Персона
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ СССР халӑх артистки, ӗмӗрне Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫинче ирттернӗ Вера Кузьмина пурӑннӑ Шупашкар хулинчи Джержинский урамӗнчи 31-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ ҫуртра артистка ывӑлӗпе Атнер Хусанкайпа тата кинӗпе Гажидмапа 22 ҫул пурӑннӑ. Аса илтерер: Вера Кузьмина – пирӗн республикӑри паллӑран та паллӑ артистка. Чӑваш драма театрӗнче вӑл 74 ҫул ӗҫленӗ, ҫав ҫулсенче 150 ытла сӑнара калӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗнче пурӑнакан Вера Тихонова чӳк уйӑхӗн 100 ҫул тултарнӑ. Вера Николаевна - вӑрҫӑ ветеранӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, 1942 ҫулта, ӑна фонта илсе кайнӑ. Чӑваш хӗрарӑмӗ Мускава хӳтӗленӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Киле 1945 ҫулта таврӑннӑ. Ӑна «Мускава хӳтӗленӗшӗн» тата «Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальсемпе чысланӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Вера Николаевна лавккара ӗҫленӗ, унтан - Патӑрьелти ДЭУра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ӗнер Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Унта хутшӑннӑ республика Элтеперӗ Олег Николаев вӑл хӑй те Вера Кузьмина пекех чӑваш пулнишӗн савӑннине палӑртса хӑварнӑ. «Вера Кузьминична пире пуян эткерлӗх парса хӑварчӗ. Вӑл хӑйӗн пунӑҫне чӑваш ӳнерне, чӑваш культурине, чӗлхине, хӑйневевӗрлӗхне упраса хӑварассине халалланӑ. Вера Кузьмина ячӗ наци театрӗсене пӗрлештерет», — мӑнаҫланса каланӑ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республкинача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ СССР халӑх артситки ҫуралнӑранпа 100 ҫул итнине халалласа онлайн-квиз ирттернӗ. Асӑннӑ квиз юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пынӑ. Унта хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслеме, Вера Кузьмина ҫинчен пӗлнине кӑтартса пама тивнӗ. Онлайн-квиза 19 муниципаллӑ округри 1551 ача хутшӑннӑ. Вӗсем Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай муниципаллӑ округӗсенчен тата 6 хуларан: Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗре, Етӗрне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ҫак кунсенче пирӗн республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртет. Ӗнер Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче артистсем, аслӑ шкулсен проректорӗсем, преподавательсем, студентсем ҫавра сӗтеле пуҫтарӑннӑ. Вера Кузьмина ҫинчен асӑннӑ институтӑн профессорӗ, РСФСР халӑх артисчӗ, Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Николай Григорьев аса илсе каласа кӑтартнӑ. «Ун ҫинчен кӗнекесем кӑлараҫҫӗ, фильмсем ӳкереҫҫӗ, ӑна мероприятисем, конкурссем, фестивальсем халаллаҫҫӗ. Вӑл пирӗншӗн, пултарулӑх ҫыннисемшӗн, тӗслӗх пулса тӑрать. Эпир ун пекрех пулма тӑрӑшатпӑр. Эпир унӑн ырӑ ятне асра тытатпӑр», — ӑшшӑн палӑртса хӑварнӑ Ҫамрӑксен театрӗн артистки Ирина Архипова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫинче СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан палӑкне уҫнӑ. Ҫав ятпа ирттернӗ меропритие культура министрӗ Светлана Каликова, унӑн ҫумӗ Георгий Богуславский, артистка ӗҫленӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем, сцени ӑстин ҫемйи пырса ҫитнӗ. Светлана Каликова палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, чӑваш халӑхне Вера Кузьмина пулнишӗн питӗ ӑннӑ. Чӑн та, Вера Кузьмина калӑпланӑ сӑнарсем халӑх асӗнче юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх архивӗнче Вера Кузьмина актриса ҫуралнӑранпа 100 ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Архивра халӑх юратнӑ артисткӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштаракан «Театр – пурнӑҫ ӳнерӗ» курав ӗҫленӗ. Экспозицисене Вера Кузьминан архивӗнчи документсенчен (вӗсем архивра упранаҫҫӗ) йӗркеленӗ. Вӗсен шутӗнче — рольсен тексчӗсем, спектакль репертуарӗсен программисем, артистка ҫинчен хаҫат-журналта пичетленсе тухнӑ материалсем, сӑнӳкерчӗксем... Архива пухӑннисем «Герои эпохи» фильма пӑхнӑ. Астӑвӑм каҫне артисткӑн ывӑлӗ Атнер Хусанкай та хутшӑннӑ. Вӑл — филолог, литература критикӗ, публицист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ыран, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Вера Кузьмина» кӗнеке-альбома хӑтлӗҫ. СССР халӑх артисткин, Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннин, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауеачӗ, «Ылтӑн маска» Пӗтӗм Раҫҫейри театр премийӗн лауреачӗ Вера Кузьмина (16.11.1923 – 22.10.2021) ҫинчен хатӗрленӗ ӗҫе Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути кӑтартнӑ. Пултаруллӑ артистка Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 150 ытла сӑнара калӑпланӑ. Вера Кузьминана темиҫе хутчен орденпа чысланӑ. Ҫав шутра – «Халӑхсен туслӑхӗ», «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденсем, Хисеп орденӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 11 сехетре СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан (1923-2021) вил тӑпри ҫинче палӑк уҫӗҫ. Аса илтерер: пултаруллӑ сцена ӑстине Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫинчи паллӑ ҫынсен аллейинче мӑшӑрӗпе, Петӗр Хусанкайпа, юнашар пытарнӑ. Палӑк уҫнӑ хыҫҫӑн Ҫамрӑксен театрӗнче Вера Кузьмина ҫинчен ӳкернӗ фильма хӑтлама пуҫтарӑнӗҫ. Мероприяти 13 сехетре пуҫланӗ. Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче актриса пурӑннӑ Шупашкарти Джержинский урамӗнчи 31-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш АССРӗн Верховнӑй совечӗн председателӗ пулнӑ, Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн экс-ректорӗ Анатолий Марков чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Вӑл 93 ҫулта пулнӑ. Анатолий Марков — ученӑй-педагог, вӗренӳ тата наука йӗркелӳҫи, паллӑ общество ӗҫченӗ, 1971-1975 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн Верховнӑй совечӗн председателӗ пулнӑ. Анатолий Семенович 1930 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Хитекушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. 1951 ҫулта Чӑваш педагогика институтӗнчи физикӑпа математика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн Вӑрнар районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Уравӑш шкулӗнче виҫӗ ҫул учительте ӗҫленӗ. Педагогика наукисен кандидачӗ ятне хӳтӗленӗ хыҫҫӑн вӑл карьера енӗпе самай ӳсӗм тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |