Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +30.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче чӑваш наукипе культуринче хӑйӗн ятне хӑварнӑ Семен Горский (13.02.1897-22.10.1975) профессора, филологи наукисен докторне, Чӑваш АССР наукин тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, актера, режиссера асра тытса портрет-каҫ иртӗ. «Ученый-педагог, актер и режиссер Семен Горский» ят панӑ мероприятие ӑсчах ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Вӑл пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 14 сехетре пуҫланӗ. Унта ученӑйӑн хӗрӗ Вера Семеновна та хутшӑнӗ.

Семен Горский 1918-1922 ҫулсенче Чӑваш театрӗнче актер тата режиссер пулса ӗҫленӗ. Унтан вӑл пурнӑҫне педагогикӑна халалланӑ. 1951 ҫулта чӑваш литература чӗлхин историне тӗпчесе доктор диссертацине ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news/4557.html
 

Персона
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян, нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Порфирий Афанасьевӑн 80ҫулхи юбилейне халалласа онлайн-тӗлпулу иртӗ. «Чӗрере шӑраннӑ йӗркесем» курнӑҫу 11 сехетре пуҫланӗ. Ӑна вулавӑшӑн Ютубри каналӗнче трансляцилӗҫ. Паллӑ поэта эфир вӑхӑтӗнче ыйтусем те пама май килӗ.

Порфирий Васильевич Тутарстанри Ҫарӑмсан районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмелӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче, Мускаври Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Вӑл поэзире, прозӑра, публицистикӑра тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. У. Шекспирӑн, М. Шолоховӑн, Ф. Достоевскин тата ыттисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Паянхи онлайн-тӗлпулура филологи наукисен кандидачӗ Екатерина Якимова тата филологи наукисен кандидачӗ, ҫыравҫӑ Елен Нарпи юбиляр-ҫыравҫӑн литературӑри эткерлӗхӗпе паллаштарӗҫ.

 

Персона
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри хальхи вӑхӑтри пултаруллӑ прозаик, поэт, куҫаруҫӑ, редактор Галина Матвеева иртнӗ эрнере 65 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май Чӑваш наци вулавӑшӗнче унӑн бенефисӗ иртнӗ.

Галина Матвеева (Антонова) 1957 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Урал университетӗнчи журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑскер «Коммунизм ялавӗ» («Хыпар»), «Хресчен сасси», «Советская Чувашия» хаҫатсенче ӗҫленӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн ҫумӗ пулнӑ.

Вӑл – ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ «Хамӑркка», «Чӑваш», «Его звали Чуваш», «Курак тӑманӗ», «Мӑшӑр ҫунат», «Хутлӑ-хутлӑ хут кермен. Волшебный дворец» кӗнекесен авторӗ.

Пултаруллӑ хӗрарӑм сӑвӑсем те ҫырать, ача-пӑча литературине чӑвашла куҫарать.

 

Персона
Ревокат Моисеев. www.gia.archives21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Ревокат Моисеев. www.gia.archives21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Комсомольскинче пурӑнакан Ревокат Моисеев нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.

«Унӑн пурнӑҫӗ тата паттӑрлӑхӗ пирӗншӗн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ», – саламланӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев сумлӑ шурсухала. Вӑл фронтовикӑн ҫарти паттӑрлӑхне те, республика аталанӑвӗшӗн тӑрӑшнине те палӑртса хӑварнӑ. к

Ревокат Прохорович Элтепере фронтран хӑй ҫырнӑ ҫырусене кӑтартнӑ, хӑй тӗрлӗ хаҫата ҫырса пынӑ статьясене те вӑл пухса пынӑ иккен. Тата, паллах, дипломсемпе наградӑсене.

Ревокат Моисеев Шупашкар районӗнчи Ойкасси ялӗнче 1922 ҫулта ҫуралнӑ. Колхозри счетоводра, комсомол организацийӗн секретарӗнче тӑрӑшнӑ, Патшалӑх банкӗн Ишлейри уйрӑмӗнче кредит инспекторӗнче, Мӑн Сӗнтӗрти уйрӑмӗнче управляющи пулса ӗҫленӗ. Мускаври финанспа кредит техникумӗнче куҫӑмсӑр майпа вӗреннӗ. 1957 ҫултан пуҫласа 1983 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен Патшалӑх банкӗн Комсомольскинчи уйрӑмӗнче управляющи пулнӑ.

 

Персона
Юрий Викторов. www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Юрий Викторов. www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн искусствоведени енӗпе ӗҫлекен аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченне Юрий Викторова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. 18-мӗш номерлӗ хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Ӗҫтешӗсем Юрий Васильевича саламласа институтӑн сайтӗнче хыпар вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ӑна ҫирӗп сывлӑх, пултарулӑхра ӳлӗмрен те ӑнӑҫу тата вӑрӑм ӗмӗр суннӑ.

Юрий Викторов — искусствоведени кандидачӗ. Вӑл 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хурапха ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх пединститутӗнче (халӗ — университет), Мускаври В.И. Ленин ячӗллӗ пединститутра аспирантурӑра вӗреннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news/4550.html
 

Персона
Фёдор Мадуров. Олег Самана ӳкернӗ видеори сӑн
Фёдор Мадуров. Олег Самана ӳкернӗ видеори сӑн

Паян, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ — чӑваш халӑхӑн паллӑ хастарӗ Мадуров Фёдор Иванович пирӗнтен яланлӑха уйрӑлса кайрӗ. Пире пӗлтернӗ тӑрӑх Фёдор Ивановича хӑйӗн ҫуралнӑ ялӗнче, Баскакра, пытарӗҫ. Сывпуллашу ӑҫта тата хӑҫан иртесси хальлӗхе паллӑ мар.

Мадуров Фёдор Иванович — чӑваш скульпторӗ, графикӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл ытларах чӑваш йӑли-йӗркине упракан мӑчавар пек паллӑччӗ.

Фёдор Иванович 1942 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскак ялӗнче ҫуралнӑ. 80 ҫула ҫитиччен икӗ уйӑх ҫеҫ пурӑнса ҫитеймерӗ. Унӑн чи паллӑ ӗҫӗ — 1989 ҫулта туса лартнӑ «Дорога та Москву» композици. Малтан вӑл Шупашкарӑн «Рашча» ункине илем кӳретчӗ, унтан ӑна 500 ҫуллӑх парка куҫарса лартрӗҫ. Каярах вара унтан та ҫак композици ҫухалчӗ. Фёдор Ивановичӑн ӗҫӗ ҫавӑн пекех Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» паркӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл «Время и жизнь» ятлӑ.

1989 ҫулта Фёдор Мадурова Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ ятпа чысланӑ. Вӑл ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш комсомолӗсен преми лауриачӗ. 1990–1994 ҫулсенче вӑл Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн вуниккӗмӗш пухӑвӑн депутачӗ пулнӑ.

Ҫӗнетнӗ информаци: Фёдор Ивановичпа юнкун, нарӑсӑн 23-мӗшӗнче ирхи 9-па 10 сехет хушшинче сывпуллашӗҫ.

Малалла...

 

Персона
Л. Пэленич архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Л. Пэленич архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

«Чӑвашлӑх энциклопедийӗн хуҫи» (Леонид Пэленич Фейсбукра ун пирки ҫапла ҫырнӑ) тӗрӗк тӗнчипех паллӑ профессор Николай Егоров паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, черетлӗ, 73-мӗш, ҫуралнӑ кунне уявлать.

Николай Иванович Вӑрмар районӗнчи Ҫӳлти Кинчер ялӗнче ҫуралнӑ. Пулас ӑсчах малталанса Хусанти фармаци училищине вӗренме кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах тӑван тӑрӑх кун-ҫулӗпе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Арапуҫӗнчи аптекӑра ӗҫленӗ, Шупашкарта тӑрӑшнӑ. Ҫемьене пулӑшмалла тесе тӑван ялне таврӑннӑ. Клуб заведующийӗнче те тӑрӑшнӑ, сварщикра та.

1972 ҫулта Николай Егоров Шупашкарти ЧПУна вӗренме кӗнӗ. Тепӗр 20 ҫултан Казахстанри педуниверситетра доктор диссертацине хӳтӗленӗ. Паян Николай Егоров – тӗрӗк тӗнчипе паллӑ ӑсчах.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавшӗнче филологи наукисен докторне, профессора Георгий Фёдорова асра тытса пуҫтарӑнӗҫ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ, вӑл 137-мӗш пӳлӗмре иртӗ.

Георгий Иосифович – Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен союзӗн членӗ. Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ.

Ыран, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Наци вулавшӗнче «Тупасчӗ сӑмахӑн пӗртен пӗр таса вӑрттӑнне…» ятпа литература каҫӗ иртӗ. Унта Георгий Фёдоровпа пӗрле ӗҫленисем, тусӗ пулнисем, ентешӗсем, ун пултарулӑхне хаклакансем пуҫтарӑнӗҫ.

Ӑсчахӑн мӑшӑрӗ Галина Фёдорова Георгий Иосифовичӑн «Суйласа илнисем. Поэмӑсем, сӑвӑсем» тата «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи» илемлӗ хайлавӗсен пуххисемпе паллаштарӗ. Георгий Фёдорова литература тӗнчинче поэт, прозаик, литературовед тата критик евӗр те пӗлеҫҫӗ-ҫке. Унӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗсен шучӗ вара 250-ран иртнӗ, 4 монографи, вӑл тӗрлӗ учебникпа вӗренӳ пособийӗн авторӗ.

 

Персона
Инстаграмри @hypar1906 сӑнӳкерчӗкӗ
Инстаграмри @hypar1906 сӑнӳкерчӗкӗ

Комсомольски районӗн хисеплӗ гражданинӗ Ревокат Моисеев 100 ҫул тултарнӑ.

Ревокат Прохорович чылай ҫул республикӑри тӗрлӗ хаҫатпа туслӑ ҫыхӑну тытнӑ. Унӑн статйисемпе заметкисем «Коммунизм ялавӗ», «Хыпар» хаҫатсенче тӑтӑшах пичетленнӗ. Вӑл «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн та штатра тӑман корреспонденчӗ пулнӑ.

Ревокат Моисеев – Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл Шупашкарта йӗркеленӗ Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн ҫыхӑнуҫӑ-телефонисчӗ пулнӑ, Курск ҫапӑҫӑвне те хутшӑннӑ. Ӑна «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медальпе, Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин II степеньлӗ орденӗпе наградӑланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CZ_VepFoqkN/
 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Михайлова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче окоп та чавнӑ, Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере те юсанӑ.

Анастасия Михайлова хӑйӗн ӗмӗрӗнче 40 ытла ҫул ӗҫленӗ. Юбилейра вӑл Раҫҫей Президентӗнчен Владимир Путинран саламлӑ ҫыру илнӗ.

Анастасия Михайловӑн ҫулӗсем самай пулин те вӑл хваттерте хӑй тӗллӗнех утса ҫӳрет, парка уҫӑлма та тухать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/77346
 

Страницӑсем: 1 ... 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, [49], 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, ...153
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 29 - 31 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Утӑ, 02

1921
103
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ