Спорт
Чӑваш Енри спортсменсем наци пӗрлештернӗ командине кӗмелли кандидатсен списокне лекнӗ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗнче фристайл енӗпе Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев хатӗрленме пултарӗҫ. Иккӗшӗн те фристайлӑн икӗ тӗсӗпе – слуп-стайл тата биг-эйре – иртекен ӑмӑртусене хутшӑнас шанчӑк пур. Ски-кросра вара Полина Сабурова вӑй виҫӗ. Конькипе чупмалли спортпа спорт мастерӗ Тимур Карамов ӑмӑртӑва хутшӑнӗ. Биатлон енӗпе командӑна Иван Степанов лекнӗ. Палӑртмалла: вӗсем пурте Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Шупашкарти «Спартак» вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс хупӑнать. Тӳрех хӑраса ан ӳкӗр: нумайлӑха мар, икӗ эрнелӗхе ҫеҫ. «Спартакпа» пӗрлех «Ҫӗнӗ ӑру» тӑрӑллӑ каток та хупӑнӗ. Ку юсав ӗҫӗсем ирттернипе ҫыхӑннӑ: учрежденире хутса ӑшӑтмалли тытӑма опрессовка тӑвӗҫ. Ҫавна май «Спартак» вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен ӗҫлемӗ. «Спартак» администрацийӗ ҫынсене ҫапла майпа чӑрмантару тунӑшӑн каҫару ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ҫитес канмалли кунсенче, ҫӗртме уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче, Шупашкара Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетсем пухӑнӗҫ. Ҫав кун пирӗн республикӑра ҫӗршыв шайӗнчи чемпионат тата ӑмӑрту иртӗ. Хӑвӑрт утакансен тупӑшӑвне Раҫҫейӗн 20 регионӗнчи 150-а яхӑн спортсмен килме кӑмӑл тунӑ. Ӑмӑрту Шупашкарти кӳлмек хӗрринче иртмелле. Хӗрарӑмсен 20 километра ҫӗнмелле, арҫынсен — 50 километра. Юниор тата ҫамрӑксен ҫулӗсенчи спорстменсем Шупашкарти Олимп стадионӗнче тупӑшӗҫ. Вӗсен 5 тата 10 пин метра утмалла. Хӑвӑрт утакансен тупӑшӑвӗ иртнӗ май ҫамрӑкраххисем те хӑйсене тӗрӗслеме пултарӗҫ. Вӗсем валли «Юный скороход» (чӑв. Ҫамрӑк хӑвӑрт утакан) ӑмӑрту йӗркелӗҫ. 14-15 ҫулсенчи яшсен 5 пин метра утма тивӗ, хӗрсен — 3 пин метра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ҫӗртме уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче Шупашкарта хӑвӑрт утас енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ тата первенстви иртӗ. Чӑваш Ене ҫӗршыври 20 регионти 150 ҫӑмӑл атлет килме палӑртнӑ. Ӑмӑрту Шупашкарти кӳлмекре иртӗ. Арҫынсем – 50 ҫухрӑм, хӗрарӑмсем 20 ҫухрӑм утӗҫ. Юниорсен тупӑшӑвӗ вара «Олимпийский» стадионта иртӗ. Спортсменсем 5 тата 10 ҫухрӑм утса тухӗҫ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал наци первенствипе килӗшӳллӗн регионсен хушшинче «Ҫамрӑк скороход» тупӑшу ирттерме палӑртнӑ. Унта 14-15 ҫулсенчи хӗрсемпе каччӑсем хутшӑнӗҫ, пӗрремӗшӗсем – 3 ҫухрӑм, иккӗмӗшӗсем 5 ҫухрӑм парӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди йышӗнче Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑна хутшӑннӑ. Ӑмӑрту Красноярскра иртнӗ. Ун чухне, пушӑн 6-мӗшӗнче, Лана Прусакова слоупстайл дисциплинӑра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Маттур спортсменкӑна укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин Лана Прусаковӑна 75 пин тенкӗ преми парасси пирки распоряжени алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн тренерӗ Никита Васильев та хавхалантарӑва тивӗҫнӗ: 37500 тенкӗ. Кунсӑр пуҫне ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи акан 30-мӗшӗччен Лана Прусакова уйӑхсерен 7500 тенкӗ илсе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Чӑваш Ен спортсменки Японин тӗп хулинче Токиора иртнӗ ӑмӑртура тӗнче чемпионкин ятне тивӗҫнӗ. Аиша Александрова штангӑна выртса тӗртнӗ, вӑл 62,5 килограмм ҫӗкленӗ. Палӑртмалла: ку унӑн кӗлеткин йывӑрӑшӗнчен 19 килограмм нумайрах. Аиша Александрова Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнать. Вӑл Токио хулине самолетпа 10 сехет вӗҫнӗ, аякри ҫӗршыва ҫитсен тӳрех ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Ҫул ҫинче, паллах, ывӑнтарать. Ҫапах ку Аишӑна пӗрремӗш вырӑна тухма чӑрмав кӳмен. «Тӳрех помост ҫине! Халӑхра калашле, карап ҫинчен бала лекнӗ. Ҫитменнине, Мускав вӑхӑчӗпе ирхи 3 сехетре», - ҫапла ҫырнӑ Ҫӗрпӳ хулин Инстаграм страницинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ҫак вырсарникун, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти Мускав ҫыранӗнче скандинави уттине кӑмӑллакансем тӑваттӑмӗш хут пухӑнӗҫ. Сӑлтавӗ те пур: «Атӑл ҫинчи сывлӑх» фестиваль иртӗ. Ҫак мероприятие Атӑл кунне тата Пӗтӗм тӗнчери скандинави уттин кунне халаллӗҫ. Ятарлӑ икӗ туя йӑтса тухнӑ ҫынсем дистанцие парӑнтарнӑ вӑхӑтрах медицина тата спорт тытӑмӗнчи специалистсемпе калаҫма пултарӗҫ. INWA инструкторӗсем Наталья Безлюдная тата Инна Киселева ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ. Мероприятие хисеплӗ хӑна, Скандинави уттин пӗтӗм тӗнчери федерацийӗн комитечӗн ӑслӑлӑх пайташӗ, Андрей Волков килӗ. Мероприятие Хусанти, Ярославльти, Йошкар-Олари тата ытти хулари скандинави уттин клубӗсем те хутшӑнӗҫ. Фестиваль 10 сехетре пуҫланать, старт – 11 сехетре. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Чӑваш Енре пурӑнакансене ыран ӗҫе велосипедпа кайма сӗнеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра ҫулсерен иртекен «На работу на велосипеде» (чӑв. Ӗҫе велосипедпа) акци пулӗ. Унта пирӗн республика та хутшӑнӗ. Чӑваш Енӗн Физкультура тата спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, акци тӗллевӗ — пӗр-пӗр ӗҫпе велосипедпа кунсерен ҫӳреме меллине кӑтартса парасси. Ун валли ятарлӑ ҫипуҫ та, спортзалта хатӗрленни те кирлӗ мар. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, велосипедпа кашни кун ҫур сехет ярӑнниех сывлӑхшӑн усӑллӑ. Велосипедпа вӗҫӗм ҫӳрекенсем пульница хучӗпе ыттисенчен 15 процент сахал лараҫҫӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Велосипедпа 5 ҫухрӑм таран инҫӗше кайма уйрӑмах меллӗ. Ҫитменнине тата вӑл — экологи енчен сиенсӗр транспорт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ, кире пуканӗ йӑтассипе ят-сум ҫӗнсе илнӗ Борис Глинкин тренер патӗнче ӑсталӑха туптакан Анастасия Александрова Кире спорчӗн тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗнче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ӑмӑрту Питӗр хулинче иртнӗ. Анастасия хутшӑннӑ тупӑшӑва 10 ытла ҫӗршыври 150 ытла спортсмен пухӑннӑ. Чӑваш ҫӗрӗн хӗрӗ 63 килограмчченхи виҫере ӑмӑртнӑ. 24 килограмм таякан кире пуканне хӗр 181 хутчен ҫӗклеме пултарнӑ. Анастасия Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче, экономика факультетӗнче, вӗренет. Вӑл — пулас экономист. Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Анастасия Александрова Германире ҫу уйӑхӗн 30 — ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗсенче иртекен Европа чемпионатне кайма хатӗрленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ кунне халалласа Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре урам ачисем ӑмӑртнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, пӗр урам ачисен тупӑшӑвӗ иртнӗ. Олеся Саксонская «Контактра» ушкӑнри «Кугеси.рф/Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф/Халӑх канашӗ) пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта капла тупӑшӑва ҫулсеренех йӗркплеҫҫӗ. Пуҫаруҫи — район центрӗнчи «Улӑп» физкультурӑпа сиплев комплексӗнче тӑрӑшакан Николай Максимов. Максим Горький урамӗнче пурӑнакан тӗрлӗ ҫулхи ачасем ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвне хаваспах хутшӑннӑ. Тин ҫеҫ утма хӑнӑхнисем те ашшӗ-амӑшӗ хавхалантарни-астарнипе тупӑшнӑ. Кӳршӗллӗ урамсенче пурӑнакансем те старта тухнӑ. Николай Максимов пӗр ачана та кӳрентермен: грамотӑсемпе, пылак кучченеҫсемпе тата медальсемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |