Персона
![]() Чӑваш Енри пике Светлана Ярандайкина Пӗтӗм тӗнчери «Стюардессӑсен топӗ» конкурс финалне лекнӗ. Пӗтӗмпе 2586 заявка килнӗ, Светлана – вӗсен йышӗнче. Вӑл 20 ҫултанпа бортпроводникре ӗҫлет. Хальччен вӑл 4 пине яхӑн вӗҫеве тухнӑ. Светлана – Хӗрлӗ Чутай округӗнчен. Вӑл тахҫанах Мускавра пурӑнать. Хӑй палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ене вӑл хаваспах вӗҫет, чӑвашла калаҫнине илтсен ачалӑха аса илет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Контактри» сӑн Тӑвай округӗнчи Татьяна Юркина сыр пӗҫерес енӗпе чӑн-чӑн ӑста. Качотта, сулугуни, халуми, ламбер… Тӗрлӗрен сыр хатӗрлет вӑл. Татьяна Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗҫ ҫыннисем» конкурса хутшӑнма заявка панӑ. Вӑл «Ӗҫлӗ хӗрарӑм» номинацире тупӑшӗ. Татьяна Юркина хӑйӗн ӗҫне аталантарма патшалӑхран пулӑшу илнӗ. 2023 ҫулта унӑн предприятийӗнче 800 килограма яхӑн сыр тунӑ. Кӑҫал вара ку кӑтартӑва тата пысӑклатасшӑн. Унӑн сырӗсене Вӑрмар, Тӑвай, Канаш Ҫӗрпӳ, Патӑрьел округӗсенче, Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем юратса ҫиеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрнере пурӑнакан ветеран Надежда Танина 100 ҫул тултарнӑ. 18 ҫул тултарсанах ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ, хӗр зенитчицӑна вӗреннӗ хыҫҫӑн Мускаври фронта лекнӗ. Вӑрҫӑ пӗтсен кӑна киле таврӑннӑ вӑл. Унӑн мӑшӑрӗ те Федор Танин Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Берлина ҫитнӗ. Вӗсем вӑрҫӑ хыҫҫӑн пӗрлешнӗ, икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Надежда Танина II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне, «Германие ҫӗнтернӗшӗн» медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() https://cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан вӑҫӑ тата ӗҫ ветеранӗ Муллахази Закиров 100 ҫул тултарнӑ. Муллахази Закирович Тутарстанри пӗр ялта ҫуралнӑ. Сакӑр класс вӗренсе пӗтерсен авиаци заводне ӗҫлеме кӗнӗ. Унта вӑл самолёт фюзельяжне тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ май салтака каймалла пулман. Анчах пиччӗшӗ Сталинград патӗнче пуҫ хунӑ хыҫҫӑн каччӑ хӑй кӑмӑлӗпе вӑрҫӑна тухса кайнӑ. Ҫарта вӑл мар После гибели брата в битве под Сталинградом он решил мотоцикл батальонне лекнӗ. Аманнӑ май тӗрлӗ госпитальте сипленнӗ. 1946 ҫултанпа Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын Йӑлӑмра тӗпленнӗ. Вӑл сакӑрвунна ҫитиччен йӗлтӗрпе ярӑннӑ. Халӗ те ирсерен зарядка тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх писателӗ Александр Артемьев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Чӑваш вулаканӗсене вӑл илемлӗ самай хайлав парнеленӗ. Ҫав шутра — «Салампи», «Алтӑр ҫӑлтӑр», «Ан авӑн, шӗшкӗ!», «Симӗс ылтӑн». Вӗсене эпир шкул программи тӑрӑх та аван пӗлетпӗр. «Салампие» 1954 ҫулта ҫырнӑ, тепӗр икӗ ҫултан вулакансем патне ҫитернӗ. Сӑмах май каласан, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӑна ҫӗнӗрен лартрӗҫ. Ӑна авӑн уйӑхӗн 12 тата 13-мӗшӗсенче кӑтартрӗҫ. |
Персона
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарти Цветана Софронова - стилист, чылай паллӑ ҫынпа ӗҫлет. Вӑл 14 ҫул ӗнтӗ ҫынсене хитре пулма пулӑшать. Цветана авӑнӑн 17-мӗшӗнче Миланра иртекен Модӑсен эрнине хутшӑнӗ. 2022 ҫулта вӑл Раҫҫейри чи лайӑх стилист-трансформатор пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех чи лайӑх пилӗк VIP-стилист йышне кӗнӗ. Нумаях пулмасть вӑл тепӗр ӗмӗтне пурнӑҫланӑ: Music Box Gold каналпа Hot News юра-кӗвӗ хыпарӗсен кӑларӑмне ертсе пыма тытӑннӑ. Цветана - икӗ ача амӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Пакаш ялӗнче пурӑнакан Муравьевсен – чӑн-чӑн пысӑк телей. Ҫак кунсенче вӗсене ҫурт-йӗр сертификатне панӑ. Нумай кӗтнӗ документа муниципалитет пуҫлӑхӗ Алексей Людков алӑран тыттарнӑ. Вӑл 5 ачана воспитани паракан ҫемьене ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх суннӑ. Палӑртмалла: ҫак сертификатпа пурӑнмалли кӗтес илме е ҫурт-йӗр хӑпартма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «КВН» ертсе пынӑ Александр Масляков пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 82 ҫулта пулнӑ. Александр Масляков «КВН» вӑййа 1964 ҫултанпа ертсе пынӑ. Ҫак тарана ҫитсе вӑл шӳтпе сатира символӗ пулса тӑнӑ. Паллӑ телеертӳҫӗн ӳпкере усал шыҫӑ пулнӑ. Кун пирки ӑна 8 уйӑх каялла пӗлтернӗ, сипленме шанчӑк пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, чӑваш кӑйкӑрӗ Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине, ҫавна май республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртессине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха. Шуршӑл ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Андриян Николаева (1929-2004) асра тытса Лидия Филиппова журналист тата публицист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пост вырнаҫтарнӑ май пӗр саманта аса илнӗ. «Ӑна асра тытатӑп... «Чӑвашла калаҫ!..» Ҫакӑн пек вырӑна ларста илнӗччӗ вӑл Иван Яковлев патриархӑн юбилейне халалласа Чӑваш Ен Правительствинче ирттернӗ мероприятире пӗр пуҫлӑха», — тесе палӑртса хӑварнӑ журналист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Зотовсен архивӗнчи сӑн Вӑрнар округӗнчи Кульцав ялӗнче пурӑнакан Александр Ивановичпа Галина Николаевна Зотовсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ. Александр Иванович салтакра пулнӑ хыҫҫӑн тӑван ялне таврӑннӑ, Ленин ячӗллӗ колхозра водительте ӗҫленӗ. Кунтах юратӑвне тӗл пулнӑ вӑл. Каччӑ ял хуҫалӑх институтӗнче зооинженери факультетӗнче ӑс пухнӑ, профком председателӗ пулнӑ. Галина Николаевна чылай ҫул вырӑнти депутат пулнӑ. Зотовсем ывӑлпа хӗр ӳстернӗ. Халӗ вӗсем виҫӗ мӑнукӗпе, пӗр кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |