Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура
Курава уҫнӑ самант. Сар.ru cӑнӗ
Курава уҫнӑ самант. Сар.ru cӑнӗ

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Сирӗн валли упрарӑм» ятпа курав уҫӑлнӑ. Йӗркелӳҫӗсем ӑна Егор Иванов ӳнерҫӗ ҫуралнӑранпа — пӗр ӗмӗр, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 73 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Калинин районӗн администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, Егор Иванов хӑйӗн кун-ҫулӗн иккӗмӗш ҫурринче историшӗн пӗлтерӗшлӗ материал чылай пухнӑ. Вӑл унччен пулнӑ ҫуртсене мӗнле пур — ҫавӑн пек упраса хӑварма ӗмӗтленнӗ. Хулари ҫуртсемпе керменсен малтанхи сӑнне тавӑрасса питӗ кӗтнӗ. Ҫакна тӗпе хурса Валентина Боброва куратор курава информаци тӗлӗшӗнчен питӗ пуян хатӗрленӗ.

Палӑртса хӑвармалла, ӳнерҫӗн асӑну каҫне тата курав уҫӑлнине халалланӑ мероприятие Егор Ивановӑн ӗҫтешӗсемпе юлташӗсем хутшӑннӑ. Курава тӑратнӑ ӗҫсемпе кӑмӑл тӑвакансем ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗчченех паллашма пултараҫҫӗ.

 

Культура
Сергей Журавлев сӑн ӳкерчӗкӗ
Сергей Журавлев сӑн ӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ака уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче Питӗр хулинче гастрольте пулассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Шупашкарти артистсем Литейнӑй проспектӗнчи Патшалӑх драма театрӗн сцени ҫине ҫине тухнӑ. Гастрольти пӗрремӗш кун вӗсем И.С. Максимов-Кошкинский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакле кӑтартнӑ, ӗнер — Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Туя туй пек тӑвар-и»? камите.

Артистсене халӑх ӑшшӑн йышӑннӑ. Спектакль вӗҫленсен те куракансем артистсене сцена ҫинчен чылайччен яман, «Маттур, маттур!» — тесе пӗр саслӑн кӑшкӑрнӑ. Чӑваш спектаклӗшӗн тунсӑхланӑ куракансем Шупашкарти драма театрӗн артисчӗсен пултарулӑхӗпе кӑмӑлтан киленнӗ.

 

Сумлӑ сӑмах Культура

Чӑваш Республикин патшалӑх парнине памалли ӑмӑртӑва 2017 ҫулшӑн сӑмахлӑхпа ӳнер енӗпе икӗ ят тӑратнӑ. Ӳнер енӗпе ҫӗршыври паллӑ ӑста - Раҫҫей Федерацийӗн мухтавне тивӗҫнӗ художник Праски Витти (Виталий Петров). Литература енӗпе — чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч.

Анатолий Кибечӗн премие тӑратнӑ «Кашни ҫын вӑл — хӑй тӗнче» роман-хроникине (Шупашкар, «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2017, 500 экз.,716 хутъен) тимлесех вуласа тухрӑм. Кӗнеке (авторӗ хӑй уйӑрман пулсан та) расна икӗ пайран тӑрать. Малта — автобиографи хайлавӗ, 359-мӗш хутъенри «Чӑнлӑх ҫути» тенинчен пуҫласа вӗҫне ҫитиччен — кӗвӗленӗ публицистика, сӑвӑсем тата чӑвашла «шухӑшлавизмсем». Ку пайри ярӑмсем - «Кама пит кирлӗ ҫак ултав.», «Пурнӑҫ тараси вылявлӑ», «Иртсе пычӗҫ вӑхӑтсем». Эпӗ иккӗмӗш пай пирки шарламӑп, роман-хроникӑна вуланӑ май шутланине (тиркенӗ вырӑнсене сиктерсе хӑварса) вулакана сӗнсе пӑхатӑп.

Хулӑн кӗнекене алла тытсанах «роман-хроника» тени куҫа ӳкрӗ те, студент чухне пӑрӑнми вулама тивнӗ классика умма тухрӗ: Семен Элкерӗн «Вутпа-тӑвӑл витӗр» автобиографиллӗ роман-хроники, Максим Горькин «Жизнь Клима Самгина» (кӑна эпӗ экзамена кӗрес умӗн ирхине вуласа пӗтертӗм те, пит вырӑнлӑ пулчӗ — Б.

Малалла...

 

Культура

«ТурСтат» аналитика агентстви Раҫҫейри ҫак ҫуркунне пулакан культура мероприятийӗсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чи лайӑх 10 мероприяти йышне Шупашкарта йӗркеленекен Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ те кӗнӗ.

Чӑваш Енӗн культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак йыша Мускаври «Мускав ҫуркунни A Cappella» фестиваль, Питӗрти «Dance Open» балет фестивалӗ, «Клинри ҫуркунне» юрӑ-кӗвӗ фестивалӗ, Мускав облаҫӗнчи «Красногорский», Ленинград облаҫӗнчи «Литературӑпа кино» кинофестивальсем, Пенза облаҫӗнчи «Ылтӑн провинци» театр фестивалӗ, Челябинск облаҫӗнчи «Уралти искусствӑсен эрни» курав, Тамбов облаҫӗнчи С.В. Рахманинов ячӗллӗ музыка фествивалӗ, Шупашкарти М.Д. Михайлов ячӗллӗ балет фестивалӗ тата Чулхула облаҫӗнчи «Чӗресен кӗвви» бард-фестиваль кӗнӗ.

Палӑртса хӑварар, Шупашкарти фестиваль ака уйӑхӗн 12-22-мӗшӗсенче иртет. Ҫав вӑхӑтра «Жизель», «Золушка» «Ромео и Джульета», «Весна священная», «Жар-птица» тата «Чиполлино» балетсене кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне гала-концерт та пулӗ.

 

Культура

Ыран, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 17 сехетре Чӑваш Енӗн Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче республикӑри кинематографистсем Палестинӑн Раҫҫейри посольствин пӗрремӗш ҫыруҫипе Абедалла Иесапа тӗл пулӗҫ. Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, курнӑҫӑва Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗ тата Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ.

Абедалла Иеса — Палестина поэчӗ, журналисчӗ, политолог, кинопродюсер, тӗрлӗ литература наградисен лауреачӗ.

Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Палестина хӑни Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗпе — экономика аталанӑвӗн министрӗпе Владимир Аврелькинпа тӗл пулнӑ. Унта пирӗн регионпа Палестина ҫӗршывӗ килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://avan-kino.com/a/news/90.html
 

Культура

Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ нумаях пулмасть Мускав облаҫӗнчи Клин хулинче пулнӑ. Унта юрӑ-ташӑ ӑстисем Раҫҫейӗн халӑхпа художество промыслисен IV фестивальне хутшӑннӑ.

Шупашкар хулин тӗп клуб тытӑмӗн методисчӗ Екатерина Осипова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Клин хулине ҫӗршывӑн 28 регионӗнчен: Улатимӗр, Ӗрӗнпур, Рязань, Тверь, Тула облаҫӗсенчен, Ставрополь тӑрӑхӗнчен тата ҫӗртен — пырса ҫитнӗ. Куракансем чӑвашсене те кӑмӑлтан йышӑннӑ, юратса алӑ ҫупнӑ, пултарулӑхпа чунтан киленнӗ.

Екатерина Осипова пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти фольклор ушкӑнне инҫе ҫула тухма республикӑн тӗп хули пулӑшнӑ.

 

Культура

Шупашкарта шкул ҫулне ҫитменнисене «Хунав» конкурса хутшӑнма чӗнсе калаҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне тӗпчес, аталантарас тата упраса хӑварас тӗллевлӗ. Патриотизм туйӑмне сарассипе, пӗр-пӗрне юратма вӗрентессипе те ҫыхӑннӑ вӑл. Конкурса хутшӑнса ачасем тӑван тӑрӑхпа кӑсӑкланма пуҫласса та шанаҫҫӗ.

Конкурс-фестиваль темиҫе номинаципе иртӗ. «Илемлӗ чӑваш юрри» ятлине хутшӑнакансен хитре юрласа кӑтартмалла. «Асамлӑ юмах тӗнчи» номинацине суйласан чӑваш юмахне лартмалла. «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах» номинаципе чӑвашла сӑвӑсем вуламалла.

Шупашкарти конкурсра ҫӗнтернисем республика шайӗнче ӑмӑртӗҫ. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Районсемпе хуласенчи тапхӑр ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта ҫӗнтернисем республикӑри ӑмӑртура ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тупӑшӗҫ.

Конкурса Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министертсвипе Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ.

 

Культура

Елена Рябцева режиссерӑн нумай пулмасть ҫеҫ хатӗрлесе ҫитернӗ кӗске метражлӑ «Юман» фильмӗ Шупашкара килӗ. Ӑна ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи (унчченхи «Ҫеҫпӗл» кинотеатр) кинозалта 18 сехетре кӑтартӗҫ.

Драмӑпа паллашнипе пӗрлех ҫӗнӗ ӗҫе епле ӳкерни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Кун пирки Елена Рябцева Фейсбукра хыпарланӑ. Фильмра ӳкерӗннӗ Нина Яковлевӑпа тата Иосиф Дмитриевпа пуплеме те май килӗ.

Елена Рябцева Хусанти «Время кино» (чӑв. Кино вӑхӑчӗ) форума тата унти Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн Ҫамрӑксен центрне тав тунине пӗлтернӗ. Мӗншӗн тесе шӑпах пӗлтӗрхи ҫав форумра проект пӗрремӗш вырӑн йышӑнса хӑйне валли ҫул уҫнӑ-ҫке. «Русская Фильм Группа» (чӑв. Вырӑс фильм ушкӑнӗ) корпорацие те режиссер тав тӑвать.

 

Культура

«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗпе электрон документацийӗн архивӗ РСФСР тата Чӑваш халӑх артисткипе, Нина Яковлевӑпа, «Нина Яковлева: С театром навеки» (чӑв. Нина Яковлева: театрпа ӗмӗрлӗхе) электрон кӑларӑмра паллаштарать.

Хисепе тивӗҫ кӑларӑма «Чӑвашкинора» К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине те халалланине пӗлтернӗ.

Икӗ пайран тӑракан ӗҫре халӑх юратакан артисткӑн ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ вырӑн тупнӑ. Мускаври театр ӳнерӗн аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ тапхӑра та аса илнӗ. Тата, паллах, театрти кун-ҫул. Тӗрлӗ сӑн ӳкерчӗкпе тата видеоматериалпа пуянлатнӑ.

Тӑван театра ҫаврӑннӑ ӳнер учрежденийӗнче Нина Яковлева 1961 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫак тапхӑрта вун-вун сӑнар калӑпланӑ. Кинора та, сӑмах май, ӳкерӗннӗ.

 

Культура

Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑшра Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем ачасемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва Александр Демидов, Григорий Федоров тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Галина Кузнецова ҫитнӗ.

Вулавӑш ӗҫченӗ Татьяна Уразаева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем артистсенчен нумай япалана ыйтса пӗлме ӑнтӑлнӑ, ыйту ҫине ыйту панӑ. Сцена ӑстисем кӑмӑлтан тата чунтан хуравланӑ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ май сцена ҫине пуҫласа тухни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Унтан артистсем Корней Чуковскин «Муха-Цокотуха» юмахне тӗпе хурса ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ачасем хӑйсене артист евӗр тытса пӑхнӑ, юмахри сыпӑксене вуланӑ.

Александр Демидов «Яблочко» (чӑв. Панулми) ташласа кӑтартнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 236, 237, 238, 239, 240, 241, 242, 243, 244, 245, [246], 247, 248, 249, 250, 251, 252, 253, 254, 255, 256, ...398
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнӗ проекта пӗр иккӗленмесӗрех пуҫӑнма пултаратӑр, уйрӑмах вӑл тупӑш кӳрет пулсан. Ӗҫлӗ плансемпе никампа та ан паллаштарӑр. Харпӑр пурнӑҫа вара туссемпе сӳтсе явма пултаратӑр. Туйӑмсене ан парӑнӑр, унсӑрӑн кӗтменлӗх пулӗ. Канмалли кунсенче лайӑх ушкӑнпа уҫӑлса ҫӳреме вӑхӑт тупсан аван.

Юпа, 21

1960
64
Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын