗ май пултаруллисене пӗчӗкренех палӑртни пӗлтерӗшлине лайӑх ӑнланать тесе пӗлтереҫҫӗ Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче. Пӗчӗккисен вӑййинче мечӗк пемелле тупӑшнӑ, инҫӗшне сикнӗ, 30 метра чупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Болгарире армспорт енӗпе Европа чемпионачӗ пырать. София хулинче ҫӗртмен 1-7-мӗшӗсенче иртекен ӑмӑртӑва 21 ҫул тултарман юниорсем хутшӑнаҫҫӗ. Унта пирӗннисем те ӑнӑҫлӑ тупӑшаҫҫӗ. Пирӗн спортсменка хӑйӗн виҫе категорийӗнче пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ ӗнтӗ. Шупашкар районӗнчи «Улӑп» спорт шкулӗн инструкторӗ Юлия Долгова 60 килограмм тайман виҫе категорийӗнче ӑмӑртнӑ. Сӑмах май, спортӑн кунашкал тӗсӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем Эльмира Алеева, Олеся Игнатьева тата Мария Бахтерова Раҫҫей чемпионачӗсене малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Чӑваш Енри виҫӗ спортсмен 2016 ҫулта Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хатӗрленме пуҫлӗҫ. Вӗсем Раҫҫейӗн ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе пӗрлештернӗ командине кӗме пултарӗҫ. Олимп вӑййисене Надежда Федорова, Вероника Чумикова тата Наталья Гольц хутшӑнма пултарӗҫ. Раҫҫейӗн хӗрарӑмсен пӗрлештернӗ командин тренерӗ Юрий Шахмурадов каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе командӑна 18 ҫынна кӗртнӗ. Унта кӗнисем спортсменсен, тренер штабӗн тивӗҫӗсемпе прависем пирки калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ. 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 7-12-мӗшӗсенче Лас-Вегасра иртекен тӗнче чемпионатӗнче чи лайӑх ултӑ кӗрешӳҫӗ лицензи ҫӗнсе илӗҫ. Иккӗмӗш тапхӑрта континент суйлав турӗсем пулӗҫ. Унти финалистсем хӑйсен пӗрлештернӗ командисем валли Олимп вӑййисене хутшӑнмашкӑн путевкӑсем ҫӗнсе илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, Шупашкарта шӑпӑрлансем ирхине хускану тӑвӗҫ. «Сывӑ ачасем — телейлӗ ашшӗ-амӑшӗ» ятпа иртӗ вӑл. Мероприяти Хӗрлӗ тӳремре ирхи 10 сехетре пуҫланӑ. Шупашкар хула администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 10 пин ытла ҫын хутшӑнмалла. Вӗсен йышӗнче ача пахчине ҫӳрекенсем, педагогсем, ашшӗ-амӑшӗсем пулмалла. Уява республикӑри фитнес-аэробика федерацийӗн председателӗ Оксана Вербина ертсе пырӗ. Ачасем флешмоба хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ. Шупашкарти ача пахчисенче репетицисем пуҫланнӑ. Вӗсем валли хусканусене маларах хатӗрленӗ. Аса илтермешкӗн: ачасен хусканӑвӗ пӗрремӗш хут пӗлтӗр иртнӗ. Унта 15 пин ҫын хутшӑннӑ. Кунашкал мероприятие ирттермешкӗн аслисен хусканӑвӗ хавхалантарнӑ. Ун чухне вӑл Гиннесс рекорчӗсен Раҫҫейри тата Европӑри кӗнекисене кӗнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Евгения Шелгунова Улатӑрта ҫуралса ӳснӗ Евгения Шелгунова Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗрсе Европа вӑййисене хутшӑнӗ, Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ. Унта тӗнчери 50 ҫӗршывран 6 пин ытла спортсмен хутшӑнмалла. Евгения Шелгунова ӑмӑртура Чӑваш Ен чысне кӑна мар, Мускав облаҫӗнне те хӳтӗлӗ. Европа вӑййисем Баку хулинче ҫӗртме уйӑхӗн 13-28-мӗшӗсенче иртӗҫ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗнче унта 367 спортсмен хутшӑнмалла. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – паралимпиеецсем. Бакура иртекен ӑмӑртура спортсменсем спортӑн 19 тӗсӗнче вӑй виҫӗҫ. Вӗсенчен 16-шӗ – Олимп шайӗнчисем. 11-шӗ вара – 2016 ҫулта Рио-де-Жанейрора иртекен ҫуллахи Олимп вӑййисем валли суйламаллисем. Спортсменсем пӗтӗмпе 253 комплект наградӑсемшӗн тупӑшӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта «Чебоксары-Арена» пӑр керменне официаллӑ майпа уҫӗҫ. Ҫавна май пысӑк концерт пулӗ, республикӑн тӗп хулине вырӑнти ҫӑлтӑрсемпе тӗнчипе паллӑ ҫынсем килӗҫ. Мероприяти ҫӗртмен 3-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Малтан официаллӑ пайӗ иртӗ. Пӑр керменне килнисем конькипе эрешлесе ярӑнакансене, хоккеистсене, шорт-трекерсене, эстрада ушкӑнӗсене, спортсменсен парадне курма пултарӗҫ. Иккӗмӗш пайӗ тата интереслӗрех пуласса шантараҫҫӗ. «Алиса в Стране чудес на льду» пӑр шоуне тӗнчипе паллӑ фигуристсем хутшӑнӗҫ: Ирина Слуцкая тата Елена Бережная. Унта билетпа ҫеҫ кӗртӗҫ. Вӗсене Шупашкарта «Ачасен тӗнчи» лавккара, «Мега Моллта», Суту-илӳ ҫуртӗнче 500 тенкӗпе туянма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |