Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура

Чӑваш патшалӑх филармонине юсаса ҫӗнетесси йывӑррӑн пулса пырать тесен те ытлашши йӑнӑшмастпӑр пулӗ. Маларах Питӗрти «Спецстрой» организаци республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствипе судлашнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: организаци хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ, анчах саккасҫӑ ӑна тӳлесе пӗтермен-мӗн. Парӑм виҫи 6,651 миллион тенкӗ тӑрса юлнӑ. Суд парӑма шыраса илме йышӑннӑ.

Филармоние малалла юсаса ҫӗнетессипе ирттернӗ конкурсра Шупашкарти подряд организацийӗ, «3-мӗш стройтрест», ҫӗнтернӗ. Вӑл 157,7 млн тенкӗпе ӗҫлеме килӗшнӗ. Конкурса тек хутшӑнакан пулман. Анчах халӗ контракта алӑ пусассине вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ.

Екатеринбурги «Джули» фирма аукцион документацине закупкӑпа ҫыхӑнман оборудованипе тивӗҫтерессине кӗртнӗ тесе шухӑшлать иккен. Республикӑн Культура министерстви, сӑмахран, апатланмалли сӗтеле, ҫемҫе пукана, тӗрӗслевпе касса машинине, пӗчӗк хумлӑ кӑмакана, кофе вӗретмелли машинӑна тата ыттине кӗртнӗ.

Ҫав япаласене строительство материалӗсемпе пӗрле илни конкурса хутшӑнакансен правине пӑсать тесе ҫӑхавланине монополипе кӗрешекенсем ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ.

Малалла...

 

Культура

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артистки Валентина Иванова 60 ҫул тултарнӑ.

Сцена ӑсти 1961 ҫулта Канаш районӗнчи Уйкас ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчи (институтӗнчи) чӑваш студийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.

Артистка ҫак ҫулсенче тӗрлӗ енлӗ нумай сӑнара калӑпланӑ. Паян вӗсем, аслӑрах ҫулхисем, ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ. Сӑмах май каласан, Валентина Иванован мӑшӑрӗ — Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, режиссёр, Сӗнтӗрвӑрри районӗн хисеплӗ ҫынни Иван Иванов. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл 65 ҫул тултарчӗ. Иван Иванов 1995 ҫултанпа И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчи студентсене вӗрентет, вӑл — доцент.

 

Культура

«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документаци» хысна учрежденине оптимизацилеме шухӑшлани ҫинчен ҫӳрекен сӑмаха Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлчӗ. Республикӑн Культура министерстви ЧР Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗн проектне хатӗрленӗ-мӗн.

Культурӑри тӳре-шара Чӑваш Енӗн хальхи вӑхӑтри историн патшалӑх архивне (асӑннӑ организаци хысна учрежденийӗ шутланать) реорганизацилесшӗн иккен. «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документаци» хысна учрежденине архивпа пӗрлештересшӗн. Асӑннӑ утӑма хысна учрежденийӗсене оптимизацилесси малалла пынипе ҫыхӑнтараҫҫӗ-мӗн.

Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, «Чӑвашкинора» паян — 29 штат единици. Вӗсенчен 4-шне Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗпе радиокомпанине парасшӑн-мӗн, 13-шне — Хальхи вӑхӑтри историн патшалӑх архивне, 12-шне — Патшалӑх истори архивне.

«Чӑвашкино» 1926-1932 ҫулсенче ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл илемлӗ 7 тата документлӑ 3 фильм ӳкерсе ӗлкӗрнӗ. «Чӑвашкинона» «Востоккинопа» пӗрлештернӗ хыҫҫӑн хайхин кун-ҫулӗ татӑлнӑ. Темиҫе теҫетке ҫул иртнӗ хыҫҫӑн пирӗн республикӑра ЧР Кинематографисчӗсен союзӗ чӑмӑртанчӗ, унтан «Чӑвашкинона» та ҫӗнӗ варкӑш кӗчӗ.

Малалла...

 

Культура
fs01.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
fs01.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ палӑка тума укҫа парса пулӑшнӑ. Ӑна вӑл шалуран уйӑрнӑ.

Аса илтерер: чӑваш алфавитне халалласа Чӗмпӗрте палӑк лартасшӑн. Шӑпах унта «Раҫҫейри чи пысӑк этноссенчен пӗрин ҫырулӑхне чӗртсе тӑратнӑ». Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсем хальхи вӑхӑтри чӑваш алфавитне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа хулара палӑк вырнаҫтарас сӗнӳпе тухнӑ. Вырӑнтисем конкурс ирттерсе палӑкӑн чи лайӑх проекчӗ тесе Виктор Егоров (Аванмарт) скульпторӑн ӗҫне суйланӑ. Виктор Аванмарт палӑка ҫаврашкана ҫырнӑ Ӑ саспалли евӗр хатӗрлесшӗн.

Каярах ҫав палӑк валли укҫа пухнине пӗлтерчӗҫ.

Палӑк проекчӗн хакӗ — 1,8 миллион тенкӗ.

«Пирӗн халӑхӑн «ниме» йӑли пур. Палӑк укҫи пӗр ҫыншӑн пысӑк сумма. Анчах пӗрле пулса эпир укҫа пухайӑпӑр. Ҫавӑнпа эпӗ шалӑвӑн пӗр пайне уйӑрса парас терӗм», — тенӗ Элтепер.

 

Культура

Вырӑс драма театрӗн тата тепӗр спектальне «Культура.РФ» порталта трансляцилӗҫ.

Александр Куприн хайлавӗ тӑрӑх Питӗрти Игорь Лебедев режиссёр лартнӑ «Поединок» спектакль театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри конкурсӗнче кӑҫал харӑсах темиҫе номинацире ҫӗнтернӗ. Вӑл, сӑмахран, — «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль», «Арҫыннӑн чи лайӑх ролӗ» номинаципе те асӑннӑ спектакльти артиста палӑртнӑ.

Культура.РФ портал культурӑри чи лайӑх пулӑмсен видеоверсийӗсене кӑтартать.

«Поединок» спектакле «Культура.РФ» порталӑн «Культурный стриминг» платформинче авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 18 сехетре курма май килӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш Енри темиҫе ҫынна тӗрлӗ хисеплӗ ят пама, пысӑк наградӑсемпе чыслама йышӑннӑ. Ҫав йышра культурӑра ӗҫлекенсем те пур.

«Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ» ята Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн пайташне Раиса Сарпине пама йышӑннӑ.

Музыка ӳнерӗнчи пултарулӑхшӑн Чӑваш патшалӑх филармонийӗн вокалистне (солистне) Юрий Каткова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.

«Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят парса Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн правленийӗн председателӗн ҫумне Светлана Гордеевӑна, Шупашкарти ача-пӑчан 2-мӗш ӳнер шкулӗн преподавательне Людмила Зиновӑна, Шупашкарти «Салют» культура ҫурчӗн «Волжанка» педагогика ӗҫӗн ветеранӗсен халӑх хорӗн хормейстерне Андрей Урмавшина хавхалантарнӑ.

 

Культура

Паян, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Таллинри Чӑваш культурин музейӗнче Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ. Ҫакӑн пирки Эстонири чӑваш хастарӗ Ираида Захарова Фейсбукра пӗлтернӗ.

Таллинри Чӑваш культура музейӗ йӗркеленӗ Чӑваш культура кунне хутшӑнакансем чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗпе, эрешӗсемпе паллашнӑ, пукане тума вӗреннӗ. Пуканене ҫипрен ӑсталанӑ. Унсӑр пуҫне наци эрешӗсене хаклама тата туянма май килнӗ.

Сӑмах май каласан, Ираида Захарова (хӑй вӑл Чӑваш Енри Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ) Эстонире чӑвашла радиоперадачӑсем йӗркелет, тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе паллаштарать.

 

Культура

Ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Мускавра, «Открой красивую Чувашию» (чӑв. Хитре Чӑваш Енпе паллаш) билбордсене курма пулать.

«Советская Чувашия» хаҫат Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ МИХ Мускав хулин туризм енӗпе ӗҫлекен комитечӗпе ҫыхӑннӑ. Унтисем хыпарланӑ тӑрӑх, видеоэкранлӑ реклама щичӗсене виҫӗ теҫетке штук вырнаҫтарнӑ. Билборд виҫи — 3×6 м. Мускав урамӗсенче вӗсем ҫу вӗҫлениччен пулӗҫ.

Реклама щичӗ ҫинчи хӗр Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, халӗ Оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекен Анна Данилова иккен.

Хӗр ҫинчи тум Григорий Хирбюн «Нарспи» оперинчен. Аннӑна ҫав тумпа пӗррехинче Хула кунӗнче пӗр фотограф ӳкерсе илнӗ. Кайран ҫав ӳкерчӗксене тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче вырнаҫтарнӑ. Кайран ҫав тумлӑ сӑнӳкерчӗксене Аннӑран Туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен регионти агентствӑран ыйтса илнӗ. Хӗр мӗн пуррине ярса панӑ.

Мускаври билбордра хӑйӗн сӑнне вырнаҫтарнине пӗлсен Анна савӑннӑ.

«Чӑваш Ене юрататӑп, Шупашкара юрататӑп! Тӑван республикӑна кӑтартма питех те кӑмӑллӑ!» — пӗлтернӗ вӑл хаҫатҫӑсене.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CSZPmZNKtOH/
 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть Юрий Сементерӗн ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ.

«Параппанлӑ Митраппан» кӑларӑма сӑвӑсем кӗнӗ. Кӗнекене 1 пин тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – Ольга Иванова, художникӗ – Екатерина Васильева.

«Параппанлӑ Митраппан» кӗнекене кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем юратса вуласса шанаҫҫӗ. Асӑннӑ ӗҫ ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли ҫырнӑ ал ҫырусен 2020 ҫулхи республикӑри конкурсӗнче ҫӗнтернӗ май ӑна хысна шучӗпе пичетленӗ.

Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ача-пӑча валли сахал мар кӗнеке кӑларнӑ. Вӗсене Шупашкарта та пичетленӗ, Мускавра та. Поэт Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑшпа туслӑ ҫыхӑну тытать, шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансемпе тата шкул ачисемпе тӑтӑшах тӗлпулусем ирттерет.

 

Культура

Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнче туристсене чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе сӑйлӗҫ. Иркутск облаҫӗнчи Залари районӗнче чӑваш наци кухнин гастрономи туризмне ӗҫлеттерсе ярӗҫ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри чӑваш хастарӗ Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.

Ҫӗпӗр тӑрӑхӗпе паллашнӑ май Иркутск облаҫне ҫитсен чӑвашсен культурипе паллашма май килӗ. Тӗрӗссипе, унта тӑватӑ халӑх культурипе паллаштаракан туризм маршрутне хатӗрленӗ. Тагна ялӗнче ялти лару-тӑрӑва лексе унти лӑпкӑлӑхпа киленейӗн, чӑваш халӑх культурипе те паллашайӑн.

 

Страницӑсем: 1 ... 121, 122, 123, 124, 125, 126, 127, 128, 129, 130, [131], 132, 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, ...398
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнӗ проекта пӗр иккӗленмесӗрех пуҫӑнма пултаратӑр, уйрӑмах вӑл тупӑш кӳрет пулсан. Ӗҫлӗ плансемпе никампа та ан паллаштарӑр. Харпӑр пурнӑҫа вара туссемпе сӳтсе явма пултаратӑр. Туйӑмсене ан парӑнӑр, унсӑрӑн кӗтменлӗх пулӗ. Канмалли кунсенче лайӑх ушкӑнпа уҫӑлса ҫӳреме вӑхӑт тупсан аван.

Юпа, 21

1960
64
Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын