Персона
![]() Василий Ржанов ҫыравҫӑ Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Василий Ржанов ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине асӑнса каҫ ирттернӗ. Вӑл драма хайлавӗсем кӑна мар, фельетонсем те, очерксем те, статьясем те ҫырнӑ. Василий Ржанов — чӑваш драматургӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл Ленинградри театр институтне вӗренсе пӗтернӗ. «Союзпечать» организацин республикӑри уйрӑмӗнче, «Красная Чувашия» хаҫат редакцийӗнче, Чӑваш АССР Совнаркомӗ ҫумӗнчи искусство енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗнче, «Советская Чувашия» хаҫат корреспондентӗнче, Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри ҫурчӗн пуҫлӑхӗнче, Мире хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен чӑваш комитечӗн яваплӑ секретарӗнче ӗҫленӗ. Асӑну каҫне СССР халӑх артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ преми лауреачӗ Вера Кузьмина, «Хыпар» издательство ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Валерий Туркай, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Иван Христофоров, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Михаил Кондратьев, Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫи Денис Гордеев тата ыттисем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫак кунсенче Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнчи ветерансен канашӗн председателӗ Александр Афанасьевич Афанасьев 76 ҫул тултарнӑ. Ӑна уявпа ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем саламланӑ, ырлӑх, нумай ҫул пурӑнма сывлӑх суннӑ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Константин Николаевич Михайлов Етӗрне районӗнчи ветерансен канашӗн председателӗн Алевтина Ивановна Абакумовӑн саламне вуласа панӑ, Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ятӗнчен сӑвӑ кӗнекисем парнеленӗ. Сӑвӑ тенӗрен. Александр Афанасьевич хӑй те сӑвӑсем ҫырать. Ҫак ӗҫе вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухсан пуҫӑннӑ. Сӑввисене юрра та хывать вӑл. Александр Афанасьевич сӑвӑсен тӑватӑ пуххине кӑларнӑ. Халӗ пиллӗкмӗшне кун ҫути кӑтартма хатӗрленет. Вӑл Кӑкшӑмри вулавӑша «Чун юрлать тус-тӑванпа» кӗнеке парнеленӗ. Унта ытти авторпа пӗрле унӑн юррисем те кӗнӗ. Александр Афанасьевичӑн шӑпи ҫӑмӑл пулман. Вӑл пӗчӗклех ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ. Хӑй тӑрӑшнипе вӗренсе тухнӑ, специальноҫ алла илнӗ. 40 ҫул ытла «Заветы Ильича» колхозра водительте ӗҫленӗ. Арӑмӗпе иккӗшӗ виҫӗ ачана ура ҫине тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Клементьев концерт лартнӑ. Ентешӗн концертне Етӗрне район ҫыннисем уйрӑмах йышлӑн пухӑннӑ. «Етӗрне районӗнчен пухӑннӑ кашни ҫын Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи чарӑннӑранпа 70 ҫул ҫинине чыслӑн кӗтсе илме хатӗрленме хутшӑнчӗ теме пулать», — тесе хыпарлать ЧНКн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева. Валерий Клементьев пуҫарнипе Етӗрне районӗнчи Пупӑлькассинче вӑрҫӑра вилнисене асӑнса питӗ сумлӑ асӑну стелли — часавай тӑвасшӑн. Концерта ирттерсе пухнӑ укҫана Валерий Клементьев йӑлтах ҫак ӗҫе ярасшӑн иккен. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов ку пархатарлӑ ӗҫе ырланӑ кӑна мар, хӑй енчен питӗ пысӑк пулӑшу кӳнӗ-мӗн. Вӑл стелла тума пилӗк пин кирпӗч парассине ӗнентерекен сертификат панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Ен мусӑкҫи Алексей Айхи Раҫҫейри сумлӑ «Ника» премие тивӗҫнӗ. Вӑл «Фильм валли ҫырнӑ чи лайӑх кӗвӗ» номинацире чи лайӑххи пулса тӑнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ. Кинематографи премийӗ ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртнӗ. Чӑваш композиторӗ Алексей Айхи Александр Коттӑн «Испытание» фильмӗ валли кӗвӗ ҫырнӑ. «Чи лайӑх фильм» номинацире вара Алексей Германӑн «Трудно быть Богом» фильмӗ ҫӗнтернӗ. Алексей Айхи «Ника» премие 2003 тата 2013 ҫулсенче те илнине палӑртмалла. Вӑл ӑна ун чухне «Любовник» тата «Орда» фильм валли кӗвӗ ҫырнӑшӑн тивӗҫнӗ. Алексей Айхи «Золотой овен», «Золотой орел», «Белый слон» премисене тата «Кинотавр» кинофестивальте М.Таривердиева ячӗллӗ премисене те илнине палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Леонид Родионов режиссер тата драматург Почта тем тӗрлӗ конверт та кӑларса пӑхать-ха. Ку хыпар вара пире, чӑвашсене, чӑнипех савӑнтарать. Паллӑ режиссер тата драматург Леонид Родионов ҫуралнӑранпа нумаях пулмасть 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май «Марка» издательство центрӗ, Раҫҫей почтин Чӑваш Енри филиалӗ сӗннипе Леонид Родионовӑн сӑнӳкерчӗкӗпе конверт кӑларнӑ иккен. ӑна вӑл 500 пин экземплярпа пичетленӗ. «Пӗр пайӗ республикӑри почта уйрӑмӗсене ҫитнӗ те ӗнтӗ, ыттисем тӗнче тӑрӑх саланӗҫ, ентешӗмӗр ҫинчен тӗрлӗ халӑх ҫыннине пӗлтерӗҫ», — тесе хыпарлать кун пирки «Хыпар» хаҫат сайчӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫур ӗмӗр ӗҫленӗ вӑхӑтра Леонид Родионов 130 ытла спектакль лартнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл хӑй те пьесӑсем ҫырнӑ, куракан патне ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Лариса Гузееван ывӑлӗ тесе паллаштарнӑ Вилкин Тӗрлӗ ток-шоу пӑхма юратакансем Раҫҫейӗн паллӑ актерӗ, «Жесткий романс» фильмра выляса ят ҫӗнсе илнӗ Лариса Гузеева ертсе пыракан «Давай поженимся» кӑларӑма сиктермеҫҫех-тӗр. Ӑна 1-мӗш каналпа эрне варринче каҫсерен кӑтартаҫҫӗ. Кӑларӑма такам та пырать. Пуянни те, пуянах марри те, палли те, паллах марри те. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи ток-шоуна Кубӑра пурӑнакан Вилкин текен каччӑ авланас йӳтӗмпе пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вырӑс хӗрне арӑм тӑвасшӑн. Хӗрсемпе паллаштарма тытӑниччен каччӑн амӑшӗ Вилкин хӑйӗн ывӑлӗ мар пулин те ӑна мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван ывӑл евӗр пӑхса ӳстернине пӗлтерчӗ. Унтан ҫав хӗрарӑм Вилкин амӑшӗ Лариса Гузеева тесе хучӗ. Гузеева тунса тӑмарӗ. Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче Кубӑра пулнине, унти пӗр арҫынпа «роман» пулнине, унпа ача ҫуратнине йышӑнчӗ. Вилкина ыталаса илчӗ, ӑна пӑхса ӳстернӗ хӗрарӑма тав турӗ, мӗншӗн малтанах хӑйне шыраманнипе кӑсӑкланчӗ. Хумханнӑҫи пулса кӑларӑма ӳкернӗ ҫӗртен айккинелле пӑрӑнса та илчӗ. Унтан хӑйне алла илнӗҫи туса, «Кӑларӑма манӑн ертсе пымаллах», — тесе тепӗр хут пырса ларчӗ. Анчах ку вӑл ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи шӳт пулнине кӑларӑма ертсе пыракансем шарламасӑрах ирттерчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ханты-Мансийск прокурорӗ Михаил Павлов Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗ Юрий Чайка Ханты-Мансийск автономи округӗнче йӗрке тума Нягань прокурорне куҫарнӑ. Ҫав должноҫре Ҫӗмӗрле ҫынни Михаил Павлов тӑрӑшнӑ иккен. Халӗ, ав, ӑна Ханты-Мансийскра ӗҫлеме шаннӑ. Унти районсем хушшинчи прокурорта. Михаил Александрович пирки каласан, вӑл 1975 ҫулта Чӑваш ССРӗнчи Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралнӑ. Кун пирки «Накануне.ру» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Прокуратура органӗсенче Ҫӗмӗрлере ҫуралнӑ арҫын 2002 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе тӑрӑшать иккен. Прокуратурӑра тӗпчевҫӗре тимленӗ, район прокурорӗн ҫумӗ, шалти ӗҫсен органӗсене тӗрӗслесе тӑрас енӗпе ӗҫлекен пай прокурорӗ, пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. Наркотӗрӗслевре те ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ. Халӗ вӑл ҫӗнӗ вырӑнта та чӑваш ятне ӳкермессе шанас килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енӗн Финанс министерствин специалисчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. «Финанс пуҫламӑшӗ» конкурса «Раҫҫейӗн финансисчӗсен пӗрлӗхӗ» коммерцилле мар юлташлӑх йӗркеленӗ. Конкурса Раҫҫейӗн регионӗсен финанс тытӑмӗсен тата муниципалитетсенчи специалисчӗсем хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗсленӗ. Ҫӗршыв шайӗнчи конкурса кайма хӑюлӑх ҫитернисен хушшинче Чӑваш Енӗн Финанс министерствин виҫӗ специалисчӗ пулнӑ, Владимир Миронов, Ирек Ямалиев тата Алена Постнова. Вӗсем «Профессире чи лайӑххи» ятшӑн «Чи лайӑх ҫамрӑк финансист» номинацире тупӑшнӑ. Конкурса хутшӑннисен «2015-мӗш ҫулта тата 2016–2017-мӗш ҫулсенче хыснан тупӑш пайне ҫул-йӗрпе майсем» темӑпа ӑслӑлӑхпа практика ӗҫӗ ҫырма тивнӗ. Конкурсра Алена Постнова лауреат пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сӑвӑсем шӑранаҫҫӗ Георгий Федорович Орлов — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. Пурӑннӑ пулсан паян 90 ҫул тултарӗччӗ. Ӑна асӑнса вӑл ҫуралса ӳснӗ Шупашкар районӗнчи Толиккасси ялӗнче асӑну каҫӗ иртрӗ. Ялти клуба чылаййӑн пухӑнчӗҫ: ӑна пӗлекенсем, кӳршисем, ҫамрӑксем. Чӑрӑшкасси ялӗнчи вулав ҫурчӗн ертӳҫи Е.Г. Иванова поэтӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен хатӗрленӗ хӑтлавпа паллаштарчӗ, шкул ачисем Георгий Орлов ҫырнӑ сӑвӑсене шӑрантарчӗҫ. Ялти фольклор ушкӑнӗ Г.Орловӑн сӑввипе кӗвӗленӗ «Ҫӗмӗрт» тата ытти юррисемпе савӑнтарчӗ. Сӑвӑҫа манманни, унӑн ячӗ малашне те асрах юлассине шанаҫҫӗ ял ҫыннисем. |
Персона
![]() Ольга Тимофеева-Оболенская Ӗнер, пушӑн 27-мӗшӗнче, эфира тухнӑ «Асамлӑх уйӗ» кӑларӑмра Шупашкар хӗрарӑмӗ хутшӑннӑ. Ольга Александровна Тимофеева-Оболенская поэтесса та ыттисем пекех тӗп парнене ҫӗнсе илессишӗн тӑрӑшнӑ. Шел те, Ольга Александровна финала тухайман пулин те Леонид Якубовича вӑл хӑйӗн хушамачӗпе тӗлӗнтернӗ. Пирӗн ентеш пӗрремӗш тапхӑра Сарӑтури тата Тверьти ҫынсемпе лекнӗ. Ольга Александровнӑн паспорт ҫинче хушамачӗ Тимофеева-мӗн. Оболенская — псевдоним иккен. Хӗрарӑм сӑвӑсем ҫырнине пӗлтернӗ. Ольга Александровнӑн асламӑшӗн амӑшӗ Оболенская хушаматлӑ пулнӑ. Ентеш телеертӳҫӗне парнесемпе савӑнтарнӑ. Леонид Якубович Шупашкар чи таса хула пулнине пӗлтернӗ. Ун пекки вӑл хальлӗхе ниҫта та курман-мӗн. Тапхӑрта Тверь хӗрарӑмӗ ҫӗнтернӗ. Ольга Александровна ҫапла финала ҫитеймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |