Персона
![]() Кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Александра Лукьянова ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Вӑл 1924 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Ҫӗнӗ Чукал - Пулмантӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Александра Порфирьевна 1947 ҫулта Мускаври патшалӑх театр искусствин институчӗн (ГИТИС) пӗрремӗш чӑваш студине пӗтернӗ. Ҫав ҫулах Чӑваш драма театрне артист пулса ӗҫе вырнаҫнӑ та 1983 ҫулччен унта ӗҫленӗ. Александра Лукьянова 2003 ҫулта вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан Татьяна Орлова паян 100 ҫул тултарнӑ. Сарту облаҫӗнче ҫуралнӑскер ача чухне ашшӗ-амӑшӗпе Шупашкар куҫса килнӗ. Ҫичӗ класс вӗренсе пӗтерсен вӑл фармацевтсен шкулне вӗренме кӗнӗ. Унтан 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗнче вӗренсе тухсан Тулӑна ӗҫлеме янӑ. Унти аптека тытӑмӗнче тата ҫар госпиталӗнче тӑрӑшнӑ. Паян кинемей Шупашкарта пурӑнать. Хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗр вӑртӑнлӑхне ҫемье лайӑх пулнипе сӑлтавлать. Упӑшкипе, Юрӑпа, вӑл килӗштерсе пурӑннӑ. Анчах 25 ҫул ҫеҫ. Арҫын усал чире пула пурнӑҫран 50 ҫула ҫитичченех уйрӑлса кӗнӗ. Ватӑ ҫынна Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи Сӑнав поселокӗнче пурӑнакан Нина Иванова кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ. Нина Николаевна пысӑк ҫемьере ҫуралнӑ, чи кӗҫӗнни пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чух вӑл шкулта вӗреннӗ, 10-мӗш класс хыҫҫӑн Электроаппарат савутӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Хӗр канмалли кунсемсӗр икӗ сменӑпа тӑрӑшнӑ. Апат йӗркеллӗ ҫименнипе тӑтӑшах чирленӗ пулсан та вӑл пӗтӗм вӑйран ӗҫленӗ, Ҫӗнтерӳ пирки ӗмӗтленнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Нина Ял хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, пӗр курсри Николай Иванова качча тухнӑ. Иккӗшӗ те зоотехник пулнӑ. Вӗсем икӗ ача ҫуратнӑ, пӗрле чылай ҫул пурӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче чӑваш чӗлхи учебникӗсен авторӗ Галина Абрамова чӗри тапма чарӑннӑ. Галина Васильевна 60 ҫулта пулнӑ. Галина Абрамова (Андреева) Галина 1963 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш педагогика институтӗнче (халӗ – университет) вӗреннӗ, аспирантурӑра та пӗлӳ илнӗ. Шупашкарти 59-мӗш вӑтам шкулта ӗҫленӗ. Вӑл – вырӑс шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентмелли вӗренӳпе меслетлӗх ӗҫӗсен, электрон пособисен авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗнче «Штрихи к портрету историка В.Д. Димитриева» (чӑв. В.Д. Дмитриев историкӗн портречӗ) курав уҫӑлӗ. Аса илтерер: музей Уруков урамӗнчи 2а ҫуртра вырнаҫнӑ. Курав 14 сехетре уҫӑлӗ. Документлӑ курава истори наукисен докторӗ, профессор, РСФСР наукӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, СССР Наукӑсен академийӗн археографи комиссийӗн пайташӗ Василий Димитриев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Шупашкар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан Нина Ефимова ӗнер, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Нина Ивановна - тыл ӗҫченӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, ветеранӑн тӑлӑх арӑмӗ. Нина Ефимова 4 ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ. Ҫамрӑк чухне колхозра ӗҫленӗ, вӑрҫӑ пуҫлансан ытти хӗрпе Етӗрне районне траншея чавма кайнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна Канаша трактористпа комбайнерсен курсне вӗренме янӑ. Унтан таврӑнсан Нина комбайнер пулӑшуҫинче ӗҫленӗ. Нина Ивановна Сӑр юханшывӗ патӗнче окоп та чавнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тата прокуратура ветеранӗ Иван Григорьев 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов та килнӗ. 1942-1945 ҫулсенче Иван Григорьевич фронтра пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл юридици пӗлӗвӗ илнӗ, 1950 ҫулсенче прокуратура органӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку тытӑмра 15 ҫул ӗҫленӗ, прокурор ҫумӗ таран ҫитнӗ. Кайран Иван Григорьев влаҫ органӗсенче вӑй хунӑ. Эдуард Гиматов ветерана ЧР Элтеперӗн Тав хутне тата сехетне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Пётр Мазуркин 75 ҫул тултарнӑ. Муркаш районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Мӑн Токшикре 1949 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫуралнӑскерӗн аллинче кирек епле туратпа кирек епле тӗмеске те илеме ҫаврӑнать. Унӑн эрешӗсем ҫурт-йӗре юмах тӗнчинчи евӗр туса хума пултараҫҫӗ. Тӑван килне те вӑл ҫавӑн пек илемлетнӗ. Пётр Мазуркин йывӑҫран 2 пин ытла тӗрлӗ япала ӑсталанӑ. Ылтӑн алӑллӑскер Шупашкарта тӗрлӗ ҫӗрте художникра, каярах Муркаш районӗнчи Калайкассинчи шкулта тӑрӑшнӑ. Юбиляра вырӑнтисем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш халӑх артисчӗ Петр Иванов ҫуралнӑранпа кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 80 ҫул ҫитнӗ. Ҫӗмӗрле районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Красная Звезда посёлокра 1944 ҫулта ҫуралнӑ, 1997 ҫулта ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Ҫӗмӗрлери ремесла училищинчен столяра вӗренсе тухнӑскере Череповецкри сӗтел-пукан комбинатне ӗҫлеме янӑ. 1962 ҫулта ентешӗмӗр Карелие чукун ул тунӑ ҫӗре ӗҫлеме каять. Унтан ҫар ретне тӑрать. 1966 ҫулта тӑван тӑрӑха таврӑнсан Чӑваш телевиденийӗ ҫумӗнчи актер студийӗнче пултарулӑхне туптама тытӑнать. Тепӗр ҫулхине ӑна Ҫамрӑксен театрне ӗҫе илеҫҫӗ. Унта вӑл 14 ҫул артист пулса тӑрӑшать. 1981 ҫулта ӑна Чӑваш академи драма театрне йыхравлаҫҫӗ. 1988 ҫулта «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ», 1996 ҫулта «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ятсене тивӗҫет. Сцена ҫинче 29 ҫул вылянӑ вӑхӑтра вӑл 100-е яхӑн роле калӑпласа ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнчи Тумликасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Елизавета Мерескина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Халӗ вӑл Березовка ялӗнчи ваттисен ҫуртӗнче пурӑнать. Елизавета Сергеевна хӑйӗн пурнӑҫӗнче хура-шурне нумай курнӑ. Анчах вӗсем ӑна ҫапса хуҫман, пачах тепӗр май - вӑйлӑрах пулма пулӑшнӑ. Кинемее юбилейпе халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр директорӗ Надежда Храмова тата унти ӗҫченсем саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |