Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона
Татьяна Немцева. tavanen.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Татьяна Немцева. tavanen.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Обществӑпа ҫыхӑну тытакан тата коммуникаци сферинче цифра проекчӗсене аталантарас енӗпе ӗҫлекен «Диалог Регионсем» организацин (Мускав хули) Чӑваш Республикипе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхне Татьяна Немцевӑна Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

Татьяна Вячеславовна — истори наукисен кандидачӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл влаҫпа общество ҫыхӑнӑвӗшӗн яваплӑ ӗҫре тӑрӑшать. Чӑваш Енри Регион управленийӗн центрне уҫни виҫӗ ҫул ытла. Унӑн тӗп тивӗҫӗ — ҫынсен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлесси. Ҫак ӗҫе асӑннӑ центр «Инцидент Менеджмент» тытӑм тата «Госуслуги. Решаем вместе» (чӑв. Патшалӑх пулӑшӑвӗ. Пӗрле татса паратпӑр) портал урлӑ туса пырать. Центр влаҫ органӗсем халӑх тетелӗсенчи хӑйсен ушкӑнӗсем урлӑ халӑхпа епле ӗҫленине сӑнаса-тӗрӗслесе тӑрать.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумне Татьяна Рябининӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль орденӗпе чыслама йышӑннӑ.

Вӑл 1981 ҫулти Шупашкарта ҫуралнӑ. Мускаври потребкоопераци университетӗнче, Раҫҫейӗн коопераци университетӗнче вӗреннӗ. Пӗлӗвӗпе ҫав хӗрарӑм — юрист тата экономист, предприятие ертсе пырас ӗҫе вӗреннӗ.

2004-2020 ҫулсенче патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче ӗҫленӗ, 2020 ҫулхи ака уйӑхӗнченпе Спорт министерствинче тӑрӑшать.

 

Персона

Чӑваш Енри Туризма атлантарас енӗпе ӗҫлекен агентствӑна ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Унчченхи пуҫлӑх кайнӑранпа ҫулталӑк ҫурӑ иртнӗ. Тинех ертӳҫӗ тупӑннӑ.

Агентствӑна 43 ҫулти Ольга Седых ертсе пырӗ. Унччен вӑл Мари Элти Экспорт аталанӑвӗн агентствине ертсе пынӑ.

Сӑмах май, Туризма аталантаракан агентствӑна 2021 ҫулта туса хунӑ. Ӑна унччен «Кванториума» ертсе пынӑ Мария Гришинӑна шаннӑ. 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫӗнӗ ертӳҫе ҫавӑнтанпа шыранӑ.

 

Персона
Эльвира Тимофеева халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Эльвира Тимофеева халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш радиовне итлекенсенчен Эльвира Тимофеевӑна пӗлмен ҫын ҫук та пулӗ. Радиокӑларӑмсене вӑл хӑйӗн илемлӗ сассипе ертсе пырать.

Чӑваш Ен Элтеперӗн хушӑвӗпе Эльвира Тимофеевӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ. Вӑл документа Олег Николаев Элтепер паян, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Эльвира Владимировна – «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн радиовещани пайӗн пуҫлӑхӗ тата телевиденипе радиовещанин информаци тата тематика программисен службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри шкул ачи Карина Николаева Ҫурҫӗр Корейӑри «Сондовон» уйлӑха лекнӗ. Унта Раҫҫейри 250 ҫамрӑк кӗнӗ. Унта лекес тесен вара пысӑк конкурс витӗр тухмалла пулнӑ.

Ҫурҫӗр Корейӑри ачасемпе пӗрле вӗсем «Раҫҫей кунне» тата «Корея кунне» паллӑ тӑвӗҫ. Ҫавӑн пекех спорт ӑмӑртӑвӗсем, пултарулӑх конкурсӗсем иртӗҫ. Ачасем ҫав ҫӗршыври паллӑ вырӑнсемпе, унти культурӑпа, историпе паллашӗҫ.

Уйлӑх смени ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗччен пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_69007
 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Атӑлҫи федераци округӗнчи Роскомнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Евдокимова 65 ҫул тултарнӑ. Юбилей кунхине ӑна «Чӑваш Республикин хисеплӗ связисчӗ» ята панӑ.

Татьяна Львовна текех ӗҫлемӗ. Вӑл тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ. Татьяна Евдокимова ҫыхӑну федераци службинче 13 ҫул ӗҫленӗ. Вӑл - 2-мӗш класлӑ патшалӑх советникӗ.

Каласа хӑварар: Татьяна Львовна 1959 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Ман Сӗнтӗрте ҫуралнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/info_cap_news
 

Персона
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Шупашкарти арҫын хӑй тӗллӗн виҫӗ кустӑрмаллӑ электросамокат ӑсталанӑ. Владислав Аркадьев хӑй вӑхӑтӗнче ҫар штурманӗ пулнӑ.

Электросамокатпа вӑл хӑй ҫӳрет. Экологи тӗлӗшӗнчен таса, кирек ӑҫта та чарӑнма меллӗ, «пӑкӑра» лармалла мар - ҫаксене пула Владислав электросамокат суйлать.

Халӗ вӑл виҫӗ кустӑрмаллӑ тепӗр электросамокат ӑсталать. Унта икӗ ҫын ларма пултарать. Анчах Владислав пӗчченех ҫӳресшӗн - капла хӑрушлӑх тухса тӑмасть.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_68938
 

Персона
Маргарита Мельникова сӑнӳкерчӗкӗ
Маргарита Мельникова сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Елена Палейкина паян, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, 103 ҫул тултарнӑ. Кинемее республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова саламланӑ.

«Елена Дмитриевна – тӗлӗнмелле хӗрарӑм. Йывӑрлӑх пулсан та вӑл ялан вӑйлӑ та ҫирӗп кӑмӑллӑ пулнӑ. 10 ҫултах фермӑра ӗҫлеме пуҫланӑ», — пӗлтернӗ министр Телеграмри хӑйӗн страницинче.

Елена Дмитриевна Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ. Тӑван мар амӑшӗпе ӳснӗ. Пӗрремӗш упӑшки вӑрҫӑра ҫухалнӑ. Иккӗмӗш упӑшки офицер, разведчик-связист пулнӑ. Федор Порфирьевичпа 5 ача ҫуратнӑ. Иккӗшӗ ҫамрӑклах вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/alenaelizarova/2125?single
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Вера Сергеева мӗн те пулин ҫӗленӗ хыҫҫӑн юлнӑ пусма татӑкӗсене пӑрахмасть. Вӑл вӗсенчен те хӑйне евӗр илемлӗ япаласем ҫӗлет.

Сӗтел ҫине ҫав татӑксене хурать те вӗсене мӗнле сыпӑнтармалли пирки шутлать. Ӑна ҫак ӗҫ питӗ килӗшет. Ҫавӑнпа вӑл нихӑҫан та тунсӑхламасть.

Вера Сергеева ыттисене те юратнӑ ӗҫпе аппаланма сӗнет. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку ҫынна питӗ хавхалантарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_15699
 

Персона

Ваза, карҫинкка, ҫӑпата... - Улатӑр округӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пурӑкан Виталий Андреев хӑваран тӗрлӗ япала ӑсталать. 84-ри Виталий Афанасьевича таврара лайӑх пӗлеҫҫӗ, мӗн те пулин ӑсталаса пама ыйтаҫҫӗ.

Вӑл мӗн ачаранах хӑваран тӗрлӗ япала ӑсталать. Вӗсем пилӗк пӗртӑван ашшӗсӗр ӳснӗ. Ҫӑмӑл пулман. Виталий Андреев 5-мӗш класрах ҫӑпата хуҫма вӗпеннӗ.

Виталий Афанасьевич ҫуркунне хӑва касма пуҫлать те хӗлӗпех тӗрлӗ япала ӑсталать. 10 ҫул каялла вӑт Хусан театрӗ валли 85 мӑшӑр ҫӑпата ӑсталаса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_15624
 

Страницӑсем: 1 ... 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, [27], 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, ...181
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та