Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура

Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Шупашкарта "Открой рот" (чӑв. Ҫӑварна уҫ) ятпа сасӑпа вулакансен Раҫҫей чемпионачӗ иртет.

Кун пек ӑмӑртӑва хутшӑнма йывӑр мар тесе ӗнентереҫҫӗ. Унта лекме кӑмӑл тунисен чемпионат йӗркелӳҫисем малтанах суйласа илнӗ кӗнекесенчи сыпӑксене вуламалла. Илемлӗ вулама пӗлнипе пӗлсех кайманнине тӳресем хаклӗҫ. Суйлав турӗнче ҫӗнтернине самай сумлӑ парнепе хавхалантарма шантараҫҫӗ. Кайран ҫав ҫын ҫурма финал конференцине хутшӑнӗ. Унта та хӑйне кӑтартма пултарсан финалти чемпионатра сасӑпа кӗнеке вулӗ. Петӗмлетӳ Мускавра, ҫулталӑк вӗҫӗнче, иртмелле.

Хальхи, ҫӗртмен 17-мӗшӗнчи, конкурс Чӑваш наци вулавӑшӗнче 18 сехетре пуҫланать. Унта хутшӑнас кӑмӑллисен 18 ҫултан аслӑрах пулмалла.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче Нелли Петровскаян «Тухатмӑш» кӗнекин иккӗмӗш пайӗ кун ҫути курнӑ.

Вулакансенчен самайӑшне килӗшнӗ ҫак кӗнеке авторӗ 2001 ҫултах леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ. Романӑн алҫырӑвне ҫыравҫӑн килти архивӗнче асӑрханӑ. «Тухатмӑшӑн» пӗрремӗш кӗнекине 2012 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ.

Романӑн тӗп сӑнарӗ — Минке. Тухатма пӗлнишӗн унӑн чунӗ асапланать. Ҫылӑха каҫарас тесе хӗрарӑмӑн ҫӗнӗрен ҫуралса тепӗр хутчен пурӑнса ирттерме тивет.

Романӑн иккӗмӗш пайӗнчи сюжет ачасӑр ҫемьере 20 ҫултан хитре хӗр ҫуралнинчен пуҫланать. Аталану шайӗпе пӗчӗклех хӗрача ыттисенчен уйрӑлса тӑрать. Анчах пурнӑҫӗ унӑн пӗртте ҫӑмӑл килмест: самай кӑткӑслӑха ҫӗнсе малалла тапаҫланма лекет.

Романа вуласа тухнисем унӑн чӗлхи ҫӑмӑллине, сюжечӗ кӑткӑссине палӑртаҫҫӗ.

 

Культура

Патӑрьел районӗнче нумаях пулмасть юмах лартассипе ӑмӑрту иртнӗ. 7–10 ҫулхисем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Кивӗ Ахпӳртри тӗп шкулта вӗренекенсем, иккӗмӗшне Ҫӗньялти тӗп шкулти ачасем тата Шӑнкӑртамри пӗрремӗш вӑтам шкула ҫỹрекенсем йышӑннӑ. Кивӗ Ахпӳртри тӗп шкулта вӗренекенсен тепӗр ушкӑнӗ виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ҫавӑн пекех жюри Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулти иккӗмӗш классен ӗҫне те виҫҫӗмӗш вырӑна хурса хакланӑ.

Аслӑрах ҫулхисенчен Патӑрьелӗнчи иккӗмӗш вӑтам шкулти пиллӗкмӗшсене тата Ҫӗнӗ Ахпӳртри тӗп шкулти улттӑмӗшсене палӑртмалла. Икӗ ушкӑнӗ те хрантсус поэчӗн Ш. Перро юмахӗсене калӑпланӑ.

Мероприятие пуянлатма Патӑрьелӗнчи иккӗмӗш вӑтам шкулти Р. Илюткина, М. Сугутская, О. Спинова ертсе пыракан иккӗмӗш классен ташӑ ушкӑнӗсем тата централизациленӗ клуб системинчи В. Арланова юрӑҫ та пулӑшнине А. Астраханцева асӑннӑ районти «Авангард» хаҫатра пӗлтерет.

 

Культура
СССР халӑх артистчӗ Вера Кузьмина (сулахайри)
СССР халӑх артистчӗ Вера Кузьмина (сулахайри)

Укҫа тесен чылайӑшӗ пуҫа ҫухатма хатӗр. Уншӑн ҫынсене ӳпкелеме те пӗлмелле мар-тӑр — паянхи саманара пурнӑҫӗ укҫа ҫинче тытӑнса тӑрать те... К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Укҫа чул кастарать» спектаклӗнче те ҫав шухӑшах палӑрать. Камитре амӑш укҫишӑн тӑванпа тӑван тупӑшать.

Ыран ку спектакле театр артисчӗсем Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере кӑтартӗҫ.

Яла спектакльпе СССР халӑх артистчӗ Вера Кузьмина, РСФСР тата ЧАССР халӑх артисчӗ Нина Яковлева, Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Геннадий Медведев, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Надежда Воюцкая тата Александр Демидов, Надежда Зубкова, Василий Иванов, Николай Котеев актерсем ҫитӗҫ. Ҫу каҫиччен артистсем ытти тӑрӑха та ҫитсе килме палӑртаҫҫӗ

 

Культура

Шупашкар районӗнчи вулавӑшсенче «Вула, район» ятпа урамри вулав вырӑнӗсем уҫнӑ. Шупашкарта та ун пеккисем уҫнӑ-ха, анчах районта хӑйӗн специфика иккенне кура ҫавна та шута илме тивет.

Район центрӗнче кӑна мар, ялсенчинче те ҫуллахи вулав вырӑнӗсем ӗҫлӗҫ. Вӗсем кӗҫнерникунсерен ҫу каҫипех ҫынсене кӗтӗҫ.

Кӳкеҫре уҫӑ вырӑнти вулав залӗсене Тӗп вулавӑш умӗнчи лапамра, «Бичурин тата хальхи самана» музейӑн Бичурин пахчинче тата Советски урамри 69-мӗш ҫурта хирӗҫ вырнаҫнӑ ача-пӑча лаптӑкӗнче йӗркеленӗ.

Ҫуллахи вулав вырӑнӗсене район центрӗнче ӗнер уҫнӑ.

Мероприятин тӗп хӑни И. Ильфпа Е. Петровӑн «Двенадцать стульев» романӗнчи Остап Бендер пулнӑ. Шупашкар районӗнчи тӗп вулавӑшра ӗҫлекенсем кӗнекене кино ҫӗнӗ пурнӑҫ кӗртме пултарать тесе шухӑшлаҫҫӗ.

 

Культура

Ҫапла, Шупашкар хӗрачин ӗҫне мультфильмра усӑ курӗҫ.

Амурпа Тимур юлташсем ҫинчен калакан пластелин мультфильмӗ валли ӳкерчӗксем хатӗрлессипе Пӗтӗм тӗнчери конкурс ирттернӗ.

Унта Шупашкарта пурӑнакан Анна Орлова шкул ачи ҫӗнтернӗ. Тинӗсҫумри сафари-парк Аня ӗҫне Раҫҫейрисенчен чи лайӑххи тесе хакланӑ.

Конкурса пӗтӗмпе 9 ҫӗршывран, ҫав шутра Донецкпа Луганск хулисенчен те, арҫын ачасемпе хӗрачасем хаваспах тата хастаррӑн хутшӑннӑ. Конкурса ҫитнӗ 636 ӗҫ авторӗсем пурте ачасем. Вӗсем - 5 ҫултан пуҫласа 15 ҫулчченхи авторсем. Шупашкарти шкулсенчен пӗринче ӑс пухакан хӗрача та хӑйӗн ӳкерес ӑсталӑхне пултарулӑх конкурсӗнче, пӗтӗм тӗнче шайӗнче, тӗрӗслесе пӑхас тенӗ. Тӑрӑшни, чӑн та, сая кайман.

 

Культура

Телекурав конкурсӗ «Мехел» 10 ҫул тултарнӑ. Ҫак тапхӑрта сцена ҫинче 1 пин ытл ача пултарулӑхне кӑтартнӑ. Кӑҫал конкурс юбилейне паллӑ тӑвӗ.

Концерта 13 ансамбль, 13 вокалист килӗ. Вӗсем — Ҫӗнӗ Шупашкартан, Тӑвайран, Вӑрнартан, Кӳкеҫрен.

Уяв концертӗнче ачасем малти вырӑнсене йышӑнассишӗн тупӑшмӗҫ. Сцена ҫине унччен ҫӗнтернӗ маттурсем тухӗҫ. Чӑваш юррисене вӗсем валли пӗлтӗр композиторсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ ҫынсем ҫырнӑ.

Ку таранччен «Мехеле» республикӑри пур районтан та килнӗ. Хӑшӗ-пӗри кун хыҫҫӑн артист пулнӑ. Проект ҫулсерен аталанса пырать.

«Мехел» ачасене те, аслисене те пӗр тӗвве пухма пулӑшать. Конкурса телекуравпа, «Раҫҫей 1» каналпа, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 9 сехет ҫурӑра курма май пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/?c=view&id=12985
 

Культура

Республикӑра «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ҫамрӑк ҫыравҫӑсен конкурсӗ кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртнӗ.

Конкурса 15–30 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Хайлавсене проза тата поэзи номинацийӗсенче палӑртнӑ. Шел те, кӑҫал драматургипе ӗҫсем пулман. Ытти номинацире авторсем пултарулӑхӗпе палӑрнӑ.

Анна Сергеева шкулта вӗренет. Апла пулин те вӑл конкурсра 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ольга Австрийская икӗ номинацире малти вырӑнсене йышӑннӑ. Вӑл чӑвашла калав ҫырнӑ тата вырӑсла сӑвӑсем шӑрҫаланӑ. Хӑй Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта ӗҫлет. Австрийская — хушма ят. Чӑн хушамачӗ — Иванова.

Малти вырӑнсене йышӑннӑ ҫамрӑксене дипломпа тата парнесемпе хавхалантарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/?c=view&id=12969
 

Культура
Камера умӗнче Зоя Яковлева режиссер
Камера умӗнче Зоя Яковлева режиссер

Зоя Яковлева телережиссер тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ, культурологи докторӗ Владимир Васильев Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ «Чӑвашсем» ярӑмри иккӗмӗш фильма ӳкерме Беларуҫ ҫӗршывне кайса килнӗ.

Маларах вӗсем Тӗменти чӑвашсем пирки ӳкернӗччӗ. Сӑмах май каласан, Зоя Яковлевапа Владимир Васильев тата Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Раҫҫейри общество телекуравне ҫитнӗччӗ. Унта вӗсем телекомпанин тӗп директорӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Александр Пономаревпа тӗл пулнӑччӗ, маларах каланӑ фильма кӑтартнӑччӗ.

1941-1942-мӗш ҫулсенче Беларуҫри Гродно хулинче подпольщиксен чи пӗрремӗш ушкӑнне туса хунӑ, Муркаш районӗнче ҫуралнӑ Николай Волков ҫинчен ӳкерекен ҫӗнӗ фильма «Вилӗмсӗрлӗхе куҫнисем» («Шагнувшие в бессмертие») ят панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chnk.ru/a/news/680.html
 

ҪУ
30

Чутайсем ташӑ ӑсталӑхӗ енӗпе ӑмӑртнӑ
 Галина Зотова | 30.05.2016 11:25 |

Культура

Хӗрлӗ Чутай районӗнче нумай пулмасть Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ятсене тивӗҫнӗ Алексей Дмитриевич Мокина асӑнса кӑҫалхипе 5-мӗш хут «Ташша яра пар!» фестиваль иртрӗ. Фестивале йӗркелекенӗ — районти администрацин культура енӗпе ӗҫлекен Александр Самсонов тата культурӑн специалист-эксперчӗ Алина Михуткина.

Ҫӗнтерӳҫӗсене икӗ ушкӑнпа палӑртрӗҫ: кӗҫӗннисем тата аслисем. Кӑҫал малти вырӑнсене Штанашри «Штаваш» ташӑ ушкӑнӗсем йышӑнма пултарчӗҫ: ачасем те, аслисем те. 2-мӗш вырӑнта — «Ангелочки» ушкӑн, 3-мӗшсем Хӗрлӗ Чутай шкулӗн «Танц — класс» ушкӑнӗпе Мӑн Этменри культура ҫурчӗн «Сердечко» ташӑ ушкӑнӗ. Аслисем хушшинче иккӗмӗш вырӑнта Мишеркассинчи культура ҫурчӗн «Сӑр таппи» ташӑ ушкӑнӗ, виҫҫӗмӗшсем — Сӗнтӗкҫырминчи «Ярапа» тата Мӑн Этменьри «Подснежник» ташӑ ушкӑнӗсем.

 

Страницӑсем: 1 ... 294, 295, 296, 297, 298, 299, 300, 301, 302, 303, [304], 305, 306, 307, 308, 309, 310, 311, 312, 313, 314, ...398
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнӗ проекта пӗр иккӗленмесӗрех пуҫӑнма пултаратӑр, уйрӑмах вӑл тупӑш кӳрет пулсан. Ӗҫлӗ плансемпе никампа та ан паллаштарӑр. Харпӑр пурнӑҫа вара туссемпе сӳтсе явма пултаратӑр. Туйӑмсене ан парӑнӑр, унсӑрӑн кӗтменлӗх пулӗ. Канмалли кунсенче лайӑх ушкӑнпа уҫӑлса ҫӳреме вӑхӑт тупсан аван.

Юпа, 21

1960
64
Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын