Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Улатӑрти хут хапрӑкӗнче пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ унӑн сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ. Ӗнер 12 сехет те 50 минутра хапрӑкра ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Пушар пӗр хутлӑ ҫуртра алхаснӑ, унта хатӗр продукци упраннӑ. Ҫулӑм складран 2-мӗш производство цехне куҫнӑ. Юрать, пушарнӑйсем ӑна сыхласа хӑварма пултарнӑ. Пушара виҫӗ сехет сӳнтернӗ. Ку ӗҫе ултӑ техника хутшӑннӑ. Ҫулӑм 1 пин тӑвтакал метр лаптӑка сиенлетме ӗлкӗрнӗ. Хапрӑкри ӗҫченсем аманман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи «Аниш-Чупай» ҫул ҫинче «Лада-Приора» автомашина инкеке лекнӗ. Водитель трасса ҫинчен пӑрӑнса кайса ҫул айккине чӑмнӑ. Унта машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Машинӑра пулнӑ хӗрпе каччӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Сиплев учрежденийӗнче каччӑ тӑна кӗреймен, вилнӗ. Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 22 ҫулти каччӑ пулма пултарнӑ. Анчах вӑл ҫавна тунать иккен. Каччӑн юнӗнче эрех тупса палӑртнӑ. Унӑн водитель прави те пулман. Пӑтӑрмах сӑлтавне пакунлисем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() gazeta-vp.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурла уйӑхӗн ҫурри тӗлне илсен пирӗн республикӑра 23 ача чӳречерен ӳкнӗ. Шел те, 4 ача ӗмӗрлӗхе куҫ хупнӑ. Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнипе те пӗчӗккисен кун-ҫулӗ татӑлать. Ун пеккине пирӗн тӑрӑхра 2 тӗслӗхе шута илнӗ. Ӑшӑ ҫанталӑкра пирӗнтен кашниех шыв-шур хӗрне туртӑнать. Ача-пӑча пушшех те. 4 ача шыва путса вилнӗ. Тепӗр хӑрушӑ инкек — пушар. «Хӗрлӗ автан» никама та, ниме те шеллемест. Кун пек инкекре 3 ача пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ. Чукун ҫул урлӑ каҫнӑ чух та асӑрханмалла. Пирӗн республикӑра ачасемпе кӑҫал хальлӗхе ун пек пӑтӑрмах пулса иртмен. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре пӗр талӑкра ҫичӗ хутчен пушар алхаснӑ. Улатӑр хулинче, Вӑрнар тата Елчӗк районӗсенче ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чух инкек тухнӑ. Пӳрт-ҫурт ҫуннӑ тӗслӗхсем те пур. Канаш районӗнчи Матькасси ялӗнчи Ҫӗнтерӳ урамӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра пушар алхасма тытӑннӑ. Мунча, пурӑнмалли ҫурт, хуралтӑсем кӗлленнӗ, кӳршӗсен ҫурчӗ сиенленнӗ. Шупашкар районӗнчи Шешкенер ялӗнче пушарта мунча ҫивиттийӗ ҫуннӑ. Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Ирхи 5 сехет тӗлӗнче Шупашкарти коллективлӑ пахчасенчен пӗринче дача ҫурчӗ хыпса илнӗ. Ӗнерех Ҫӗрпӳ хулинче пушар тухнӑ. Каҫхи 6 сехетре унти Чапаев урамӗнче гараж ҫунма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() bishelp.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн укҫине палламан арҫынна шанса тыттарнӑ. Урамра мар-ха. Банк уйрӑмӗнче. Хӗрарӑмӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрне укҫа куҫарса парасси килнӗ. Хӑйӗн банк картти пулман. Ҫавна кура вӑл палламан пӗр арҫынна пулӑшма ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫлемен. Хӗрарӑм ют ҫынна 5 пин тенкӗ кӑларса тыттарнӑ. Лешӗ ӑна малтан хӑйӗн картти ҫине хунӑ, унтан хӗрарӑмӑн хӗрӗн картти ҫине куҫарнӑ. Укҫа адресат патне ҫитиччен арҫын банкран васкаса тухса кайнӑ. Укҫа ҫитменнине кура хӗрарӑм пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем укҫа ӑҫта кайнине палӑртассипе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, карттӑ номерне наборланӑ чухне арҫын е йӑнӑшма пултарнӑ, е юри улталанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта экскаватор хыпса илнӗ. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн спорткомплексӗ патӗнче ларнӑ. Пушар эрнекун ирхи 4 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Вут-ҫулӑм техникӑна сиенленӗ. Эрнекун каҫхине тепӗр пушар Вӑрмар районӗнче тухнӑ. «Хӗрлӗ автан» унти Мӑнҫырма ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти хӗрарӑмӑн килӗнче ташланӑ. 2018 ҫулта туса кӑларнӑ «KIA Rio» машина гаражра ларнӑ. Гаражри машинӑпа пӗрлех хуҫалӑхри хуралтӑсем ҫуннӑ. Ҫулӑм 150 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем пӳрте ҫулӑмран ҫӑлса хӑварнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, пушар электрооборудование ҫыхӑнтарнӑ чух йӑнӑшнине пула тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче Именкасси ялӗнче пулса иртнӗ ку инкек. 39 ҫулти арҫын вырӑнти фермер патӗнче тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫланӑ. Тракторпа ҫӳреме ирӗк пулман пулин те вӑл ун рулӗ умне ларнӑ. Ҫав самантра вӑл ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Трактор алтӑрӑпе ӑна ҫурт ҫумне хӗстерсе хунӑ. Шар курни кӑштахран вилсе кайнӑ. Трактор рулӗ умне ларнӑ арҫын унччен судпа айӑпланманнине, хӑй айӑпне йышӑннине, инкекшӗн саплаштарнине шута илсе суд пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Ҫын пурнӑҫне татнӑ правасӑр тракториста 40 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрнар районӗнчи суд вӑрттӑн хыпар илмелли хатӗрпе усӑ курнӑ икӗ арҫынна суд тунӑ. Вӑйпиттисем судпа унччен айӑпланманнине, хӑйсен айӑпне йышӑннине, пуҫласа ята кӗнине шута илсе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Вӗсене пуҫиле право енчен явап тыттарса суд штрафӗ пама йышӑннӑ. 15 тата 20 пиншер тенкӗ. Пӗлтӗрхи раштавӑн 11-мӗшенче Вӑрнарти автошкулӑн 45 ҫулти директорӗ 27 ҫулти каччӑна пӗчӗк видеокамера тата пӗчӗк микрофон тыттарнӑ. Уншӑн ӑна 30 пин тенкӗ тӳленӗ. Директорпа ҫамрӑка автошкулта ӗҫлекен 41 ҫулти арҫын пӗр чӗлхе тупма пулӑшнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем патне тӳме евӗрлӗ камерӑпа экзамена кайнӑ 27 ҫулти каччӑ ҫав кунах ҫакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Doorinworld.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр ача пахчинче инкек пулнӑ. Ӗҫ кунӗ вӗҫленнӗпе пӗрех ӗнтӗ – унта тӑрӑшакан воспитательница вилнӗ. Инкек Лермонтов урамӗнчи 45 ача пахчинче пулнине пӗлтереҫҫӗ. 17 сехетре унта ҫурт умне васкавлӑ медпулӑшу машини, полицейскисем килнӗ. Каярахпа судмедэкспертсем те ҫитнӗ. «Чудесинка» ятлӑ ача пахчинче вопитательница ӗҫ вырӑнӗнчех вилнӗ. Следовательсем хӗрарӑм мӗншӗн вилнине уҫӑмлатаҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм вилнӗ тӗслӗхре криминал ҫук. Халӗ процессуаллӑ тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Тӑвай районӗнче ӗнер ҫул ҫинче авари пулнӑ, унта ачасем шар курнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. 15 сехет те 50 минутра Кивӗ Пуянкасси ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ, Канаш районӗнче пурӑнакан 28 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫинче велосипедпа пыракан 10-ри арҫын ача ҫине кӗрсе кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ача тепӗр енне каҫма шутланӑ, айккинелле пӑхман. Хӗрарӑм ун ҫине кӗрсе каяс мар тесе тӑрӑшнӑ-ха, анчах иномарка юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Салонра вара 3 ача пулнӑ. Вӗсем – 1-5 ҫулсенче. Юрать, вӗсем ятарлӑ кресло ҫинче ларнӑ. Салонри ҫынсем кӑштах ҫеҫ суранланнӑ. Руль умӗнче хӗрарӑм урӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |