Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем

Ҫак кунсенче Канаш хулинче вӑрттӑн тӗпленнӗ Армени арҫыннине чикӗ леш енне ирӗксӗр ӑсатма йышӑннӑ. Суд приставӗсем ӑна патшалӑх чикки урлӑ каҫмалли пункта ҫитерсе янӑ.

Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 33 ҫулти арҫынна суд ҫавӑн пекех 2 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

Ют ҫӗршыв гражданинӗ Раҫҫейӗн миграци саккунне пӑснӑ иккен. 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна пирӗн ҫӗршывран ирӗксӗр кӑларса яма йышӑннӑ. Вӑл вара тӑван ҫершывне кайсан ҫӗнӗ паспорт тутарнӑ та Казахстан урлӑ Чӑваш Енри Канаш хулине килнӗ. Унта вӑл хӗрарӑмпа тата 7 ҫулти ывӑлӗпе пурӑннӑ.

Арҫын судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хӑй тӗрӗс мар тунине ӑнланать, ҫемйине тӑван ҫӗршывне илсе кайма укҫа ҫукки пӗтерет.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Роса» (чӑв. Сывлӑм) коллективлӑ пахчари дача хаҫисем хӑйсен пурлӑхӗ ҫитнине пӗрин хыҫҫӑн тепри сиснӗ. Аптӑранӑскерсем пакунлисене евитлеме тытӑннӑ. Йӗрке хуралҫисем вӑрах шутласа тӑман — вӑрра вырӑнта тытас тенӗ. Ара, пӗрре иленнӗскер тата тепре пыма пултарӗ.

Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пакунлисен аллине 25 ҫулти ҫамрӑк арҫын ҫакланнӑ. Вӑл пӗр вырӑнтӑ тӗпленсе пурӑнмасть иккен. Дачӑсем патне вӑл машинӑпа пырса ҫитнӗ. Вӑрланӑ япаласене вӑрттӑн вырӑна пытарса хунӑ. Анчах тиесе кайма май килмен — ҫакланнӑ.

Ҫамрӑксер тӑватӑ дачӑри пурлӑха пӗр ҫӗре пухса хатӗрленӗ иккен. Каччӑ унччен те судпа айӑпланнӑ. Хӑш статьяпа айӑпланнине уҫӑмлатман та, анчах пурлӑхпа ҫыхӑннӑ преступлени туни паллӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Паян, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти Гагарин урамӗнче вырнаҫнӑ пульница ҫывӑхӗнче арҫын виллине тупнӑ. Унӑн вилли 12 сехетре йывӑҫсем айӗнче выртнине асӑрханӑ. Унтан инҫех мар – тротуар.

Пульница питӗ ҫывӑхра, 20 метр кӑна. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, 78 ҫулти арҫын пульницӑна утса ҫитеймен. Анчах Следстви комитечӗ ҫакна ҫирӗплетмен-ха.

Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗллевпе судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60827
 

Пӑтӑрмахсем

Алексей Кряжининов журналист нумаях пулмасть Вӑрнарта пулнӑ. Унта ӑна Дача урамӗнче пурӑнакансем йыхравланӑ. Ҫав урам асӑннӑ поселокри «Август» фирминчен 300 метрта вырнаҫнӑ иккен. Ҫынсем нумай ачаллӑ ҫемьесем валли уйӑрнӑ ҫӗр лаптӑкӗсенче унчченхи кивӗ ҫуртсенчен юлнӑ ӑпӑр-тапӑр выртнине пӗлтернӗ. Асӑннӑ лаптӑксем патне газ, шыв тавраш пымасть-мӗн.

Вӑрнар хула ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Владимиров ҫынсем тӗрӗс мар калаҫаҫҫӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшнӑ журналиста. Унти ҫӗре нумай ачаллӑ ҫемьесене уйӑрса парса ӗлкӗреймен тесе ҫирӗплетнӗ.

Журналист 92 ҫулти вӑрҫа ветеранӗн Илья Давыдовӑн (сӑнукерчӗкре) шыв патне ҫӑлкуҫ патне кайма тивет тенине те пуҫлӑх хирӗҫленӗ.

Журналист Шупашкара ҫитнӗ-ҫитмен ҫынсем тепӗр хутчен шӑнкӑравланӑ, пуҫлӑх суять тесе каланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, паян, ирхи 7 сехет тӗлӗнче «Вятка-2» ҫул ҫинче «Яндекс. Такси» машини кювета чӑмнӑ. Ҫав вӑхӑтра салонра пассажир та пулнӑ.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» водителӗ ҫулпа пынӑ чухне руле итлеттереймен, кювета чӑмса ЛЭП опорини ҫапӑннӑ. Салонра хӗрарӑм пассажир пулнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Водитель те аманнӑ, ӑна та пульницӑна илсе кайнӑ.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, хале водитель ӳсӗр пулнипе пулманнине тӗрӗслеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60795
 

Пӑтӑрмахсем

Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан хӗрарӑм калаҫма тесе телефон илнӗ те... йӗп пек ҫухалнӑ.

Йӗрке хуралҫисенчен Шупашкарта пурӑнакан 27 ҫулти арҫын юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, телефонсӑр тата банк картти ҫинчи 34 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Телефона пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма усӑ курма панӑ иккен. Лешӗ вара — Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан хӑйӗн пӗлӗшне. Лешӗ шӑнкӑравласшӑн тесе каланӑ та. Кӳршӗ регионти хӑна ют ҫыннӑн смартфонӗ-мӗнӗ ҫухалнӑ.

Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хӗрарӑма тытса чарнӑ. Вӑл федераци шыравӗнчискер пулнӑ. 29 ҫултискере вӑрӑ тунӑ тесе йӗрке хуралҫисем шыранӑ. Хӗрарӑм судпа унччен темиҫе хут та айӑпланнӑ. Вӑл ытти ҫынна та шар кӑтартма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
"За рулем" порталти сӑн
"За рулем" порталти сӑн

Паян, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта маршрутка тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ку 14 сехетсенче Пичет ҫурчӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Мерседес пынӑ чухнех хыпса илнӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра салонра пассажирсем пулман. 501-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микравтобус Чулхулана рейс хутланӑ.

Ҫулӑма ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Ҫав вӑхӑталла маршрутка тӗппепех ҫунса кайнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ki-news.ru сайтри сӑн
ki-news.ru сайтри сӑн

Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче пушар тухнӑ. Ку инкек паян ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре пулнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Совет урамӗнче вырнаҫнӑ кирпӗч ҫуртра икӗ пӳлӗм – пӗтӗмпе 150 тӑваткал метр – ҫуннӑ. Телее, пушарта шар курнисем пулман.

Ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ҫуртӗнче лавкка, Раҫҫей почтин тата Ростелекомӑн офисӗсем пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
dvorsportinfo.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
dvorsportinfo.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Пӑрачкав районӗнчи ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗн директорне парӑмшӑн явап тыттарнӑ. Пуҫлӑх муниципалитет контрактне пурнӑҫламаншӑн ята кӗнӗ. Кӑлтӑка вырӑнти прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.

«Дельфин» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче уйрӑм усламҫӑ муниципалитет контракчӗпе ӗҫленӗ. Килӗшсе татӑлнине туса пӗтерсен те саккасҫӑ тӳлесе татман. Парӑм 2,1 миллион тенкӗ ытла пулнӑ.

Парӑмшӑн спорт шкулӗн директорӗ тӗлӗшпе РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӗн 7.32.5-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна Федерацин монополипе кӗрешекен тытӑмӗн Чӑваш Енри управленине ярса панӑ. Унтисем спорт шкулӗн директорне 30 пин тенкӗ пама йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ирхи 9 сехетре «Шупашкар – Сурски» автоҫул ҫинче молтоблокпа авари пулнӑ. Хайхи транспорт машина ҫине пырса кӗнӗ.

ҪҪХПИ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха ялӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫын мотоблок рулӗ умӗн ларнӑ та тӗп ҫулпа пыракан «ВАЗ-2110» машина ҫине пырса тӑрӑннӑ. Мотоблокпа пынӑ арҫын суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Суранӗсем ытлах йывӑр мар – тухтӑрсем пӑхнӑ хыҫҫӑн арҫынна киле янӑ.

Йӗрке хуралҫисем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, мотоблок водителӗ ӳсӗр пулнӑ. Палӑртса хӑварар: кӑҫал мотоблокпа ҫыхӑннӑ аварире икӗ ҫын вилнӗ, пӗлтӗр – виҫӗ ҫын.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/60641
 

Страницӑсем: 1 ... 226, 227, 228, 229, 230, 231, 232, 233, 234, 235, [236], 237, 238, 239, 240, 241, 242, 243, 244, 245, 246, ...403
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та