Спорт
Нумаях пулмасть Шупашкара Кӑнтӑр Корейӑран Полина Федорова таврӑннӑ. Чӑваш спортсменки тӑван тӑрӑхне пушӑ алӑпа килмен. Шупашкарта ӑна чукун ҫул вокзалӗнче сумлӑ хӑнасем, тӑванӗсемпе юлташӗсем кӗтсе илнӗ. Полина Универсиадӑра виҫӗ медаль ҫӗнсе илнине ҫав тери кӑмӑллӑ палӑртма. Вӑл икӗ ылтӑн тата пӗр кӗмӗл медальсем ҫӗнсе илнӗ. Утӑн 5-мӗшӗнче Полина Федорова команда тупӑшӑвӗнче ылтӑн медаль илнӗ. Утӑн 7-мӗшӗнче вара пӗрене ҫинче хӑнӑхтарусем туса кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Ҫав кунах гимнастка ирӗклӗ хӑнӑхтарусенче мала тухнӑ. Полина каланӑ тӑрӑх, халӗ вӑл кӑштах канӗ. Унтан тренировкӑсене малалла тӑсӗ. Аса илтерер: Кванджу хулинче иртекен Универсидӑна 146 ҫӗршыври 13 пин яхӑн спортсмен хутшӑнать. Вӑл утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗччен иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Кӑнтӑр Корейӑри Кванджу хулинче студентсен Универсиади малалла пырать. Унта пирӗн ентешсем ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ. Нумаях пулмасть чӑваш спортсменки Марина Пандакова кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Марина Шупашкарти политехника институтӗнче вӗренет, спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Марина Пандакова тӗнче класлӑ спорт мастерӗ. Пирӗн ентеш 20 ҫухрӑмлӑ дистанцире хӑвӑрт утнӑ. Вӑл финиша иккӗмӗш ҫитнӗ. Унӑн кӑтартӑвӗ — 1 сехет те 29 минут. Марина Пандакова Европа тата тӗнче чемпионачӗсен призерне Аниса Кирдяпкинӑна ҫеҫ парӑнтарайман. Вӑл Универсиадӑра рекорд лартнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Китай спортсменки Хоу Юнбо тухнӑ. Раҫҫейӗн тепӗр спортсменкисем Софья Бродацкая тата Лина Кулацкая тӑваттӑмӗш тата вуниккӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Чӑваш Ен спортсменӗ инҫетри ҫӗршывра пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ. Константин Репин хӑйӗн тренерӗпе халӗ Нидерландра. Унта ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче ӑмӑртӑвӗ иртет. Унта хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсем хутшӑнаҫҫӗ. Шӑпах ҫав ӑмӑртура пирӗн ентеш палӑрма пултарнӑ. Константин Репин Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Стандсканал хулинче иртекен тупӑшура вӑл финиша пӗрремӗш ҫитме пултарнӑ. Вӑл 54,60 ҫеккунт кӑтартупа ҫӗнтернӗ. Аса илтерер: Константин Репин тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене пӗрре мар хутшӑннӑ. Вӑл хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсен хушшинче иртнӗ ӑмӑртусенче малти вырӑнсене йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Кӑнтӑр Корейӑра Пӗтӗм тӗнчери Универсиада иртет. Унта маттур ҫамрӑксем вӑй виҫсе медальсем ҫӗнсе илеҫҫӗ. Ӑмӑртура пирӗн ентеш те палӑрнӑ. Универсиадӑн иккӗмӗш кунӗн пӗтӗмлетӗвӗ ҫакна кӑтартнӑ: Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди спорт гимнастикинче чи лайӑххи пулнӑ. Командӑна чӑваш спортсменки те кӗнӗ. Пирӗн ентеш Полина Федорова Алла Сидоренкӑпа, Дарья Елизаровӑпа, Екатерина Крамаренкӑпа, Мария Пасекӑпа пӗрле ӑмӑртӑва тухнӑ. Вӗсем иккӗмӗш кунхине 165,500 балл пухса чи малтисем пулса тӑнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Япони хӗрӗсем тухнӑ. Виҫҫӗмӗшне Кӑнтӑр Корея спортсменкисем ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫей команди хальлӗхе 6-мӗш вырӑн йышӑнать. Универсиада Кванджу хулинче утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗччен иртӗ. Пӗтӗмпе медальсен 300 пуххине выляттармалла. Спортсменсем спортӑн 21 тӗсӗнче вӑй виҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре Чӑваш Республикин Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн спорт ҫемйисен фестивалӗ иртнӗ. Фестиваль сумӗ ҫулсерен ӳсет. Хальхинче унта хула тата район шайӗнчи ӑмӑртура ҫӗнтернӗ ҫемьесем хутшӑннӑ. Ҫӑмӑл атлетика эстафетинче, ишессинче, дартсра 31 ҫемье вӑй виҫнӗ. Фествиале уҫнӑ чухне ЧР спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Яковлев, Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Андреев тата ыттисем тухса калаҫнӑ. Фестиваль пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн спортпа туслӑ ҫемьесене виҫӗ ушкӑнра палӑртнӑ. Паллах, ҫӗнтерни мар, фестивале хутшӑнни пӗлтерӗшлӗ. Ҫапла Красноармейски районӗнчи Артемьевсен ҫемйи те шухӑшлать. Вӗсем амӑшӗ Галина, ашшӗ Николай, ывӑлӗ Ярослав хутшӑннӑ. Вӗсем ача 9 ҫул тултарман ушкӑнсен йышӗнче тупӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ҫӗрпӳсем спортра ҫитӗнӳсем хыҫҫӑн ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ теме те юрать. Ҫӗрпӳ каччисем нумаях пулмасть ӑмӑртуран медальсемпе таврӑннӑ. Иртнӗ эрнере Удмурт Республикин тӗп хулинче ҫамрӑксен хушшинче Атӑлҫи федераци округӗнчи ӑмӑрту иртнӗ. Унта 22 ҫул тултарманнисем хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва 14 регионти 130 боксер килсе ҫитнӗ. Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ командин йышӗнче Ҫӗрпӳре ҫуралнӑ каччӑсем те пулнӑ. Вӗсем — 19 ҫулти Артем Ивановпа Андриян Максимов. Артем 52 килограмм тайман виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ, Андриян 75 килограмм тайманнисен йышӗнче вӑй виҫнӗ. Ҫӗрпӳ каччисем Чӑваш Ен пухмачне 2 пӑхӑр медальпе пуянлатнӑ. Вӗсене ӑмӑртӑва пысӑк категориллӗ тренер Николай Ремеслов тата СССР спорт мастерӗ Александр Катанаев хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ирина Калентьева Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Швейцарире велоспорт енӗпе пӗтӗм тӗнчери чупу иртнӗ. Пирӗн ентеш унта пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Чӑваш спортсменки Ирина Калентьева «кросс-кантри» дисциплинӑра финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Ирина элита велочупуҫӑсен йышӗнче ӑмӑртнӑ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Ирина Калентьева финиша 1 сехет те 25 минут 11 ҫеккунт кӑтартупа ҫитнӗ. Ыттисем унран 8-9 минут тӑрса юлнӑ. Ку пӗрремӗш вырӑн Иринӑна 30 рейтинг очкине пухма май панӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ӑмӑртура Швейцари ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Татьяна Семенова тата Вячеслав Акимов Республика спортӗнче ырӑ хыпар сарӑлнӑ. Чӑваш Енре паллӑ икӗ биатлонист ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫак кунсенче Татьяна Семенова тата Вячеслав Акимов Мӑшӑрлану керменне кӗрсе пӗр-пӗрне юратнине алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, пӗр-пӗрин пӳрнине ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑ. Туй ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Вячеслав Акимов 2011 ҫулта биатлон енӗпе иртнӗ Европа чемпионатӗнче чемпион ятне илнӗ. Татьяна Семенова 2013 ҫулта иртнӗ хӗллехи Универсиадӑра пӑхӑр медале икӗ хут тивӗҫнӗ тата чемпион пулса тӑнӑ. Пӗлтӗртенпе вӑл Раҫҫейӗн хӗрарӑмсен пӗрлештернӗ командине кӗрет. Халӗ Татьяна ӑмӑртусене упӑшкин хушамачӗпе хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Вера Соколова Шупашкарта ҫӗртмен 13-мӗшӗнче хӑвӑрт утас енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Юлашки кунра 20 ҫухрӑмлӑ дистанцире ӑмӑртнӑ. Хӗрарӑмсен тупӑшӑвӗ хӗрӳ иртнӗ. Мӑкшӑ спортсменӗ Анися Кирдяпкина тата Вера Соколова 11-мӗш ҫухрӑмччен пӗрле пынӑ. Соколова пӗр вӑхӑт мала тухнӑ. Анчах Кирдяпкина парӑнасшӑн пулман. Анчах вӑл мала тухсан Вера Соколова ӑна хӑваласа ҫитнӗ. Ҫапла пирӗн ентеш финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Надежда Сергеева ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн спорта таврӑннӑ. Вӑл Чӑваш Ен тата Мускав облаҫӗн чысне хӳтӗленӗ. Вӑл дистанцире мӑкшӑ шкулӗн вӗренекенӗсене Екатерина Медведевӑна тата Мария Понаморевӑна парӑнтарайман. Арҫынсен тупӑшӑвне 42 спортсмен тухнӑ. Пирӗн ентеш Петр Трофимов виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вера Соколовӑна, Денис Стрелкова, Станислав Емельянова, Александр Яргунькина тренер канашӗ тӗнче чемпионатне хутшӑнма сӗнӗ. Вӑл Пекинра ҫӗртмен 22–30-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Андрей Ширшов Йӑлӑмра паянтан спорт туризмӗ енӗпе тренировкӑсем пуҫланнӑ. Унта пуҫтарӑннисем хӑйсен ӑсталӑхне ҫӗртмен 24-мӗшӗчченех туптӗҫ. Вӗренӳпе тренировка пухӑвне пырса ҫитнисем Союзлӑ патшалӑхӑн турист слетне кайма хатӗрленеҫҫӗ. Мероприяти ҫӗртмен 27-мӗшӗнчен тытӑнса утӑн 2-мӗшӗччен пымалла. Вӑл Курск облаҫӗнче иртӗ. Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Шупашкар хулисенчи 12 туристран тӑрать. Вӗсене ӑсталӑха Ҫӗнӗ Шупашкарти А.И. Андрианов ячӗллӗ ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗн хушма вӗрентӗвӗн педагогӗ Андрей Ширшов хӑнӑхтарать. Тренировка кунсерен иртмелле. Ун вӑхӑтӗнче туристсем тактикӑпа техника тата техника хӑнӑхтарӑвӗсене пурнӑҫлӗҫ. Физкультура занятийӗсем те пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |