Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗ ҫуртри ҫӗнӗ сценӑна халӑхпа уҫма хатӗрленет.

Хӑйӗн килӗсӗр нумай ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ ӳнер учрежденине 2016 ҫулхи раштавра Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатра куҫарасси ҫинчен республика шайӗнче йышӑну турӗҫ. Унчченхи пек пӗр-пӗр учреждение тара пама мар. Хальхинче ку ҫурт театрӑн тӑван килӗ пулса тӑчӗ.

Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче театр «Ҫӗнӗ сцена – Ҫӗнӗ сывлӑш – Кӗтрет» ятпа уяв программине йыхравлать. Ӑна учреждени хӑйӗн кун-ҫулӗнчи ҫӗнӗ ярӑм тесе хаклӗ.

Юсаса йӗркене кӗртнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ сцена ӗҫлесе кайӗ. Вӑл — 375 ҫынлӑх. Ӑна хатӗрлеме, ҫутӑ хатӗр-хӗтӗрӗ тата ытти кирлӗ оборудовани туянма пӗлтӗр республика хыснинчен 12 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.

 

Культура

Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшик ялӗнче тутар драматургне, ҫыравҫине, публицистне, сатирикне, тӑлмачне, поэтне, театроведа Фатхи Бурнаша асра тытнине палӑртса палӑк уҫнӑ. Ӑна вӑл ҫуралнӑ ҫурт тӗлне вырнаҫтарнӑ.

Фатхи Бурнаш ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа Патӑрьел районӗнчи тутар ялӗнче ирттернӗ мероприятие райадминистраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Тутарстанри ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Данил Салахов ертсе пыракан делегаци, Чӑваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Фарит Гибатдинов тата ыттисем хутшӑннӑ.

Фатхи Бурнаш (Фатхелислам Закирович Бурнашев) 1898 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшикре ҫуралнӑ. Октябрьти революци хыҫҫӑн вӑл тутар пичетне йӗркеленӗ. 1940 ҫулта ӑна националист тесе айӑпласа кӑштахран персе пӑрахмалла тунӑ.

 

Культура

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче Раҫҫей ҫарӗн А.В. Александров ячӗллӗ икӗ хут Хӗрлӗ ялавӗллӗ юрӑпа ташӑ академи ансамблӗ концерт кӑтартӗ.

Автокатастрофа хыҫҫӑн ҫӗнӗрен йӗркеленӗ ансамбле Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем лекнине эпир пӗлтернӗччӗ.

Бас сасӑллӑ Константин Москалевӑн малтанхи пӗлӗвӗ — журналист. Тахӑҫан вӑл «Аргументы и Факты» хаҫатра ӗҫленӗ. Константин Москалев Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, Сергей Кузнецов — Улатӑрта. Халӗ вӗсем Александров ячӗллӗ ансамбльте солистра ӗҫлеҫҫӗ.

Концерт пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Пӑр керменӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Билет хакӗ — 600 тенкӗрен пуҫласа 1500 тенкӗ таран (партерта ларас текенсем валли).

 

Культура

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш тата вырӑс филологийӗн факультетӗнче 3-мӗш курсра вӗренекен Татьяна Чернова кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта иртекен «Атӑлҫи пики» илемпе пултарулӑх конкурсне хутшӑнӗ.

Пултаруллӑ студентка театр шкулне ултӑ ҫул ҫӳренӗ, «Илемлӗ сӑмах» номинацире республика тата ҫӗршыв шайӗнче иртекен конкурссене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑннӑ. Халӗ те хастар вӑл, ыркӑмӑллӑх акцийӗсене, ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене хутшӑнать, донор пулнӑ май тӑтӑшах юн парать.

ЧПУн Культура керменӗнче иртекен конкурсра Татьяна Черновапа пӗрлех республика чысне тепӗр Татьяна хӳтӗлӗ. Вӑл — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн строительство факультечӗн 5-мӗш курс студентки Татьяна Соколова. «Атӑлҫи Татьяни — 2018» ята кам ҫӗнсе илӗ — кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче пӗлӗпӗр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/47342
 

Культура

Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн таврапӗлӳлӗх тата наци литературин пайӗнче Светлана Гордеева поэтӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.

Вулавӑш «Юбиляры года» (чӑв. Ҫулталӑкри юбилярсем) ярӑмпа мероприятисен ярӑмне йӗркелеме палӑртнӑ. Светлана Гордеевӑпа тӗл пулма Шупашкарти 17-мӗш шкулти 2-мӗш класра вӗренекенсене йыхравланӑ.

Светлана Денисовна Гордеева — поэт ҫеҫ мар, художник, журналист. Вӑл 1968 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Комсомольскинче ҫуралнӑ.

Ачасем Денис Гордеев ҫыравҫӑн хӗрӗ сӑвӑ ҫырма хӑҫан пуҫланипе кӑсӑклансах паллашнӑ. Пӗрремӗш сӑввисене «Молодежный курьер» хаҫатра пичетленӗ. 2004 ҫулта «Литературная Чувашия» журналта унӑн сӑввисен суҫлӑ ярӑмӗ кун ҫути курнӑ. «Хаваслӑ карусель=Веселая карусель» сӑвӑсен пуххи 2012 ҫулта республикӑри конкурсра чи вуланакан кӗнеке ҫӗнтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvrdub.ru/head.html
 

Культура
Александр Вражкина саламланӑ самант
Александр Вражкина саламланӑ самант

Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче ӗнер Раҫҫей тата Чӑваш Республикин пичет кунне уявларӗҫ. Сумлӑ журналистсене премисемпе чысланӑ май темиҫе ҫынна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» ятпа наградӑларӗҫ. Вӗсен йышне «СВ-Пресс» издательство ушкӑнӗн директорӗ Александр Вражкин, «Советская Чувашия» хаҫат тишкерӳҫи Алена Ткач, «Чебоксарские новости» хаҫат тишкерӳҫи Вера Фомулина пулчӗҫ. Александр Вражкина илес пулсан вӑл чӑвашлӑхшӑн сахал мар ӗҫ тунине пӗлетпӗр, ҫавна май Чӑваш халӑх сайчӗ ӑна чун-чӗререн саламлать!

Вражкин Александр Николаевич Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ирҫел ялӗнче 1962 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1980 ҫулта Вӑта Тимӗрҫен ялӗнчи вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх университетне ҫул тытнӑ. 1985 ҫулта аслӑ пӗлӳ илсен «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар») хаҫатра журналистра тӑрмашнӑ. 1991–1995 ҫулсенче «Чебоксарские новости» хаҫатра ӗҫленӗ: культура тата воспитанипе вӗрентӳ пай редакторӗнче, редакцин яваплӑ секретарӗнче. Вӑл вӑхӑтрах чӑвашла тухакан «Шупашкар» хула хаҫатне редакциленӗ.

Малалла...

 

Культура
Сулахайри — Александра Никоалева
Сулахайри — Александра Никоалева

Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Китайра «All Nations 2018» пӗтӗм тӗнчери конкурс иртнӗ. Унта Чӑваш Енри Александра Николаева пилӗк финалист йышне лекнӗ.

«Volga Models» модель агентствинче (хӗр унтан тухнӑ) конкурса тӗнчен мӗнпур континенчи 30-а яхӑн ҫӗршывран хутшӑннине пӗлтернӗ.

Александра Николаева «3-вице пике» титула тивӗҫнӗ.

Тӗнче шайӗнчи конкурса вӑл пуҫласа хутшӑнӑ. Ӑмӑртура пӗр пикене чи хитри тесе чысланӑ, тӑваттӑшне вице ятсем панӑ. Конкурсра Таиланд пики мала тухнӑ, Австралинчи хӗр — 1-вице, Вьетнамри — 2-вице, Канадӑри — 4-вице.

Виҫҫӗмӗш вице мисс, Александра, Чӑваш Енӗн чипер пики ята пӗлтӗр тивӗҫнӗ, «Раҫҫей туризм пики» конкурсра вӑл пӗрремӗш вице-пике ята ҫӗнсе илнӗ. Нумаях пулмасть вӑл «Grace Models» пӗтӗм тӗнчери модель агентствипе килӗшӳ тунӑ, ҫулла чикӗ леш енне модель пулса ӗҫлеме тухса кайӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/47307
 

Культура
«Тӑван Ен» сӑн ӳкерчӗкӗ
«Тӑван Ен» сӑн ӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат ҫав тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ виҫӗ пӗр тӑван Костинсене халалланӑ фотоконкурса пӗтӗмлетрӗ.

Ишек ялӗнче 13 ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ Александрпа Георгий йӗкӗрешсем пулнӑ. Фотоӑста ӗҫне вӗсем аслӑ пиччӗшӗнчен, Николайран, хӑнӑхнӑ. Георгий ТАСС фотокорӗ те пулнӑ. Анчах шӑпа, тӗрӗсрех каласан, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи, ӑна ҫав агентствӑра нумай ӗҫлеме паман - вӑл вӑрҫа тухса кайнӑ.

Костинсен ячӗллӗ премие ҫӗнсе илмелли республикӑри конкурса «Тӑван Ен» хӑйӗн 85 ҫулхине уявланӑ май, пӗлтӗр, ирттерме йышӑннӑччӗ. Конкурса «тӑван енҫӗсем» малтан пӗлтернӗ пекех Пичет кунӗ тӗлне пӗтӗмлетрӗҫ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн фокорреспонденчӗ Сергей Журавлев унта кашни номинаципех пӗрер ӗҫ тӑратнӑ. Унӑн «Вороне где-то» фотоӳкерчӗкӗ «Тӑван тӑрӑхӑн илемӗ» номинацире мала тухнӑ. Ӑна сумлӑ преми тата ятарлӑ элем парнеленӗ тесе ҫырнӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче.

 

Культура
Алина Герасимова
Алина Герасимова

Паян Шупашкарти Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче Чӑваш Енри пичет ӗҫченӗсем професси уявне иртетерессине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, вӑл уяв паян кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре пуҫланмалла. Раҫҫей пичет кунӗ кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче пулчӗ те, журналистсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ун чухнех саламланӑччӗ. Вырӑна ҫитсе, коллективсемпе курнӑҫса мар. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑччӗ. Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский те ырӑ суннӑччӗ.

Журналистсен 2017 ҫулхи премине тивӗҫнисен ячӗсем халех паллӑ. Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн информаци пайӗн редакторӗ Алина Герасимова, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатӑн информаци пайӗн редакторӗ Ирина Павлова Ҫемен Элкер премине тивӗҫӗҫ. «Халӑх шкулӗ» журнал редакторӗ Олег Кульев тата Чӑваш Енӗн Наци музейӗн ӗҫченӗ Наталия Захарова-Кульева Николай Никольский премине илӗҫ. Чӑваш радиора корреспондентра ӗҫлекен Ирина Паргеевӑна Леонид Ильин премийӗпе хавхалантарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ru.chuvash.org/news/3171.html
 

Культура

Иртнӗ ҫулта проката тухнӑ «Движение вверх» кинофильма пирӗн ҫӗршыври куракансем кӑмӑлтан йышӑнни пирки Чӑваш халӑх сайтне вулакансем те илтнех-тӗр.

Антон Мегердичев режиссер ӗҫӗнче 1972 ҫулта иртнӗ Ҫуллахи Олимп вӑййи вӑхӑтӗнчи СССР тата АПШри арҫынсен пӗрлештернӗ командисен финалти матчӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Иван Едешко сӑнарне Кузьма Сапрыкин калӑпланӑ. Вӑл —

Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче артистра ӗҫленӗ Виктория Гичкина ывӑлӗ. Ҫакна «Хыпар» издательство ҫурчӗн хыпарсен служби «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗн тата электрон документацийӗн архивӗн секторӗн заведующийӗ Вероника Кочешкова Фейсбукра ҫырни тӑрӑх хыпарланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 245, 246, 247, 248, 249, 250, 251, 252, 253, 254, [255], 256, 257, 258, 259, 260, 261, 262, 263, 264, 265, ...398
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнӗ проекта пӗр иккӗленмесӗрех пуҫӑнма пултаратӑр, уйрӑмах вӑл тупӑш кӳрет пулсан. Ӗҫлӗ плансемпе никампа та ан паллаштарӑр. Харпӑр пурнӑҫа вара туссемпе сӳтсе явма пултаратӑр. Туйӑмсене ан парӑнӑр, унсӑрӑн кӗтменлӗх пулӗ. Канмалли кунсенче лайӑх ушкӑнпа уҫӑлса ҫӳреме вӑхӑт тупсан аван.

Юпа, 21

1960
64
Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем