Персона
![]() Осиповсен архивӗнчи сӑн Шупашкарта пурӑнакан Артем Осипов 7 ҫулта кӑна-ха. Анчах ҫитӗнӗвӗсем унӑн хӑйӗнчен те пысӑк. Артем купӑс каласа юрлама питӗ ӑста. Нумаях пулмась Артема Пӗрремӗш каналпа пыракан «Лучше всех!» кӑларӑма ӳкерӗнме чӗннӗ. Кун пирки унӑн амӑшӗ Лена Осипова «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче хыпарланӑ. Пӗрремӗш канал редакторӗ амӑшӗ патне мессенджерта ҫыру янӑ, ӳкерӳ пуш уйӑхӗнче, 9-14-мӗшӗсенче, пулассине пӗлтернӗ. Ӳкерӳ икӗ кун пулмалла. Хӑш кун пымаллине редактор каярахпа пӗлтерме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Евгений Евграфов. mim13.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑри тата тепӗр артист тава тивӗҫлӗ ята илнӗ. Иртнӗ эрнере сумлӑ ята Евгений Евграфов тивӗҫнӗ. «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята илме тивӗҫ пулнӑ Евгений Юрьевич Чӑваш патшалӑх драмӑн сӑнавлӑ театрӗнче ӗҫлет. Евгений Евграфов Шупашкарта ҫуралнӑ. Сӑнавлӑ театрта вӑл 2003-2009 ҫулсенче ӗҫленӗ, 2017 улта вӑл каллех унта таврӑннӑ. Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗреннӗ ҫамрӑк 2018 ҫултанпа И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Кафедра» пластика театрӗпе тата «Абрикосовый сад» студентсен театрӗпе тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлет. Вӑл ертсе пыракан студентсен театрӗсем тӗрлӗ фестивальте пӗрре ҫеҫ мар палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Лидия Попова артистка 70 ҫул тултарнӑ. Вӑл — ташӑҫӑ, хореограф, педагог, Чӑваш АССРӗн тата Чӑваш Республикин халӑх артистки. Лидия Авинеровна Чӑваш Республикин культура училищинче, унтан Мускаври патшалӑхӑн культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫулта Шупашкарти Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, республикӑри Халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче тӑрӑшнӑ. 1972–1998 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ташӑ ушкӑнӗнче ертсе пыракан солист пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Лидия Филиппова чӑваш ҫыравҫи, поэчӗ, журналисчӗ, публицисчӗ нумаях пулмасть шкул ачасемпе тӗл пулнӑ. Лидия Ивановна халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уявлакан Тӑван чӗлхен пӗтӗм тӗнчери кунне тата Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ. Литература тӗлпулӑвне Шупашкарти 24-мӗш шкултан пуҫланӑ. Унта, сӑмах май каласан, Лидия Филиппова ывӑлӗ Сентиер те вӗреннӗ. «Мӗнех калам? Эпӗ кӑмӑллӑ! Шкул аталанать, коллектив анлӑн шухӑшлама пӗлекенскер, шкул ачисем питех те килӗшрӗҫ – ӑслӑ, хитре, ун пеккисем яланах ман кӑмӑла каяҫҫӗ. Флешмоб хатӗрлеме те ӗлкӗрнӗ. Ачасем, тавтапуҫ, эсир – маттурскерсем. Светлана Николаевна, тав сире...» – тесе шӑрҫаланӑ Лидия Филиппова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Сӗнтӗкҫырми ялӗнче пурӑнакан Антонина Алексеевна хӑйӗн валли чун киленӗҫӗ тупнӑ. Вӑл ҫекӗлпе ҫыхма юратать. Диванпа кресло ҫине сармаллисем, салфеткӑсем, кавирсем, алшӑллисем, чечексем... Йӑлтах ҫекӗлпе ҫыхать кинемей. Унӑн килӗ музей пекех пулса тӑнӑ. Хӑнасем те хитре япаласене пӑхса киленеҫҫӗ. «Хӗллехи каҫсенче тунсӑха телевизор кӑна мар, ҫекӗлпе ҫипсем те ҫӑлаҫҫӗ. Ку нерв тытӑмне лӑплантарать кӑна мар, вӑй-хал та хушать, хаваслӑ кӑмӑл та парнелет», -тет Антонина Алексеевна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Екатерина Сибирцева архивӗнчи сӑн Чӑваш Енри хӗр ТНТ каналпа пыракан «Битва экстрассенсов» кӑларӑма хутшӑнӗ. Вӑл ҫынсене курӑксемпе, ытти мелпе пулӑшать-мӗн. Екатерина Сибирцева Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралса ӳснӗ. Унччен вӑл Ҫӗмӗрле тата Ҫӗмӗрле районӗн администрацийӗнче пресс-серктарьте ӗҫленӗ. Унӑн икӗ пӗлӳ: издательство ӗҫӗн специалисчӗ тата патшалӑх, муниципалитет специалисчӗ. Екатерина кӑларӑмӑн тӗп йышне кӗрӗ-и е ҫук-и – каярахпа паллӑ пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ кӑларӑма 20-мӗшӗ хыҫҫӑн кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Канаш тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, Раҫҫей Геройӗн ятне тивӗҫнӗ Николай Гаврилова ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса хаварнӑ. Палламан ҫынсем хӑйсемпе «ФСБ ӗҫченӗ» тесе паллаштарнӑ. 65-ри Николай Гаврилов хӑй те унта тахҫан ӗҫленӗ. Ун патне Раҫҫейри Геройсен ассоциацийӗнчен шӑнкӑравланӑ имӗш. Унӑн укҫине такамсем хапсӑнаҫҫӗ иккен. Унтан Николай Гаврилова «ФСБ ӗҫченӗпе», «Тӗп банк ҫыннипе» калаҫтарнӑ. Вӗсем ӑна счечӗ ҫинчи 1,5 млн тенкине илсе «хӑрушсӑр счет» ҫине хума ӳкӗте кӗртнӗ. Герой укҫана тӑватӑ кунра палламан ҫынсене куҫарса панӑ. Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче вара вӑл хӑйне улталанине ӑнланнӑ та полицие кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта тӗрлӗ темӑпа сӑнӳкерчӗксен куравне пӗрмаях ирттереҫҫӗ. Унта ватӑ ҫынсене явӑҫтараҫҫӗ. «Хӗл ытамӗнче» курава 85 ҫулти Вениамин Папченко та хутшӑннӑ. Вӑл учрежденин стационарӗнче пурӑнать. «Фотокурав валли сӑн ӳкерӗнме ыйтрӗҫ те, килӗшрӗм», — тет иккен мучи. Центрӑн пресс-секретарӗ Вера Иванова каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, Вениамин Петровича сӑн ӳкерме питех те кӑмӑллӑ пулнӑ. «Ӑна кирек епле тӑма ыйтсан та кашнинчех унӑн ӑслӑ сӑнӗ куҫа тӑрӑнать. Вениамин Папченко — нумай вӗреннӗ ҫын. Мучи паян та кӗнеке вулама юратать», — каласа кӑтартать ватӑсене сӑн ӳкернӗ специалист. Ватӑсен сӑнӳкерчӗкӗсене курсан пурте хавхаланаҫҫӗ: аслисем пурӑнма тата пурнӑҫпа килменме кая юлманнине ӑнланса илеҫҫӗ, ҫамрӑксем вара — тӑнлав пасарсан та хитре ҫын илемлӗ пулса юлассине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан, Ҫӗрпӳ районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Паваркасси ялӗнче пурӑнакан Поликарп Фёдоров паян 95 ҫул тултарать. 2021 ҫулхи ҫулларанпа арҫынна Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ пӑхса тӑрать. Поликарп Фёдорович мӑшӑрӗпе Серафима Васильевнӑпа (хӗрарӑм 2019 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ) виҫӗ ывӑл ӳстернӗ. Паян мучие 5 мӑнукӗ тата мӑнукӗн 7 ачи савӑнтараҫҫӗ. Наталия Митрофанова социаллӑ ӗҫчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Фёдоровсем ывӑлӗсене ырӑ ҫын пулма вӗрентнӗ. Кинӗсем те ҫавӑн пек. Ватӑ ҫын патне ачисем кашни кунах пырса ҫӳреҫҫӗ. Ывӑлӗсенчен пӗри ватӑ ашшӗне пӑхма тесе нумаях пулмасть ӗҫӗнчен пӑрахнӑ. «Поликарп Фёдорович унччен мана кашни кӗҫнерникунсерен кукӑль пӗҫерсе кӗтсе илетчӗ», — каласа кӑтартать социаллӑ ӗҫчен. Халӗ арҫын сусӑр кӳмипе ҫӳрет те кил тӗрӗшӗнчи ӗҫе хӑй тӗллӗн пурнӑҫлаймасть. Апла пулин те вӑл пурнӑҫа юратать, пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ, мӑшӑрӗпе 65 ҫул тату та килӗшӳллӗ пурӑннине, унпа пӗрмаях чӑваш театрне спектакльсем курма, ҫулла вара Ҫӗрпӳ ярмӑрккине кайнине хавасланса аса илет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Василий Дмитриевич Акулов нарӑсӑн 15-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама килнӗ тӳре-шара РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ открыткине панӑ. Василий Дмитриевич Пенза облаҫӗнчи Кирилловка ялӗнче хресченсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл II Украина фронтӗнче, Курск пӗккинче, II Беларуҫ фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. Танкист пулнӑ, темиҫе хутчен аманнипе госпитальте нумай вӑхӑт сипленнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Василий Дмитриевич Шупашкарти тӗрлӗ предприятире столярта ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе 4 ача ӳстернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |